Пӗрремӗш май (уяв)
Пӗрремӗш май (ҫавӑн пекех ӑна Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ те теҫҫӗ) — тӗнчери нумай ҫӗршывра ҫулсерен ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан тӗнче шайӗнчи уяв. Ӑна йӗркелени 1886 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗнче Чикаго хулин Хеймаркет тӳремӗнче иртнӗ рабочисен демонстраципе ҫыхӑннӑ. Раҫҫейре уява пӗрремӗш хут 1890 ҫулта пӗтӗм тӗнчери ӗҫ ҫыннисен пӗр шухӑшлӑх кунӗ пек палӑртнӑ[1]. Кашни патшалӑхра уяв кунне уйрӑммӑн палӑртаҫҫӗ. Ытларах чухне вӑл канмалли кун шутланать.
2025 ҫулта уяв кӗҫнерникуна лекет. Ҫак кунран пуҫласа ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗччен, ӑна та шута илсен, тӑватӑ куна тӑсӑлакан кану тапхӑрӗ пуҫланать[2].
Историйӗ
1856 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче Австралире рабочисен юхӑмӗсем сакӑр сехетлӗ ӗҫ кунне кӗртме ыйтнӑ[3].
Сакӑр сехет ӗҫлеме. Сакӑр сехет канма. Сакӑр сехет хушши вара пирӗн мӗн тӑвас килет ҫавна тӑвӑпӑр! — АПШра иртнӗ забастовкӑсене хутшӑнакансен лозунгӗ (1886 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ)[4].
1886 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче АПШпа Канадӑра анархиллӗ организацисем темиҫе митинг тата демонстраци ирттернӗ[3].
1886 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗнче Чикагори Хеймаркетра пӑлхав ҫӗкленӗ, ун чухне темиҫе анархист вилнӗ: Август Спис, Альберт Парсонс, Адольф Фишер, Джордж Энгельман, Луис Лингг, Михаэль Шваб, Сэмюэл Филден тата Оскар Неебе[5].
1889 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче, вилнӗ анархистсене асӑнса, Парижра иртнӗ II Интернационал конгресӗнче «Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ ҫыннисен пӗр шухӑшлӑх кунӗ» тесе пӗлтернӗ, ӑна 8 сехетлӗ ӗҫ кунне кӗртме ыйтса демонстраци ирттерсе тата ытти социаллӑ требованисем ыйтнипе палӑртнӑ[6][1]. Ҫак куна уявлас умӗн 1890 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗнче рабочисем забастовка ирттерме палӑртнӑ[3].
Мӗнпур ҫӗршывсен пӗтӗм социал-демократиллӗ парти организацийӗсемпе профсоюзӗсем 8 сехетлӗ ӗҫ кунне саккун майӗпе йӗркелессишӗн, пролетариат класӗ требованийӗсемшӗн тата пӗтӗм тӗнчери тӑнӑҫлӑхшӑн тухса калама тивӗҫ, — 1904 ҫулта иртнӗ II Интернационал конгресӗн улттӑмӗш конференцийӗ[7].
Мӗнпур ҫӗршывсенчи пролетари организацийӗсен ҫӑвӑн 1-мӗшӗнче ӗҫ ҫыннисемшӗн сиен кӳмест пулсан ӗҫ пӑрахса тухма тивӗҫ, — палӑртнӑ Парижра иртнӗ II Интернационал конгресӗн постановленийӗнче[7].
1890 ҫулта 8 сехетлӗ ӗҫ кунне йышӑнма ыйтса демонстрацисем Германире, АПШра, Данире, Бельгире, Австро-Венгрире, Италире, Испанире, Францире, Норвегире тата Швецире иртнӗ[8].
1891 ҫулта, Брюссельте иртнӗ II Интернационал конгресӗ йышӑнӑвӗпе кашни ҫӗршыва ҫак куна уявламалли куна тата ӑна ирттермелли формӑна хӑй тӗллӗн суйлама ирӗк панӑ[8].
