Сеймур Херш

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Сеймур Херш
Seymour Hersh (3413572451) (cropped).jpg
Чӑн ят акăл. Seymour Hersh
Çуралнă вăхăт 1937 ҫулхи акан 8-мӗшӗ(1937-04-08)[1][2][…] (88 ҫулта)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх
Пăхăнулăх
Альма-матер
Премисемпе чысланисем
Джордж Полк премийӗ[d] (1973) премия Летельера — Моффит в области прав человека[d] (2004) Достойная премия Бингэма[d] (1969) премия Оруэлла[d] (2004) премия мира имени Леннона и Оно[d] (2004) Пулитцеровская премия за международный репортаж[d] (1970) Джордж Полк премийӗ[d] (1969) Джордж Полк премийӗ[d] (1974) Джордж Полк премийӗ[d] (1981) Джордж Полк премийӗ[d] (2004) Премия Сэма Адамса[d] (2017) премия «За свободу и будущее медиа»[d] (2005) Международная журналистская премия Мануэля Васкеса Монтальбана[d] (2007) Weintal Prize for Diplomatic Reporting[d] (2005)
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Сеймур Майрон (Сай) Херш ((акăл. Seymour Myron (Sy) Hersh;1937 ҫулхи акан 8-мӗшӗ, АПШ, Чикаго) — тӗпчев жанрӗнче ӗҫлекен американ журналисчӗ, право хӳтӗлевҫи. Пулитцер премийӗн, Риденаур премийӗн, кӗнеке критикӗсен наци ушкӑнӗн премийӗн лауреачӗ, Джордж Полк премине пилӗк хут тивӗҫнӗскер тата ытти профессиллӗ хисеппе чысланӑскер.

Вьетнамри вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Ми Лайра (Сонгми общининче) пулса иртнӗ ҫынсене касса тухни пирки журналистла тӗпчев кӑтартӑвӗсене пичетленӗ хыҫҫӑн 1969 ҫулта тӗнче шайӗнче палӑрнӑ. Нумай вӑхӑт хушши «Нью-Йорк Таймсра» тата «Нью-Йоркер» хаҫатсенче тӑрӑшнӑ.

2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Substack платформи ҫинчи хӑйӗн блогӗнче АПШпа Норвеги «Ҫурҫӗрти юхӑма» сиенлеме хутшӑннине пӗлтернӗ. 2023 ҫулхи ака уйӑхӗнче Владимир Зеленский Украина президентне АПШ Украина валли ҫунтармалли япала туянма уйӑрнӑ ҫӗр-ҫӗр миллион доллара хӑйӗн кӗсьине чикнӗшӗн айӑпланӑ.

Юлашки ҫулсенче Херш хӑйӗн статйисенче иккӗленӳллӗ информаци ҫӑлкуҫӗсемпе усӑ курнишӗн тата журналист кавар теорисене хӳтӗлеме хӑтланнишӗн ӑна ҫакӑншӑн час-часах критиклеҫҫӗ[3][4][5][6][7].

Сеймур Херш, вӑлах Сай, 1937 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче Чикаго хулинче Польшӑпа Литваран куҫса килнӗ Доротипе Исадор Хершсен еврей ҫемьинче ҫуралнӑ[8][9]. 1958 ҫулта Чикаго университетне истори бакалаврӗн степенӗпе вӗренсе пӗтернӗ[8][10]. Ҫакӑн хыҫҫӑн Чикаго университечӗн юридици факультетне вӗренме кӗнӗ, анчах та вӗренӳре ӗлкӗрсе пырайманнине пула ӑна унтан кӑларса янӑ[8][9].

Журналистика ӗҫне пуҫӑниччен шкул ҫулӗсенче ашшӗ-амӑшӗн аллинче пулнӑ Чикаго саутсайдӗнчи химчисткӑра пулӑшнӑ, унтан Xerox хатӗр-хӗтӗрне, Walgreens аптекӑсен шутне кӗрекен лаккара эрех-сӑра сутнӑ[11].

Репортёр пек хӑйӗн пӗрремӗш ӗҫне 1959 ҫулта Чикаго хыпар бюровӗн (City News Bureau of Chicago) криминаллӑ хроника пайӗнче илнӗ. Тепӗр виҫӗ ҫултан чи пысӑк (ҫав вӑхӑтра) шутланакан информаци агентствисенчен пӗрне, United Press International-а, корреспондент пек куҫнӑ. 1963 ҫулта ӑна Associated Press-а корреспондент вырӑнне илнӗ. Анчах та темиҫе ҫул иртсен, агентствӑн редакци политикипе килӗшменнине пула, Херша унӑн журналистла тӗпчевӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене цензурӑсӑр тата кӗскетмесӗр пичетлеме килӗшмен хыҫҫӑн вӑл унтан пӑрахса кайма йышӑннӑ. 1968 ҫулта «Хими тата биологи вӑрҫи: Америкӑн вӑрттӑн арсеналӗ» (Chemical and Biological Warfare: America ’ s Hidden Arsenal) кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, унта ҫав шутра Associated Press пичетлеме килӗшмен статйисем те кӗнӗ[9].

1968 ҫулта нумаях мар вӑхӑт хушши Юджин Маккарти сенаторӑн (вӑл АПШ Демократи партийӗнчен президента суйланма кандидат пек регистрациленесшӗн пулнӑ) пресс-секретарӗ пулнӑ. 1968 ҫулхи ака уйӑхӗнче Висконсинта иртнӗ праймериз хыҫҫӑн журналист ӗҫне таврӑннӑ. Ку вӑхӑтра сулахай политикӑллӑ шухӑшлавлӑ кӑларӑмсенче час-часах пичетленнӗ: The New Republic, The Progressive, Ramparts тата ыттисенче[9].

Вьетнамри вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Сонгмире американ салтакӗсем нумай ҫынна сӑлтавсӑр касса тӑкнине уҫса панӑ хыҫҫӑн Херш тӗнчипех чапа тухнӑ. Dispatch News Service-ра пичетленӗ ҫак темӑпа ҫырнӑ статьясем 1969 ҫулта ӑна пӗрремӗш Джордж Полкӑн премине тата 1970 ҫулта «Пӗтӗм тӗнчери репортажшӑн» категорире Пулитцер премине тивӗҫме май панӑ[8][9][12].

Сеймур Херш 2007 ҫулта

1972 ҫултанпа «Нью-Йорк Таймс» хаҫатра ӗҫленӗ[9]. Вӑл вӑхӑтри унӑн чи паллӑ тӗпчевӗсенчен пӗрисем Уотергейт пӑтӑрмахӗпе[13] АПШ авиацийӗ Камбоджӑна бомбӑланипе ҫыхӑннӑ, ун пирки статьяшӑн вӑл хӑйӗн иккӗмӗш Джордж Полк премине тивӗҫнӗ[12]. 1979 ҫулта кӑларӑмран кайнӑ хыҫҫӑн вӑл кӗнекесем ҫырма журналистика ӗҫӗнчен канса илнӗ[9].

