Хусан вокзалĕ (Мускав)
Хусан вокзалӗ (1894 ҫулччен — Рязань вокзалӗ) — чукун ҫул вокзалӗ, Мускав-Пассажир-Хусан чукун ҫул чарӑнӑвӗн пассажир терминалӗ. Вокзал ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Мускав, Комсомол лапамӗ, 2-мӗш ҫурт. Мускаври вунӑ чукун ҫул вокзалӗсенчен пӗри. Чукун ҫул вокзалӗсен дирекцийӗн — «РЖД» АУО филиалӗн Мускаври регион дирекцине кӗрет[1]. 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ тӗлне вокзалтан 40 ытла пассажир пуйӑсӗ инҫе ҫула тухнӑ; 163 хула ҫывӑхӗнчи электропуйӑс ӗҫ кунӗсенче тата 142 канмалли кунсенче кайнӑ[2]. Хусан вокзалӗ таможньӑпа тӗнче шайӗнчи почта ылмашӑвӗн вырӑнӗ шутланать, таможня зонин почта индексӗ — 102900, пӗтӗмӗшле вокзалӑн — 102000[3][4].
Вокзалӑн пӗрремӗш ҫуртне 1862—1864 ҫулсенче Рязань чукун ҫулӗ валли, 1894 ҫулта ҫавӑн пекех Хусан чукун ҫулӗ валли те туса лартнӑ. Хусан вокзалӗн хальхи ҫуртне тума 1913 ҫулта пуҫланӑ та 1940 ҫулта вӗҫленӗ. Ҫурта Алексей Щусев ертсе пынӑ автор коллективӗ модерн стилӗпе тунӑ. 1950-мӗш ҫулсенче хула ҫывӑхӗнчи пуйӑс ҫыхӑнӑвӗн залне туса пӗтернӗ, ӑна «Комсомольская» метро станцийӗпе(выр.)чăв. ҫыхӑнтарнӑ. 1987—1997 ҫулсенче ҫурта реконструкциленӗ: сӑн-сӑпатне ҫӗнетнӗ, шалти пӳлӗмсене анлӑлатнӑ тата ҫӗнӗрен планланӑ, перрон тӑррисене тунӑ, ҫурта хальхи техника хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ.
Ячӗ
Чи малтанах вӑл Рязань вокзалӗ пулнӑ. Ку вӑл Мускав-Рязань чукун ҫулӗн пӗрлӗхӗн — 1856 ҫулта Мускав-Сарӑту чукун ҫулӗ пек йӗркеленӗ компанин — ячӗпе ҫыхӑннӑ. 1912 ҫулта Мускавпа Хусана чукун ҫул ҫыхӑнтарнӑ. Ҫавна май вокзала Хусан вокзалӗ ят панӑ. Анчах та, тепӗр ҫирӗм ҫула яхӑн икӗ ятпа та усӑ курнӑ[5].
Истори
Вокзалӑн пӗрремӗш ҫурчӗ, ун чухне Рязань вокзалӗ ятлӑскер, йывӑҫран пулнӑ, 1862 ҫулта уҫӑлнӑ[6]. Мускав — Коломна маршрутпа пӗрремӗш пуйӑс Рязань вокзалӗнчен 1862 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Чукун ҫула лайӑх туса пӗтермесӗрех уҫнӑ, ҫавна пула вакунсенчен сике-сике тухма тивнӗ, майрасене алӑ вӗҫҫӗн йӑтса тухнӑ. 1864 ҫулта вокзалӑн чул ҫуртне туса лартнӑ (вокзалӑн малтанхи ҫурчӗн проекчӗн авторӗ — Матвей Левестам архитектор[7]. Вӑл пысӑках мар ҫурт пулнӑ, ӑна ҫул-йӗрпе платформӑсем ҫийӗнчи дебаркадерпа пӗрле пӗр тӑрӑпа витнӗ. Вокзала кӗмелли алӑк тӗлӗнче сехетлӗ башня ларнӑ[6]. Вокзал тӑвӑр та кансӗр, унӑн архитектури ансат пулнӑ. Унтан итал стилӗпе тунӑ пӗр хутлӑ веер евӗр деповӗн ҫурчӗ ҫеҫ сыхланса юлнӑ[8]. Ҫурта