Хайбулаев Тагир Камалудинович

Хайбулаев Тагир Камалудинович (авар. ТӀагьир ХӀайбулаев; ҫур. 1984 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ, Кизилюрт, Дагестан Автономиллӗ Созиализмлӑ Совет Республики[d]) — Раҫҫей дзюдоисчӗ, 2012 ҫулхи олимп вӑййисен чемпионӗ, 2011 ҫулхи тӗнче чемпионӗ тата 2009 ҫулхи Европа чемпионӗ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ. 2009 ҫулта Абу-Дабире иртнӗ Тӗнче кубокӗпе Гран-при ҫӗнтерӳҫи.

Пурнӑҫӗ

1984 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗнче Кизилюрт хулара ҫуралнӑ. Авар халӑхӗнчен тухнӑ, йӑх ялӗ — Тлондода[1].

Виҫӗ сыпӑкри тӑвансем: ирӗклӗ майпа кӗрешекен Арсенпа Шамиль[2].

1995 ҫулта ҫемйипе пӗрле Самара пурӑнма куҫнӑ.

Самар патшалӑх экономика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Олимп ҫулӑмӗн эстафетине хутшӑннӑ. 2013 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче В. В. Куйбышев ячӗллӗ тӳремре Самар облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ пулнӑ Н. Меркушкинпа пӗрле Самар хула чашӑкне олимп ҫулӑмӗпе чӗртнӗ[3].

Спортпа аппаланнисӗр пуҫне Тагир полици майорӗ пулса ӗҫленӗ, тата Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Хусанти 5-мӗш «Мускав» управленийӗн ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе ӗҫлекен пайӑн участковӑй уполномоченнӑйӗ пулнӑ[4].

2018 ҫулта Санкт-Петербурга пурӑнма куҫнӑ, «Турбостроить» дзюдо клубӗнче инструктор пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑмӑртусене вӑл ҫак клуб ятӗнчен хутшӑннӑ.

2019 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Тагир Хайбулаева II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ[5]. Чыславӑн чаплӑ церемонийӗ Санкт-Петербургри «Турбостроить» дзюдо клубне патшалӑх пуҫлӑхӗ хӑнана пынӑ май иртнӗ.

Спортри карьера

Дзюдопа 11 ҫул тултарнӑран аппаланать. Пӗрремӗш тренерӗ — Вячеслав Архипов[6]. Хальхи вӑхӑтра ӑсталӑхне Николай Петров патӗнче туптать[7]. Ӑмӑртусенче Самарпа Санкт-Петербург ятӗнчен кӗрешет.

undefined
undefined

2011 ҫулта Парижра иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче финал вӑхӑтӗнче Тагир 2009 ҫулхи тӗнче чемпионне Максим Раков Казахстан дзюдоистне иппонпа ҫӗнтернӗ[8].

Лондонра иртнӗ 2012 ҫулхи Олимпиадӑра[9] ылтӑншӑн кӗрешсе 2008 ҫулхи олимп чемпионне Найдан Тувшинбаяр монгол дзюдоистне ҫӗнтернӗ.

2016 ҫулхи олимпиада вӑхӑтӗнче пӗрремӗш тытӑҫурах Эльмар Гасымов Азербайджан спортсменне выляса янӑ[10].

2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче спорт карьеринче вӑхӑтлӑха тӑхтав илнӗ, анчах та ҫав ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче ӑна вӗҫлени пирки пӗлтернӗ.

Спортри ҫитӗнӗвӗсем

Ӑмӑртусем Ылтӑн Кӗмӗл Бронза
Олимп вӑййисем 1 0 0
Тӗнче чемпионачӗсем 1 0 0
Европа чемпионачӗсем 1 0 0
Тӗнче кубокӗ / Гран-При / Пысӑк шлем 3 3 4
Европа первенстви (U23) 0 0 1
Раҫҫей чемпионачӗ 0 0 2
Раҫҫей первенстви (U23) 2 0 0

Харпӑр пурнӑҫӗ

2014 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗнчен авланнӑ. Тагирпа Нелли туйӗ Каспийскра иртнӗ[11].

Хисепӗсем

  • Туслӑх орденӗ (2012 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ) — вӑй-хал культурипе спорт аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, 2012 ҫулхи XXX Олимпиада вӑййисенче Лондонра (Аслӑ Британи) пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн[12].
  • II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ[13]

Кӑсӑкланӑвӗсем

Тагир Хайбулаев сноубордпа кӑсӑкланать. Самар, Сочи, Красная Поляна трассисемпе ярӑннӑ[14].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Тагир Хайбулаев из. Тлондода в составе сборной России стал чемпионом мира по дзюдо в Париже. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
  2. ^ «Гамбу уже никуда не отпустят»
  3. ^ Анатолий Самохвалов. Хайбулаев не ожидал стать финальным факелоносцем эстафеты в Самаре (25 раштавӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ.
  4. ^ Олимпиада -2016: наши спортсмены. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
  5. ^ Владимир Путин наградил медалью Тагира Хайбулаева. Новое дело. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
  6. ^ Тагир Хайбулаев: Хочу побороться с Путиным - РегионСамара.ру (выр.), РегионСамара.ру (2011-09-02). 2017 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
  7. ^ Петров ставит на Хайбулаева. sgpress.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
  8. ^ Биография Тагира Хайбулаева. Олимпийские чемпионы России. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
  9. ^ Посещение финала соревнований по дзюдо на Олимпийских играх. kremlin.ru. Президент России (2 ҫурлан 2012). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
  10. ^ Вести. Хайбулаев проиграл первую схватку. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
  11. ^ https://vk.com/wall-57210607_809 (выр.). vk.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
  12. ^ Указ Президента Российской Федерации от 13 августа 2012 года № 1165 «О награждении государственными наградами Российской Федерации» 2013 ҫулхи акан 23-мӗшӗнче архивланӑ.
  13. ^ Указ Президента Российской Федерации от 11 ноября 2019 года
  14. ^ Самарский чемпион мира по дзюдо Тагир Хайбулаев: «Отец разрешил жениться после Олимпиады» (2011-09-06). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.

Каçăсем