Раҫҫей империйӗнче
1890 ҫулта Раҫҫейре тата Варшавӑра пӗрремӗш хут «Пӗрремӗш май» (Маёвка) уявне, пӗтӗм тӗнчери ӗҫ ҫыннисен пӗр шухӑшлӑх кунӗ пек паллӑ тунӑ. Уяв вӑхӑтӗнче 10 пин рабочи забастовка ирттернӗ[1]. 1891 ҫулта Санкт-Петербургра Михаил Бруснев ертсе пынипе 200 яхӑн революционер пӗрремӗш вӑрттӑн маёвкине йӗркеленӗ[9].
1897 ҫултанпа уява политика шайӗнче палӑртнӑ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче рабочисен йышлӑ тухса стачкӑсем тата демонстрацисем ирттернӗ[1].
1903 ҫулта Питӗрпе Мускавсӑр пуҫне ҫу уйӑхӗнчи демонстрацисем Тверь, Тула, Самар, Харьков, Одесса, Тифлис тата Раҫҫей империйӗн ытти хулисенче иртнӗ[10]. Ҫакӑн пек лозунгсем янӑранӑ: «Тӗп пултӑр патша влаҫӗ!» , «Сывӑ пултӑр республика!» , «Тӗп пултӑр патша!», «Сывӑ пултӑр революци!»[11].
1912 ҫултан пуҫласа 1914 ҫулччен демонстрацие 500 пин ытла рабочи, салтак, матрос тата хресчен тухнӑ[10].
Февраль революцийӗ хыҫҫӑн 1917 ҫулта урамсене миллионшар ӗҫ ҫынни пуҫтарӑннӑ[10]. Петроградра демонстраци Марс уйӗнче иртнӗ, спикер пулса А. Ф. Керенский сӑмах тухса каланӑ.
Большевиксен лозунгӗсем[1]:
- «Тӗп пултӑр министр-капиталистсем»;
- «Пӗтӗм власть Советсене»;
- «Тӗп пултӑр империализм вӑрҫисем!» .
Майӑн пӗрремӗшӗ тӗрлӗ пусмӑра хирӗҫ кӗрешме, обществӑна социализмла йӗркелеме пӗр тӑванла пӗрлӗхе пӗрлешнӗ рабочисен уявӗ шутланать, — тенӗ В. И. Ленин[7].
РСФСР-та тата СССР-та
Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн 1917 ҫулта «Интернационал кунне» официаллӑ шайра йышӑннӑ[12].
1918 ҫулта Мускаври Ходынка уйӗнче пӗрремӗш ҫар парадне ирттернӗ. Ун хыҫҫӑнхи парадсене Хӗрлӗ тӳремре ирттерме пуҫланӑ[11].
РСФСР ӗҫ ҫинчен калакан саккунсен кодексӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ 1918 ҫултанпа канмалли кун пулса тӑнӑ[13]. СССР СНК ЦИК «Интернационал кунне халалланӑ уяв кунӗсем ҫинчен тата кану кунӗсем ҫинчен» йышӑнӑвӗпе 1928 ҫулхи акан 23-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗ те канмалли кун пулса тӑнӑ, вӑл уявӑн иккӗмӗш кунӗ шутланма пуҫланӑ[14].
Ҫакӑн пек мероприятисем ирттернӗ[10]:
- Ҫу, 1 — ӗҫ ҫыннисен демонстрацийӗсем тата ҫар парачӗсем.
- Ҫу, 2 — Маёвкӑсем.
Пӗрремӗш майра Совет Союзӗнчи рабочисем капитализмла ҫӗршывсенчи ӗҫ ҫыннисен революцилле кӗрешӗвӗпе, наци ирӗклӗхӗн юхӑмӗпе пӗр шухӑшлӑ пулнине палӑртаҫҫӗ, миршӗн, коммунизмла общество туса хурассишӗн кӗрешме пӗтӗм вӑя пама ҫирӗп шут тытнине палӑртаҫҫӗ, — каланӑ Л. И. Брежнев[7].
Лозунгсем[4]:
- «Ӗҫ ҫыннине мухтав!» ;
- «Мир! Труд! Май!» ;
- «Ленин халалӗсем тӗрӗс!» ;
- «Сывӑ пултӑр майӑн 1-мӗшӗ!» .
