Домодедово аэропорчĕ
М. В. Ломоносов ячӗллӗ тӗнче шайӗнчи Домодедово аэропорчӗ (ИАТА: DME, ИКАО: UUDD) — федераллӑ пӗлтерӗшлӗ тӗнче шайӗнчи аэропорт[4], Мускавпа Мускав облаҫӗн тӑватӑ тӗп аэропорчӗсенчен пӗри, Раҫҫей Федерацийӗнче пассажир юхӑмӗн калӑпӑшӗпе иккӗмӗш вырӑнта тӑрать[5]. Домодедово хула округӗпе Мускав облаҫӗн Раменски районӗн чиккинче, Мускав центрӗнчен 45 километр кӑнтӑр-тухӑҫалла, МКАД-ран 22 километрта вырнаҫнӑ. Официаллӑ ячӗ — Михаил Ломоносов ячӗллӗ «Мускав (Домодедово)»[6].
Раҫҫейри, ҫавӑн пекех Европӑпа, Азипе тата Африкӑпа тӑтӑш ҫыхӑнтаракан рейссен ӗҫне тивӗҫтерет, Раҫҫейре пассажирсен юхӑмӗпе Шереметьево хыҫҫӑн иккӗмӗш вырӑнта тӑрать, Oneworld глобаллӑ альянсӑн Мускаври хабӗ шутланать. Европӑри чи пысӑк юхӑмлӑ ҫирӗм аэропорт шутне кӗрет[7].
2025 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Мускав облаҫӗн Арбитраж сучӗ Генпрокуратура искӗпе аэропорта патшалӑх тупӑшне янӑ[8].
Пӗтӗмӗшле информаци
Аэропорт комплексӗ шутне пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман икӗ параллеллӗ вӗҫсе хӑпармалли тата анмалли ҫулсенчен (ВПП-1 тата ВПП-2) тӑракан вӗҫев уйӗ кӗрет. Вӗсем пӗр-пӗринчен икӗ километрта вырнаҫнӑ, ҫапла вара Домодедово Мускаври авиаци ҫыхӑнӑвӗнчи тӳрех йышӑнма тата вӗҫтерсе яма пултаракан пӗртен-пӗр аэропорт пулса тӑрать. Икӗ ВПП-на та ICAO CAT IIIА категорипе сертификациленӗ. ВПП-1 реконструкциленӗ хыҫҫӑн Домодедово Раҫҫейре Airbus A380(выр.)чăв. пассажир лайнерне йышӑнма пултаракан пӗрремӗш аэропорт пулса тӑнӑ[9].
Домодедово аэропорчӗн пассажир терминалӗ IATA-ӑн «С» сертификачӗ пур, Раҫҫейре вӑл тӗнче шайӗнчи ISO 9001:2000 пахалӑх стандарчӗпе сертификациленӗ пӗрремӗш аэропорт шутланать[10].
Мускаври мӗнпур пассажирсен калӑпӑшӗнчен аэропорт тӳпи 46 % танлашать. Домодедово аэропорчӗ тӗнчери нумай кӗтессемпе ҫыхӑнтаракан 247 рейс пур (вӗсенчен 83-шне Мускаври авици ҫыхӑнӑвӗнче урӑх ниҫта та тумаҫҫӗ), вӗсене 82 авиакомпани пурнӑҫлать[11]. Аэропортӑн партнёрӗсем хушшинче ют ҫӗршыв авиакомпанийӗ 48 (вӗсенчен 12-шӗ СНГ ҫӗршывӗсенчен), Раҫҫейрисем — 28. Star Alliance тата Oneworld пек паллӑ авиаци альянсӗсен пайташӗсем Мускава вӗҫме суйласа илнӗ Домодедово аэропорчӗ 2014 ҫулта 33 млн пассажира вӗҫевпе тивӗҫтернӗ[12].
Историйӗ
Аэропорт историйӗ 1954 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ун чухне СССР министрӗсен канашӗ Мускав облаҫӗнчи Подольск районӗнчи Елгозино ялӗнче гражданла сывлӑш флочӗ валли иккӗмӗш Мускав аэропортне тума йышӑннӑ. Ҫакӑн пек сӗнӳпе СССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи гражданла сывлӑш флочӗн Тӗп управленийӗ тухнӑ пулнӑ.
