Суту-илӳ ӗҫченӗн кунӗ

Суту-илӳ ӗҫченӗн кунӗ — ҫулсерен утӑ уйӑхӗн тӑваттӑмӗш шӑматкунӗнче суту-илӳ отраслӗнче ӗҫлекенсем паллӑ тӑвакан уяв.

Уяв тӗллевӗ — суту-илӳ ӗҫченӗсен ҫитӗнӗвӗсене хаклама вӗренесси, вӗсен профессиллӗ ӗҫӗшӗн тав тӑвасси, суту-илӳ сфери патшалӑх экономикишӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартасси.

Уяв историйӗ

Суту-илӳ ӗҫченӗн кунӗ чи малтан 1966 ҫулта СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хушӑвӗпе йӗркеленнӗ[1]. Ун чухне ӑна утӑ уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ[2].

1988 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗнӗ хушу кӑларнӑ, унпа килӗшӳллӗн Суту-илӳ ӗҫченӗсен кунне Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен тата халӑха кулленхи пурнӑҫра пулӑшу кӳрекенсен кунӗпе пӗрлештернӗ[3]. Ҫапла майпа Суту-илӳ, халӑха кулленхи пурнӑҫра пулӑшу кӳрекенсен тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ йӗркеленнӗ. Ӑна ҫулсерен пуш уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тума йышӑннӑ пулнӑ[4].

2013 ҫулта Суту-илӳ, халӑха кулленхи пурнӑҫра пулӑшу кӳрекенсен тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗнчен икӗ уйрӑм уяв туса хунӑ. Юлашкинчен уявӑн кунне Раҫҫей президенчӗн хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ — ҫапла май ӑна утӑ уйӑхӗн тӑваттӑмӗш шӑматкунӗнче палӑртмалла тунӑ[5]. ЖКХ тата халӑха кулленхи пурнӑҫра пулӑшу кӳрекенсен кунӗ валли вара малтанхине хӑварнӑ — ӑна унчченхи пекех пуш уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[6].

Уявлассин йӑлисем

Суту-илӳ ӗҫченӗн кунӗнче ҫак сферӑпа ҫыхӑннӑ мӗнпур ҫын саламсем йышӑнать — сутуҫӑсем, кассирсем(выр.)чăв., предпринимательсем, менеджерсем, таварпӗлӳҫӗсем, консультантсем тата ытти специалистсем. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ҫак кун суту-илӳ сферинче ӗҫлекенсене тав тӑваҫҫӗ. Ҫынсем суту-илӳ отраслӗнче ӗҫлекен тус-юлташӗсемпе е тӑванӗсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Ҫывӑх ҫынсене телефонпа е видеопа шӑнкӑравласа саламлаҫҫӗ[7].

Суту-илӳ ӗҫченӗн кунне паллӑ тунӑ май уяв мероприятийӗсем тата ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттереҫҫӗ, унта суту-илӳ сферинче, пулӑшу кӳрекен тата ЖКХ сферисенче ӗҫлекенсем, вӗсен тӑванӗсем, тусӗсем тата ҫывӑх ҫыннисем пухӑнаҫҫӗ.

Чи лайӑх ӗҫченсене хисеп хучӗсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе, парнесемпе чыслаҫҫӗ. Организацисем ӗҫченсене премисемпе наградӑлассине ҫак уява халаллаҫҫӗ, корпоративсем ирттереҫҫӗ[8].

Уява ытти СНГ(выр.)чăв. ҫӗршывӗсенче те паллӑ тӑваҫҫӗ[9].

Ҫыхӑннӑ уявсем

Ҫу уйӑхӗн иккӗмӗш шӑматкунӗнче Пӗтӗм тӗнчери тӳрӗ кӑмӑллӑ суту-илӳ кунне (акăл. World Fair Trade Day) паллӑ тӑваҫҫӗ[10].

Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче — ПНО йӗркеленӗ Пӗтӗм тӗнчери потребительсен прависене хӳтӗлемелли кун (акăл. World Consumer Rights Day).

Историллӗ фактсем

  • Вӑтам ӗмӗрсенче суту-илӗве тӗпрен илсен арҫынсем йӗркеленӗ, анчах хальхи вӑхӑтра отрасльти специалистсенчен ытларахӑшӗ — хӗрарӑмсем.
  • Авалхи Руҫӑн тӗп суту-илӳ ҫулне «варягсенчен грексем патне» тенӗ[11]. Славянсем тир, сӑран, пыл сутнӑ, пусма, кӗленче тата хаклӑ чулсем кӳрсе килнӗ.
  • XVII ӗмӗр пуҫланиччен Мускаври Хӗрлӗ тӳреме Торг тенӗ — вӑл суту-илӳ ирттермелли паллӑ вырӑн пулнӑ[12].
  • 1893 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Хӗрлӗ тӳремре Ҫӳлти суту-илӳ ретне (халӗ ГУМ) уҫнӑ — Европӑра ун чухне вӑл чи пысӑк пассаж, урӑхла каласан, витнӗ суту-илӳ урамӗ, пулнӑ[13].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 22 июля — День работника торговли в России: когда отмечается и кто празднует. «МИЦ «Известия» (21 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  2. ^ День работника торговли. Федеральная служба государственной статистики. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  3. ^ День работника торговли в России. ТАСС (22 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  4. ^ Указ Президиума ВС СССР от 01.11.1988 О внесении изменений в Законодательство СССР о праздничных и памятных днях. Портал "Сейчас.ру". Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  5. ^ Указ Президента РФ от 7 мая 2013 г. N 459 "О Дне работника торговли". Информационно-правовой портал "ГАРАНТ.РУ" (20 ҫӑвӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  6. ^ О празднике "День работников торговли, бытового обслуживания населения и жилищно-коммунального хозяйства". Министерство труда и социальной защиты Российской Федерации (27 пушӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  7. ^ 22 июля — День работника торговли. Информационный центр "Вольская жизнь" (22 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  8. ^ Департамент экономического развития Курганской области. Департамент информационных технологий и цифрового развития Курганской области. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  9. ^ День работников торговли. ГУ "Республиканская научно-техническая библиотека". Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  10. ^ Ульяна Светачева. День работников торговли в 2024 году: история и традиции праздника. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  11. ^ Татьяна Григорьева. Кто инициировал путь "из варяг в греки"? Портал «Культура.РФ». Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  12. ^ Красная площадь. История. История Москвы. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  13. ^ История ГУМа. ГУМ. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.