нумай хут ҫӗнетнӗ, 1893 ҫулта Мускав—Хусан чукун ҫулӗ уҫӑлсан, пассажир юхӑмӗ вӑйлӑ ӳссе кайсан вокзал ҫуртне тума кирли палла пулнӑ. Анчах та, Мускав—Хусан чукун ҫулӗн акционерсен обществин правленийӗ 1910 ҫулта кӑна ҫӗнӗ ҫурт лартасси пирки йышӑну тунӑ. Пӗлтернӗ конкурс условийӗсем тӑрӑх, хутшӑнакансен Европӑпа Ази ҫыхӑнӑвне сӑнарламалли «Тухӑҫри хапха» проект тумалла пулнӑ. Конкурса архитектура академикӗсем Фёдор Шехтель(выр.)чăв. (Ярославль вокзалӗн авторӗ), Алексей Щусев тата Е. Н. Фелейзен ӳнерҫӗ хутшӑннӑ. Шехтельпе Щусев проекчӗсем тӗрлӗ калӑпӑшлӑ илемлӗ ушкӑнсем усӑ курнипе пӗрешкел пекех туйӑннӑ, анчах Щусев хӑйӗн проектӗнче Мускав барокковӗн ӑшӑ та илемлӗрех шухӑшӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫавна пула правлени Щусев проектне суйласа илнӗ[8]. 1911 ҫулхи юпан 29-мӗшӗнче Щусева ҫӗнӗ вокзала тӑвас ӗҫӗн тӗп архитекторӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Архитектор ҫӗнӗ вырӑс стилӗн тата Тухӑҫ ӳнерӗн элеменчӗсемпе наци-романтика стилӗпе проект сӗннӗ. 1912 ҫулхи ҫуркунне Щусев проекта лайӑхлатас ӗҫе пуҫӑннӑ. Туса ҫитернӗ проекта 1913 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ.
Строительство 1913 ҫулта пуҫланнӑ, Мускаври вокзалсенчи ытти стройкӑсемпе танлаштарсан тӳрех вӑл самай капашлӑ пулни палӑрнӑ. Николай Карлович фон Мекк ертсе пыракан Чукун ҫул Правленийӗ тунӑ ҫӗре пысӑк укҫа-тенкӗ янӑ, Раҫҫейри чи лайӑх архитекторсене, инженерсемпе художниксене явӑҫтарнӑӗ. Хусан вокзалӗн интерьерӗсене илемлетме Николай Рерих, Александр Бенуа, Борис Кустодиев, Евгений Лансере, Зинаида Серебрякова хутшӑннӑ. 1914—1915 ҫулсенче никӗсне хывнӑ, котельнӑй, багаж уйрӑмне, башньӑпа тӗп кӗмелли вырӑна тунӑ[9]. Анчах та, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче строительствӑна пӗрре мар чарнӑ, 1916—1917 ҫулсенчи хӗл тӗлне кӑна ҫурт тӑррине тума май килнӗ[10]. 1919 ҫулта ҫурта ансатлатнӑ вариантпа хута янӑ. 1926 ҫулта строительствӑпа шалти ӗҫсен пӗрремӗш тапхӑрне вӗҫленӗ. 1940 ҫулта строительствӑн юлашки тапхӑрӗ вӗҫленнӗ, ҫапах та Щусевӑн чылай планӗсем пурнӑҫланмасӑр юлнӑ[11].
Строительство пуҫламӑшӗнчех Щусев ҫапакан сехет лартасси пирки ҫине тӑнӑ, ун валли Петербургра зодиакӑн бронза паллисене саккас панӑ, вӗсем валли ӳкерчӗксене хӑй тунӑ. Анчах та, сехете 1923 ҫулта кӑна хута янӑ, вӑл 1941 ҫулхи кӗркуннеччен, фугас бомби ҫурӑлнипе чан ишӗлсе аниччен, ӗҫленӗ. Сехете каялла 70-мӗш ҫулсенче тавӑрнӑ[12].