1955 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче Канаш проект заданине ҫирӗплетнӗ. Тепӗр ҫултан строительство пуҫланнипе пӗрле Гражданла сывлӑх флочӗн Тӗп управленийӗн 9 №-лӗ «Мускаври иккӗмӗш аэропорта тума Дирекцие туса хурасси ҫинчен тата Иванова И. П. директора лартасси ҫинчен» приказӗ тухнӑ. Чи малтанах проекта «Москва II» ят панӑ пулнӑ, ӑна Дирекци ҫумӗнче 306 № объект тесе ҫирӗплетнӗ.
Домодедово аэропорчӗн ҫуралнӑ кунӗ 1962 ҫулхи акан 7-мӗшӗ шутланать. Ҫак кун Гражданла сывлӑш флочӗн тӗп управлени пуҫлӑхӗн 200 №-лӗ «Домодедово Мускав аэропортне йӗркелесси ҫинчен» приказӗ тухнӑ, унӑн текстӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Гражданла сывлӑш флочӗн Мускаври транспорт управленийӗн йышӗнче Домодедово аэропорта йӗркелемелле, малашне унӑн ячӗ Домодедово Мускав аэропорчӗ пулмалла»[13].
1963 ҫулта линиллӗ-эксплуатациллӗ юсав мастерскойӗсем йӗркеленнӗ хыҫҫӑн тата кирлӗ хушусене кӑларсан аэропортран «Ту-104»(выр.)чăв. тата «Ил-18»(выр.)чăв. самолетсемпе тиев тата почта рейсӗсем пурнӑҫлама тытӑннӑ[14].
1964 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнче Домодедовӑран Мускав — Свердловск маршрутпа «Ту-104» самолётпа пурнӑҫланӑ пӗрремӗш пассажир рейсӗ вӗҫсе тухнӑ. 1965 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче аэровокзал комплексне уҫнӑ. Пассажир рейсӗсене кулленхи майпа 1966 ҫулта пурнӑҫланма тытӑннӑ[15].
Мускав облаҫӗн кӑнтӑр-тухӑҫ енче вырнаҫнӑ аэропорта Ҫӗпӗре, Инҫет Тухӑҫа тата Вӑтам Азие инҫете вӗҫекен магистральлӗ ҫыхӑну вырӑнӗ пек шухӑшласа хунӑ, унсӑр пуҫне аэропорт Атӑлҫипе Урал тӑрӑхӗнчи вӑтам магистраль маршручӗсене пурнӑҫланӑ[16]. Домодедовӑра Ил тата Ту йышӗсене кӗрекен самолётсем вырнаҫӑннӑ.
1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче приватизаци ирттернӗ хыҫҫӑн аэропорт «Ист Лайн» уйрӑм ҫынсен туристла компани (каярахпа ҫавӑн пекех авиакомпани те) харпӑрлӑхне куҫнӑ, ӑна Урал тӑрӑхӗнчи усламҫӑсем Антон Баковпа Дмитрий Каменщик йӗркеленӗ пулнӑ. 1992 ҫулта вӗсем тӑрӑшнипе аэропорт тӗнче шайӗнчи статуса тивӗҫнӗ (1992 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи РФ Правительствин 1262-р №-лӗ «Домодедово (Мускав) аэропортне тӗнче шайӗнчи вӗҫевсем валли уҫасси» хушӑвӗ[17]). Баков бизнесран 1994 ҫулта тухнӑ, Каменщик халӗ те компание ертсе пырать[18].
1999 ҫулта аэровокзал комплексне юсаса ҫӗнетме тытӑннӑ. Ӑна Мускав облаҫӗн Правительстви тата РФ Федераллӑ авиаци службин коллегийӗ ҫирӗплетнӗ 2003 ҫулччен аэропорта аталантармалли комплекслӑ программа шайӗнче ирттернӗ. Ҫак вӑхӑтра аэровокзала тӗппипех реконструкциленӗ, 2000 ҫулта вӑл уҫӑлнӑ. Аэропорт ҫак тапхӑрта хӑйӗн ӗҫне чарса лартман.
