Эсперанто кунӗ
Эсперанто кунӗ (акăл. Esperanto Day) — пӗрремӗш искусственнӑй чӗлхен — эсперантон — кунӗ[1], утӑн 26-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Уяв историйӗ
Ҫак уяв Эсперанто Докторӗ псевдонимпа «Халӑхсем хушшинчи чӗлхе» кӗнекене пичетленипе ҫыхӑннӑ, унӑн авторӗсем — Людвиг Маркович Заменгоф окулист[2] тата Розалия Шолемовна Заменгоф (1839—1892)[3]. Шӑпах ҫак кун, 1887 ҫулта, Заменгоф хӑйӗн вӗренӳ кӗнекипе, ҫавӑн пекех «Пӗрремӗш кӗнеке» (эсперанто: Unua libro) ятпа та паллӑскерӗпе, тӗнчене паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ чӗлхе хайлас ӗҫе Заменгоф шкул ҫулӗсенчех пуҫӑннӑ, 1878 ҫулта вӑл хӑйӗнпе пӗрле вӗренекенӗсене пулас чӗлхен малтанхи шухӑшӗсемпе паллаштарнӑ та ӗнтӗ. Вӗренӳ кӗнекине пӗтӗмӗшле 1885 ҫулта хатӗрлесе ҫитернӗ, тата тепӗр икӗ ҫул хушши Заменгоф кӗнеке пичетлеме хатӗр издательство шыранӑ. Юлашкинчен, 1887 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗнче брошюра «Д-ръ Эсперанто. Международный языкъ. Предисловіе и полный учебникъ» («эспер. D-ro Esperanto. Lingvo internacia. Antaŭparolo kaj plena lernolibro») ятпа Варшавӑри Кельтер типографийӗнче вырӑсла пичетленсе тухнӑ. Эсперантистсем хушшинче ҫак вӗренӳ кӗнеки Пӗрремӗш кӗнеке (Unua libro) ятпа паллӑ.
Пӗрремӗш тиражӗ 3000 экземплярпа вырӑсла тухнӑ, 1887 ҫул вӗҫӗччен вӗренӳ кӗнекине полякла, нимӗҫле тата хрантсусла пичетлесе кӑларнӑ.
Нихӑш патшалӑх та официаллӑ майпа эсперанто чӗлхине официаллӑ чӗлхе пек ҫирӗплетмен пулин те, Франци ӑслӑлӑх академийӗ 1921 ҫулта унпа усӑ курма сӗннӗ, 1954 ҫулта — ЮНЕСКО. 1985 ҫулта ЮНЕСКО унӑн шутне кӗрекен патшалӑхсене тата тӗнчери организацисене шкулсенче эсперанто вӗрентме пуҫлама тата тӗнче шайӗнче унпа усӑ курма чӗнсе каланӑ. Хальхи вӑхӑтра Сан-Маринори тӗнчери ӑслӑлӑх академийӗ унпа вӗрентӳре усӑ курать[4]. Ҫулсерен тӗнчери ҫӗр-ҫӗр конференципе тӗлпулу тӑлмачсен пулӑшӑвӗпе усӑ курмасӑр эсперанто чӗлхипе иртет.
Хальхи вӑхӑтра эсперанто чӗлхине планета ҫинчи 2 миллион ҫын пӗлни кӑсӑклӑ. Чӗлхене ытларах енӗпе интернационаллӑ кил-йышра ҫуралнӑ ачасем пӗлеҫҫӗ[4][5].
Эсперанто кунӗсӗр пуҫне ҫак чӗлхене кӑмӑллакансем ҫавӑн пекех Заменгоф кунне (эсперантолла: Zamenhofa Tago) паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уява раштавӑн 15-мӗшӗнче, Людвиг Заменгоф ҫуралнӑ кунӗнче, паллӑ тӑваҫҫӗ. Эсперантҫӑсем ҫак куна пӗрремӗш хут 1920-мӗш ҫулсенче анлӑ паллӑ тунӑ.
Хальхи вӑхӑтра ҫак уяв ятне Эсперанто литературин кунӗ, Эсперанто кӗнекин кунӗ е Эсперанто культурин кунӗ ҫине улӑштарма сӗнеҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Esperanto Day (PDF). Universal Esperanto Association. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
- ^ З. Романюк «Некоторые вопросы биографии семьи Заменгоф». Архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Биография Л. Заменгофа. Архивланӑ 2010 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Отмечаем день международного языка - Эсперанто! Владимирская областная научная библиотека. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Esperanto Today. The Esperantic Studies Foundation (ESF). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.