Тиххӑн Петӗркки
Тиххӑн Петӗркки (чӑн ячӗ Петров Пётр Тихонович; 1903 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ, Кăнна Кушки, Теччӗ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1976 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ, Хусан, Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ[1].
СССР Писательсен пӗрлехӗн пайташӗ (1965 ҫултанпа).
Пурнӑҫӗ
1903 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Теччӗ уесӗнчи (халӗ Тутарстанӑн Теччӗ районӗ) Кӑнна Кушки ялӗнче ҫуралнӑ[2].
Малтан пуҫламӑш шкултан, унтан икӗ класлӑ училищӗрен вӗренсе тухнӑ. 1919 ҫулта Теччӗри педагогика техникумне вӗренме кӗнӗ, 1924 ҫулта вӗренсе тухнӑ. 1924—1926 ҫулсенче Чӗмпӗрти педагогика техникумӗ ҫумӗнчи кӑтартуллӑ шкулта ӗҫленӗ. 1926—1935 ҫулсенче Вӑтам Атӑл крайӗн (Куйбышев облаҫӗн) Пухтел тата Ҫинкӗл районӗсенчи шкулсенче вӑй хунӑ. 1935—1942 ҫулсенче Ҫинкӗл районӗн халӑх вӗрентӗвӗн пайне ертсе пынӑ[3].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 1942—1945 ҫулсенче фронтра ҫапӑҫнӑ, хӗрлӗармеецран пуҫласа рота командирӗ, капитан званийӗ таран ӳснӗ. Вӑрҫӑра Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне тата икӗ медале тивӗҫнӗ.
1946—1950 ҫулсенче Ҫинкӗл педагогика училищинче ӗҫленӗ. 1950 ҫулта куҫӑн мар мелпе Чӗмпӗр патшалӑх педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ. 1950 ҫулта Хусана пурӑнма куҫнӑ: 1950—1956 ҫулсенче Хусан хулин ҫутӗҫ пайӗн ертӳҫинче, 1956—1964 ҫулсенче хулари вӑтам шкул директорӗнче ӗҫленӗ[3].
Шкул валли веренӳ кӗнекисене ҫырас ӗҫе хутшӑннӑ, ҫав шутра 4-мӗш классра вӗрентмелли «Тутар АССР историйӗ» кӗнеке (1963) соавторӗ[3].
Пултарулӑх ӗҫӗсем
Тиххӑн Петӗркки литература ӗҫне 1930-мӗш ҫулсенче пуҫӑннӑ. «Чӑваш хресченӗ», «Колхозник» хаҫатсенче, «Вӑтам Атӑл» альманахра пичетленнӗ. «Трактор» ятлӑ малтанхи поэмин сыпӑкне Мускавра тухнӑ «Ҫӗнӗ ҫул» кӗнекере пичетленӗ. Вӑл калавсемпе повеҫсем, пьесӑсем ҫырнӑ, чӑваш литературинче ӑслӑлӑх фантастики жанрне пуҫарса яракансенчен пери шутланать.
Унӑн «Ӗмӗт», «Ҫӗрлехи ҫиҫӗм», «Юнлӑ кунсем» пьесисене драмкружоксем, халӑх театрӗсем ӑнӑҫлӑ лартнӑ.
Паллӑрах кӗнекисем:
- «Ӗмӗт» (пьеса, 1941);
- «Ҫӗнелнӗ тымар» (повеҫ, 1961);
- «Ҫӗрлехи ҫиҫӗм» (пьсӑсем, 1964);
- «Ҫил-тӑвӑл» (повеҫ, 1967);
- «Тимӗре туптама пӗлмелле» (1969);
- «Кушкӑ ачи» (повеҫ, 1971);
- «Атлан» (повеҫ, 1972);
- «Мальчик из чувашского села» (Кушкӑ ачи, вырӑсла, 1975);
- «Земля Улыпа» (1983)[3].
Хисепӗсем
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (02.08.1945)[4];
- медальсем.
Ӑнлантарусем
- ^ 100 лет со дня рождения Тихона Педэрки (Петрова Петра Тихоновича) (1903-1976), чувашского писателя и драматурга, педагога. (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (2003--11-17). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Детство патриарха (выр.). Лента новостей Чувашии (29 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 В. А. Абрамов. Тихон Педэрки (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Петров Петр Тихонович 1903 г.р. (выр.). Подвиг народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
Вуламалли
- Дедушкин, Н. С. Пархатарлӑ кунҫул // Дедушкин, Н. С. Пурнӑҫ илемӗпе хавхаланса / Н. С. Дедушкин. — Шупашкар, 1988. — С. 111—115.
- Дедушкин, Н. Унӑн пурнӑҫ кӗнеки / Н. Дедушкин // Тӑван Атӑл. — 1990. — № 4. — С. 20-21.
- Иксӗлми вӑй-хал // Тӑван Атӑл. — 1973. — № 11. — С. 79.
- Петров, К. Тихӑн Петӗркки / К. Петров // Ялав. — 1973. — № 11. — С. 31.
- Абрамов, В. А. Тихон Педэрки / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 231.
- Афанасьев, П. Тихон Педэрки (Петров Петр Тихонович) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 314—315.
- Петров (Тихон Педэрки) Петр Тихонович // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем : [кн.-альбом]. — Чебоксары, 2006. — C. 517—518.
- Сорокин, Н. М. Тихон Педеркки (Петров) Петр Тихонович // Сорокин, Н. М. Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. Турхан. — Чебоксары, 2015. — С. 171—172.
- Тимуков, А. Н. Педэрки Тихон / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 315.
- Ялгир, П. Тихон Педэрки (Петров Петр Тихонович) // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 115.