Суслов Геннадий Васильевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Суслов Геннадий Васильевич
Suslov GV.jpg
Çуралнă вăхăт 1937 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ(1937-01-01)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 2009 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ(2009-06-29) (72 ҫул)
Гражданлăх
Премисемпе чысланисем
Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ
Ленин орденӗ Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ «Хисеп палли» орден

Суслов Геннадий Васильевич (1937 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ, Шадриха, Пӑрачкав районӗ, Чӑваш АССР[1]2009 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ, Новороссийск, Раҫҫей Федерацийӗ) — производствӑра малта пыракан, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1982).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1937 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ҫуралнӑ.

1953 ҫулта ялти 7 класс пӗтермелли шкултан вӗренсе тухсан колхозра вӑй хунӑ. 1955 ҫулта Украина ССРӗн Крым облаҫӗнчи (халӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Крым Республики) Феодосия хулине куҫса кайнӑ, унта тинӗс портӗнче грузчик пулса ӗҫленӗ.

1956—1959 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ.

Ҫартан таврӑнсан Феодосири тинӗс портӗнче 1961 ҫулччен вӑй хунӑ. 1961 ҫулта Новороссийск хулине куҫнӑ, унта та портра грузчик пулса ӗҫленӗ. 1962 ҫулта порт ӗҫченӗсен бригадирне лартнӑ. 1975 ҫулта пуҫласа йӗркеленнӗ докер-механизаторсен аслӑлатнӑ комплекслӑ бригадине ертсе пыма шаннӑ.

Вуннӑмӗш пилӗкҫуллӑхра (1976—1980) бригада смена нормисене 124—136 процент ӳстерсе тултарнӑ, докерсене ӗҫпе тивӗҫтересси 95,9 процента ҫитнӗ. Ку портри чи лайӑх кӑтарту пулнӑ. Ҫавӑн пекех портра пӗрремӗш коллектив ӗҫӗн кӑтартӑвне шутламалли ҫӗнӗлӗх шухӑшласа кӑларнӑ: сменӑсен комплекслӑ кӑтартӑвӗсемпе харпӑр кашни ӗҫченӗн кӑтартӑвӗн шайлашӑвне коэффициентпа виҫме пуҫланӑ. Нарядсенче ӗҫсӗр тӑнӑ вӑхӑтсене те кӑтартма пуҫланӑ, малтан вӗсене шута илмен. Ҫитменлӗхсене ҫийӗнчех пӗтернӗ, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстернӗ. Бригада ӗҫ хатӗрӗсене юсавлӑ тытассишӗн яваплӑх хӑйӗн ҫине илнӗ. Ӗҫ нормисене те пӗрремӗш ӳстернӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1982 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса 1981 ҫулта экспортпа импорт турттарӑвне йӗркелес ӗҫре пысӑк ӳсӗмсем тунашӑн, граждан тата интернационалла тивӗҫне пурнӑҫланӑшӑн Геннадий Васильевич Суслова Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ят панӑ[2].

1984 ҫулта КПСС ретне тӑнӑ. 1990-меш ҫулсенче тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.

Новороссийск хулинче пурӑннӑ. 2009 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вилнӗ.

Обществӑлла ӗҫ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Новороссийск хала канашӗн депутатне пӗрре мар суйланнӑ. Порт ӗҫченӗсен профсоюзӗн президиумӗн пайташӗ пулнӑ.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Герои труда — наши земляки // Порецкие вести. — 2007. — 21 марта.
  • Голев, В. Моряки и речники Поречья / В. Голев // Порецкие вести. — 2019. — 10 июля. — С. 1 : фот.
  • Лоскутов, Н. В. Герои труда — уроженцы Поречья : [о Героях Соц. Труда, уроженцах Порец. р-на] / Н. В. Лоскутов // Порец. вести. — 2012. — 6 июня. — С. 1-2 : фот.
  • Мадебейкин, И. Н. Суслов Геннадий Васильевич / И. Н. Мадебейкин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 393.
  • Мадебейкин, И. Н. Суслов Геннадий Васильевич / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 15.
  • Чистяков, В. Герои труда — наши земляки : [о Героях Соц. Труда, выходцах из Порец. р-на] / В. Чистяков // Порец. вести. — 2005. — 2 июля.