Таланцев Николай Михайлович
Таланцев Николай Михайлович (1865 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ, Шупашкар, Хусан кӗпӗрни — 1935, Чулхула) — вырӑс промышленникӗ тата меценачӗ, ӑрури хисеплӗ гражданинӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1865 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче Шупашкарта Михаил Михайловичпа Софья Ивановна Таланцевсен ҫемйинче ҫуралнӑ[1].
Уес училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн Хусанти 3-мӗш гимназире малалла вӗреннӗ. Пиллӗкмӗш класс таран вӗренсен шкула пӑрахса хуҫалӑхра амӑшӗн пулӑшуҫи пулса тӑнӗ. Етӗрне хулипе уесӗн общество пурнӑҫӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ — 1890-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Етӗрне тӑрӑхӗн хисеплӗ миравай тӳре, Етӗрне тӗрмин директорӗ, хулари библиотека комитечӗн пайташӗ пулнӑ.
Ялти шкулсем валли ҫуртсем тунӑшӑн 1904 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче Николай Таланцев хӑйӗн пӗрремӗш наградине тивӗҫнӗ — ӑна Анна хӑйӑвӗ ҫинче кӗмӗл мӑй медалӗпе чысланӑ. Пӗрле ҫавӑн пекех хисеплӗ ӑру гражданинӗн ячӗпе чысланӑ. 1908 ҫулта вӑл Станислав хӑйӑвӗ ҫинчи ылтӑн мӑй медальне тивӗҫнӗ.
1904–1905 ҫулсенчи вырӑс-яппун вӑрҫи хыҫҫӑн Н. М. Таланцев Етӗрнере ятарлӑ приют йӗркеленӗ, вӑл вӑхӑтра ӑна арҫынсен богодельни тенӗ. Унӑн тепӗр ырӑ ӗҫӗ Етӗрнери пиччӗшӗсемпе пӗрле куҫ тата хирурги сиплевӗ валли чул ҫурт ҫӗклесси пулса тӑнӑ. Сиплев ҫурчӗ Николай Михайловичӑн ир вилнӗ мӑшӑрне асӑнса Любовь Алексеевна Таланцева ячӗллӗ пулнӑ[2].
1913 ҫулта черетлӗ суйлавра Н. М. Таланцев хула старости (кӑлава) пулса тӑнӑ, ҫак вырӑна вӑл Октябрь революцийӗчченех йышӑннӑ.
Ватлӑхра Николай Михайлович Таланцев чухӑн пурӑннӑ, 1935 ҫулта Горький хулинче вилнӗ.
Ҫемье
Унӑн ывӑлӗ Борис (1892 ҫ.ҫ.) агроном пулнӑ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, 1944 ҫулта пуҫне хунӑ.
Хисепӗсем
Ӑна икӗ 3 степеньлӗ Сӑваплӑ Станислав орденӗпе наградӑланӑ (Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи тапхӑрӗнче хула старостин тивӗҫӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн, хӳтлӗхе илнӗшӗн).
Астӑвӑм
Ӑнлантарусем
- ^ Таланцевы. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Семейный фотоальбом на рубеже 19-20 века. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Братьев Таланцевых в Ядрине помнят, чтят и открывают в их честь памятники. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Николай Михайлович Таланцев - потомственный почетный гражданин г. Ядрин. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.