1983 ҫулта Херш «Атлантик» американ литература журналӗн ҫыракан редакторӗ пулса тӑнӑ, тӑватӑ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн «Влаҫра ларнин хак: Никсонӑн Шурӑ ҫуртӗнчи Киссинджер» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Херш унта Киссинджер пӗр вӑхӑтра Ричард Никсонпа Хьюберт Хамфринӑн суйлав умӗнхи штабсен пайташӗсене вӑрттӑн информаципе тивӗҫтернине тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ, ҫапла май суйлавра кам ҫӗнтерессине пӑхмасӑр вӑл администрацире вырӑн илес тенӗ. Кунсӑр пуҫне Херш унта Киссинджер Никсонпа Вьетнамри вӑрҫӑн тӗп никӗсӗ пирки калаҫса татӑлнине уҫса панӑ — Кӑнтӑр Вьетнам, ҫакӑншӑн темле хак тӳлеме тивӗ пулсан та, коммунистсен аллине лекмелле мар. Шӑпах ҫак принципа тӗпе хурса Камбоджӑна бомбӑланӑ та пулас. Ку кӑларӑмшӑн вӑл «документаллӑ проза» номинацире Кӗнеке критикӗсен наци ушкӑнӗн премине[14], «Ҫын кун-ҫулӗ» номинацире Los Angeles Times кӗнеке премине[15], Журналистсемпе редактор-тӗпчевҫӗсен организацийӗн (Investigative Reporters and Editors) премине, Хиллман премине[16] тивӗҫнӗ, апла пулин те ҫав вӑхӑтрах унӑн чылай респондентсен карьерисем ҫакна пула йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ[9].

1987 ҫулта унӑн «Тӗллеве тӗп туни» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ, унта СССР сывлӑш уҫлӑхне пӑснине пула совет ҫар ҫыннисем 1983 ҫулта персе антарнӑ граждан самолечӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ[9]. 1991 ҫулта Херш Израилӗн ядерлӑ программин унччен паллӑ мар страницисем пирки «Самсон опцийӗ» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Сӑмахран, Херш ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 1973 ҫулхи Суд кунӗнчи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Израиль ядерлӑ шантажпа усӑ курса (арапсене хирӗҫ ядерлӑ хӗҫпӑшалпа усӑ курасссипе хӑратса) АПШ-ран пулӑшу илнӗ[17]. Икӗ кӗнекене те критиксем хапӑл йышӑннӑ, анчах коммерци енчен вӗсем ӑнӑҫлӑ пулман[5].

Тепӗр енчен, 1997 ҫулта тухнӑ «Камелотӑн тӗттӗм енӗ» ятлӑ Джон Ф. Кеннеди пирки ҫырнӑ кӗнеке бестселлер пулса тӑнӑ пулин те, анчах та ӑна вӑйлӑ критикленӗ[5]. 1998 ҫулта тухнӑ «Пур тӑшмана хирӗҫ» ятлӑ хӑйӗн тепӗр кӗнекинче, Херш ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Иракри Хамисире вырнаҫнӑ нерва парализлакан газ упранакан хӗҫ-пӑшал складне аркатнӑ хыҫҫӑн Иракри вӑрҫӑран таврӑннӑ американ салтакӗсен 15 проценчӗ вӑрах тӑсӑлакан чирсемпе аптӑрать.

2001 ҫултанпа Херш эрнесерен тухакан «Нью-Йоркер» валли кӑна ҫырма пуҫланӑ[5]. Авӑнӑн 11-мӗшӗнче пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен калакан хӑйӗн статйинче вӑл Тӗп разведка управленине вӑйлӑ критиклесе илнӗ, ни агентствӑн, ни влаҫсен теракта йӗркелекенсене палӑртма май паракан нимӗнле чӑн сӑлтав та ҫук тесе пӗлтернӗ[18]. Каярахпа тӗнче унӑн журналӗнчи статйисенчен американ ҫар ҫыннисем Абу-Грейб тӗрминче тӗрмере ларакансене асаплантарни ҫинчен пӗрремӗш хут пӗлнӗ[19]. Хӑйӗн журналист ӗҫӗшӗн Херша 2005 ҫулчченех профессиллӗ чыслама пӑрахман, вӗсенчен чылай пайӗ — шӑпах «Нью-Йоркерта» ӗҫленӗ вӑхӑтра ҫырнӑ статьясемшӗн лекнӗ.

