Франсуа Озон
Франсуа́ Озо́н (фр. François Ozon; ҫур. 1967 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ, Париж) — Франци сценарисчĕ тата кинорежиссёрĕ, унăн фильмĕсем вичкĕн сатирлă, çыннăн арлăхĕ çине ирĕкле пăхаççĕ. Тӗнче шайӗнче хӑйӗн «8 хӗрарӑм» (2002) тата «Бассейн» (2003) фильмӗсене пула палӑрнӑ.
Пурнӑҫӗ
Озон Парижра Рене Озон биологпа франци чӗлхине вӗрентекен Анна-Мари Озон ҫемьинче ҫуралнӑ. Франсуан Гийом ятлӑ шӑллӗ тата Жюли йӑмӑкӗ пур. «Ля Феми» (фр. La Femis) Франци кинематографи шкулӗнчен вӗренсе тухсан темиҫе кӗске метражлӑ фильм ӳкернӗ, сӑмахран, «Пӗчӗк вилӗм» (фр. La Petite Mort, 1995), «Ҫуллахи кӗпе» (фр. Une robe d'été, 1996) тата «Тинӗс ҫине пӑх» (фр. Regarde La Mer, 1997) (виҫҫӗшне те Раҫҫейре «Нарцисс у кромки лета» ятлӑ фильмсен пуххинче кӑларнӑ). Ҫак тата ҫав ҫулсенчи ытти кӗске метражлӑ фильмсенче Озоншӑн характерлӑ стилӗ палӑрнӑ. Вӑл режиссёр пек ӳкернӗ пӗрремӗш тулли метражлӑ фильмӗ «Крысятник» (фр. Sitcom, 1998) пулса тӑнӑ, критиксемпе куракансем ӑна лайӑх йышӑннӑ.
Фасбиндерӑн «Капли дождя на раскалённых камнях» (фр. Gouttes d’eau sur pierres brûlantes, 2000) сценарине адаптациленӗ хыҫҫӑн Катрин Денёв, Изабель Юппер, Даниэль Дарьё, Фанни Ардан тата Эммануэль Беар евӗр Франци кинематографӗн ҫӑлтӑрӗсем вылянӑ «8 хӗрарӑм» ятлӑ фильм кӑларнӑ, вӑл Франци тулашӗнче самай паллӑ пулса тӑнӑ. Ку фильм ытларах енӗпе музыкӑллӑ ретро-номерӗсем, Робер Тома вӗлернин детективлӑ историйӗ тата 1950-мӗш ҫулсенчи Голливуд фильмӗсен евӗр сценографи ӑнӑҫлӑ ҫыхӑннине пула укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илес енӗпе пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ.
2003 ҫулта «Бассейнннг» (акăл. Swimming Pool) фильма кӑларнӑ, унта Шарлотта Рэмплинг тата Людивин Санье ӳкерӗннӗ. Озон шухӑшӗпе, ку питӗ харпӑр фильм, вӑл роман е сценари ҫырассипе ҫыхӑннӑ йывӑр ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса парать. «Бассейн» режиссёрӑн пӗрремӗш анкӑл чӗлхиллӗ фильмӗ пулса тӑнӑ.
2004 ҫулта Озон «5x22» фильмпа ӗҫе вӗҫленӗ, унта икӗ ҫын мӑшӑрланнин пилӗк тапхӑрне кӑтартнӑ. 2005 ҫул «Время прощания» картина экранӗсем ҫине тухнипе паллӑ пулнӑ (фр. Le Temps Qui Reste). Картина ҫамрӑк фотограф-гейӗн кун-ҫулӗ ҫинчен (Мельвиль Пупо шӑрантарнинче) каласа парать, ӑна «сыватайми ракета» диагноз лартнӑ, вӑл чире пула майӗпен сӳнет. Тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисенчен вӑл хӑйӗн кукамӑшне (ӑна Жанна Моро вылять) кӑна хӑрушӑ хыпар шанать, унпа хутшӑнусем унӑн калама ҫук ӑшӑ пулса тӑраҫҫӗ.
2007 ҫулта экрансем ҫине Элизабет Тейлор пӗр ятлӑ повеҫпе ӳкернӗ «Ангелл» фильм тухнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Англире пулса иртекен ӳкерчӗк Энджел Деверелл ҫыравҫӑн кун-ҫулӗ ҫинчен каласа парать. Фильм ытларах Бристоль ҫывӑхӗнчи Тинтесфилд поместьинче, ҫаплах Аслӑ Британин ытти районӗсенче тата Бельгире ӳкерӗннӗ.
Унӑн «Убежище» фильмне 2009 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Торонтори тӗнче кинофестивалӗнче кӑтартнӑ.
Озон 2012 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери 62 берлин кинофестивалӗн жюри членӗ пулнӑ[5].
Унӑн 2013 ҫулхи фильмне «Молода и прекрасна» Канн кинофестивалӗн Ылтӑн пальма турачӗ ҫине номинациленӗ. Озон Европӑри Киноакадемин парнине чи лайӑх сценарист пек 2012 ҫулхи «В доме» фильмшӑн тивӗҫнӗ[6].
Унӑн 2014 ҫулхи фильмне «Ҫӗнӗ тантӑш» 2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Торонто хулинче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте кӑтартнӑ[7].
2016 ҫулта «Франц» фильм тухнӑ.
Фильмографи
Тулли фильмсем
- 1998 — Крысятник / Sitcom
- 1999 — Криминальные любовники / Les Amants criminels
- 2000 — Капли дождя на раскалённых скалах / Gouttes d’eau sur pierres brûlantes
- 2000 — Хăйăр ăшĕнче / Sous le sable
- 2002 — 8 хĕрарăм / Huit femmes
- 2003 — Бассейн / Swimming Pool
- 2004 — 5x2 / 5x2
- 2005 — Время прощания / Le Temps qui reste
- 2007 — Пирĕшти / Angel
- 2009 — Рики / Riki
- 2009 — Убежище / The Refuge
- 2010 — Отчаянная домохозяйка / Potiche
Кĕске фильмсем
- 1988 — Семейное фото / Photo de Famille
- 1988 — Пальцы в животе / Les Doigts dans le Ventre
- 1990 — / Mes Parents un Jour D’été
- 1991 — / Une goutte de sang
- 1991 — / Peau contre peau (les risques inutiles)
- 1991 — / Le Trou madame
- 1991 — / Deux plus un
- 1992 — / 'Thomas reconstitué
- 1993 — / Victor
- 1994 — / Une rose entre nous
- 1994 — Ĕненетĕн е ĕненместĕн / Action vérité
- 1995 — Маленькая смерть / La Petite Mort
- 1996 — Çуллахи платье / Une robe d’été
- 1997 — Тинĕсе курасчĕ / Regarde la mer
- 1998 — 2000 /X2000
- 1998 — Постельные сцены /Scènes de lit
- 2006 — Прелюдия /Un lever de rideau
Ӑнлантарусем
- ^ Internet Movie Database (англ.) — 1990.
- ^ François Ozon // Filmportal.de — 2005.
- ^ Museum of Modern Art online collection (англ.)
- ^ Deutsche Nationalbibliothek, Staatsbibliothek zu Berlin, Bayerische Staatsbibliothek, Österreichische Nationalbibliothek Record #124118860 // Gemeinsame Normdatei (нем.) — 2012—2016.
- ^ Berlinale 2012: International Jury. berlinale.de (19 раштавӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Winners 2013. European Film Awards. European Film Academy. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Toronto film festival 2014 unveils first wave; Little Chaos to close. Screendaily. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Франсуа Озонăн официаллă сайчĕ 2011 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Франсуа Озон(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- Страница Франсуа Озона на сайте Senses of Cinema
- Интервью
- «Озонова зона» — «Искусство кино» журнала интервью пани, пуш, 2001 çул
- «Кризис вăхăтĕнче çынсем камит пăхма кăмăллаççĕ» — «Огонёк» журнала интервью пани (№ 4 (5082), 08.06.2009)