Турченков Василий Матвеевич
Турченков Василий Матвеевич (1922 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ, Самодуровка, Иккӗмӗш Дон округӗ, Царицын кӗпӗрни, РСФСР — 1997 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ, Йошкар-Ола, Мари Эл, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет театрӗн актёрӗ. Мари АССРӗн Республикӑри вырӑс драма театрӗн актёрӗ (1956—1967,1971—1983). Мари АССР халӑх артисчӗ (1977). Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1970). Мари АССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1974). Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1922 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче хальхи Волгоград облаҫӗнчи Калачёв районӗнчи(выр.)чăв. Самодуровка ялӗнче ҫуралнӑ[1][2].
1941 ҫулта Хӗрлӗ ҫар ретне тӑнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ: 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Минскра тыткӑна лекнӗ, I B шталагра(выр.)чăв. пулнӑ[3]. Черетлӗ хутчен тарнӑ хыҫҫӑн Хӗрлӗ ҫар ретне таврӑннӑ, рядовой. Чехословакие ирӗке кӑларнӑ. 1945 ҫулта ҫартан демобилизациленнӗ. Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин II степеньлӗ орденне тивӗҫнӗ[3].
1956—1967 тата 1971—1983 ҫулсенче Мари АССРӗн Республикӑри вырӑс драма театрӗн актёрӗ (халӗ Георгий Константинов ячӗллӗ академи вырӑс драма театрӗ(выр.)чăв.)[1][2][4].
1967—1971 ҫулсенче — Курскри(выр.)чăв. тата Чӗмпӗрти драма театрӗсен(выр.)чăв. актёрӗ[1][2][5]. 1969 ҫулта — Чӑваш АССРӗн Шупашкарти вырӑс драма театрӗн актёрӗ.
1970 ҫулта ӑна «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ, 1977 ҫулта вара — «Мари АССРӗн халӑх артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. 1974 ҫулта Мари АССРӗн патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех Мари АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн медалӗсемпе тата Хисеп хучӗпе чысланӑ[1][2].
1997 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗнче Йошкар-Олара вилнӗ[1][2].
Тӗп рольсем
Хисепӗсем
- Мари АССР халӑх артисчӗ(выр.)чăв. (1977)[1][2];
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1970)[1][2];
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ (06.04.1985)[3];
- «Хастар ӗҫленӗшӗн. Владимир Ильич Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине асӑнса» медаль(выр.)чăв. (1970);
- Мари АССР патшалӑх премийӗ(выр.)чăв. (1974) — А. Толстой пьеси тӑрӑх лартнӑ «Царь Фёдор Иоаннович» спектакльти Борис Годунов сӑнарӗшӗн[1][2];
- Мари АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп грамоти (1982)[1][2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 Мочаев, 2017, с. 451.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 Энциклопедия Республики Марий Эл, 2009, с. 768.
- ^ 1, 2, 3 Тубченков Василий Матвеевич :: Память народа. pamyat-naroda.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
- ^ Золотова Татьяна Аркадьевна, Плотникова Екатерина Андреевна. Провинциальные театральные сообщества России: Проблемы изучения (На материале сообществ Республики Марий Эл) // Вестник Марийского государственного университета. — 2022. — Т. 16, вып. 2 (46). — . — ISSN 2072-6783.
- ^ Василий Турченков. Новогодняя песня, лети: В помощь заведующим сельскими клубами. — б. и., 1965. — 23 с.
Вуламалли
- Терехова А. В. Марийская биографическая энциклопедия / Авт.-сост. В. А. Мочаев. — Марийский биографический центр, 2007. — С. 368. — 2032 экз. — ISBN 5-87898-357-0.
- Марий Эл Республикин энциклопедийӗ / Отв. ред. Н. И. Сараева. — 2009. — С. 768. — 872 с. — 3505 экз. — ISBN 978-5-94950-049-1.