Степанов Василий Степанович
Степанов Василий Степанович (1897 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ, Кавал, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни[1] — 1958, СССР, (тепӗр ҫӑлкуҫ тӑрӑх — Мускав облаҫӗнчи Цурюпа ячӗллӗ посёлокра 1973 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче[2]) — ялхуҫалӑх производствин йӗркелӳҫи, Казах ССРӗнчи Акмола районӗнчи «Красивинский» совхоз директорӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1957).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1897 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи Кавал ялӗнче (халӗ — Чӑваш Республикин Вӑрмар районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1909 ҫултанпа Питӗр, Архангельск, Вятка тата Тверь хулисенчи тӗрлӗ производствӑсенче ӗҫленӗ. Торф хатӗрленӗ ҫӗрте вӑй хунӑ, матрос пулнӑ.
1916 ҫулта Патша ҫарне мобилизациленӗ, Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ. 1918 ҫулта хӑй ирӗкӗпе Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ, Псковпа Нарва ҫывӑхӗнче нимӗҫсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Каярах В. М. Азин дивизийӗнче рота командирӗ пулса Граждан вӑрҫин Тухӑҫ фронтӗнче Шурӑ ҫара хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. 1918 ҫулхи раштав уйӑхӗнче йывӑр аманнӑ, сипленме ҫартан кайма тивнӗ.
1919 ҫулта тӑван ялне таврӑннӑ, вулӑс канашӗн ӗҫтӑвкомӗн членне, ял Канашӗн секретарьне тата председательне суйланӑ. 1929 ҫулта «Маяк» колхоз йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ. Вӑрмарти крахмалпа патока завода тӑвас ӗҫӗн ертӳҫи тата заводӑн пӗрремӗш директорӗ (1931) пулнӑ.
«Октябрьский» тата «Суворовский» совхозсем кӗнӗ Вӑрмар районӗнчи колхозсен пӗрлехне ертсе пынӑ. 1931—1936 ҫулсенче — Вӑрмар МТСӗн директор ҫумӗ, Элӗк МТСӗн директорӗ, Вӑрмар МТСӗн директорӗ.
1936 ҫулта К. А. Тимирязев ячӗллӗ ялхуҫалӑх академине вӗренме кӗнӗ, 1939 ҫулта унтан вӗренсе тухсан Казах ССРне (халӗ — Казахстан) ӗҫлеме янӑ, унта вӑл тӗрле совхозсен директорӗ пулнӑ. 1941 ҫултанпа Казах ССРӗн патшалӑх тӗрӗслевӗн халӑх комиссариатӗнче ӗҫленӗ.
1952—1954 ҫулсенче — Киров облаҫӗн Кирово-Чепецк районӗнчи Ардашево совхоз директорӗ. 1954 ҫулта ӑна Казах ССРӗнчи Акмола облаҫӗн Есильно районӗнчи «Красивинский» совхоз директорне лартнӑ.
Ҫумӑрсӑр типӗ 1955 ҫулта Василий Степанов ертсе пыракан совхоз лайӑх тырпул пухса илнӗ, Пӗтӗм Союзри ялхуҫалӑх куравӗнче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. 1956 ҫулта «Красивинский» совхоз кашни гектартан 11,6-шар центнер тӗш тырӑ пухса кӗртнӗ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1957 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи хушӑвӗпе ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫас ӗҫре тунӑ пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн тата пысӑк тухӑҫлӑ тырпул пухса илнӗшӗн Ленин орденӗ тата тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Василий Степанович Степанова Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ[3].
Тивӗҫлӗ канӑва кайсан Мускав облаҫӗнчи Цюрупа ячӗллӗ посёлокра пурӑннӑ.
Хисепӗсем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (11.01.1957),
- икӗ Ленин орденӗ (16.11.1945, 11.01.1957 № 302697),
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (11.01.1957 № 7259),
- «Хисеп палли» орден (09.04.1947),
- медальсем.
Ӑнлантарусем
- ^ Халӗ — Вӑрмар районӗ, Чӑваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗ.
- ^ Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР о присвоении В.С. Степанову звания Героя Социалистического Труда. (выр.). Люди труда - гордость Чувашии. Ведомости ВС СССР. 1957. № 2. Ст. 37. (11 кӑрлачӑн 1957).
Вуламалли
- Долгов, В. Уҫнӑ ҫерем паттӑрӗ / В. Долгов // Коммунизм ялавӗ. — 1985. — 26 февр.
- Eфимов, Л. А. Василий Степанович Степанов — Социализмла Ӗҫ Геройӗ // Eфимов, Л. А. Элӗк енӗ : историпе краеведени очеркӗсем / Л. А. Eфмиов. — Элӗк, 1994. — С. 319.
- Степанов, В. Хисеп / В. Степанов // Хыпар. — 1994. — 15 утӑ.
- Толматов, В. Ҫӗре юратнӑран Паттӑр ятне тивӗҫнӗ : [ҫерем ҫӗрсене уҫма хутшӑннӑ Кавал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ В. Степанов ҫинчен] / В. Толматов // Хӗрлӗ ялав (Вӑрмар районӗ). — 2018. — 3 нарӑс. — С. 3.
- Гусаров, Ю. В. Степанов Василий Степанович / Ю. В. Гусаров, И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 121.
- Мадебейкин, И. Н. Степанов Василий Степанович / И. Н. Мадебейкин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 387.
- Степанов Василий Степанович // Энциклопедия Урмарского района. — Чебоксары, 2023. — С. 362.
- Чернов, В. Третья очистка : [о Герое Соц. Труда В. С. Степанове] / В. Чернов // Наши земляки – Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Н. С. Павлов. – Чебоксары, 1971. – С. 123-126 : фот.