1935 ҫулта ӗлӗк багаж уйрӑмӗ пулнӑ вырӑнта «Комсомольская» метро станцинчен тухмалли ҫула хута янӑ[5]. 1950-мӗш ҫулсенче хула ҫывӑхӗнчи пӗлтерӗвӗн ҫӗр айӗнчи залне тунӑ, ӑна метро станцийӗн вестибюлӗпе ҫыхӑнтарнӑ[13]. Ҫавӑн пекех Хусан вокзалӗн ҫуртне «Комсомольская — кольцевая» (Алексей Щусев проекчӗпе тунӑ) метро станцийӗнчен тӳрремӗн тухмалла тума планланӑ, ҫапах та проекта пурнӑҫа кӗртеймен, ҫак станцирен вокзала радиаллӑ станцин вестибюлӗ урлӑ лекме пулать.
1970-мӗш ҫулсенче вокзала юсаса ҫӗнетнӗ, ун чухне халӑх йышӑнас калӑпӑшне ӳстернӗ[14]. 1987—1997 ҫулсенче ҫурт-йӗре масштаблӑ реконструкциленӗ: сӑн-сӑпатне ҫӗнетнӗ, шалти пӳлӗмсене анлӑлатнӑ тата ҫӗнӗрен планланӑ, перрон тӑррисене тунӑ, ҫурта хальхи техника хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Ҫавӑн пекех Комсомол тӳремӗнчен пуҫласа Ҫӗнӗ Рязань урамне ҫити, платформӑсем тӗлӗнче дебаркадер, Рязань проездӗнче тата Ҫӗнӗ Рязань урамӗнче (ҫав шутра Патша башни) ҫӗнӗ корпуссем тунӑ, ӗҫе Щусев чертежӗсене тӗпе хурса йӗркеленӗ. Реконструкци 1997 ҫулта, Мускав 850 ҫул тултарнӑ тӗле, вӗҫленнӗ[15].
2003 ҫулта Хусан вокзалӗн ҫулӗсем айӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли ҫула хупнӑ (нумай ҫул хушши пӑрахӑҫа тухнӑ пулнӑ), 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче юсав хыҫҫӑн ӑна ҫӗнӗрен уҫнӑ. 2010 ҫулта Патша башнинче Раҫҫей халӑх художникӗн Дмитрий Белюкинӑн галерейине уҫнӑ[16]. 2012 ҫулта перронсем ҫинче хула ҫывӑхӗнче ҫӳрекен пуйӑссем валли икӗ хутлӑ ҫурт туса лартнӑ.
2024 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Хусан вокзалӗн кӑнтӑр пайӗпе юнашар, Ҫӗнӗ Рязань урамӗпе ҫумӑн БАМ Строителӗсен лапамне йӗркеленнӗ, ӑна Байкал-Амур магистральне тӑвакансен ячӗпе панӑ.
Архитектура
Хусан вокзалӗ — кӑткӑс композици, унта юриех симметрие пӑснӑ тата унта архитектура енчен тӗрлӗ калӑпӑшсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарнӑ. Архитектор, малтанах пулнӑ икӗ ҫурт-йӗрпе килӗшӳлле пултӑр, ҫав вӑхӑтрах ӑна хӑйне евӗрлӗ тӑвас тесе, функцисемпе тӗрлӗ тӗслӗ, калӑпӑшлӑ, шӗвӗр тӑрӑллӑ калӑпӑшлӑ, сехетлӗ башньӑллӑ, ҫӳллӗ кӗтеслӗ, сарлакарах ҫуртсем лартса тухнӑ. Вӑл башньӑна арка евӗр пурнӑҫланӑ. Ҫавна пула вокзал нумай ҫул хушши историпе йӗркеленнӗ комплекс пек туйӑнать[17].
Композицие ҫакӑн пек аталантарса курӑмлӑ пӗрлӗх тумалла пулнӑ. Ҫак функцие нумай яруслӑ башня тытса тӑрать, ӑна кӗтессе тенӗ пекех туса лартнӑ, вал вокзал фасачӗсене ҫыхӑнтаракан пӗтӗм сооружени доминанчӗ пулса тӑрать. Хусан вокзалӗн башнине Хусан кремлӗн(выр.)чăв. Сюююмбике башни(выр.)чăв. евӗр стилизациленӗ[18]. Щусев ҫак башньӑна никӗс вырӑнне илнӗ, ҫапах та яруссен пропорцийӗсене улӑштарнӑ, сӑмахран, аялтине калӑпӑшлӑрах тунӑ. Башнь́ӑн ҫӳлти пайӗнче Зилант(выр.)чăв. аҫтахаллӑ шпиль вырнаҫнӑ, аҫтаха Хусанӑн авалхи гербӗнче пулнӑ[5]. 1966 ҫулта аҫтаха-флюгера, ҫӗр ҫийӗн 70 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑскере, юсаса ылтӑнпа витнӗ; унӑн ҫӳллӗшӗ 2,7 м, йывӑрӑшӗ 250 кг[19]. Вокзал башнин Мускав Кремлӗн Боровицки башнипе(выр.)чăв. те нумай пӗрпеклӗх пур[20].
