Сувар (парк)
«Сӑвар» этнографи паркӗ — Шупашкарӑн Атӑл леш енче «Чувашия» санатори-курорт комплексӗн лаптӑкӗнче юпа кӳлепесенчен таракан этнографи паркӗ.
Этнопаркра 130 ытла юпа манерлӗ йывӑҫ кӳлепе вырнаҫтарнӑ, вӗсем чӑваш мифологийӗпе, историйӗпе, символикипе, орнаментикипе ҫыхӑннӑ.
Кун-çулĕ
Этнопарка 1993 ҫулта никӗсленӗ. Пуҫаруҫи, ҫавӑн пекех ытларах кӳлепесен авторӗ — Н. М. Балтаев (Палттай Микуçĕ) художник-скульптор[1].
Экспозици
Парк 7 га ытла лаптӑк йышӑнать. 3 пая пайланать: Ылтӑн ту, Кӗмӗл ту, Пӑхӑр ту.
Ылтӑн ту (турӑсен кӳлеписем)
Кунта Ҫӳлти тӗнчери турӑсене кӑтартнӑ (чӑваш мифологийӗпе тӗнче виҫӗ пая пайланать — Ҫӳлти тӗнче, Ҫутӑ тӗнче тата Аялти тӗнче). Турӑсен, паттӑрсен, улӑпсен кӳлеписем — ылтӑн самана сӑнлӑхӗ.
Кӗмӗл ту (ҫынсен кӳлеписем)
Ҫутӑ тӗнче ҫынсен пурнӑҫне сӑнлать — этемӗн ҫут ҫанталӑкпа, чӗрчунсемпе ӳсентӑран тӗнчипе ҫураҫса пурӑннине палӑртать.
Пӑхӑр ту (духи кӳлеписем)
Вӑрттӑн вӑйсемпе тулнӑ Аялти тӗнчене пӗлтерет. Кунта халапсенчи ырӑсемпе усалсене — вутӑш, арҫури, вупӑр, йӗрӗх тата ыт. те — курма пулать.
Парк варрине «Пурнӑҫ йывӑҫӗ» ҫывӑхӗнче «юпа» скульптура вырнаҫтарнӑ. Авалхи ҫынсен ӑнлавӗнче юпа 3 тӗнчене — турӑсене, ҫынсене тата ырӑсемпе усалсене — ҫыхӑнтарать. Ылтӑн ту ҫинче «Анне-турӑ» тӗп кӳлепе шутланать, йӑх-несӗле тӑснисӗр пуҫне вӑл ҫӗр ӗҫӗн аталанӑвне те пӗлтерет.
Этнопаркра курма килекенсене валли кунта чӑваш историйӗпе тата символӗсемпе сӑнарлӑн паллаштаракан кӳлепесем темӗн чухлех. Сӑмахран, ҫынсене ырӑ е начар хыпарсем илсе пыракан ҫунатлӑ турӑ «Хыпар». «Юратупа Киремет» юратупа шанчӑклӑх символӗ шутланаҫҫӗ. Паркри чи пысӑк скульптура — «Атилла хӗҫӗ»[2].
Ăстасем
Паркри кӳлепесене тӗрлӗ вӑхӑтра ҫак кӳлепеҫӗсем-художниксем ӑсталанӑ:
- Н. М. Балтаев (Палтай Микуçĕ);
- П. С. Пупин (Пупин Петĕрĕ);
- А. Н. Балтаев (Палтай Асамачĕ);
- А. Н. Балтаев (Палтай Аттилĕ);
- Кĕкер Коли;
- Фомиряков Георгий Геннадьевич (Кенин);
- Степанов Анатолий (Çтапан Тули);
- Фролов Юрий;
- Николаев Леонид (Арăслан Лёни);
- В. П. Петров (Праски Витти);
- Ю. П. Матросов (Матрас Юркки);
- Нагорнов Владимир (Ту Улачи);
- Немцев Вячеслав (Нимĕç Славикĕ);
- Г. С. Пупин (Пупин Кĕркури);
- Кузьмин Василий (Аннушка Ваççи);
- Тымарлан Пилĕ;
- Фролов Юрий (Хĕçлĕ курак Юркки);
- Слава Уракен;
- С. В. Семёнов (Ылтăн Сĕруш);
- Акимов Евгений (Йĕкĕм Жени);
- Эриванов Василий (Эриван Ваççи);
- И.А. Алексеев (Йăван Пикл);
- Иванов Александр;
- Краснов Михаил (Хĕрлĕ Мишши);
- Аванмарт Пайтул;
- Ф. И. Мадуров (Матур Хĕветĕрĕ);
- Кошелев Пётр (Енчĕк Петĕрĕ);
- А. И. Алексеев (Сантр Пикл);
- Эткер Славикĕ[2].
Мероприятисем
Экскурси
Этнопаркра туристсем валли экскурси иртереççĕ. «Чувашия» санатори-курорт комплексӗнче канакансем те, Атӑл леш енне канмалли кунсенче ҫӳрекенсем те, парка курма ятарласа килекенсем те хаваспах сӑн укерӗнеҫҫӗ, чӑваш халӑх йӑли-йӗркипе, халапӗсемпе паллашаҫҫӗ.
Симпозиум
Этнокультура паркӗнче ҫулсерен чӑваш юпа йӑлине халалланӑ скульпторсен симпозиумӗ иртет. Унӑн тӗп тӗллевӗ — чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине тытса пырасси, упрасси тата аталантарасси.
Симпозиум 10 куна тӑсӑлать, ҫак вӑхӑтра кашни хутшӑнакан 2,5-3 метрлӑ йывӑҫран (юманран) чӑваш халӑхӗн тавракурӑмӗпе, историйӗпе, халапӗсемпе ҫыхӑннӑ юпа-кӳлепе касса кӑларать. Симпозиумӑн юлашки кунӗнче кӳлепесене паркра вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫапла вара паркри кӳлепесен шучӗ ҫулсерен йышланса пырать.
Симпозиума йыхравланӑ ытти хӑнасем те — ӑсчахсем, журналистсем, ҫамрӑксем — хутшӑнаҫҫӗ[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Данил Шаликов. Этнопарк Сувар: живописное место в Заволжье с мощной энергетикой (выр.). Информационный портал CHEB.ru (28 ҫурлан 2020).
- ^ 1, 2 Этнокультурный парк «Сувар» (выр.). Журнал VisitVolga.
Каҫӑсем
- Этнопаркра экскурси;
- Балтай Микуçĕн блогĕ (Н. М. Балтаев);
- «Юпа» — как символ мироздания 2009 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче архивланӑ.;
- Савăнăçлă хыпар;
- Евгений Акимовăн портфолио 2012 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче архивланӑ.;
- НИМЕ- 2009 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ.;
- Парк чувашской этноскульптуры.