Словени уявӗсем

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Словенири уяв кунӗсен йӗркине Уяв тата кану кунӗсем ҫинчен калакан саккунпа (1991) килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ, улшӑнусене 2005, 2010, 2015 тата 2016 ҫулсенче кӗртнӗ[1]. Вӗсенчен пӗр пайӗ — тӗнче шайӗнчи уявсем, тӗнчери нумай ҫӗршывсенче палӑртакан тӗнпе ҫыхӑнман тата тӗн (христиан) уявӗсем, ыттисем вара — Словени Социалистла Республики 1991 ҫулта никама пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑнӑ хыҫҫӑн йӗркеленӗ Словени наци уявӗсем. Тӗн уявӗсене патшалӑх уявӗсем шутламаҫҫӗ (тепӗр май каласан, патшалӑх ятарлӑ мероприятисем ирттермест), апла пулин те кашни канмалли кун шутланать.

Уяв кунӗсенчен чылайӑшӗн уявлаламалли ҫирӗплетнӗ кунӗ. Вӗсен шутне Мӑнкунпа Ҫветтуй Троица кунӗ кӗмеҫҫӗ, вӗсен кунӗ ҫулран-ҫул улшӑнса пырать.

Уявсен списокӗ

Словени уявӗсем[2]
Кун Ят Тӗплӗнрех
Кӑрлач
Кӑрлач, 1–2 Ҫӗнӗ ҫул Ҫулталӑкри пӗрремӗш уяв. 1955-2012 ҫулсенче кӑрлачӑн 1-мӗшӗ кӑна мар, иккӗмӗш кун та канмалли кун шутланнӑ. Словенин патшалӑх пухӑвӗ 2017 ҫулта ку йӑлана тавӑрнӑ[3].
Нарӑс
Нарӑс, 8 Прешерна кунӗ Тулли ячӗ Прешерна кунӗ, словен культурин уявӗ (словен. Prešernov dan, slovenski kulturni praznik). Паллӑ словен сӑвӑҫи Франце Прешерна вилнӗренпе (1800–1849) ҫулталӑк ҫитнӗ кун паллӑ тӑваҫҫӗ. Уява 1945 ҫулта йӗркеленӗ, 1991 ҫултанпа канмалли кун шутланать[4].
Пуш–Ака
Мӑнкун тата Ҫутӑ тунтикун
Ака
Ака, 27 Оккупацине хирӗҫ пӑлхав ҫӗклени 1991 ҫулччен Ирӗклӗхе кӑларакан фронт кунӗ (словен. Dan osvobodilne fronte, Dan OF) пек палӑртнӑ[5]. 1941 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче Люблянӑра Империпе кӗрешекен фронт йӗркеленнӗ, каярах унӑн ятне Словенине ирӗклӗхе кӑларакан фронт ҫине улӑштарнӑ. Ҫак фронт нимӗҫ тата итальян оккупанчӗсемпе партизанла ҫапӑҫнӑ. Уява Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫӗнтерӳшӗн кӗрӗшнӗ словенсене асра тытма йӗркеленӗ.
Ҫу
Ҫу, 1–2 Ӗҫлӗх кунӗ
Ҫветтуй Тройца кунӗ
Ҫӗртме
Ҫуртме, 8 Примож Трубар кунӗ 2010 ҫулта Примож Трубар (1508—1586) провоподник тата гуманист ячӗпе йӗркеленӗ, вӑл чи пӗрремӗш словенла кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ[6].
Ҫӗртме, 25 Патшалӑхлӑх кунӗ 1991 ҫулта Словени Социалистла Республика никама пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑни пирки пӗлтернӗрен ҫулталӑк ҫитнӗ ятпа палӑртаҫҫӗ.
Ҫурла
Ҫурла, 15 Турамӑш успенийӗ
Ҫурла, 17 Прекмурье словенӗсем тӗп халӑхпа пӗрлешнӗ кун 1919 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче Сербсен, хорватсен тата словенсен патшалӑх ҫарӗсем Прекмурьене ярса илнӗ те, словенсем пурӑнакан Венгри шутне кӗрекен региона славянсен ҫӗнӗ патшалӑхӗпе пӗрлештернӗ. Уява 2006 ҫулта йӗркеленӗ.
Авӑн
Авӑн, 15 Тинӗсҫум Тӑван Ҫӗршывпа пӗрлешнӗ кун Словенсен тинӗсҫумӗ 1947 ҫулта Италипе алӑ пуснӑ Париж мирлӗ килӗшӗвӗ тӑрӑх Югослави пайӗ пулса тӑнӑ.
Юпа
Юпа, 31 Реформаци кунӗ Словенири халӑх ытларах енӗпе католиксен йышне кӗрет, ҫапла май Реформаци кунӗнче наци хӑйне халӑх пек туйса илнине тата XVI ӗмӗрте словен культури вӑйлӑ аталанса кайнине палӑртаҫҫӗ. Ку ӗҫре уйрӑмах Примож Трубар, Юрий Далматин, Адам Бохорич протестантсем тата ыттисем палӑрнӑ.
Чӳк
Чӳк, 1 Вилнисене асӑнмалли кун
Чӳк, 23 Рудольф Майстер кунӗ Уява 2005 ҫулта йӗркеленӗ, вӑл Рудольф Майстер майор ертсе пыракан словен доброволецӗсен отрячӗсем Мариборти влаҫа ярса илнӗренпе (1918) ҫулталӑк ҫитнине палӑртмалли кун. Влаҫра йӗркесӗрлӗх хуҫаланнӑ (Австро-Венгри империйӗ арканнӑран) вӑхӑтра Майстер ӗҫе ҫирӗппӗн пурнӑҫлани хальхи Словенин ҫурҫӗр тата ҫурҫӗр-тухӑҫ ҫӗрӗсене Югослави йышне кӗрме май панӑ.
Раштав
Раштав, 25 Раштав
Раштав, 26 Никама пӑхӑнманлӑх тата пӗрлӗх кунӗ Никама пӑхӑнманлӑх тата пӗрлӗх кунӗ (1991–2005 ҫулсенче — Никама пӑхӑнманлӑх кунӗ[7]) — 1990 ҫулта ирттернӗ референдума асра тытмалли кун, ун чухне словенсен ытларах пайӗ Югославирен тухассишӗн тата ҫӗршыв никама пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑрассишӗн сасӑланӑ. Референдумӗ раштавӑн 23-мӗшӗнче иртнӗ, унӑн пӗтӗмлетӗвне официаллӑ виҫӗ кунтан пӗлтернӗ.