Ҫурт фасачӗ ҫине зодиак паллисемлӗ(выр.)чăв. циферблат, сехете В. Пушкарев сехет ӑсти ӑсталанӑ. Сехет башни Венецири Сӑваплӑ Марк соборӗн сехет башнипе пӗрешкелрех. Вокзалӑн сулахай башни Мускав Кремлӗн чаплӑ Кутафья башнин(выр.)чăв. копийӗ. Тӗп фасадра, метрона кӗмелли вырӑнтан айккисенче, малтанхи революциллӗ геральдикӑн сайра тӗл пулакан тӗслӗхне — тулӑ пучахӗсемпе кӑшӑлланӑ ҫурлапа мӑлатука — вырнаҫтарнӑ.
Интерьерта уйрӑмах ресторан залӗ паларать, ӑна Мускав барокко вӑхӑтӗнчи апатлану палати евӗрлӗ тунӑ. Зал пысӑк, унӑн маччине пуян декорациленӗ. Ылтӑнпа витнӗ шурӑ детальсем, илемлӗ вставкӑсем, лепнина, хушшисене вырнаҫтарнӑ куҫкӗскисем — ҫакӑ йӑлтах пуян та хитре курӑнать. Кунта живопись (Е. Е. Лансере ӳнерҫӗ) уйрӑмах пысӑк вырӑн йышӑнать, ҫавна пула зал талккӑшӗ курӑмлӑн сарӑлса пырать[18].
1987—1997 ҫулсенчи реконструкци вӑхӑтӗнче тунӑ ҫӗнӗ корпуссем (ресторан залӗнчен кӑнтӑралла) Щусев проектланӑ ҫуртсенчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ, анчах та пӗтӗм сооружени ансамбльне чухах килеҫҫӗ. Вокзала П-евӗрлӗ планланӑ, ҫулсем тӗлӗнче хумлӑ тӑрӑ витнӗ тата тухӑҫ енчен кӗтмелли ҫӗнӗ зал туса лартнӑ[5]. 2010 ҫулта хула ҫывӑхӗнчи пуйӑссемпе ҫӳрекенсем валли виҫӗ хутлӑ вокзал хута янӑ.
Пассажир юхӑмӗ
2019 ҫулта пӗлтернӗ тӑрӑх, вокзал витӗр 48 млн пассажир, ҫав шутра инҫет ҫула ҫӳрекенсем 14 млн ытла пассажир иртнӗ[21].
Кӑсӑк фактсем
- Вокзалӑн персоналӗ 2019 ҫулта 477 сотрудник пулнӑ, вӗсенчен ытларах пайӗ халах кӗнӗ ҫӗрте тӗрӗслевре ӗҫлет[22].
- Совет Раҫҫейӗнче чи малтан чукун ҫул милицийӗн ӗҫченӗсем 1919 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Хусан вокзалӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ, халӗ ҫак датӑна Раҫҫейре транспорт полицине никӗсленӗ кун тесе палӑртаҫҫӗ[23].
- Хусан вокзалӗн пассажир юхӑмӗ сехете 1,4 пине яхӑн ҫынпа танлашать[24].
- Хусан вокзалӗн пуҫлӑхӗ 2013 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен Сергей Донецкий пулнӑ. Ӑна вокзал территорийӗнчи арендаторсенчен 3 млн ытла тенкӗлӗх сӗтев илнӗшӗн ҫирӗп режимлӑ колоние 2 ҫуллӑха хупмалла тата 2,5 млн тенкӗ штраф тӳлеттермелле айӑпланӑ[25][26].
- 2015 ҫулччен Хусан вокзалӗнче «Жди меня»(выр.)чăв. киоск ӗҫленӗ, унта ҫынна шырама заявка та хӑварма май пулнӑ[27].
- 2023 ҫул тӗлне вокзал пуҫлӑхӗ — Черников Игорь Олегович[23].
