Эверккел Ваççи
Эверккел Ваççи (чăн ячĕ Самойлов Василий Алексеевич, 1940 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ, Вăтам Эверккел, Самар облаçĕн Похвиçнĕ районĕ, Самар облаçĕ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет тата Раҫҫей сăвăçи, ҫыравҫи, куҫаруҫӑ, журналист.
СССР Писательсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1979).
Пурнăçĕ
1940 çулхи чӳк уйăхĕн 7-мӗшӗнче Куйбышев облаçĕнчи (хальхи Самар) Похвиçнĕ районне кĕрекен Вăтам Эверккел ялĕнче çуралнă[1].
Вунă класс пĕтерсен пĕр вăхăт район хаçатĕнче ĕçленĕ. Выборг хулинчи (Ленинград облаçĕ) Тинĕс-Çар шкулĕнче вĕреннĕ. Çурçĕр флотĕнче моряк пулнă. Каярахпа Чăваш кĕнеке издательствинче, «Пионер сасси» («Тантăш») хаçатра вăй хунă, çав хушăрах И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. «Капкăнпа», «Хатĕр пул» журналсенче, «Хыпар» хаçатра ӗçленӗ.
Пултарулăх ĕçĕсем
Литература ӗҫне 1973 ҫулта пуҫланӑ, «Малтанхи утӑмсем» темиҫе авторӑн пӗрлехи кӗнекинче кулӑшла сӑввисем кун ҫути курнӑ. Шӳтлĕ-йĕплĕ калавĕсем, сăввисемпе юптарăвĕсем республикăра тухакан хаçат-журналта час-часах пичетленнӗ. Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Кану кĕнеки», «Хамăр хушăра» (сăвăсем, 1980), «Тухтăр чĕлхи», «Капкăн» библиотекинче «Каламалли пурччĕ» (калавсем, 1982), «Чарусăр алă» кĕнекисем пичетленсе тухнă[2].
Р. Гамзатов, Ю. Збанацкий, Г. Кржижановский, П. Маркин, В. Рыбкин тата ыттисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ[2].
Кӗнекисем
- Каламалли пурччӗ… : калавсем, сӑвӑсем, юлташла тӑрӑхлусем, шӳтсем / В. А. Самойлов. — Шупашкар, 1982. — 63 с.
- Чарусӑр алӑ : калавсемпе шӳтсем, пьесӑсемпе сӑвӑсем, юптарусемпе ытти вак япаласем / В. А. Самойлов. — Шупашкар, 1990. — 61 с.[2].
Ӑнлантарусем
- ^ В. А. Абрамов. Самойлов Василий Алексеевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Самойлов, Василий Алексеевич (писатель; 07.11.1940-28.05.2017 ) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.
Вуламалли
- Василий Самойлов // Çилçунат. – 1999. – № 5-6. – С. 23.
- Василий Самойлов (Эверккель) // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 424.
- Йĕплет, питлет – утмăла çитет // Хресчен сасси. – 2000. – 3 чӳк.
- Михайлов, В. Эверккел / В. Михайлов // Ялав. – 1984. – № 7. – С. 32.
- Тимаков, В. Самар тăрăхĕн кулăш ăсти / В. Тимаков // Хыпар. – 2000. – 16 чӳк.
- Юман, А. Василий Эверккель (Самойлов) / А. Юман // Канаш (Ульяновск обл.). – 1995. – 4 чӳк.
- Абрамов, В. А. Самойлов (Эверккель) Василий Алексеевич / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 619.
- Афанасьев, П. Самойлов (Эверккель) Василий Алексеевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебксары, 2006. – С. 353.
- Ялгир, П. Самойлов (Эверккель) Василий Алексеевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 100.