Черников Сергей Игнатьевич

Черников Сергей Игнатьевич (1925 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ, Тури Жёрновец, Кӗҫӗн Архангел уесӗ, Орёл кӗпӗрни — 1992 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ, Канаш, Чӑваш Республики) — совет чукун ҫул хуҫалӑхӗн малта пыраканӗ, Хусан чукун ҫулӗн локомотив деповӗн машинисчӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1966). СССР Аслӑ Канашӗн 7-мӗш суйлавӗн депутачӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1925 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Орёл кӗпӗрнин Кӗҫӗн Архангел уесӗнчи (халӗ — Орёл облаҫӗнчи Покров районӗ) Тури Жёрновец ялӗнче нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. 1941 ҫулта тӑван ялӗнче 8 ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Канаш хулине эвакуациленӗ, Канашри чукун ҫул техника шкулне машиниста вӗренме кӗнӗ. Вӗреннӗ хушӑрах кочегар пулса рейссене ҫӳренӗ, 1942 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен — машинист пулӑшуҫи пулса.

1945 ҫулта Канашри техника шкулне тата 1947 ҫулта Муромри машинистсен шкулне вӗренсе пӗтерсен пӑравус машинисчӗ пулса вӑй хунӑ.

Канаш деповӗн вӑл ертсе пыракан «Л-05-52» пӑравус бригади «Коммунизмла ӗҫ коллективӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ, 1958 ҫулта 150 ытла хутчен йывӑр тиевлӗ составсене ҫитермелли ҫӗре ҫитернӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1959 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса чукун ҫул транспортне аталантарас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Сергей Игнатьевич Черникова Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ят панӑ.

Хусан чукун ҫулӗнче пӗрремӗшсен ретӗнче тепловоз ертсе пыма пуҫланӑ. Ӗҫленӗ хушӑрах Улатӑрти чукун ҫул техникумне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1962 ҫултанпа Канаш деповӗнче машинист-инструктор, каярах колонна пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.

1980 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ, ҫапах та тата 10 ҫул юсав цехӗнче вӑй хунӑ.

Канаш хулинче пурӑннӑ, 1992 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вилнӗ.

Обществӑлла ӗҫ

1950 ҫултанпа КПСС пайташӗ пулнӑ. СССР Аслӑ Канашӗн 7-мӗш суйлавӗн (1966—1970) депутачӗ, Канаш хулин халӑх депутачӗсен Канашӗн депутачӗ пулнӑ, КПСС XXV съезчӗн делегатне суйланнӑ. КПСС Канаш хулин комитечӗн, КПСС Чӑваш обкомӗн пайташӗ пулнӑ.

Астӑвӑм

  • 1967 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче С. И. Черников ятне Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп Кӗнекине ҫырса хунӑ[1].
  • 2005 ҫулта Канаш хулинчи Пушкин урамӗнчи С. И. Черников пурӑннӑ 26-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
  • Канаш хулин таврапӗлӳ музейӗнче Социализмла Ӗҫ Паттӑрне халалланӑ стенд йӗркеленӗ[2].

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Николаев, Н. Ырӑ ят / Н. Николаев // Коммунизм ялавӗ. — 1976. — 14 февр.
  • Сергей Черников (1925-1992) : [Социализмла Ӗҫӗн Геройӗ ҫинчен] // Хыпар. — 2018. — 7 раштав/декабрь. — С. 14 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Черников, С. И. Партин активлӑ боецӗ пулар / С. И. Черников// Коммунизм ялавӗ. — 1976. — 17 апр.
  • Буянская, А. Водил поезда машинист / А. Буянская // Канаш. — 2000. — 10 июня. — С. 2.
  • Кольцов, П. Главный рейс : [о С. И. Черникове] / П. Кольцов // Наши земляки – Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Г. А. Грабовецкая, – Чебоксары, 1971. – С. 133-138 : фот.
  • В память о забытых героях // Навигатор (Канаш. р-н). — 2016. — 16 февр. (№ 7). — С. 54.
  • Герой Социалистического Труда // Канаш. — 1998. — 28 июля. — С. 3.
  • Мадебейкин, И. Н. Черников Сергей Игнатьевич / И. Н. Мадебейкин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 461.
  • Мадебейкин, И. Н. Черников Сергей Игнатьевич / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 484.
  • Черников Сергей Игнатьевич // Ими гордится Чувашия : их имена занесены в Почетную Книгу Трудовой Славы и Героизма ЧАССР / сост.: М. В. Демидов, – Чебоксары, 1987. – С. 116-117 : фот.
  • Черников Сергей Игнатьевич // Почетные жители города Канаш. — 2013. — С. 144-146.