2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вӑл London Review of Books-ра статьяна пичетленӗ, унта вӑл АПШ влаҫӗсем официаллӑ майпа пӗлтернӗ Усама бен Ладена чӑн та вӗлерни пирки иккӗленнӗ. Херш версийӗ тӑрӑх, бен Ладен чӑннипе 2006 ҫултанпа Абботтабад территоринче Пакистанӑн ведомствӑсен хушшинчи разведка аллинче тыткӑнра пулнӑ, Пакистанӑн ҫар ертӳлӗхӗ вара, Обама администрацийӗ урӑххи пирки каланӑ пулсан та, ЦРУ ҫыннисене ҫӗршывӑн сывлӑш уҫлӑхӗ урлӑ каҫма пулӑшнӑ[20]. Статьяна шанмасӑр йышӑннӑ, Херша вара черетлӗ хут вӑйлӑ критиклесе пӗлертнӗ[21], апла пулин те статьяпа кӑсӑкланассине ҫакӑ пӗрре те чакарман — пичетлесе кӑларнӑранпа ӑна икӗ миллион хут ытла пӑхнӑ[20].

Хӑйӗн чи кайранхи профессиллӗ премине Херш 2017 ҫулта тивӗҫнӗ. Ку вӑхӑт тӗлне London Review of Books та, «Нью-Йоркер» та, «Нью-Йорк Таймсс» та унӑн тексчӗсене пичетлесшӗн пулман[3].

2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Херш хӑйӗн Substack ҫинчи блогӗнче АПШ тата Норвеги «Ҫурҫӗрти юхӑма» сирпӗтме хутшӑннине пӗлтернӗ. Унӑн шухӑшӗпе Балти тинӗсӗнче вӗрентӳ ирттернӗ чухне вӗсен унта бомбӑсем хурса хӑварнӑ, сирпӗтессе американ ҫар ҫыннисем ку ӗҫе тунӑ[22].

2023 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӑл Украина президентне Владимир Зеленскийне айӑпланӑ, АПШ топливо туянма уйӑрнӑ укҫа-тенкӗрен 400 млн доллартан кая мар имӗш хӑйӗн кӗсьине чикнӗ. Херш каланӑ тӑрӑх, вӑрҫӑ пынине пӑхмасӑрах ҫунтармалли шӗвеке Зеленский йӳнӗрех хакпа Раҫҫейрен туяннӑ, хаксен расналӑхне вара хӑйне валли хӑварнӑ. Уйрӑммӑн вӑл Раҫҫейпе Украина чикки патӗнчен темиҫе ҫухрӑмра Байден икӗ бригада вырнаҫтарма йышӑннине палӑртнӑ. Херш хӑйӗн хӑнӑхнӑ йӑли тӑрӑх материала анонимлӑ ҫӑлкуҫсен кӑтартӑвӗсем ҫинче таянса пичетленӗ[23][24].

Харпӑр пурнӑҫӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сеймур Херш 1964 ҫултанпа Элизабет Саре Кляйн тухтӑра качча илнӗ. Мӑшӑрӑн виҫӗ ача пур.

