Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкул
Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш вӑтам шкул — Ҫӗнӗ Шупашкар хулин вӗренӳ учрежденийӗ.
Тулли ячӗ: Чăваш Республикин Çĕнĕ Шупашкар хулинчи муниципаллă бюджет вĕренÿ учрежденийĕ «Ют ҫӗршыв чӗлхисене тарӑннӑн вӗрентекен пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 5-мĕш вăтам шкул»
Адресӗ: 429955, Чӑваш Республики, Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Комсомол урамӗ, 18-мӗш ҫурт[1].
Историйӗ
5-мӗш шкул Ҫӗнӗ Шупашкарта 1971 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Чӑннипе вара вӑл 1972 ҫулти кӑрлач уйӑхӗнче ҫеҫ ӗҫлеме пуҫланӑ, мӗншӗн тесен шкул ачасемпе вӗрентекенсене йышӑнма хатер пулман. Шкулӑн пӗрремӗш директорӗ пулма Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Пётр Митрофанович Митрофанова шаннӑ[2].
Хальхи вӑхӑт
Шкул директорӗ — Цветкова Валентина Викентиевна[3].
1991 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ют ҫӗршыв чӗлхисене тарӑннӑн вӗрентекен пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул статусне илнӗ.
2022—2023 ҫулсенче Раҫҫей Федерацийӗн «Шкул вӗренӳ тытӑмне ҫӗнетесси» программипе шкула тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ[4].
2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче шкулта Сорокин Евгений Николаевич, Горбачев Денис Сергеевич, Логинов Андрей Борисович паттӑрсен асӑну хӑмисене тата «Паттӑр парттине» уҫнӑ. Вӗсем ку шкулта вӗреннӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ. [5]
Ӑнлантарусем
- ^ https://yandex.ru/maps/org/shkola_5_s_uglublennym_izucheniyem_inostrannykh_yazykov/112521347198/?ll=47.486114%2C56.119640&z=16
- ^ https://www.grani21.ru/pub/u-istokov-pjatoj?ysclid=m4fh74pxg7305803246#gsc.tab=0
- ^ https://sosh5-nowch.edu21.cap.ru/structure/scoll5mailru-ac4gc43z/employee/cc96388b-5a8d-463f-91f0-9f961925f7ac/
- ^ https://www.cheboksary.ru/education/128239_shkola_n5_goroda_novocheboksarska_raspahnula_svoi_dveri_posle_kapremonta.htm?ysclid=m4fhrvx31u711109709
- ^ https://nktv.info/company/news/video/novosti-novocheboksarska/11638-otkrytie-memorialnykh-dosok-i-party-geroya-v-sosh-5-g-novocheboksarsk?ysclid=m4fhvmzm6y291641747