Хирлеп (Мăн Çавал юппи)
Хирлеп, — Чăваш Енри юханшыв, Мăн Çавалăн сулахай юппи.
Хирлеппуç Мĕлĕшпе Торăпкасси ялĕсем патĕнчен пуçланать. Элĕк тата Вăрнар районĕсен çĕрĕсем тăрăх юхать, Мăн Çавала сулахай енчен Хурăн Кăкшăм ялĕ çывăхĕнче юхса кĕрет. Вăрăмăшĕ — 30,2 çухрăм, юханшыв бассейнĕ — 205,9 тăваткал çухрăм.
Хирлеп юханшыв хĕррисенче, çырмасенче авалхи чĕрчунсен шăммисене тупнă, халĕ вĕсене Тени вăтам шкулĕн археологи кĕтесĕнче упраççĕ.
Юханшыв тăрăхĕ
Вуламалли
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
Каçăсем
- Хирлеп шывĕ: фотографисем( ӗҫлемен каҫӑ)
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 12. Нижнее Поволжье и Западный Казахстан. Вып. 1. Нижнее Поволжье / под ред. О. М. Зубченко. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 287 с.