Паллӑ ӗҫӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Статьясемпе интервьюсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кӗнекесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ыттисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чысланисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ҫул Чыслав Категори Мӗншӗн чыслани Кӑларӑм Ӑнлантарни
1969 Джордж Полк премийӗ Ятарлӑ преми Вьетнамри Ми Лай ялта американ ҫарӗсем ҫынсене касса тухнине халӑх ҫине кӑларнӑшӑн Dispatch News Service [12]
1969 Журналист тӗпчевӗшӗн панӑ Уорт Бингхэи премийӗ (Worth Bingham Prize for Investigative Reporting) - Ми Лайра пулса иртнӗ ҫынсене касса тухни пирки ҫырнӑ тӑватӑ статья ярӑмӗшӗн Dispatch News Service [25]
1970 Пулитцер премийӗ Тӗнче шайӗнчи репортаж Вьентамри вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Ми Лай ялӗнчи пӑтӑрмах пирки эксклюзивлӑ материал хатӗрленӗшӗн Dispatch News Service [26]
1970 Журналистикӑра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн панӑ «Сигма Дельта Чи» преми - - - [27]
1973 Джордж Полк премийӗ Журналист тӗпчевӗ Камбоджӑна бамбӑласси тӗлӗшпе ирттернӗ вӑрттӑн операцисем пирки тата АПШ правительстви ун пирки пытарма хӑтланнине пӗлтернӗшӗн New York Times [12]
1973 Халӑха ырӑ кӳрекен ӗҫшӗн паракан Скриппс-Ховард премийӗ (Scripps-Howard Public Service Award) - - - [27]
1974 Джордж Полк премийӗ Наци репортажӗ Никсон президентра ларнӑ вӑхӑтра ЦРУ ҫӗршывра саккуна пӑхӑнмасӑн халӑха анлӑ сӑнаса тӑнине уҫса панишӗн New York Times [12]
1975 Хиллман премийӗ Хаҫат репортажӗ ЦРУ ҫинчен ҫырнӑ статьясем New York Times [16]
1981 Джордж Полк премийӗ Наци репортажӗ Агент пулнӑ ҫынсем АПШ-на хирӗҫ тӑракан ҫӗршывсенче саккуна пӑсса беоприпассемпе кӑткӑс технологисене сутнине ҫиеле кӑларнӑшӑн New York Times [12]
1981 Журналистикӑра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн панӑ «Сигма Дельта Чи» преми - «Каддафипе ҫыхӑннисем» (The Qaddafi Connection) статьяшӑн New York Times [27]
1983 Кӗнеке критикӗсен наци ушкӑнӗн премийӗ Документаллӑ проза «Влаҫра ларнин хак: Никсонӑн Шурӑ ҫуртӗнчи Киссинджер» кӗнекешӗн - [14]
1983 Los Angeles Times кӗнеке премийӗ Ҫын кун-ҫулӗ «Влаҫра ларнин хак: Никсонӑн Шурӑ ҫуртӗнчи Киссинджер» кӗнекешӗн - [15]
1983 Журналистсемпе редактор-тӗпчевҫӗсен организацийӗн премийӗ (Investigative Reporters and Editors Award) - «Влаҫра ларнин хак: Никсонӑн Шурӑ ҫуртӗнчи Киссинджер» кӗнекешӗн - [15]
1984 Хиллман премийӗ Кӗнекери репортаж «Влаҫра ларнин хак: Никсонӑн Шурӑ ҫуртӗнчи Киссинджер» кӗнекешӗн - [16]
1992 Журналистсемпе редактор-тӗпчевҫӗсен организацийӗн премийӗ - Статьясемшӗн тата «Самсон опцийӗ: Израилӗн ядерлӑ арсеналӗ тата АПШ тулаш политики» кӗнекешӗн - [15]
2004 Джордж Полк премийӗ Журналти репортаж Абу-Грейб тӗрмере американсем Ирак ҫыннисене асаплантарни пирки пӗлтернишӗн New Yorker [12]
2004 National Magazine Award преми Халӑх кӑсӑкланӑвӗ «Председательпе апатланни» (Lunch with the Chairman), «Суйлавлӑ разведка» (Selective Intelligence) тата «Тӗтӗм мӑрьи» (The Stovepipe) статьясемшӗн New Yorker [28]
2004 Америкӑн чикӗ леш енчи пресс-клубӑн премийӗ (Overseas Press Club Award) Джопа Лори Дин награди Абу-Грейб тӗрмере ҫынсене асаплантарни пирки ҫырнӑ статьясемшӗн New Yorker [29]
2004 Прессӑн наци фончӗн (National Press Foundation) премийӗ Журналистика ӗҫне пысӑк ӳсӗм кӳнишӗн паракан Кеплингер ялӗллӗ награда - - [30]
2004 Ҫын прави тӗлӗшпе паракан Летелье-Моффит премийӗ - - - [31]
2004 Lennon Ono Grant For Peace тӑнӑҫлӑх премийӗ - Абу-Грейб тӗрмере ҫынсене асаплантарни пирки ҫырнӑ статьясемшӗн New Yorker [32]
2004 Джордж Оруэлл премийӗ - - - [33]
2005 National Magazine Award преми Халӑх кӑсӑкланӑвӗ Абу-Грейб тӗрмере ҫынсене асӑплантарни тата Суданри тискерлӗх пирки ҫырнӑ статьясемшӗн New Yorker [34]
2005 Риденаур премийӗ Хӑюлӑхшӑн - - [35]
2005 Журналистсен пӗтӗм тӗнче центрӗн премийӗ Журналистикӑра питӗ пахалӑхлӑ ӗҫленӗшӗн паракан никӗслекенсен премийӗ - - [36]
2017 Сэм Адамсӑн «Разведкӑри тӗрӗслӗхпе сипетшӗн» премийӗ - АПШ правительствин преступленийӗсене ҫиеле кӑларма пысӑк вырӑн йышӑнакан тӑнлӑ тӳре-шара хушшинче хӑйӗн чӑн ҫыхӑну мелӗсемпе усӑ курма хӑюлӑх ҫитернишӗн - [37]

Критиклени

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

АПШ-ра Сеймур Херша пӗрре мар «сулайхайсене» кӑмӑлланӑшӑн критикленӗ, каярахпа тата — ҫӑлкуҫӗсем ытла та шанчӑксӑр пулнишӗн тата кавар теорийӗсене кӑмӑлланӑшӑн[3][4][5][6][7].

1997 ҫулта «Камелотӑн тӗттӗм енӗ» кӗнекене пичетлесе кӑларас умӗн Херш хӑйӗн ӗҫӗнче суя документсемпе усӑ курни паллӑ пулса тӑнӑ, ҫав хутсемпе ӑна Лоуренс (Лекс) Кьюсак ултавҫӑ тивӗҫтернӗ. Вӑл хутсене ӗненес пулсан Джон Ф. Кеннедипе Мэрилин Монро хушшинче роман пулса иртнӗ имӗш, роман пирки ан шарлатӑр тесе укҫа панӑ. Кӗнеке тухнӑ тӗле Херш вӑл документсем ҫине таянса ҫырнӑ пая кӑларса пенӗ, ҫапах та пӗр ӗҫпе аппаланакансен унӑн профессионализмӗ пирки иккӗленӳлӗх юлнӑ[5][38]. «Херш карьери аяла анса ларнӑ», «Камелота пӗтерес ӑссӑрла ӑнтӑлура… пайӑн-пайӑн Херш, утӑм хыҫҫӑн утӑм ҫирӗппӗн туса, хӑйӗн карьерипе таса ятне тӗп тунӑ», «Ку кӑштах вӗрентекен истори те, кӑштах йӳҫӗ тутӑ паракан фарс та — ҫынсем ыйтнине тата журналистикӑна юрас тесе пулса иртнӗ ултав тата ҫын хӑйне хӑй улталанин историйӗ» — прессӑра кӗнеке пирки тата автор ҫинчен ҫапла хаклавсем пичетленнӗ[5].

2015 ҫулта London Review of Books-ра тухнӑ Усама бен Ладена вӗлерни ҫинчен ҫырнӑ Херш статйи те вӑйлӑ критикленнӗ. Сӑмахран, самай тиркевлӗ шухӑшлӑ статьясенчен пӗринче анонимлӑ ҫӑлкуҫсемпе ытла та нумай усӑ курнине палӑртнӑ, вӗсен тӗрӗслӗхне ҫӗнӗрен ниепле те тӗрӗслеме май ҫук, статьяра имӗш вӑрӑм цитатӑсемпе усӑ курнӑ, калаҫу стильпе тата пӗлтерӗшӗпе вӗсем имӗш «тюленьсем» усӑ кураканнисемпе (вӗсене цитатӑланӑ тесе палӑртнӑ пулнӑ) пӗр килмеҫҫӗ, Пакистанпа АПШ хутшӑнӑвӗсем операци ирттернӗ вӑхӑтра йывӑр пулнӑ, ҫапла май вара икӗ патшалӑх пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлма пултарасси, имӗш, вӑл вӑхӑтра питӗ иккӗленӳллӗ пулнӑ[21]. Тепӗр оппонентсем статья пирки тата ҫивӗчрех каланӑ: «Вулакансемшӗн те, фактсене тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхма кӑмӑл тунӑ журналистсемшӗн те питӗ сахал май паракан тирпейсӗр омлет»[39], «…нимӗнле майпа та тӗрӗслеме май паман япала, шел те, тӗпчев журналистикинче чапа тухнӑ тунӑ хыҫҫӑн ку хальхи вӑхӑтра Херш ҫирӗплетмен кавар теорисем енне илсе каякан ҫул ҫине пӑрӑннипе килӗшсе тӑрать»[40][3].

Американсемпе норвегсем «Ҫурҫӗрти юхӑм» ҫинче диверси туни пирки асӑннӑ хыҫҫӑн та Анӑҫра Херш ҫырнине тиркесе йышӑннӑ. Раҫҫейре тӗрлӗрен хакланӑ, пӗрисем «Хӑйсене палӑртман тӗрлӗ ҫӑлкуҫсем каласа панисене, историре те палӑртма пултарнӑ 20 страницӑллӑ тӗпчеве хатӗрленӗ май ыйтӑва тӗплӗ тишкерни курӑнать»[41] хакланӑ пулсан, теприсем йӗкӗлтесе «Тепӗр тесен, Сай Хершӑн ҫӗнӗ вырӑнӗнче хӑйӗн лайӑх енӗ те пур. Халӗ вӑл редакторсене ӳкӗте кӗртмешкӗн вӑхӑта сая ямасӑр та пултарать, унӑн хӑйӗн тӗпчевӗсене Substack платформи ҫинчи харпӑр страници ҫинче пичетлесе кӑлармалла кӑна»[3].

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Seymour Hersh // Encyclopædia Britannica (англ.)
  2. ^ Seymour Myron Hersh // Brockhaus Enzyklopädie (нем.) / Hrsg.: Bibliographisches Institut & F. A. Brockhaus, Wissen Media Verlag
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Келекеев А. Журналист, слишком часто кричавший: «ЦРУ!» Коммерсантъ (11 Нарӑс уйӑхӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  4. ^ 1, 2 Администрация Буша отрицает проведение тайных операций США в Иране. РИА Новости (30 Ҫӗртме уйӑхӗн 2008). Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  5. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Sherman S. {{{пуçелĕк}}}. — № 4.
  6. ^ 1, 2 Bloomfield S. Whatever happened to Seymour Hersh? (англ.). Prospect (17 Утӑ уйӑхӗн 2018). Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  7. ^ 1, 2 Бут М. Докапываясь до сути Сеймура Херша. Иносми (27 Кӑрлач уйӑхӗн 2005). Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  8. ^ 1, 2, 3, 4 Miraldi R. Seymour Hersh: scoop artist(акăлч.). — Lincoln : Potomac Books, An Imprint of the University of Nebraska Press, 2013. — 415 p. — ISBN 9781612344751.
  9. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Applegate E. Journalistic Advocates and Muckrakers: Three Centuries of Crusading Writers(акăлч.). — McFarland, 1997. — P. 87. — ISBN 9780786403653.
  10. ^ Distinguished Alumni (англ.). The Department of History. The University of Chicago. Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  11. ^ Hersh S. M. Reporter: A Memoir(акăлч.). — Penguin Random House UK, 2018. — 368 p. — ISBN 978-0-141-98909-9.
  12. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Past George Polk Award Winners (англ.). The George Polk Awards. Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  13. ^ Hersh S. M. Huge CIA Operation Reported in U.S. Against Antiwar Forces, Other Dissidents in Nixon Years (англ.). The New York Times (22 Раштав уйӑхӗн 1974). Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  14. ^ 1, 2 1983 Winners & Finalists (англ.). The National Book Critics Circle Awards. Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  15. ^ 1, 2, 3, 4 Award Winner. Seymour Hersh (англ.). National Press Foundation. Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  16. ^ 1, 2, 3 The Hillman Prize Previous Honorees. The Sidney Hillman Foundation. Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  17. ^ Smith G. The Samson Option: Israel's Nuclear Arsenal And American Foreign Policy (англ.). Foreign Affairs (1 Пуш уйӑхӗн 1992). Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  18. ^ Hersh S. M. The C.I.A. and the failure of American intelligence (англ.). The New Yorker (30 Авӑн уйӑхӗн 2001). Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  19. ^ Hersh S. M. Torture at Abu Ghraib (англ.). The New Yorker (30 Ака уйӑхӗн 2004). Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  20. ^ 1, 2 Hersh S. M. {{{пуçелĕк}}}. — Т. 37. — № 10.
