Хапха

Хапха (выр. Ворота) — стенари е картари алӑкпа хупланакан тухса кӗмелли вырӑн[1].

undefined

Сӑнласа пани

Хапхапа вӑл е ку территорине кӗресрех хӳтӗлемешкӗн усӑ курма, е пӗр-пӗр ҫурт-йӗрӗн капӑрлату элеменчӗ пулма пултараҫҫӗ. Декоративлӑ хапхасен ытларах чухне алӑкӗсем ҫук, вӗсем уйрӑм тӑракан арка евӗр пулаҫҫӗ. Ҫирӗплетнӗ хапхасем хӳтӗлев ҫурт-йӗрӗн(выр.)чăв. (крепость тата ытти те) уйрӑлми пайӗ шутланать. Унашкал хапха умӗнче барбакан туса лартнӑ пулнӑ — хапха умӗнчи вырӑна сыхлакан хӳтӗлев пайӗ. Хапха ҫийӗнчен час-часах башня туса лартнӑ пулнӑ. Хапха урлӑ тухса кӗрессине час-часах катаракта ятлӑ решеткепе хӳтӗленӗ. Хапхана хӳтӗлекен ҫынсене авалхи Руҫре привратниксем (хапха умӗнчи; выр. при вратах) тенӗ[2].

undefined

Сӑмах ӑнлантарӑвӗ

В. Г. Егоров 1964 ҫулта тухнӑ хӑйӗн этимологи словарӗнче «хапха» сӑмах тутарсен витӗмӗпе йӗркеленни пирки палӑртнӑ. Сӑмах «хуп» (син. питӗр) глаголтан йӗркеленнӗ, чӑвашла «хупха» пулмалла пулнӑ. Анчах тутарсемпе пушкӑртсен «капка» витӗмӗпе хальхи «хапха» пулса тӑнӑ[3].

undefined

Хапхасен аталанӑвӗ

Хальхи хапхасен прототипӗ авалхи ҫын хӑйӗн пурӑнмалли вырӑна сивӗрен, тискер кайӑкран тата ют йӑхсем тапӑннинчен хӳтӗленме усӑ курнӑ шӑтӑка хупламалли чул пулать темелле. Этем картасем тума пуҫланӑ хыҫҫӑн хапха унӑн яланхи пӗр пайӗ пулса тӑнӑ. Вӗсене ытлах чаплӑ туман, чи кирли вӑл хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫлани пулнӑ. Малтан хапхана чи тӗл пулакан тата йӳнӗ материалтан — йывӑҫран — тунӑ. Каярахпа хапхасене илемлетес тӗллевпе тимӗрпе витме пуҫланӑ. Ҫакна авал пурте тума пултарайман, тимӗр питӗ хаклӑ пулнӑ. Кайран тимӗр йӳнелнӗ, ҫӑмӑлтарах хутӑшсем шухӑшласа кӑларнӑ. Йывӑҫран ансат мелпе хатӗрленӗ хапхасем вырӑнне тимӗрте ӑсталанӑ шанчӑклӑ хапхасем йышӑннӑ[4].

undefined

Аваллӑхри хапхасем хальхисенчен питӗ уйрӑлса тӑнӑ. Чӑннипе вӗсем ҫав вӑхӑтра чултан тунӑ пысӑк алӑксем пулнӑ. Каярахпа, пирӗн эрӑри XI ӗмӗртех, Авалхи Руҫ территорийӗнче икӗ чул юпа хушшинче вырнаҫтарнӑ аркӑллӑ хапхасем сарӑлма пуҫланӑ. Вӗсене «портал» тенӗ[5].

undefined

Вӑтам ӗмӗрсенче мӗнпур замоксене пурне тенӗ пекех шыв тултарнӑ канавсемпе ҫавӑрса илнӗ, вӗсен хапхипе, сӑнчӑрсемпе аяла антарнӑ хыҫҫӑн, хулана кӗрекен кӗпер пек усӑ курнӑ. Вӑл хапхасем техника енчен кӑткӑсрах пулнӑ. Вӗсене пӗрремӗш, чӑн-чӑн автоматла ӗҫлекеннисем мар пулин те, ҫурма автоматла ӗҫлекен хапхасем теме пулать[6].

Раҫҫейре хула хапхисемпе ҫынсене тата тиеве кӗртме-кӑларма кӑна мар усӑ курнӑ, вӗсем ҫавӑн пекех ҫут тӗнче енӗсемпе вырнаҫнӑ пулнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсемпе тӗн йӑли-йӗркине пурнӑҫлама усӑ курнӑ. Сӑмахран, Мускаври Хӗрлӗ хапха патӗнче Ҫӑварни кӗтсе илсе ăсатнӑ, халӑхпа пӗрле икерчӗ ҫинӗ. Ялсенчи хапхасен хӑйсен тӑрри пулнӑ, шалтан сӑлӑппа питӗрӗннӗ.

Хапхасен символӗсем

Хулана хапхаран кӗни ҫар триумфӗн символӗ пулнӑ. Ҫавна пула триумф аркисем туса лартас йӑла пуҫланнӑ, вӗсем чӑннипе символлӑ хапхасем кӑна шутланаҫҫӗ[7].

undefined

Ҫавӑн пекех хапха пӗр тӑрӑмран теприне куҫнин символӗ пулса тӑрать[8].

Раҫҫейре

Раҫҫейре хапхасене юпасем ҫине лартнӑ. Ытларах чухне пӗр алӑклӑ пулнӑ, пуян килсенче калитка алӑккисем вара иккӗ пулнӑ. Хапхасем тӑрӑллӑ пулнӑ. Тӑрри ҫинче пӗчӗк башньӑсем, чартаксем пулнӑ, вӗсене эрешлесе капӑрлатнӑ. Хапхана мӗн тери эрешлени тӑрӑх хуҫин пуянлӑхне пӗлнӗ.

undefined

Раҫҫейре христианлӑха йышӑннӑ хыҫҫӑн, хапха ҫине, тул енчен те, шал енчен те, турӑш е хӗрес вырнаҫтарма пуҫланӑ. Сӑмахран, Спасск башнин Спас хапхисем ҫинче Алӑпа туман Спас турӑшӗ ҫакӑнса тӑнине аса илтерекен путӑк упранса юлнӑ.

Чӑвашсен хапхисем

Чӑвашсен хуҫалӑхӗнче хапхасем уйрӑм вырӑн йышӑннӑ. Ытларах чухне хапха виҫӗ алӑклӑ пулнӑ. Пӗчӗккинчен ҫынсем кӗрсе тухнӑ, пысӑк хапхаран, икӗ алӑкран тӑраканнипе, картише тӗрлӗ тавар илсе кӗнӗ. Хапхапа лаша кӑкарма та усӑ курнӑ — пӗр юпи ҫине тимӗр ункӑ ҫапла лартнӑ.

Чӑвашсем тӗрлӗрен хапха пулнӑ. Вӗрлӗк хапха чи ансатти шутланнӑ. Чӑваш хапхи вырӑс хапхипе танлаштарсан тӑрӑсӑр пулнӑ. Апла пулин те XX ӗмӗрте ялсенче тӑрӑллӑ хапхасем анлӑ сарӑлнӑ[1].

Топонимикӑри хапхасем

Хуласенчи

Хула хапхисем ячӗпе час-часах урамсемпе тӳремсен ятне параҫҫӗ. Сӑмахран Мускавра малтанхи Китай-хула тата Шурӑ хула хапхисем тӑрӑх Арбат, Варварка, Ильинка, Никитски, Покровка хапхи(выр.)чăв. тӳремсем ят илнӗ[9].

Хуралсенчи

Хурал вырӑнӗ пулнӑ хурал хапхисем ҫинчен халӑх эпосӗнчи паллӑ паттӑр заставӑсем пирки каланисенче упранса юлнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсен ячӗсем ӗлӗкхи чикӗ вырӑнӗсенчи Воротец, Воротынец, Воротынск тата ытти вырӑнсен ячӗсенче тӗл пулаҫҫӗ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Г.Б. Матвеев. Ворота (выр.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
  3. ^ Поиск: хапха - Этимологический словарь чувашского языка (1964) (выр.). ru.samah.chv.su. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  4. ^ Красножон А. В. Европейские традиции в структуре фортификации (на примере Белгородского барбакана). Zenodo.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  5. ^ Ворота. Грамота.ру. Справочно-информационный интернет-портал «Грамота.ру». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  6. ^ Зелов. Триумфальные ворота Петропавловской крепости. hist.msu.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  7. ^ Нарвские триумфальные ворота (выр.). culture.ru. Культура.РФ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  8. ^ Ворота и арки в городах России (выр.). culture.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  9. ^ Ворота // Москва: Энциклопедия / гл. ред. С. О. Шмидт; сост.: М. И. Андреев, В. М. Карев. — М. : Большая российская энциклопедия, 1997. — 976 с. — 100 000 экз. — ISBN 5-85270-277-3.

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем