Тимофеев Павел Тимофеевич

 

Тимофеев Павел Тимофеевич (1903 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ, Кивӗ Тукай, Шупашкар уесӗ (халӗ – Сӗнтӗрвӑрри районӗ) – 1972 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ, ШупашкарРСФСР тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Пурнӑҫӗ

1903 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнче (халӗ — Сӗнтӗрвӑрри районӗ) Кивӗ Тукай ялӗнче ҫуралнӑ.

Хусанти Ял хуҫалӑхӗпе вӑрман ӗрчетес ӗҫ институтне вӗренсе пӗтернӗ (1926). Ильинка вӑрман хуҫалӑхӗнче лесничин пулӑшуҫи, Сурӑм вӑрман хуҫалӑхӗнче лесничи, Вӑрнар вӑрманпромхозӗнче заместитель ҫумӗ , Чӑваш АССРӗн Халӑх хуҫалӑхӗн тӗп канашӗн вӑрман инспекторӗ , «Чӑвашлес» трестӑн специалисчӗ, Шупашкарти вӑрманпромхоз директорӗ пулса ӗҫленӗ.

1940-1943 ҫҫ. — ВКП (б) Чӑваш обкомӗн вӑрман промышленноҫӗн пайӗн заведующийӗ.

1943-1968 ҫҫ. — Опытнӑй вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ. Республикӑри вӑрмансене упрас, йышлатас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ, юманлӑхсене чӗртес, аталантарас ӗҫе уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ.

1972 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар хулинче вилнӗ.

Вуламалли

  • Тимофеев Павел Тимофеевич // Лесное хозяйство : 1798—1998. — Чебоксары, 1998. — С. 339.
  • Тихонов, П. Т. Тимофеев Павел Тимофеевич / П. Т. Тихонов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 223.
  • Фадеев, А. В. [Павел Тимофеевич Тимофеев — директор Опытного лесхоза] / А. В. Фадеев // Лесн. хоз-во. — 1998. — № 5. — С. 20.
  • Чувашская энциклопедия
  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 68. — 168 с.

Каҫӑсем