Тимофеева Ирина Николаевна
Тимофеева Ирина Николаевна (ҫур. 1970 ҫулхи акан 5-мӗшӗ, Йĕпреç районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — Раҫҫей ҫӑмӑл атлетки, Пекинри 2008 ҫулхи Олимпиадӑра Раҫҫей Олимп сборнӑйӗн пайташӗ. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ[2].
Кун-ҫулӗ
Чӑваш Енри Смычка ялӗнче ҫуралнӑ[3]. Тольяттинче пурӑнать тата ӗҫлет. Ҫӑмӑл атлеткӑн тренерӗ Владимир Тимофеев — унӑн упӑшки.
Карьера
Сиднейри Олимпиадӑна хутшӑнма ирттернӗ наци суйлавӗнче тӑваттӑмӗш вырӑн ҫеҫ йышӑннӑ, ҫакӑ ӑна сборнӑй йышне кӗме ирӗк паман. Афинӑри Олимпиадӑна хатӗрленнӗ май суранланнӑ, ҫакӑ татах сборнӑя кӗме чӑрмантарнӑ.
Гамбург марафонӗнче ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн 2008 ҫулта Раҫҫейӗн Олимп сборнӑйӗн членӗ пулса тӑнӑ та 38 ҫул тултарсан Пекинри Олимпиадӑна хутшӑннӑ, унта марафон дистанцийӗнче ытти Раҫҫей спортсменӗсенчен иртсе кайса 7-мӗш вырӑн йышӑннӑ[4].
Дисквалификацилени
2016 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче Атлетика федерацисен тӗнче шайӗнчи ассоциацийӗ (IAAF) Ирина Тимофеевӑна ик ҫула (2018 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗччен) дисквалификациленӗ, ҫакна унӑн биологи паспортӗнче тупнӑ ҫитменлӗхсене пула тунӑ пулнӑ. Ҫитменлӗхе тупса палӑртнӑ куна 2009 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшне палӑртнӑ[5][6].
Ҫитӗнӳсем
- 1996 — марафон чупӑвӗпе Раҫҫей чемпионки.
- Шоссепе чупассинче (1997, 1999, 2002, 2004), ҫурма марафонра (1999, 2000, 2005), кроссра (1999, 2001) Раҫҫей чемпионки.
- Марафон чупӑвӗпе Раҫҫей пӗрлештернӗ командин йышӗнче Европа кубокӗсенче: Будапештра I вырӑн (1998), Мюнхенра II вырӑн (2002), Барселонӑра I вырӑн (2010).
- Марафон чупӑвӗпе Раҫҫей пӗрлештернӗ командин йышӗнче тӗнче кубокӗсенче: Эдмонтонра II вырӑн (2001) тата Парижра III вырӑн (2003).
- Раҫҫей пӗрлештернӗ командин йышӗнчи ҫурма марафон енӗпе тӗнче чемпионачӗсенче: Нью-Делире III вырӑн (2004), Эдмонтонра II вырӑн (2005), Бирмингемра III вырӑн (2009).
- Пекинри XXIX ҫуллахи Олимп Вӑййисенчи (2008) марафон чупӑвӗнче 7-мӗш вырӑн.
- Тӗнчери марафонсен ҫӗнтерӳҫи: ММММ (1996), Хартфорд (1997), Омск (2000), Сингапур (2006), Париж (2007), Гамбург (2008), Шанхай (2008), Наганск (2009).
Харпӑр рекордсем
| Дисциплина | Результачӗ |
|---|---|
| 5000 м | 15:57,74 |
| 10 000 м | 31:40,14 |
| 10 км | 32:44,4 |
| 15 км | 49:46 |
| 20 км | 1:07:10 |
| Ҫурма марафон | 1:09:29 |
| Марафон | 2:24:14 |
Ӑнлантарусем
- ^ Irina Timofeeva // World Athletics Database
- ^ Приказ Минспорттуризма № 98 - нг от 16.07.2010 О присвоении почётного спортивного звания "Заслуженный мастер спорта России"( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ Тимофеева Ирина. Sport-calendar.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Тимофеева стала первой в Гамбургском марафоне. Советский спорт. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Миншин и Тимофеева дисквалифицированы на два года. Sports.ru (6 авӑнӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Двух российских бегунов дисквалифицировали на два года. Реальное время (6 авӑнӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Ирина Тимофеева — IAAF сайтри профиль(акăлч.)
- 2008 ҫулхи Пекинри Олимпиада сайчӗ ҫинчи анкета
- «Раҫҫей ҫӑмӑл ателтики» сайчӗ ҫинчи анкета
- Тимофеевӑпа интервью( ӗҫлемен каҫӑ)