Кинора
- Путёвка в жизнь;
- Испытание верности;
- Отпуск за свой счёт;
- За последней чертой;
- Белка и Стрелка. Звёздные собаки;
- Конвой.
Ӑнлантарусем
- ^ Структурные подразделения - ДЖВ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Расписание электричек: Москва (Казанский вокзал). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ.
- ^ track24.ru. Место международного почтового обмена 102900 Москва (выр.). track24.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ track24.ru. Прижелезнодорожный почтамт 102000 Москва (выр.). track24.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Рогачёв А. В. Поезд идёт на Восток // Квартира, дача, офис. — 2000. — № 202.
- ^ 1, 2 Васькин, Назаренко, 2010, с. 98.
- ^ Васькин А. А., Назаренко Ю. И. Чемодан-Вокзал-Москва: Чего мы не знаем о девяти московских вокзалах. М.,2010. С. 101.
- ^ 1, 2 Васькин, Назаренко, 2010, с. 103.
- ^ Васькин, Назаренко, 2010, с. 112.
- ^ Васькин, Назаренко, 2010, с. 119.
- ^ Васькин, Назаренко, 2010, с. 120.
- ^ История вокзалов и станций | История железных дорог. history.rzd.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Васькин, Назаренко, 2010, с. 127.
- ^ Васькин, Назаренко, 2010, с. 129.
- ^ Васькин, Назаренко, 2010, с. 132.
- ^ Галерея «Арт-пространство Галерея народного художника России Дмитрия Белюкина». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ.
- ^ Васькин, Назаренко, 2010, с. 135.
- ^ 1, 2 Васькин, Назаренко, 2010, с. 136.
- ^ Смирнов Б. Новый наряд дракона Зелана // Вечерняя Москва : газета. — 1966. — 23 акан. 2019 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Афанасьев К. Н. А. В. Щусев. — Стройиздат, 1978. — 192 с. — (Мастера архитектуры).
- ^ Вокзалы ждёт эпоха Ренессанса. В ОАО «РЖД» представили проект их развития до 2030 года. Гудок (19 авӑнӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Вокзалы готовы к зиме. Московский железнодорожник (27 авӑнӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Век на страже пассажиров. Транспортная полиция России в феврале отметила вековой юбилей. Впервые сотрудники железнодорожной милиции появились 100 лет назад на Казанском вокзале (3 пушӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Казанский вокзал (выр.). www.drive2.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ Подземный переход под Казанским вокзалом: открывать или не открывать? Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Gazeta.ru, 27 марта 2017 года. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Российский портал о телевидении «ВокругТВ». — Жди меня. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
Вуламалли
- Афанасьев К. Н. А. В. Щусев. — М.: Стройиздат, 1978. — 192 с. — (Мастера архитектуры).
- Васькин А. А., Назаренко Ю. М. Чемодан. Вокзал. Москва. Чего мы не знаем о девяти московских вокзалах. — М.: Компания Спутник, 2010. — 214 с.
- Рогачёв А. В. Поезд идёт на Восток // Квартира, дача, офис. — 2000. — № 202.
- Васькин А. Щусев: Зодчий всея Руси. — М.: Молодая гвардия, 2015. — 462 с. (Жизнь замечательных людей: Малая серия).
- Казанский вокзал А. В. Щусева. Невоплощенный замысел «Мира искусства» — Третьяковская галерея : журнал. — Спецвыпуск. Приложение к #2 2017 (55).
Каҫӑсем
- Казанский вокзал. Архивланӑ 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ.
- Хусан вокзалӗ maps.google.com ҫинче
- Хусан вокзалӗн пуйӑсӗсен расписанийӗ
- Хусан вокзалӗн электропуйӑссен расписанийӗ
- Хусан вокзалӗнчен каякан электричкӑсен маршручӗсен схеми
- Хусан вокзалӗн электричкӑсемпе пуйӑссен расписанийӗ
- Хусан вокзалӗ — историпе уйрӑмлӑхсем
- Хусан вокзалӗн официаллӑ сайчӗ
| Мускав аэропорчĕсем, вокзалĕсем |
|---|
| Аэропортсем: Быково | Внуково | Домодедово | Остафьево | Тушино | Шереметьево
Ч/ç вокзалĕсем: Белорус Киев Ленинград Павелец Рига Савăл Хусан Ярослав |