Суваризм (юхăм)

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Суваризм (Неосуваризм) — идеологи, унӑн никӗсӗ «сӑварсен эткерлӗхне тата сӑвар патшалӑхне ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратасси» шутланать. Юхӑм XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, 1944 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ хыҫҫӑн йӗркеленнӗ, суваризм идейисемпе тӗрлӗ обществӑпа политика тата ӑслӑлӑхпа культура юхӑмӗсем, чи малтан, чӑвашсен «Сувар» юхӑмӗн ҫыннисем, усӑ курнӑ. Юхӑм булгаризм идейисене хирӗҫле идеологи шутланать, ҫапла май чӑвашсем пӑлхарсемпе тата тӗрӗксенчен пулса кайнине хирӗҫлет, халӑхӑн тымарӗсем тата никӗсӗ малти Азире (Месопатамире) вырнаҫнӑ тесе йӗркелет.

Историйӗ

Ку юхӑм «ВКП(б) Тӗп Комитечӗ 1944 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗнче йышӑннӑ Тутар тата Пушкӑрт парти организацийӗсенче массӑллӑ политика тата идеологи енӗпе ӗҫлессин тӑрӑмӗ тата унӑн ӗҫне лайӑхлатмалли ҫинчен» постановленийӗ» хыҫҫӑн йӗркеленнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Атӑлҫи Пӑлхарсен историне Хусан тутарӗсем пӗрле пайлама йышӑннӑ, унта концепцийӗпе килӗшӳллӗн чӑвашсен мӑн аслашшӗсем — сӑварсем пулса тӑнӑ, тутарсен мӑн аслашшӗсем — пӑлхарсем[1].

СССР-та Ылтӑн Урта историне тӗпчени «национализм сӗмлӗ йӑнӑш» пулса тӑнӑ. Наци чӗрӗлӗвӗн процесӗсене сарӑлма парас мар тесе Тутарстанри ВКП(б) ТК аркатуллӑ постановлени валли материалсем хатӗрлеме тытӑннӑ. Вӑрҫӑчченех тутар халӑхӗн историпе культурин проблемисене комплекслӑ майпа тӗпчеме Хусанта ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтне туса хума йышӑннӑ. 1939 ҫулта чӗлхе, литература тата истори тӗпчекен Тутар НИИ йӗркеленӗ, ун валли пӗр ӑслӑлӑх кандидачӗ те тупӑнман. Ҫакӑнпа усӑ курса историксемпе литература тӗпчевҫисем ҫӗнӗ ӗҫсем хатӗрлеме хастар тытӑннӑ. Вӑрҫӑ пыни тата кадрсем ҫукки Хусан историкӗсене (Н. Ф. Калинин, Х. Г. Гимади) тата Мускавран эвакуациленӗ ӑсчахсене (Б. Д. Греков, С. В. Бахрушин, Л. В. Черепнин) «Очерки по истории ТАССР» хатӗрлеме чӑрмантарман, ку ӗҫре тутар халӑхӗ вырӑнти пӑлхарсенчен пулса кайнине палӑртнӑ, Ылтӑн Урта ханӗсемпе монголсен халӑхсене ҫӗнтерсе илессин политикине критикленӗ[2].

«Жирэн-Чичэн», «Алчынчеч», «Чур Загитов» пьесӑсене вӑйлӑ критикленӗ… Ҫавӑн пекех ВУЗсемпе вӑтам шкулсенчи историпе литература программисене тепӗр хут пӑхса тухнӑ, вӗсенчен эпоссене тата Ылтӑн Урта ҫинчен асӑннисене кӑларса пенӗ[2].

Ҫак ӗҫсен тӗллевӗ — Идегея «историйӗн ҫӳллӗ вырӑнӗнчен» антарасси пулнӑ, ҫапла май тутар историйӗн пӗтӗм сийне аркатма шутланӑ. Хаҫат-журналта тата кӗнекесенче ҫӗнӗ истори чӑнлӑхӗ ҫирӗпленнӗ: тутарсен Булгаризмӗ тата чӑвашсен Суваризмӗ. Ҫак вӑхӑтра чӑвашсене «Ибн Фадлан ача илӗвӗсенче» палӑртнӑ Сӑвар хулара пурӑнакансен тӑхӑмӗ тума йышӑннӑ. Ҫак лару-тӑрӑва СССР ӐА историпе философи уйрӑмӗ тата СССР ӐА Хусанти филиалӗ пӗрле ирттернӗ «Хусан тутарӗсем пулса кайни ҫинчен калакан ӑслӑлӑх сессийӗ» (1946 ҫулхи ака уйӑхӗн 25–26-мӗшӗсенче) ҫирӗплетнӗ. Унта истори, археологи, тюркологи тата антропологи енӗпе ӗҫлекен специалистсен доклачӗсене итленӗ, вӗсем пӗр саслӑн пулса малашне хальхи тутарсене Атӑлҫи пӑлхарсен тӑхӑмӗ пек шутлама сӗннӗ, Улус Джучине вара тутар халӑхӗн этника историйӗшӗн пӗлтерӗшсӗр пулӑм вырӑнне пӑхса тухма сӗннӗ.

