2025 ҫулхи конклав

2025 ҫулхи конклав (итал. Conclave 2025; акăл. Conclave 2025) — 2025 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче Франциск Папа вилнӗ хыҫҫӑн пуҫтарнӑ Рим папине суйламалли конклав(выр.)чăв. (кардинал-суйлавҫӑсем пухӑнни).

undefined

Конклав ирттермелли йӗрке

Конклава 1996 ҫулта II Иоанн Павел(выр.)чăв. пичетленӗ, XVI Бенедикт(выр.)чăв. ҫӗнетнӗ «Universi Dominici Gregisi» Апостолсен конституцийӗн нормисем тӑрӑх пухмалла[1]. Конклав Папа вилнӗ е отставкӑна тухнӑ хыҫҫӑн 15 кунран кая мар, папа престолӗ пушансан 20 кунран кая юлма пухӑнмалла. Енчен те «пур кардинал-суйлавҫӑсем вырӑнта пулсан» маларах пухӑнма та пултараҫҫӗ[2].

Конклавра 80 ҫултан кӗҫӗнрех кардиналсен кӑна (вӗсене кардинал-суйлавҫӑсем теҫҫӗ) сасӑлама пултараҫҫӗ. Папа вилсен е отставкӑна тухнӑ хыҫҫӑн Кардиналсен коллегийӗн деканӗ папа вилни ҫинчен тата конклава пухмалли ҫинчен пӗлтерет. Конклава ирттерме кардинал-суйлавҫӑсен май килнӗ таран хӑвӑртрах Ватикана ҫитсе Domus Sanctae Marthae-а (Сӑваплӑ Пётр соборӗ ҫумне туса лартнӑ ҫурт) пурӑнма вырнаҫмалла[3]. Унта кардиналсем тулашри тӗнчепе ҫыхӑнмасӑр пурӑнаҫҫӗ — вӗсен телефонсем ҫук, телевизор пӑхма, радио итлеме, хаҫат вулама вӗсен ҫак вӑхӑтра май ҫук[4].

Ку хутӗнче кардиналсен коллегийӗн деканӗ 91 ҫулти Джованни Батиста Ре(выр.)чăв. шутланать, вӑл конклава йӗркелет те[5].

Конклав умӗн мӗнпур кардиналсем, 80 ҫултан аслӑраххисем те, «конгрегацине» хутшӑнаҫҫӗ, вӑл пӗтӗмӗшле тата уйрӑм пулайрать. «Universi Dominici Gregis» тӑрӑх «Пӗтӗмӗшле конгрегацире» (унта мӗнпур кардиналсем кӗреҫҫӗ) «питӗ кирлӗ ыйтусене» сӳтсе яваҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах «куллен е вӑхӑт иртнӗҫемӗн сиксе тухакан пӗчӗкрех ыйтусене» уйрӑм пухӑнакан конгрегацире татса параҫҫӗ.

Пӗтӗмӗшле конгрегаци, сӑмахран, Сикста капеллине ҫӗнӗ папӑн суйлавне хатӗрленӗшӗн яваплӑ, ҫавӑн пекех икӗ священника, «хӑйӗн лайӑх вӗрентӗвӗпе, ӑсӗпе тата кӑмӑл-сипет авторитечӗпе паллӑскерсене», чиркӳ тӗл пулакан йывӑрлӑхсем ҫинчен кардиналсем валли ыйтусем хатӗрлеме хушать[2].

2025 ҫулхи конклавӑн тӗп йывӑрлӑхӗсенчен пӗри, специалистсен шучӗпе, ар ҫыхӑнӑвӗн пӑтӑрмахӗсем шутланаҫҫӗ, вӗсем пирки халӑх пӗлни католиксен чиркӗвӗн авторитетне пӗтерет. «Папа пулма суйланӑ кандидата ҫавӑн пек япаласемпе пӑтратман тесе шанма пулать-и?» , — палӑртнӑ Нотр-Дам университетӗнчи теологи профессорӗ Ульрих Ленер[6].

Конклав кардиналӗсем тӗне кӗнӗ хуть те мӗнле католик арҫынна та суйлама пултараҫҫӗ, анчах та 1389 ҫултанпа вӗсем яланах пӗр ушкӑнри кардинала суйланӑ. Папа суйлавне сӑнакансем темиҫе кардинала суйланма пултаракан кандидатсем тесе шутлаҫҫӗ — вӗсене «папабили» теҫҫӗ, итальян чӗлхинчи papabile сӑмахӑн нумайлӑ хисепӗ. «Папабили» тавра пресса яланах тимлӗ сӑнанӑ май папа пулма ытлах палӑрман кандидата суйлани час-часах пулса иртет. Тӗслӗхрен, папабилисем XXIII Иоанн, I Иоанн Павел тата II Иоанн Павел пулнӑ[4].

2025 ҫулхи акан 21-мӗшӗ тӗлне Рим Католикӗсен чиркӗвӗнче 252 кардинал шутланать, вӗсенчен 135-шӗ — 80 ҫултан ҫамрӑкрах. Ҫав вӑхӑтрах Romano Pontifici eligendo йышӑннӑранпа конклава 120 кардиналтан ытла хутшӑнма пултараймасть[7].

Конклав мӗн вӑхӑта тӑсӑласси 2025 ҫулхи ака уйӑхӗ валли уҫӑмсӑр. Сӑмахран, 1268 ҫулхи конклав икӗ ҫул ытла тӑсӑлнӑ[4].

Папабили 2025

2025 ҫулта МИХсенче пичетленнӗ тӑрӑх «Папабили» хушшинче темиҫе ҫынна палӑртнӑ, вӗсенчен чи нумай асӑнаканнисем ҫаксем пулнӑ:

Пьетро Паролин(выр.)чăв. (Итали) кардинал, ӑна «питӗ чаплӑ Ватикан дипломачӗ» ят хунӑ. 70 ҫулхи кардинал Франциск Папӑн патшалӑх секретарӗ пулнӑ. 2015 ҫулта АПШпа Куба хушшинчи хутшӑнусем ҫивӗчленсен вӗсене ҫемҫетме хутшӑнса калаҫусем ирттернӗ, ҫавӑн пекех 2018 ҫулта Ватиканпа Китай хушшинчи килӗшӗве хатӗрлеме хутшӑннӑ[8].

Луис Антонио Тагле (Филиппин) кардинал — инклюзивлӑхпа евангелизацишӗн тӑрӑшакан ҫын шутланать, Халӑхсене евангелизацилемелли конгрегацие ертсе пырса чылай опыт пухнипе паллӑ. 67 ҫулти кардинал Франциск шанакан ҫывӑх ҫыннисен йышне кӗнӗ[6].

Кардинал Петер Эрдё(выр.)чăв. (Венгри) — 72 ҫулхи каноникӑллӑ право ӑсчахӗ, йӑлана кӗнӗ католиксен вӗрентӗвӗсемпе доктринисемшӗн тӑрать . Маларах Европӑри епископ конференцийӗсен канашӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, ҫак вырӑна йышӑннӑ май ортодоксаллӑ енчен тухса калаҫнӑ[6].

Кардинал Питер Тарксон(выр.)чăв. (Гана) — 76 ҫулхи библеист, кӑмӑллӑ та ҫемҫе ҫын шутланать. Анчах та гомосексуализм, экологи тата социаллӑ енчен пӗртанлӑх ҫине либераллӑ шухӑшлани ӑна ытти хӑш-пӗр кардиналсем, ҫавӑн пекех тӑван Гана ҫӗршывӗнчи епископсем те кӑмӑлламаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах тӗнчере тепӗр Папӑна Африкӑран (католиксен йышӗ унта палӑрмаллах ӳсет) суйлама пултарасси пирки чылай сӑмах-юмах ҫӳрет. Юлашки хут суйланӑ тӗксӗм ӳтлӗ понтифик бербер халӑхӗнчен тухнӑ I Геласий(выр.)чăв. папа пулнӑ, вӑл ҫак вырӑна 492—496 ҫулсенче йышӑннӑ[6].

2025 ҫулхи акан 21-мӗшӗнчи конклав йышӗ, патшалӑхсемпе тата регионсемпе
     Итали 17
     Ытти Европа 36
     Ҫурҫӗр Америка 20
     Кӑнтӑр Америка 17
     Африка 18
     Ази 23
     Океани 4
Мӗнпурӗ суйлавҫӑ 135

Ӑнлантарусем

  1. ^ Losacco, Riccardo Maria. Что такое Конклав и как избирается новый Папа? (2025-04-21). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Cindy Wooden. Pope Francis has died. Here’s what happens next. - OSV News(паллӑ мар). www.osvnews.com (21 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
  3. ^ Papal Conclave: how the next pope is elected (2025-02-24). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3 How is a new pope chosen? The papal conclave process explained. (2025-04-21). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
  5. ^ What happens after a Pope dies: The Vatican’s process of papal succession explained - CNBC TV18 (2025-04-21). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2, 3, 4 The Next Pope: Who Are The Frontrunners to Succeed Pope Francis? (англ.). The Newsweek (21 акан 2025).
  7. ^ Here's how a conclave elects a new pope | CBC News. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
  8. ^ Who will the next pope be – and how are they chosen? (2023-04-05). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.