Союз МС-05

«Союз МС-05» — раҫҫей транспорт пилотӑллӑ космос карапӗ, унӑн стартне 2017 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗнче Байконур космодромӗнчен пурнӑҫланӑ[4]. Тӑватӑкӑшӑллӑ ҫывӑхлану схеми хыҫҫӑн, утӑн 29-мӗшӗнче 01 сехет те 01 минутра (мускав вӑхӑчӗпе) карап тӗнчери космос станципе пӗрлешнӗ. 02 сехет те 58 минутра вара, МКС-52/53 экипажӗ МКС борчӗ ҫине куҫнӑ. Ку вӑл «Союз» карапӑн 132-мӗш вӗҫевӗ, унӑн пӗрремӗш вӗҫевӗ 1967 ҫулта пулса иртнӗ.

undefined

Экипаж

Космонавт Должность № полёта Корпорация
Основной экипаж
Раççей Федерацин ялавĕ Сергей Рязанский Командир ТПК «Союз МС», бортинженер МКС-52/53 2 Роскосмос
Flag of the United States.svg Рэндольф Брезник Бортинженер-1 ТПК «Союз МС», бортинженер МКС-52, командир МКС-53 2 НАСА
Союз МС-05 Паоло Несполи Бортинженер-2 ТПК «Союз МС», бортинженер МКС-52/53 3 ЕКА
Дублёры
Раççей Федерацин ялавĕ Александр Мисуркин Экипаж командирӗ 2 Роскосмос
Flag of the United States.svg Марк Т. Ванде Хай Бортинженер-1 1 NASA
Союз МС-05 Норисигэ Канаи Бортинженер-2 1 JAXA

Вӗҫеве хатӗрленни

2016 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Госкорпорацин ведомствӑсен хушшинчи комиссийӗ «РОСКОСМОС» вӑрах экспедицисен (МКС-51/52, 52/53, 53/54, 54/55) тӗп тата дублирующи экипажӗсен йышӗ Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗ ҫумне 2017 ҫулта ҫирӗпленнӗ. «Союз МС-05» карапӑн тӗп экипажӗн командирӗ пулма С. Рязанские (РОСКОСМОС), бортинженерсем пулма Р. Брезника (NASA) тата П. Несполие (ESA) лартнӑ[5].

2017-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче 734 завод номерлӗ транспортлӑ пилотланакан «Союз МС-04» МКС-а ҫитерме хатӗрленнӗ карапа 735-мӗш завод номерлӗ ТПК-па («Союз МС-05» экипажа вӗҫме хатӗрленӗ пулнӑ) улӑштарнӑ. Роскосмос пӗлтернӗ тӑрӑх — карапсене улӑштарни техника сӑлтавӗсемпе ҫыхӑнман[6].

2017 ҫулхи акан 5-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен Байконур космодромӗнче Сергей Рязанский тата Рэндольф Брезник «Союз МС-04» ТПК дублирующи экипажӗ шутӗнче старт умӗнхи хатӗрленӳ иртнӗ[7].

2017 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗнче «Союз МС-05» ТПК экипажӗсем Байконур космодрома ҫитнӗ[8]. Июлӗн 17-мӗшӗнче экипажсем «Союз МС-05» ТПКра пӗрремӗш тренировка ирттернӗ. Космонавтсемпе астронавтсем «Сокол-КВ» скафандрсене тӑхӑнса пӑхнӑ,вӗсен герметикӑлӑхне тӗрӗслеме тест тухнӑ хыҫҫӑн космос карапӗнче вырӑнсем йышӑннӑ. Экипажсем радиоҫыхӑну системине, лазер дальномерне тӗрӗсленӗ, борт документацийӗпе паллашнӑ, вӗҫев программине тата МКС-а грузсене ҫитерме палӑртнӑ списока тӗпченӗ[9]. Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче космос карапне хута яма хутшӑнакан ҫӗршывсен ялавӗсене ҫӗклес церемони иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприяти космонавтсене пилотлакан вӗҫеве хатӗрлемелли юлашки тапхӑрӑн официаллӑ стартне пӗлтерет[10].

Июлӗн 19-мӗшӗнче «Союз МС-05» ТПК-а топливо компоненчӗсем тата чӑмӑртаннӑ газсем тултарнӑ[11].

Вӗҫев

2017 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗнче мускав вӑхӑчӗпе 18 сехет те 41 минутра Байконур космодромӗнчен «Союз МС-05» транспорт пилотӑллӑ караппа (ТПК) «Союз-ФГ» ҫӗклекен ракета старт илнӗ. Вӗҫев ТПК МКС-па ҫывӑхланмалли тӑватӑ кӑшӑллӑ кӗске схемӑпа иртнӗ[4]. Карап станципе 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 1 сехет те 01 минутра пӗрлешнӗ. 2 сезет те 58 минутра вара экипаж МКС борчӗ ҫине куҫнӑ[12].

2017 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче 8 сехет те 14 минутра карап МКС-ран уйрӑлнӑ та 11 сехет те 38 минутра казах ҫеҫенхирӗнче анса ларнӑ.

