Чăваш Шмалак

Шмалак (выр. Каменный Ключ) — Чĕмпĕр облаçĕн Павловка районĕнчи 20-мĕш ĕмĕр варрииччен пулнă ял. Хальхи вăхăтра Ирçе Шмалакĕн пĕр пайĕ шутланать.

Истори

Юхма Мишши çыравçă çапла çырнă[1]:

Çакăнти чăвашсем тата тепĕр яла хайсенчен катасшăн мар: ку Шăмалак ялĕ, Шăмалак шăп та шай Илем шывĕ пуçланса кайнă тĕлте вырнаçнă, анчах вăл хальхи Ульяновск облаçне кĕрет, Итем-Кураран Шăмалака çитме инçе мар, пурĕ те икĕ çухрăм çеç. Шăмалакаран иртсен вара, ку енче урăх чăваш ялĕсем тĕл пулмаççĕ, çавăнпа пуль ĕнтĕ шăмалаксем итĕмкурасемпе, пикмăрсальсемпе, Неверкино районĕнчи ытти ытти чăвашсемпе ĕçсе-çисе, пĕрле хутшăнса пурăнаççĕ.

Ял Ирçе Шмалак тата Чăваш Шмалак (выр. Каменный Ключ) текен пурăнмалли вырăнсене пĕрлештернĕ. Урăхла каласан, малтан ирçесемпе чăвашсен ялĕсем уйрăм шутланнă.

Хăçан пĕрлештерни паллах мар. Анчах Интернетра ак çаканшкал хыпарсем пур:

Çавăн пекех тата ак çак документ та кăсăклă:

Ку ыйтупа çыхăннă тата тепĕр хыпар:

"Чăваш Шмалак" тени историе юлнă пулсан та, паян унчченхи ялăн вырăсла ячĕпе усă курнă тĕслехĕсем пур. Акă вĕсенчен пĕри:

Вуламалли

Паллă çынсем

  • Мартынов Василий Алексеевич (?-?) — Шăмалак ялĕнче 1929-мĕш çулта колхоз йĕркеленĕ, унăн пĕрремĕш ертÿçи пулнă[7].
  • Мартынов Александр Алексеевич (1914 çур.) — Чапаевск хулин хисеплĕ гражданинĕ.

Çавăн пекех пăхăр

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем