Тупицин Андрей Иванович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Тупицин Андрей Иванович
Çуралнă вăхăт 1918 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ(1918-07-13)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1969 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ(1969-08-23) (51 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Премисемпе чысланисем
Совет Союзӗн Паттӑрӗ
Ленин орденӗ Хĕрлĕ Ялав орденĕ

Тупицин Андрей Иванович (1918 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ — 1969 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ) — 39-мӗш гварди стрелоксен дивизин 41-мӗш уйрӑм гварди разведка ротин разведка взвочӗн командирӗ (8-мӗш гварди ҫарӗ, Украина фрончӗ), гварди лейтенанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944).

Андрей Иванович Тупицын 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Кладбище[1] ялӗнче хресчен ҫемьинче ҫуралнӑ. Вырӑс. 7 класс вӗренсе пӗтернӗ, колхозра ӗҫленӗ. 1938—1941 ҫулсенче РККА-ра (рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗ) хӗсметре тӑнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна ҫӑра чӗнсе илнӗ.

39-мӗш гварди стрелоксен дивизин 41-мӗш уйрӑм гварди разведка ротин взвод командирӗ (8-мӗш гварди ҫарӗ, 1-мӗш Беларуҫ фрончӗ) пулнӑ.

1943 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗнче Тупицын А. И. гварди лейтенанчӗ разведка ушкӑнне ертсе пырса Кивӗ Кайдак (Днепропетровск облаҫӗн Днепропетровск районӗ) ялӗ ҫывӑхӗнче Днепр урлӑ каҫса, Днепрӑн сылтӑм ҫыранне анса, пралук карта витӗр тухса тӑшман окопӗсене ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Ун ушкӑнӗ яла ярса илнӗ те пӗр талӑк хушшинче фашистсен нумай атакисене сирсе янӑ.

Совет Союзӗн Паттӑрӗ ячӗпе ӑна 1944 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче чысланӑ (2032 № медаль).

Каярахпа 253-мӗш стрелоксен дивизийӗн 346-мӗш уйрӑм разведка ротин командирӗ пулнӑ. Ҫак должноҫра 1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче тӑшман тылӗнче ӑнӑҫлӑ кӗрешӳ операцийӗсем ирттернӗшӗн А. И. Тупицина Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланнӑ.

1946 ҫултанпа Тупицын А. И. гварди аслӑ лейтенанчӗ отставкӑна тухнӑ. 1948-мӗш ҫултанпа КПСС пайташӗ. Чӑваш АССРӗн Улатӑр хулинче ӗҫлесе пурӑннӑ.

1969 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Улатӑр хулинче пытарнӑ.

Совет Союзӗн Паттӑрӗ Тупицын А. И. гварди лейтенанчӗ ячӗпе Чӑваш Енӗн Улатӑр районӗнчи Междуречье ялӗнчи пӗр урам хисепленет.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Халӗ — Междуречье ялӗ, Улатӑр районӗ, Чӑваш Ен, Раҫҫей.
  2. ^ Приказ Военного совета 3-й гвардейской армии № 23/н от 5 марта 1945 года.
  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1988. — Т. 2 /Любов — Ящук/. — 100 000 экз. — ISBN 5-203-00536-2.
  • Днепр — река героев: свидетельства всенародного подвига / под общ. ред. В. Н. Немятого. — Киев, 1988.
  • Морозов, А. В. 39-я Барвенковская. — М.: Военное изд-во МО СССР, 1981.
  • Михайлов, В. М. Тупицын Андрей Иванович / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 277—278.
  • Тупицин Андрей Иванович (13.07.1918-23.08.1969) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии: [изоматериал]. — Чебоксары, 2005.
(2013 çулхи Ака уйӑхӗн 23-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Тупицин, Андрей Иванович статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '