Филичкин Виктор Михайлович
Филичкин Виктор Михайлович (1900 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗ, Никитин, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей Империйӗ — 1952 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ, Ленинград, СССР) — совет ҫар инженерӗ, техника ҫарӗсен генерал-лейтенанчӗ (1943), Каганович ячӗллӗ РККА Ҫар-транспорт академийӗн пуҫлӑхӗ (1939—1946).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1900 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Никитин ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикин Етӗрне районне кӗрет) ҫуралнӑ. 1918 ҫулта РКП (б) кӗнӗ.
1919 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа — Хӗрлӗ Ҫарта. 1920 ҫулта Хусанти ҫарпа инженери техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1920—1924 ҫулсенче — ҫул-йӗр-кӗпер ротин сапёрӗсен командирӗ. 1921 ҫулхи пуш уйӑхӗнче разведка пайӗн пуҫлӑхӗ пулса «Фёдор Попов бандисене» хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Ленинградри ҫул-йӗр инженерӗсен институчӗн ҫар уйрӑмне вӗренсе пӗтерсен 1930 ҫулта РККА штабӗн Инженерипе техника управленийӗнче пай инженерӗ, сектор пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи пулса вӑй хунӑ.
1932—1937 ҫулсенче — РККА Ҫарпа транспорт академийӗн кӗпер факультечӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ, ҫул-йӗр факультечӗн чукун ҫул пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, ҫав факультетӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
1938—1939 ҫулсенче — пуҫлӑх ҫумӗ, 1939 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 1946 ҫулхи ака уйӑхӗччен Каганович ячӗллӗ РККА Ҫарпа транспорт академийӗн пуҫлӑхӗ.
1946 утӑ уйӑхӗнче чире пула саппаса кӑларнӑ.
1952 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ленинградра вилнӗ. Ленинградри Пысӑк Охта масарӗнче пытарнӑ.
Ҫемье
Владлен ятла ывӑлӗ пулнӑ.
Хисепӗсем [1]
- икӗ Ленин орденӗ (13.09.1943, 21.02.1945),
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ (03.11.1944 )[2],
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗн 1-мӗш степенӗ (14.06.1945)[3],
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (24.11.1942[4]),
- медальсем, ҫав шутра
- «РККА ХХ ҫулта» медаль,
- «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль (22.12.1942)[5],
- «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медаль (01.05.1944),
- «Берлина илнӗшӗн» медаль (09.06.1945),
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (09.05.1945)[6].
Ӗҫӗсем
Ҫар техники темисемпе ҫырнӑ публикацисен авторӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1103243305&tab=navDetailManCard
- ^ https://03-11-1944.rkka.wiki/19925-47307?ysclid=m5se09w19u468636608
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=27676864&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=12064647&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1530883768&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1535557874&tab=navDetailManAward
Вуламалли
- Артемьев, Г. Ф. Филичкин Михаил Михайлович / Г. Ф. Артемьев // Краткая ядринская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — С. 241-242.
- Артемьев, Г. Ф. Филичкин Виктор Михайлович / Г. Ф. Артемьев, А. В. Изоркин // Ядринская энциклопедия. — Чебоксары, 2015. — Т. 2 : П-Я. Доп. — С. 229.
- Артемьев, Г. Наш славный земляк / Г. Артемьев // Знамя труда (Ядринский р-н). — 1957. — 9 мая.
- Изоркин, А. В. Филичкин Виктор Михайлович / А. В. Изоркин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 367.
- Савельев, Г. Наши герои / Г. Савельев // Чебоксарская правда. — 2008. — 10 апр. (№ 13). — С. 3.