Тутар булгаризмĕ

Тутар булгаризмĕвăтам ĕмĕрсенчи тата авалхи пăлхарсен историне тĕпрен илсен хальхи тутарсемпе çыхăнтарса çавна паянхи пурнăçра та усă курас туртăмлă идеологи. Çак идеологие тытса пыракансене "тутар булгарисчĕ" теме пулать. Хăйсене хăйсем вĕсем ытларах чухне апла каламаççĕ; юхăмне те ятарлă ятпа палăртсах каймаççĕ, — ку вăл пĕтĕмпех сăнаса тăракансен (сăнавçăсен) терминĕсем.

Тутар булгаризмĕн экзистенциаллă никĕсĕсем

Вăтам ĕмĕрсенчи историлле Атăлçи Пăлхар, — чăн малтанах унăн варринчи пайĕсем, — хальхи Тутарстан территорийĕнче вырнаçнă пулнă. Çав ĕлĕххи патшалăхран паянччен сыхланса юлнă тĕп палăксем те ытларах çав территорире сыхланса юлнă. Çаксене шута илсен паянхи Тутар республикинче асăннă авалхи патшалăха хисеп туни питĕ йĕркеллĕ япала. Эппин ку тĕлĕшпе проблема çук. Ыйту урăххинче: тутарсем мĕнпур енĕпе пăлхарсен тăсăмĕ пулса тăраççĕ-и?

Вуламалли

Асăрхавсем