Официаллӑ уявсемсӗр пуҫне Словенире халӑх шайӗнче палӑртаканнисем чылай, тӗслӗх пек хыр туйне е курентованине (Ҫӑварни евӗрлӗ уяв) илсе кӑтарма пулать. Вӗсене официаллӑ статуспа тивӗҫтермен пулин те, ҫӗршыври культура пурнӑҫӗнче тата кунта ирттерекен йӑли-йӗркисен йышӗнче вӗсем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Сӑнсен пуххи

Ӑнлантарусем

  1. ^ Zakon o praznikih in dela prostih dnevih v Republiki Sloveniji (ZPDPD) (словен.). PIS (Pravno-informacijski sistem). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ.
  2. ^ Кӗрен тӗспе патшалӑх уявӗсем шутланакан канмалли кунсене палӑртнӑ.
  3. ^ Poslanci odločili: 2. januarja bomo spet lahko ostali doma (словен.). RTV Slovenija (13 раштавӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ.
  4. ^ 8. februar: Praznik slovenske kulture in spomin na Franceta Prešerna (словен.). RTV Slovenija (8 нарӑсӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ.
  5. ^ Danes praznujemo dan upora proti okupatorju (словен.). Delo (27 акан 2015). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ.
  6. ^ 8. junija se spominjamo Primoža Trubarja (словен.). RTV Slovenija (8 ҫӗртмен 2013). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ.
  7. ^ Slovenija praznuje dan samostojnosti in enotnosti (словен.). RTV Slovenija (26 раштавӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ.