Филимонов Даниил Филимонович
Даниил Филимонович Филимонов (1855, раштав, 10, Чиркӳллĕ Ямаш ялĕ, Ҫӗрпӳ уесӗ Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Республикин Ҫӗрпӳ районӗ) — 1938, ҫу, 11, Чиркӳллĕ Ямаш ялĕ, Ҫӗрпӳ районӗ Чăваш АССР) — чиркӳ ĕçлевçи, çыравçă, тăлмач[1].
Кунçул
Даниил Филимонов 1855 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче Хусан кĕпернинче Çĕрпӳ уесне (Халĕ Чăваш Республикин Ҫӗрпӳ районӗ) кĕрекен Чиркӳллĕ Ямаш ялĕнче çуралнă. 1867–1871 çулсенче Чурачăкри земство шкулĕнче, унтан Хапăс (Вӑрнар районӗ) шкулĕсенче М. Дмитриев патĕнче вĕренет. Хăйĕн вĕрентӳçи сĕннипе 1872 çулта Хусанти учительсен семинарине ăс пухма кĕрет. 1875 çултанпа И. Я. Яковлев Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче ĕçлеме пуçлать. Унта тĕрлĕ предметсем (арифметика, историпе географи тата музыка) вĕрентнĕ, администратор ĕçĕсене те туса пынă.
1882 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Даниила сăваплăх санне парса Кавал чиркĕвне (Чăваш Республикин Вӑрмар районӗ) ĕçлеме яраççĕ. Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Мăнçырма прихучĕн чиркĕвне куçараççĕ. Унта 12 çула яхăн ĕçленĕ.
1899 çулхи юпа уйăхĕнче Самар епархине тухса каять. 1914 çулта ăна протоиерей санне параççĕ. 1924 çулхи кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче Синод Филимонова Шупашкар епископĕ тата Чăваш епархин викарийĕ ĕçĕ вырăнне лартнă. 1929 çулта архиепископ санне тивĕçет.
Д. Ф. Филимонов 1938 çулхи çăвăн 11-мĕшĕнче тăван ялĕнче çĕре кĕнĕ.
Паллăрах ĕçсем
- Букварь,
- "Чăн тĕн кĕнеки", Матфей, Марк тата Лука çырнă Евангелие куçаракансен ушкăнĕнче вăй хунă,
- Иоанн çырнă Евангелие пĕчченех куçарнă.
- 1893 çулта "Н.И. Ильминский çинчен" ятлă кĕнеке кăларнă.
Вуламалли
- Александров Г. А. Чувашские интеллигенты. Биографии и судьбы. Чебоксары, 2002, 216 с.
- Магарина Р. Н. «Надо спешить жить…» (из писем Ф.Д. Филимонова к отцу)