Пур республикӑсенче те иртнӗ мероприятисем[10]:
- ӗҫ ҫыннисен пӗр ушкӑна йӗркеленӗ колоннисем утса тухнӑ, вӗсен вӑхӑтӗнче маршсемпе тата политикӑлла кӗвӗсем янранӑ. Тӗп демонстраци Мускаври Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ;
- громкоговорительсем тӑрӑх дикторсем саламлани тата политика лозунгӗсем янӑранӑ;
- административлӑ ҫуртсем патӗнче трибунӑсем вырнаҫтарнӑ, вӗсем ҫинчен КПСС ертӳҫисемпе влаҫ ҫыннисем демонстрантсене саламланӑ;
- трансляцие вырӑнти тата тӗп теле- тата радиоканалсем тӑрӑх кӑтартнӑ.
1933 ҫулта ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Мускаври Хӗрлӗ тӳремре сывлӑш парачӗ иртнӗ[10]. АНТ-20 «Максим Горький», И-16 тата ытти самолетсене кӑтартнӑ. Асӑннӑ ӗҫе СССР ытти хулисенче те пурнӑҫланӑ[10].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче шествисемпе парадсем ирттермен[8].
1956 ҫулта Мускаври Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ демонстрацине пӗрремӗш хут телекуравпа кӑтартнӑ[8].
1970-мӗш ҫулсенче уява «Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ ҫыннисемпе пӗр шухӑшлӑх кунӗ» ят панӑ[10]:
Ялавсемлӗ тата транспарантсемлӗ рабочисен массӑллӑ шествисем иртнӗ.
1990 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗнче Пӗрремӗш майӑн юлашки официаллӑ демонстрацийӗ иртнӗ, ун вӑхӑтӗнче демократиллӗ влаҫ майлисем официаллӑ мар йӗркепе совет саманине хирӗҫ лозунгсемпе утса тухнӑ[10].
1991 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре хаксем ӳснине хирӗҫ митинг иртнӗ. Йӗркелӳҫӗсем Мускаври профсоюзсен федерацийӗ тата Ирӗклӗ тата никама пӑхӑнман профсоюзсен ассоциацийӗ пулнӑ. Мавзолей трибуни ҫинче М. С. Горбачёв, А. И. Лукьянов тата ыттисем пулнӑ[15].
Демонстрантсен лозунгӗсем[15]:
- «Индексаци ҫинчен калакан саккуна ыйтатпӑр»;
- «Эпир ача-пӑча таварӗсем хакланнине хирӗҫ»;
- «Парламентарисем — ӗҫҫыннисен социаллӑ хӳтлӗхне тивӗҫтерӗр»;
- «Ӗҫ вӑйне тивӗҫлӗ хак парассишӗн»;
- «Экономикӑна аркатсан — пурте пӗтетпӗр»;
- «Сутлӑхпа пулӑшу ӗҫӗсене 5 % налукрана хӑтармалла» т. ыт.
Совет самани хыҫҫӑнхи Раҫҫейре
1992 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ ҫыннисен пӗр шухӑшлӑх кунӗ вырӑнне ятне Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ ҫине улӑштарнӑ[1].
1993 ҫулта Пӗрремӗш майӑн темиҫе митингне йӗркелекенсем шутӗнче Наци ҫӑлӑнӑвӗн фрончӗ, Ӗҫлӗ Мускав, Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗ пулнӑ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ленин проспектӗнче демонстрантсемпе ОМОН хушшинче хирӗҫӳ тухнӑ, унта 150 ҫын шар курнӑ[16][17].
Социаллӑ политикӑллӑ лозунгӗсем[18][19]:
- «Банкротсен правительствине отставкӑна!»;
- «ЭПИР сирӗн кризисшӑн тӳлесшӗн мар!»;
- «Самоорганизаци! Хӑй тытӑмлӑх! Хамӑра хамӑр хӳтӗлени!» тата ыт. те.
2002 ҫулта Ҫӗнҫӗпӗр хулинче пӗрремӗш хут «Монстраци» майӑн пӗрремӗшӗнчи акцине ирттернӗ. Юлашки хут ӑна 2019 ҫулта йӗркеленӗ.
