Сапожников Геннадий Игнатьевич
Сапожников Геннадий Игнатьевич, (1933 çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ Хирлеппуç Мĕлĕш, Элӗк районӗ Чăваш АССР, РСФСР, ССРП — 2004 çулхи утăн 29-мĕшĕ, Мускав хули) — совет/раççей/чăваш биологĕ, биологи ăслăхĕсен тухтăрĕ.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2003)[1].
Биографи
Геннадий Сапожников 1933 çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Хирлеппуç Мĕлĕш ялĕнче хресчен килйышĕнче çуралнă.
1951 çулта Элĕкри И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта вăтам пĕлӳ илнĕ, 1956 çулта Хусанти Н.Э. Бауман ячĕллĕ ветеринари институтĕнчен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă.
Виççĕ çул Казахстанра ветеринари тухтăрĕ, çиччĕ çул Чăваш АССР Канаш районĕнчи Ямаш ялĕнче ветучасток ертӳçи вырăнĕнче, Чăваш АССР Тӑвай районӗн тĕп ветеринари тухтăрĕ пулса, республикăри ветеринари лабораторин эпизоотологи уйрăмĕн ертӳçи пулса тăрăшнă.
1965-1967 çулсенче Пĕтĕм Раççейри К. И. Скрябин ячĕллĕ Гельмонтологи Ăслăх-Тĕпчев Институчĕн (ВИГИС) аспиратуринче вĕренет. 1967-1968 çулсенче ВИГИС ăслăх кĕçĕн, хыççăн аслă ĕçтешĕ пулса тăрать.
1978-1993 çулсенче пулă чирĕсен лабораторине ертсе пынă.
1994-2001 çулсенче РФ ял хуçалăх министерствин ветеринари тухтăрĕ-ихтиопаталогĕ.
2001 çултанпа ВИГИС ăслăх ĕçтешĕ.
2004 çулхи утăн 29-мĕшĕнче Мускав хулинче куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.
Ăслăх ĕçĕсем
Г.И. Сапожников 312 ăслăх ĕçне çырса пичетленĕ. Пиллĕк кĕнеке хатĕрлесе кăларнă. 18 ăслайпа 3 рационализаторла сĕнӳ авторĕ, 30 нормăпа техника докуменчĕсене туса хатĕрленĕ.
Чыслани
Геннадий Игнатьевича «Ӗç ветеранĕ», «Мускав 850 çул тултарнă ятпа» медальсемпе, «Раççей пулă хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа, К.И. Скрябин академик çуралнăранпа 100 çул çитнине хисеплесе кăларнă медальпе, ВДНХ 5 кĕмĕл медалĕпе чысланă. Биологи наукисен тухтăрне хамăр çĕр-шывра та, чикĕ леш енче те лайăх пĕлеççĕ.
Вуламалли
- Косяев, Н. И. Сапожников Геннадий Игнатьевич / Н. И. Косяев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 625.
- Терентьев, Г. К. Сапожников Геннадий Игнатьевич / Г. К. Терентьев // Аликовская энциклопедия = Элӗк энциклопедийӗ. – Чебоксары, 2009. – С. 458-459.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Чĕрчунсен чирĕсене тĕпчекен(чăв.)
- Ҫулталӑк кӗнеки=Книга года 2017 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче архивланӑ.