2004–2008 ҫулсенче пассажир терминалӗсене анлӑлатнӑ. 2013 ҫулччен Домодедово Мускав аэропорчӗн ертӳлӗхӗ аэровокзал комплексӗн лаптӑкне 500 000 м² таран ӳстерме планланӑ[19].
2011 ҫулта «World Airport Awards» преми шайӗнче аэропорта Тухӑҫ Европӑри чи лайӑххи тесе йышӑннӑ[20].
2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Раҫҫей президенчӗ Дмитрий Медведев аэропортӑн хуҫи кам пулнине ҫирӗплетме ыйтнӑ, вӑл Дмитрий Каменщик пулнине палӑртнӑ[21].
ЧМ-2018 тӗлне аэропортра темиҫе ҫӗнӗлӗх хатӗрленнӗ: атриумлӑ тата виҫӗ панорамлӑ лифтпа пассажир терминалӗн ҫӗнӗ сегментне уҫасси, нумай яруслӑ ҫӗнӗ стоянка тӑвасси, ҫӗнӗ вӗҫсе хӑпармалли-анмалли ҫула хатӗрлесси[22].
2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче аэропортра аэровокзала анлӑлатнӑ — шалти сывлӑш линийӗсен вӗҫсе килмелли зонӑра анӑҫ атриумӗ уҫӑлнӑ. Терминалӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 6,8 пин тӑваткал метр ӳснӗ[23].
2024 ҫулхи ака уйӑхӗнче Gebr. Heinemann Домодедово тата Шереметьево(выр.)чăв. аэропорчӗсенче duty free лавккасене тытса тӑракан компанисен капиталӗнчен тухма шут тытнӑ, хӑйӗн тӳпине вӑл «Киев площадьки» ушкӑнӑн хуҫисенчен пӗрине Араз Мехдиева сутнӑ[24].
Ют ҫӗршыв тытса тӑни
2025 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Тӗп прокуратура Мускав облаҫӗн Арбитраж судне «Домодедово» ушкӑнӑн компанийӗсемпе аэропортпа ҫыхӑннӑ юридици сӑпачӗсене хирӗҫ искпа тухни паллӑ пулнӑ[25]. «Коммерсант» пӗлтернӗ тӑрӑх, искпа тухас умӗн Домодедово аэропортӗнчи объектсене мӗнле йӗркепе приватизациленине тӗрӗсленӗ. Яваплисене генпрокуратура заявленине почтӑпа ярса панӑ, тӗрӗслев мӗнле пӗтӗмлетӳсем кӑтартнине вӗсене пӗлтермен[26].
2025 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури Домодедово аэропорчӗ ют ҫӗршыв харпӑрлӑхӗн витӗмне лекнине пӗлтернӗ. Ҫавна пула иск заявленине панӑ, тӗллевӗ — аэропорт тытса тӑракан холдингӑн 100 % акцине патшалӑх пурлӑхне куҫарасси. Прокуратура версийӗ тӑрӑх, «Домодедовӑпа» ҫыхӑннӑ компанисене ют ҫӗршыври Дмитрий Каменщик(выр.)чăв. (Турци, ОАЭ) тата Валерий Коган (Израиль) инвесторсем тытса тӑраҫҫӗ, вӗсем стратеги пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама правкомиссинчен ирӗк илмен. Ку ют ҫӗршыв инвесторӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан саккуна пӑсать[27].
2025 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Домодедово аэропорчӗн ӗҫне пурнӑҫлассине Росавиаци хӑй ҫине илнӗ. Ҫакӑн пек йышӑнӑва Мускав облаҫӗн Арбитраж сучӗ йышӑннӑ[28].
2025 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче «Домодедово ӗҫне» пӑхса тухакан суда ют ҫӗршыв резиденчӗсем капитала патшалӑхран кӑларни тата Раҫҫейӗн экономика суверенитетне сиен кӳрекен йышӑнусем тӑвакан схемӑсем ҫинчен пӗлтерекен ҫӗнӗ материалсемпе тивӗҫтерни ҫинчен паллӑ пулнӑ. Ку даннӑйсене Росфинмониторинг тӑрӑшнипе тупса палӑртнӑ[29].