Эмблема

2016 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче карап экипажӗ «Союз МС-05» ТПК эмблемин эскизне тӑвас енӗпе уҫӑ конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ космос экспедицийӗнчен таврӑннӑ хыҫҫӑн карап командирӗн скафандрӗ ҫинчен эмблема тата РОСКОСМОСран хаклӑ парнесене илӗ. Конкурс 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗччен иртнӗ. Пӗтӗмлетӗве 2016 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче тума планланӑ[13][14], анчах конкурса ярса панӑ ӗҫсем нумайланнине кура (700 ытла) экипаж ҫӗнтерӳҫӗсен пӗлтерӗвне «резерв дати» ҫине — 2016 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче — куҫарасси пирки йышӑну тунӑ[15]. Конкурс кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, экипаж пилӗк ӗҫ уйӑрнӑ та «Союз МС-05» карапӑн официаллӑ эмблемине йӗркелес никӗс вырӑнне Тимофеева Анастасия Сергеевна хатӗрленӗ эскиза (Екатеринбургри Space Scriptor[16] псевдонимпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ)[17] илме йышӑннӑ. Автор каланӑ тӑрӑх[18]:

Дизайн никӗсӗнче МКС ҫине вырнаҫтарнӑ «Курс» алӑпа автомат сыпӑкӗн комплексӗн сетки тата «Союз» карапӑн хӑйӗн ӳкерчӗкӗ выртнӑ. Ку вара сыпӑка автоматика режимӗпе ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама сунни пулать. Сылтӑм ҫӳлти пайӗнчи виҫӗ пысӑк ҫӑлтӑр экипажӑн виҫӗ членне пӗлтерет, аялти ҫурма сферӑри вӗтӗрех пӑнчӑсем экипажӑн кашни пайташӗ ҫуралнӑ созвездисене кӑтартаҫҫӗ, ӳкерчӗкпегрекла «Борей» тесе ҫырни экипаж командирӗн тата пӗтӗм карапӑн позывнойӗпе килӗшсе тӑрать

Асӑннӑ ӗҫсӗр пуҫне экипаж Суслова Мария Андреевна (Калининград), Измайлов Марат Тахирович (Мускав), Ушакова Виктория Вадимовна (Санкт-Петербург) тата Субботин Андрей Иванович (Совет Гаванӗ) ӗҫӗсене палӑртнӑ.

2017 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче «Союз МС-04» тата «Союз МС-05» пилотлакан карапсен экипажӗсем миссисен эмблемисене ҫирӗплетнӗ. «Союз МС-05» эмблема композицийӗнче пулас экспедицин тӗп пайӗсем пур. Сыпӑкӑн тӗрӗслев мишеньне пунктир йӗрӗсем ҫапла кӑтартаҫҫӗ: «Союз МС-05» карап тӗллев патне, Пӗтӗм тӗнчери космос станцине ҫитнӗ. Сылтӑмра — стилизациленӗ «Борей» экипажӗн (грек халаплӑхӗнче — ҫурҫӗр ҫилӗн сӑн-сӑпачӗ) ӳкерчӗкӗ. Юнашарах экипажӑн виҫӗ членне пӗлтерекен виҫӗ ҫӑлтӑр вырнаҫнӑ, эмблемӑн аялти сулахай пайӗнчи Скорпион ҫӑлтӑрӗ — карап командирӗн Сергей Рязанскин зодиакаллӑ космонавт шухӑшӗпе «тӳпери чи хитрин» ҫӑлтӑрӗ. Эмблемӑн тулаш енче экипаж пайташӗсен хушамачӗсене, ҫаплах Раҫҫей, АПШ тата Итали ялавӗсене ӳкернӗ[19].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Макдауэлл Д. Jonathan's Space ReportМеждународный космический университет.
  2. ^ http://www.collectspace.com/news/news-121417a-soyuz-ms05-landing.html
  3. ^ http://www.spacefacts.de/mission/english/soyuz-ms-05.htm
  4. ^ 1, 2 РН «Союз-ФГ» с ТПК «Союз МС-05» успешно стартовала с Байконура. Роскосмос. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  5. ^ РОСКОСМОС. Утверждены составы экипажей МКС на 2017 год. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ.
  6. ^ Роскосмос. Изменения в очередности отправки ТПК «Союз». Роскосмос. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи акан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.
  7. ^ Экипажи ТПК «Союз МС-04» прибыли на Байконур. Роскосмос. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи акан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
  8. ^ Экипажи ТПК «Союз МС-05» прибыли на Байконур. Роскосмос. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ.
  9. ^ Экипажи ТПК «СОЮЗ МС-05» приступили к тренировкам на корабле. Роскосмос. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ.
  10. ^ Церемония поднятия флагов стран-участниц пилотируемого полёта. Роскосмос. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ.
  11. ^ Космический корабль «Союз МС-05» заправлен компонентами топлива и сжатыми газами. Роскосмос. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ.
  12. ^ Новости. ЦУП. ЭКИПАЖ КОРАБЛЯ «СОЮЗ МС-05» ПЕРЕШЕЛ НА БОРТ МКС (выр.). Роскосмос. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  13. ^ РОСКОСМОС. Конкурс на эмблему экипажа. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.
  14. ^ Роскосмос объявил конкурс на лучшую эмблему для экипажа МКС. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  15. ^ Конкурс на эмблему экипажа ТПК «Союз МС-05». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
  16. ^ Space Scriptor. Онлайн галерея Анастасии Тимофеевой. Space Scriptor. Онлайн галерея Анастасии Тимофеевой. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ.
  17. ^ Новости. РОСКОСМОС. Итоги конкурса на эмблему экипажа ТПК «Союз МС-05». Роскосмос. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ.
  18. ^ Рисунок екатеринбурженки станет эмблемой экспедиции на МКС. www.e1.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ.
  19. ^ Эмблемы пилотируемых кораблей «Союз МС-04» и «Союз МС-05». Роскосмос. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.