2004 ҫулта саккун йышӑннӑ хыҫҫӑн ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗ ӗҫ кунӗ пулса тӑнӑ[10]. Мускавра Мускаври профсоюзсен федерацийӗн шествийӗ, политика партийӗсен митингӗсем иртнӗ.
2009 ҫулта тӗрлӗ профсоюзсем, партисемпе общество организацийӗсем политика акцийӗсем ирттернӗ. Тӗслӗхрен, унашкаллисене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» (ФНПР-па тата МГЕР-па пӗрле), «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей», «КПРФ», «Яблоко», «Солидарность», ЛДПР тата Автономлӑ ӗҫ партисем ирттернӗ[20]. Мероприятисем ҫак лозунгсемпе иртнӗ[20]:
- «Путин планӗ — Ҫӗнтерӳ планӗ!» ;
- «Бонуссем пенсионерсене лекмелле!»;
- «Ҫемьери виҫӗ пӗчӗк ача — норма!» .
2013 ҫулта Владимир Путин президент Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫ Паттӑрӗ ята йӗркеленӗ. Вӑл СССР-та пулнӑ Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ хисеплӗ ятӑн аналогӗ шутланать. Ытларах чухне Ӗҫ Паттарӗ ятпа чысласси Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ тӗлнелле пулса иртет. 2013 ҫулта Мускаври урамсене 100 пин ытла демонстрант тухнӑ[21].
2014 ҫулта профсоюз ушкӑнӗсен членӗсем пӗрремӗш массӑллӑ шествисем ирттернӗ, вӗсем ҫӗршыври чылай хулара иртнӗ[4]. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Мускавра 92 мероприяти иртнӗ. Вӗсене ирттерме 50 яхӑн площадка уйӑрнӑ пулнӑ.
2016 ҫулта уяв православинчи Мӑнкунпа пӗр килнӗрен пӗрремӗш май шествисемпе митингӗсене Раҫҫейӗн хӑш-пӗр регионӗсенче ирттермен[22].
2018 ҫулта уяв шествисене 3 млн яхӑн ҫын хутшӑннӑ[10]. «Лужники» олимп комплексӗнче ҫуллахи сезон пуҫланнӑ. Профессионалсем мотоциклсемпе, велосипедсемпе тата самокатсемпе трюксем кӑтартнӑ. Горький паркӗнче ташӑ парачӗ иртнӗ. Октябрь 50 ҫул тултарнин паркӗнче чечек балне йӗркеленӗ. Хӗрлӗ тӳремре йӑлана кӗнӗ профсоюзсен шествийӗ иртнӗ.
2020 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен массӑллӑ мероприятисене COVID-19 пандемие пула ирттермен[10]. Пӗрремӗш май акцине онлайн мелпе ирттернӗ: халӑх тетелӗнче хутшӑнакансем ялавсемлӗ тата плакатсемлӗ сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ[10].
2023 ҫулта Мускавра 200 ытла мероприяти иртнӗ. Вӗсен шутӗнче: концертсем, ӑсталӑх лаҫҫисем, урамри театрализациленӗ представленисем, ӑслӑлӑх шоувӗсем, квизсем, музыка коллективӗсен куравӗсем. Самарта тӗнче шайӗнчи «Гитары в строю» юрӑ фестивалӗ иртнӗ[23]. Мероприятисем хушшинче:
- «Мир, труд, май!» митинг-концерт;
- «Гренада» Раҫҫей халӑх ансамблӗ тата Джим МакРэй (Шотланди) хӑйсем пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ;
- «Ночные волки» мотоклуб хутшӑннипе автомоточупу иртнӗ;
- Мухтав Монуменчӗ патне чечек хунӑ.
Куйбышев тӳремӗнче фестиваль хулине йӗркеленӗ, унта ӗҫленӗ[23]:
- тематикӑллӑ куравсем,
- арт-инсталляцисем,
- виртуаллӑ музейсем,
- ӑсталӑх лаҫҫисем,
- лекцисем,
- вӑйӑ площадкисемпе пултарулӑх вырӑнӗсем.
Оперӑпа балет театрӗнче симфони оркестрӗ пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, унта Крейг Робертс, Сашо Гачник (Словени), Франсуа Модеме (Франци) дирижёрсем хутшӑннӑ[23]. «Художественный» кинотеатрта «Ржев» фильмӑн уҫӑ куравӗ иртнӗ[23].
Кун вӗҫленнӗ май ҫакӑн пек ушкӑнсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ[23]:
Пӗтӗм Раҫҫейри «Труд крут» ӗҫлев акцийӗ шайӗнче 2024 ҫулта Мускавра «Май! Труд крут!» шестви иртнӗ, ӑна Халӑх хуҫалӑхӗн ҫитӗнӗвӗсен куравӗнче йӗркеленӗ. Мероприятие йӗркелекенсем йышӗнче «Раҫҫейри студентсен отрячӗсем» тата Росмолодёжь пулнӑ[24]. 248-мӗш номерлӗ вулавӑшра «Зажигай, Первомай» программа йӗркеленӗ, унта камӑн кӑмӑл пур, вӗсем пурте караокере ӗҫ тематикипе юрӑсем юрлама пултарнӑ[24].
ВДНХ-ри 59-мӗш «Зерно» павильонра «ВЭБ.РФ. Города для жизни сбываются» экспозицире уяв историйӗ пирки викторина иртнӗ[25].
Поклоннӑй сӑрт ҫинчи Ҫӗнтерӳ музейӗнче Германин, Аслӑ Британин, АПШан, Швецин, Австрин, Турцин тата ытти патшалӑхсен трофейлӑ техникӑн куравӗ ӗҫленӗ[25].
Сокольники паркра «Запуск лета: парк в ритме поп-рока» фестиваль иртнӗ, унта ҫакӑн пек ушкӑнсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ[25]:
- «Над пропастью во лжи», «Без обид», Lissa тата Samagi.
Горький паркӗнче «Май! Парк! Бег!» чупу иртнӗ. Ҫавӑн пекех рок-н-ролл, бачата, классикӑллӑ бал ташшисем вӗренмелли ташӑ площадкисем ӗҫленӗ. Паркра «Эпӗ юратап сана, ман кивӗ паркӑм» тата «Тахҫанхи ӗмӗрсенчен космос инҫӗшне» экскурсисем ирттернӗ[25].
«Эрмитаж» садра В-band симфо-джаз коллектив хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ «Культура пикникӗ» программа йӗркеленӗ, унта ҫавӑн пекех актёр ӑсталӑхӗпе тата балет ӳнерӗпе паллаштаракан ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫленӗ. Художниксем валли йышлӑ пленэрсем йӗркеленӗ. Литературӑри апат-ҫимӗҫ кульчӗ ҫинчен, ҫавӑн пекех Мускав урамӗсен историйӗ ҫинчен лекцисем вуланӑ[25].
МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025 ҫулта Мускавра Ҫуркуннепе ӗҫ уявне халалланӑ уяв концерчӗсем, урамсенчи лаптӑксенче тата концерт залӗсенче артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ[26]. Ҫӑвӑн 1-мӗшӗнче Н. Э. Бауман ячӗллӗ садра, «Ҫурҫӗр Тушино», Сокольники парксенче, Воронцово усадьбинче, Горький паркӗнче тата ытти вырӑнта ӑсталӑх класӗсем, лекцисем, музыка концерчӗсем, спорт мероприятийӗсем, квизсем, вӑйӑсем тата ачасем валли викторинӑсем ирттернӗ. Санкт-Петербургра шествисем, демонстрацисем, митингсем иртнӗ, халӑх йышлӑ уҫӑ сывлӑш ҫинче уҫӑлса ҫӳренӗ[27]. Раҫҫейӗн Никама пӑхӑнман Профсоюзсен Федерацийӗн Ӗҫтӑвкомӗн йышӑнӑвӗпе 2025 ҫулта профсоюзсен тӗп мероприятийӗсем шутне кӗнӗ: Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитни, Раҫҫейри профсоюз юхӑмӗ 120 ҫул тултарни тата ФНПР йӗркеленнӗренпе 35 ҫул ҫитни. Акци девизӗ: «Хастар ӗҫ — Ҫӗнтерӳ шанчӑкӗ!»[28].
Ытти ҫӗршывсенче уявлани
- Англире ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чылай хулара хӑюпа илемлетнӗ «ҫу уйӑхӗн йывӑҫҫине» вырнаҫтараҫҫӗ, халӑх уҫӑ сывлӑшра канать[29].
- Азире демонстрацисем, концертсем, ярмӑрккасем, фестивальсем иртеҫҫӗ, халӑх канать, уява ҫемйипе килте ирттереҫҫӗ[4].
- Африкӑра профсоюз организацийӗсене хутшӑнакансем концертсем йӗркелеҫҫӗ, гаражри суту-илӳсем ирттереҫҫӗ. Тӗрлӗ халӑх ял-хулара куравсем иртеҫҫӗ, унта вырӑнти ӑстасен япалисемпе паллашма май пур[4].
- Бразилире Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ «Dia do Trabalho» («Ӗҫ кунӗ») ятлӑ[30]. Ӑна пӗтӗм тӗнчери ӗҫ ҫыннисемпе пӗр шухӑшлӑ пулнине кӑтартса паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ытларах чухне митингсем, парадсем ирттереҫҫӗ. Профсоюз мероприятийӗсем, ҫавӑн пекех савӑнӑҫлӑ мероприятисем иртеҫҫӗ, пикниксемпе футбол матчӗсем йӗркелеҫҫӗ[11].
- Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Беларуҫре Профсоюзсен федерацийӗ йӗркеленӗ официаллӑ митингсем, савӑнӑҫлӑ ҫемье мероприятийӗсем, маёвкӑсем иртеҫҫӗ, производствӑри малта пыракансене, профсоюз хастарӗсемпе ӗҫ ветеранӗсене чыслаҫҫӗ[31].
- Ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш кунне Германире der Tag der Arbeit («Ӗҫ кунӗ») теҫҫӗ. Das Maibaum — хӑюпа, чечексемпе илемлетнӗ йывӑҫ юпана вырнаҫтарас йӑла пур. Инҫех мар сцена ҫинче авалхи халапсем тӑрӑх спектакльсем лартаҫҫӗ. Йывӑҫ юпа вырнаҫтарасси ытларах чухне парадсемпе, вӑйӑсемпе, уҫӑлса ҫӳренисемпе тата нимӗҫсен йӑлана кӗнӗ кӑлпасси ҫинипе пӗрле иртет. Германин ҫурҫӗр пайӗнче ача-пӑча валли пӗчӗк парнесене, апат-ҫимӗҫ, ӗҫме-ҫиме тиесе ҫемье пикникне каяс йӑла пур[32]. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче час-часах Берлинта радикаллӑ сулахай ушкӑнсемпе полици демонстранчӗсем хушшинче хирӗҫӳ пулса иртет[33].
- Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Гавайра «Чечек ҫыххисен кунӗ» ятпа палӑртаҫҫӗ. Ҫак кун чечексенчен пуҫ кӑшӑлӗсемпе ҫыхӑсем ӑсталаҫҫӗ, наци тумтирӗпе шествисем йӗркелеҫҫӗ[29].
- Грецире Пӗрремӗш май уявне ачасемпе ҫамрӑксем урама тухса иртен-ҫӳрене пурне те саламлаҫҫӗ, кайран вара ҫуркунне паллине — пӗрремӗш чӗкеҫе — шырама тухаҫҫӗ[4].
- Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче испансем Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Испанире ҫак уяв ӗҫ прависемшӗн кӗрешнине, ӗҫлекенсем пӗр шухӑшлӑ пулнине палӑртать. Нумай хулара ӗҫ ҫыннисен прависене хӳтӗлес тата ӗҫ условийӗсене лайӑхлатас тӗллевпе митингсем, шествисем иртеҫҫӗ[34]. Ҫавӑн пекех ҫак кун хӗрарӑмсене ҫурхи пӗрремӗш чечек ҫыххисем парнелесси йӑлара пур[4].
- Ирландире катӑркаса хӗрлӗ хӑюсемпе илемлетесси йӑлара пур, ун ҫумӗнче вара пӗр-пӗр ӗмӗте шухӑшласа хураҫҫӗ[29].
- 1996 ҫулта Казахстанра «Ӗҫ кунне» уявлассине пӑрахӑҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Казахстан халӑхӗн пӗрлӗх уявне» палӑртаҫҫӗ.
- Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Кубӑра Ӗҫ кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Хуласенче халӑха йышлӑ пухса демонстрацисем, шествисем ирттереҫҫӗ. Пӗрремӗш май тӗлне урамсене ялавӗсемпе, плакатсемпе, паллӑ революционерсен портречӗсемпе илемлетеҫҫӗ[35].
- Нидерландра ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче официаллӑ канмалли кун мар, анчах ӗҫпе тивӗҫтерекенсенчен чылайӑшӗ профсоюзсем пӗрле ӗҫлекенсем валли ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хӑйсен кӑмӑлӗпе канмалли кун илме май туса параҫҫӗ[36].
- Парагвайра ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чылай компани ертӳҫисем ӗҫтешӗсемпе пӗрле барбекю йӗркелеҫҫӗ[11].
- Дакарта, Сенегал тӗп хулинче, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗр пек тумланнӑ демонстрантсен ушкӑнӗ шӑхличсем тата тамтам илсе шествине тухать. Парад вӗҫленнӗ хыҫҫӑн рабочисем профсоюзсем урлӑ патшалӑх пуҫлӑхне «шалӑпсем ҫырса тултарнӑ блокнот[8]» ярса параҫҫӗ, унта вӗсем ҫӗршыв пуҫлӑхӗнчен хӑйсен пурнӑҫне тата ӗҫ условийӗсене лайӑхлатма ыйтаҫҫӗ[37].
- АПШ-ра манифестацисемпе митингсем иртеҫҫӗ. Нью-Йоркра халӑха йышлӑ хутшӑнтарса велочупусем йӗркелеҫҫӗ[11].
- Финляндире ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче студентсен ҫурхи карнавалӗ иртет[38]. Хельсинкинче Пӗрремӗш мая уявлама ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пуҫлаҫҫӗ. Парада хутшӑнакансем пурте ҫак кун шурӑ карттуссем (лицейран вӗренсе тухнисен тата вӗренсе тухнине ҫирӗплетекен экзаменсене тытнӑ абитуриентсен пуҫ ҫине тӑхӑнмалли калпаксем) тӑхӑнаҫҫӗ. Каҫхи 6 сехетре студентсем шурӑ карттуссене Хавис Аманда нимфӑн кӳлепе пуҫӗ ҫине тӑхӑнтараҫҫӗ[38].
- Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шри-Ланкӑра Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ ҫыннисен кунне палӑртаҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ҫак кун пысӑк профсоюз организацийӗсемпе рабочисен пӗрлешӗвӗсем йӗркеленӗ митингсем, демонстрацисем ирттереҫҫӗ[39].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 1 мая - Праздник весны и труда. Справка (2025-04-09). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ Началась последняя полная рабочая неделя перед майскими праздниками. На следующей неделе будет всего три рабочих дня. РБК Life (21 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Каково происхождение Первого Мая? propaganda-journal.net. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 1 мая 2025: суть, история и традиции Первомая, когда, где и как начали отмечать Праздник Весны и Труда. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ Бессмертный К. С.. История Дня Гнева (Первомая). samlib.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ Юрий. О международной манифестации 1 Мая 1890 г., I конгресс II Интернационала в Париже (14 — 21 июля 1889)(паллӑ мар). www.illuminats.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 День международной солидарности трудящихся. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Первое мая: история появления праздника, традиции, как его отмечают (2023-04-27). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ Роженцова, О. История 1 мая. Как отмечали в СССР и что празднуют в России. А ещё — как Первомай менял свои названия. РБК Life (27 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 История 1 мая. Как отмечали в СССР и что празднуют в России. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Ксения Эпова. 1 мая: история и традиции праздника — в статье на Zoon.ru(паллӑ мар). zoon.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ Основные законодательные и правовые материалы. Кодекс законов о труде 1918 года. www.hist.msu.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ Кодекс законов о труде 1918 года. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Постановление ЦИК СССР от 23.04.1928 "О праздничных днях, посвященных дню Интернационала, и об особых днях отдыха" (выр.). www.consultant.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Фильм Май тревог и надежд.. (1991) (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ Предварительный отчет о массовых беспорядках, имевших место в Москве 1 мая 1993 года. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ Предварительный отчет о массовых беспорядках, имевших место в Москве 1 мая 1993 года. www.1993.sovnarkom.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ «Долой министров-капиталистов!» Призывы и лозунги Центрального Комитета КПРФ к массовым акциям 1 и 9 мая 2009 г.. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ Если хочешь лучшей жизни — выходи на демонстрацию! Лозунги и призывы ЦК КПРФ к 1 и 9 Мая. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 В Кризис.ру - экстренные новости экономики и бизнеса. Финансовый кризис, Россия кризис, причины кризиса, экономический кризис, кризис 2009. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ На первомайскую демонстрацию в Москве вышли 100 тыс человек. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ День святой Пасхи (20160501T0406). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Приедут европейцы: посмотрите, как пройдет празднование Первомая в Самаре. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 1 мая в 2024 году: праздник весны и труда, как отмечают первомай в России и мире (2024-04-24). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Куда сходить в Москве 1 Мая: программа мероприятий (2024-04-30). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ Концерты на 1 мая в Москве. «КП» – Афиша (2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
- ^ Праздничные события в мае (Майская афиша в России и мире). Geektrips.ru (2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
- ^ Первомайская акция профсоюзов в 2025 году. Департамент Аппарата ФНПР по связям с общественностью, молодёжной политике и развитию профсоюзного движения (2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 1 мая — Праздник Весны и Труда, традиции и история (2024-04-08). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ Праздник труда День труда в Бразилии. Оренбургское региональное телевидение (ОРТ) (20 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
- ^ Мир, труд, май: что мы празднуем 1 мая? (2021-05-01). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
- ^ Гуляева, К. 1 мая – День труда в Германии. Deutsch online (30 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 24-мӗшӗ.
- ^ Umbruch-Bildarchiv Fotos und ein Video zum 1. Mai 2002 in Berlin. www.umbruch-bildarchiv.de. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ Día de los trabajadores: история и традиции в Испании. Españalandia (2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
- ^ May Day in Havana. Cubagrouptour (2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
- ^ Почему в Нидерландах 1 мая не является выходным днем: исторический контекст(паллӑ мар). Новости Нидерландов. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
- ^ Как зародился и как сегодня празднуется Первомай (2023-05-01). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 aucor. Первое мая в Финляндии – праздник весны - Это Финляндия (2015-04-27). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ 1 мая – Международный Праздник Трудящихся. Туроператор «Кайлаш». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
Вуламалли
- Календарные обряды и обрядовая поэзия Воронежской области. Афанасьевский сборник. Материалы и исследования. — Вып. III / Сост. Пухова Т. Ф., Христова Г. П. — Изд-во ВГУ, 2005. — 249 с.
- Мельников-Печерский П. И. В лесах. Книга вторая. — 1875.
- Попов Алексей Дмитриевич, Пивоваров Никита Юрьевич. Демонстрация дискурсивной власти: высшее партийное руководство СССР и организация празднования 1 мая и 7 ноября (1950-1960-е годы) // Исторический курьер. — 2021. — № 6 (20).
- Люксембург, Р. Праздник Первого мая: пер. с польского. — СПб., 1895. — 16 с. , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнчи копийӗ
- Фурсова Е. Ф. Традиционализм и неотрадиционализм в современной культуре восточнославянских народов Сибири // Материалы международной научно-практической конференции «Регионы России для устойчивого развития: образование и культура народов Российской Федерации». — Новосибирск: ЗАО ИПП «Офсет», 2010. — Т. 1. — . — ISBN 5-7133-0704-2.