Çавăн пекех пăхăр
Ӑнлантарусем
- ^ Валерия Комарова. Один из владельцев аэропорта Домодедово переехал с Мальты в Нидерланды (выр.). РБК (31 кӑрлачӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Объёмы перевозок через аэропорты МАУ за январь-декабрь 2018 года. Росавиация. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- ^ DOMODEDOVO (англ.). World Aero Data. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Правительства Российской Федерации от 20 апреля 2016 года № 726-р «Об утверждении перечня аэропортов федерального значения». Правительство РФ. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
- ^ «Шереметьево» стал крупнейшим российским аэропортом. Ведомости. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Сборник аэронавигационной информации № 11. Европейская часть России. ЦАИ ГА, 2013.
- ^ Aviation database bank, free of charge from anna.aero (англ.). anna.aero. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
- ^ Суд обратил в доход государства аэропорт Домодедово (2025-06-17). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Итоговый отчёт о проведённых исследованиях: Существующее состояние аэропортов МАУ и перспективы их развития до 2030 года. Группа компаний «Прогресстех». оригиналтан архивланӑ 2010 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
- ^ Домодедово подтвердил сертификацию пассажирского терминала по стандарту ISO 9001:2000, сайт аэропорта Домодедово (2004-02-05). 2011 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Аэропорт сегодня. официальный сайт аэропорта Домодедово. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Московский аэропорт Домодедово подвёл итоги деятельности за 2012 год - Московский аэропорт Домодедово. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ 7 апреля 2022 г. Московский аэропорт Домодедово отмечает свое 60-летие. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 19-мӗшӗ.
- ^ История московского аэропорта Домодедово. официальный сайт аэропорта Домодедово. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ.
- ^ Аэропорту Домодедово - 40 лет. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Осипова О. Я. Транспортное обслуживание. Обслуживание туристов. Библиотека туризма. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2009 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ РАСПОРЯЖЕНИЕ ПРАВИТЕЛЬСТВА РФ ОТ 13.07.92 N 1262-Р ОБ ОТКРЫТИИ АЭРОПОРТА ДОМОДЕДОВО (МОСКВА) ДЛЯ МЕЖДУНАРОДНЫХ ПОЛЁТОВ. www.lawrussia.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Ветеран обороны Домодедово, Коммерсантъ (2013-10-07). 2013 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2013 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ Новый терминал аэропорта Домодедово будет построен к марту 2013 года, РИА-Новости (2010-10-11). 2019 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2010 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
- ^ Moscow Domodedovo Airport wins Best Airport Eastern Europe Award. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Прямая и скрытая угроза. lenta.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Аэропорт Домодедово готовится к ЧМ-2018., Известия. 2017 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
- ^ Домодедово расширил аэровокзал в зоне внутренних рейсов (выр.). www.kommersant.ru (10 авӑнӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Немецкая компания вышла из капитала компании-владельца duty free в Шереметьево. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
- ^ Генпрокуратура подала иск к «Домодедово» и Каменщику. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Иск к Домодедово подан по результатам прокурорской проверки порядка приватизации (2025-01-29). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Генпрокуратура сочла, что Домодедово оказался под иностранным контролем. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Управление аэропортом Домодедово передали Росавиации (2025-02-01). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ.
- ^ В «деле Домодедово» появились документы финразведки о выводе капитала. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ.
Каçăсем
- Официаллă сайт
- Аэропорта Домодедово: Он-лайн табло 2007 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- Описание катастрофы рейса 964 на сайте avation-safety.net 2008 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- «КоммерсантЪ» № 133 «Катастрофы в аэропорту Домодедово», утă, 30 2007
- Катастрофа Ту-104Б Грузинского УГА в районе аэропорта Домодедово (борт СССР-42486), 13 октября 1973 г.
- Аэропорт Домодедово Яндекс карттинче
| Мускав аэропорчĕсем, вокзалĕсем |
|---|
| Аэропортсем: Быково | Внуково | Домодедово | Остафьево | Тушино | Шереметьево
Ч/ç вокзалĕсем: Белорус Киев Ленинград Павелец Рига Савăл Хусан Ярослав |