Ӑслӑлӑхла концепци

Теори никӗсӗсем

Ҫирӗплетсен ҫитереймен пӗр гипотезӑпа килӗшӳллӗн, чӑваш ячӗ тӗрӗксен «пӑлхар чӗлхеллӗ» пӗр пайӗн этнонимӗ пулма пултарать тесе шутлаҫҫӗ: *čōš → čowaš/čuwaš → čovaš/čuvaš. Сӑмахран, савирсен йӑхӗн ячӗ («сувар», «суваз» е «суас») X ӗмӗрти араб авторӗсем (Ибн Фадлан) асӑннӑ ят пек сӗнеҫҫӗ, имӗш, чӑваш этнонимӑн ячӗ пӑлхарла «Suvar» тенин тӗрӗкле калани кӑна.

Пичетленсе тухакан кӑларӑмсем

  • Тутарстанра 1993-мӗш ҫултанпа ТатМедиа компани кӑларакан «Сувар» чӑваш хаҫачӗ[3].

Сайтсем

  • Сувары.рф[4].

Фондсем

  • «Вырӑх сӑвар кнеҫӗ ячӗллӗ историпе культура тӗпчевӗсен АРУНА фончӗ»;
  • «Сувар» общество пӗрлешӗвӗ»[5].

Тӗн юхӑмӗ

  • «Инем-Тура сӑвар-пӑлхарсен йӑлана кӗнӗ тӗнӗ»

Наградӑлакан хутсем тата паллӑсем

  • Шупашкарти «Сувар» фонд

Ытти

  • «Сувар» отель (Шупашкар хули)
  • «Сувар» этнокультура паркӗ (Шупашкар хули)
  • Чӑвашсен футбол кӑмӑллакансен «Сувар» клубӗ (Тутарстан).
  • «Сӑвар пылӗ»
  • «Сувар» ТМЯП управляющи компани (Шупашкар хули)
  • «Сувар» халӑх ансамблӗ (Чӑваш Республики)

Наци

Сӑварсене Раҫҫей Федерацийӗн национальноҫсен йышне кӗртнӗ, вӗсен кочӗ 1191. Раҫҫей Федерацийӗн Экономика аталанӑвӗн министерствин Патшалӑх статистикин Федераллӑ службин ертӳҫин А. Е. Суриновӑн 2010 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнчи «2010 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫей халӑх шутлавӗн материалсене автоматлӑ майпа тишкермелли тата Л формӑллӑ Шутлав хучӗн 7-мӗш ыйтӑвӗпе тата 9-мӗш пайӗнчи ыйтусемпе пӗтӗмлетӳсем тумалли нормативлӑ-справочниклӑ документсене ҫирӗплетесси ҫинчен» хушӑвӗпе Ҫырав хучӗн Л формин «Эсир хӑш наци ҫынни пулатӑр?» 7-мӗш ыйтӑвӗ ҫине халӑх хуравлама пултарнине кодламашкӑн алфавитлӑ йыша вырӑссемпе (код 2), тутарсемпе (код 3), украинсемпе (код 4),пушкӑртсемпе (код 5), чӑвашсемпе (код 6), чеченсемпе (код 7) тата ыттисемпе пӗрлех сӑваерсен (код 1191) национальноҫне те кӗртнӗ[6].

Юхӑмӑн тӗп идеологӗсем

Мадуров Д. Ф.[7], Балтаев Н. М., Алмантай В. Н., Семёнов Е. В., Ювенальев Ю. Ю., Агеев В. И., Николаев В. В.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Казанские татары и их предки | Сувары (выр.). xn--80ad7bbk5c.xn--p1ai. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Постановление ЦК ВКП(б) "О состоянии и мерах улучшения массово-политической и идеологической работы в Татарской партийной организации" от 9 августа 1944 г. или как изучение истории Золотой Орды стало “ошибкой националистического характера”. tatfrontu.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
  3. ^ Главная. Сувар. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
  4. ^ Сувары. xn--80ad7bbk5c.xn--p1ai. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
  5. ^ Некоммерческая организация «Фонд АРУНА историко-культурологических исследований имени суварского князя Вырак». Общественное объединение «Сувар». | Сувары. xn--80ad7bbk5c.xn--p1ai. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
  6. ^ СУВАРЫ ВКЛЮЧЕНЫ В ПЕРЕЧЕНЬ НАЦИОНАЛЬНОСТЕЙ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ | Сувары. xn--80ad7bbk5c.xn--p1ai. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
  7. ^ Dmitry Madurov. Мадуров, Д.Ф. Историческая география Сувара Х—XIII веков // Мадуров Д.Ф. Историческая география Сувара X – XIII веков. С. 338-351 // Востоковедные полевые исследования: Материалы Всероссийской научной конференции (2021-2022 гг.). Избранные доклады: Ин-т востоковедения Российской Академии наук: отв. Ред. Ю.А. Пронина. – М.: 2023. – 544 с.: ил.. — 2023-01-01.

Вуламалли

Каҫӑсем