  21. ^ 1, 2 Kugelman M. 3 Reasons to Be Skeptical of Seymour Hersh’s Account of the Bin Laden Raid. The Wall Street Journal (11 Ҫу уйӑхӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  22. ^ Seymour Hersh. How America Took Out The Nord Stream Pipeline (англ.). seymourhersh.substack.com. Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  23. ^ Hersh S. M. Trading with the Enemy (англ.). Substack (12 Ака уйӑхӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  24. ^ EurAsian Times Desk. Ukraine War: Zelensky Embezzled $400 Million Allocated By The US For Purchasing Fuel - Seymour Hersh(паллӑ мар). Latest Asian, Middle-East, EurAsian, Indian News (12 Ака уйӑхӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 19 Ака уйӑхӗн 2023.
  25. ^ Worth Bingham Prize for Investigative Journalism(паллӑ мар). Nieman Foundation. Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  26. ^ 1970 Pulitzer Prizes (англ.). The Pulitzer Prizes. Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  27. ^ 1, 2, 3 04/11/1983 - Seymour Hersh to Discuss Journalism and Foreign Policy (англ.). Eastern Illinois University. Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  28. ^ Seymour M. Hersh. The New Yorker. Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  29. ^ Awards Recipients (англ.). Overseas Press Club of America. Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  30. ^ W.M. Kiplinger Distinguished Contributions to Journalism Award (англ.). National Press Foundation. Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  31. ^ 47th Annual Letelier-Moffitt Human Rights Awards. Institute for Policy Studies. Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  32. ^ Investigative journalist Seymour Hersh speaks to guests after Yoko Ono presented him with the 2004 Lennon Ono Grant For Peace. Alamy. Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  33. ^ Past Recipients of the NCTE Orwell Award. NCTE. Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  34. ^ Romenesko J. Check out the 2005 National Magazine Awards winners (англ.). Poynter (20 Авӑн уйӑхӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  35. ^ The Prizes & Recipients (англ.). Ridenhour Prizes. Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  36. ^ Boog J. Seymour Hersh Wins Founders Award for Excellence in Journalism (англ.). GalleyCat (24 Ҫӗртме уйӑхӗн 2009). Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  37. ^ Seymour Hersh (англ.). Sam Adams Associates for Integrity in Intelligence. Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  38. ^ Randolph E. JFK-Monroe ‘Affair’ Papers Faked, ABC Reports. Los Angeles Times (26 Авӑн уйӑхӗн 1997). Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  39. ^ Shafer J. Sy Hersh, Lost in a Wilderness of Mirrors (англ.). Politico Magazine (11 Ҫу уйӑхӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  40. ^ Fisher M. The many problems with Seymour Hersh's Osama bin Laden conspiracy theory (англ.). Vox (11 Ҫу уйӑхӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  41. ^ Макарычев М. Кто такой Сеймур Херш, рассказавший об операции США по подрыву "Северного потока". Российская газета (8 Нарӑс уйӑхӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 20 Авӑн уйӑхӗн 2023.
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Херш, Сеймур статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '