Хлебникова Вера Владимировна

Хлебникова Вера Владимировна (1891 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ [20-мӗшӗ], Малые Дербеты[d], Аçтăрхан кĕперни1941 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ, Мускав) — вырӑс ӳнерҫи, график, авангардист.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1891 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗнче Аҫтӑрхан кӗпӗрнинчи Малодербетов улусӗн тӗп ставкинче (халӗ Кӗҫӗн Дербеты ялӗ, Калмӑк Республики) Раҫҫей ботаникӗпе орнитолог Владимир Алексеевич Хлебников(выр.)чăв., Хлебниковсен пуян купса ҫемйинчен пулса кайнӑ Раҫҫей ботаникӗ тата унӑн арӑмӗ Екатерина Николаевна Хлебникова (ҫуралнӑ чухнехи хушамат Вербицкая) историк ҫемьинче ҫуралнӑ. Велимир Хлебников(выр.)чăв. поэтӑн йӑмӑкӗ. Пиччӗшӗ пекех, ача чухне сӑвӑсем ҫырнӑ[1].

1898 ҫулта Хлебниковсем Хусана куҫса кайнӑ, унта 1905 ҫулта Мариински хӗрарӑмсен гимназине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн, Вера Хлебникова Хусанти ӳнер шкулне вӗренме кӗнӗ. Ӳнер училищинче нумаях вӗренеймен, хыҫҫӑн темиҫе харпӑр ӳнер шкулне улӑштарнӑ, 1910 ҫулта Питӗрти ӳнерҫӗсене хавхалантаракан обществӑн шкулӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ.

Парижра пурӑннӑ чухне Кеес ван Донгенран уроксем илнӗ[2]. 1913 ҫулхи кӗркунне Вера Хлебникова Парижран Италие, Флоренцие кайнӑ[2], унта ӳнер академине вӗренме кӗнӗ, укҫа-тенкӗ ҫитменнипе пӗтереймен[1].

Раҫҫее Вера Хлебникова Англи урлӑ, 1916 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче таврӑннӑ[2]. Вӑл Италире тунӑ ӗҫсенчен чылайӑшӗ унта, Адель Ранфинья хуҫа арӑмӗн килӗнче, юлнӑ. Аҫтӑрхана, ашшӗ-амӑшӗн килне, вӑл чӑматана шӑнӑҫнӑ вун пилӗке яхӑн ӗҫ ҫеҫ илсе килнӗ[2]. Италире юлнисен шӑпи хальлӗхе паллӑ мар: 1930-мӗш ҫулсен варриччен Вера Хлебникова Ранфиньяпа ҫыру ҫӳретнӗ, ӗҫӗсене сыхласа хӑварнӑ тесе шутланӑ, каярах ҫыхӑну татӑлнӑ[1].

Велимир Хлебников вилнӗ хыҫҫӑн 1922 ҫулта Вера Хлебникова пиччӗшӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ хӑйӗн асаилӗвӗсене ҫырнӑ.

1924 ҫулта Пётр Митурич(выр.)чăв. ӳнерҫе качча тухнӑ.

1941 ҫулта йывӑр чирлесе вилнӗ. Новодевичье ҫӑвине пытарнӑ.

Ӳнерҫӗ ӗҫӗсен управӗсем

Пайӑр куравсем

  • 1977 — «Вера Хлебникова», Аҫтӑрхан картин галерейи, Аҫтӑрхан.

Ҫемье

  • Хлебников Владимир Алексеевич — ашшӗ, ӑсчах-орнитолог, вӑрманҫӑ, Атӑл вӑрринче Раҫҫейри пӗрремӗш патшалӑх заповедникне никӗслекенӗ
    • Хлебников Велимир — пиччӗшӗ, сӑвӑҫ
    • Митурич Пётр Васильевич — упӑшки, ӳнерҫӗ
      • Митурич-Хлебников Май Петрович — ывӑлӗ, ӳнерҫӗ
        • Митурич-Хлебникова Вера Маевна — мӑнукӗ, ӳнерҫӗ
          • Сумнина Мария Андреевна — мӑнукӗ, ӳнерҫӗ

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Вера Митурич-Хлебникова: «Я не имею права на ошибку». Artchive. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Мамаев А. А. Итальянские письма, стихи и проза Веры Хлебниковой , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнчи копийӗ // Studi Slavistici. — 2009. № VI. — С. 251—268.

Вуламалли

  • Чегодаева М. Заповедный мир Митуричей-Хлебниковых: Вера и Петр. — М.: Аграф, 2004. — 416 с. — ISBN 5-7784-0272-4.
  • Хлебникова В. «Что нужно душе…». Стихи. Проза. Письма. — М.: Дом-музей Марины Цветаевой, 2000. — 208 с. — ISBN 5-93015-018-4.
  • Митурич П. Последние дни Хлебникова // Арион. — 1994. — № 4.
  • Бобков С. Ф. Вера Хлебникова. Живопись. Графика. — М.: Советский художник, 1987. — 184 с.
  • Мамаев А. А. Астрахань Велимира Хлебникова. — Астрахань: ИПК «Волга», 2007. — 250 с. — ISBN 978-5-98066-051-2.

Каҫӑсем