Sh1ro

Дмитрий «sh1ro» Соколов (ҫур. 2001 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ, Шупашкар) — Counter-Strike 2 вӑйӑлла вылякан Раҫҫей киберспортсменӗ, Team Spirit командӑшӑн снайпер вырӑнӗнче вылять. Perfect World Shanghai Major 2024 тата BLAST Bounty Spring 2025 турнирсен чемпионӗ.

HLTV портал версийӗпе «2024 ҫулталӑкӑн чи лайӑх вӑйӑҫи» категорире 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ[1].

Пурнӑҫӗ

Дмитрий Эдуардович Соколов 2001 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ

Карьера

Хӑйӗн професси карьерине 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Раҫҫейри тӗрлӗ миксшӑн выляса пуҫланӑ. Ҫавӑн чухнех вӑл выляма пултарнине кӑтартма тытӑннӑ: MSI MGA 2018 CIS хупӑ суйлав турнирӗнче Дмитрий 1,37 рейтинг пухнӑ.

Хӑйӗн карьери пуҫламӑшӗнче вӑл CS:GО(выр.)чăв. вӑйӑсӑр пуҫне Dota 2 те вылянӑ, анчах шутера мала хунӑ. Пулас снайпер карьеринчи тӗп вырӑнӗнчен пӗри унӑн тахҫанхи тусӗпе Владислав Горшковпа (ҫавӑн пекех nafany ятпа паллӑ) Vyalie Pitoni ятпа уйрӑм микс йӗркелени пулса тӑнӑ. Асӑннӑ йышпа вӑл СНГ-ра(выр.)чăв. паллӑ DreamEaters, Winstrike тата Vega Squadron командӑсене ҫӗнтерме пултарнӑ. Тӑватӑ уйӑхран Соколова Gambit Youngsters йышне хутшӑнма сӗннӗ. Чылай калаҫу ирттернӗ хыҫҫӑн алӑ пусаҫҫӗ те sh1ro-на унӑн йышне йышӑнаҫҫӗ[2]. Унпа пӗрле командӑна ҫавӑн пекех nafany(выр.)чăв. те лекнӗ.

Gambit академинче вӑл тир-2 тата тир-3 командӑпа выляс енӗпе питӗ паха опыт илме пултарнӑ. Кӗркунне тӗлне HLTV.org версийӗпе Gambit Youngsters топ-30 командӑсен рейтингӗнче ҫирӗпленнӗ, организаци вара академинчен тӗп йыш йӗркеленӗ[3][4].

2021 ҫул пуҫламӑшӗнче команда пысӑк чемпионатсенче призлӑ вырӑнсем йышӑнма пуҫланӑ. Ҫуркунне команда HLTV.org рейтингӗнче 1-мӗш вырӑна тухнӑ, ҫак вырӑна вӗсем ҫу варриччен тытса тӑнӑ[5]. Унсӑр пуҫне, СНГ-ри командӑсене илес пулсан, Gambit Esports(выр.)чăв. HLTV рейтингӗнче чи нумай очко пухма пултарнӑ командӑсенчен иккӗмӗш пулса тӑнӑ.

Каярах команда PGL Major Stockholm 2021 турнирта ҫурма финалта Natus Vincere выляса ярса 3-мӗш/4-мӗш вырӑн йышӑннӑ[6]. Чылай турнирта sh1ro командӑн тӗп вӑйӑҫи пулнӑ, пӗрре кӑна мар чи лайӑх вӑйӑҫ (MVP) ята тивӗҫнӗ[7].

2021 ҫулта sh1ro 1.24 рейтинг пухма пултарнӑ. Ҫак ҫулталӑк вӗҫнелле sh1ro тӗнчери чи лайӑх вӑйӑҫсенчен пӗри шутланнӑ: HLTV.org портал ӑна хӑйӗн списокӗнче 4 вырӑна вырнаҫтарнӑ, апла пулин те чылай вӑйӑҫпа аналитиксем ӑна сахалтан та топ-3 йышӗнче курма планланӑ[8][9][10][11].

2021 ҫулта Forbes(выр.)чăв. версийӗпе Раҫҫейри чи малашлӑхлӑ 30 ҫын рейтингӗнче 30 ҫулхичченхисем хушшинче «Спортпа киберспорт» категорире ҫӗнтернӗ[12].

2022 ҫул пуҫламӑшӗ Gambit Esports-шӑн ӑнӑҫлӑ пулнӑ: FunSpark ULTI 2021 Finals турнирӗнче финалта Entropiq-та 2:0 шутпа ҫӗнтерсе ушкӑн 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ[13], Соколов пахаран та паха вӑйӑҫ ята тивӗҫнӗ[14].

2022 ҫулхи пӗрремӗш пысӑк IEM Katowice 2022 чемпионатра команда FaZe(выр.)чăв. пулас чемпионсене 0:2 шутпа выляса ярса 5-мӗш/8-мӗш вырӑн йышӑннӑ[15]. Турнира пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн sh1ro EVP ята тивӗҫнӗ.

Украинӑри хирӗҫӳ пуҫланнӑ хыҫҫӑн турнир йӗркелӳҫисем командӑна Gambit тегпа выляма чарнӑ, ҫавна пула йыш Players тег илнӗ, ҫак ятпа вӑл ESL Pro League: Season 15 тата PGL Major Antwerp 2022 Europe RMR B турнирсенче вылянӑ[16]. Пӗрремӗш турнирӑн плей-оффри пӗрремӗш вӑйӑра команда каллех призлӑ вырӑнсӑр юлса FaZe-не выляса янӑ[17]. RMR-турнирта команда Sangal, Anonymo тата Astralis(выр.)чăв. ҫӗнтернӗ, ҫавна пула PGL Major Antwerp 2022 «легендӑсен тапхӑрне» куҫнӑ[18].

Cloud9

2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче Cloud9(выр.)чăв. американ организацийӗ Дмитрий вылякан Gambit Esports пӗтӗм йышне туллин туяннӑ[19]. Пилӗк вӑйӑҫшӑн, ҫавӑн пекех тренершӑн, аналитикшӑн тата менеджершӑн трансфер хисепӗ 1 000 000 $ танлашнӑ[20]. Ҫӗнӗ тегпа усӑ курма пуҫланӑ хыҫҫӑнхи PGL Major Antwerp 2022 пӗрремӗш турнирта вӗсем ушкӑн тапхӑрӗнчех тухса ӳкнӗ, 12–14-мӗш вырӑн йышӑннӑ[21]. Ҫӗртме уйӑхӗнче Cloud9 ушкӑн Intel Extreme Masters Dallas 2022 турнирта вӗнтернӗ, sh1ro вара турнирта EVP ята тивӗҫнӗ вӑйӑҫсенчен пӗри пулса тӑнӑ[22]. Ку турнирта ӑнӑҫлӑ вылянӑ хыҫҫӑн команда хӑйӗн ҫитӗнӗвне аталантарайман, малтан Roobet Cup-ра 3–4-мӗш вырӑн йышӑннӑ[23], кайран Intel Extreme Masters Cologne 2022-ра — 9–12 вырӑна[24]. Ҫакӑн хыҫҫӑн команда ESL League: Seas16 турнирӑн ҫурма финалӗнче Team Liquid(выр.)чăв. ушкӑна парӑнса 1:2 шутпа 3–4-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ[25]. Турнира пӗтӗмлетнӗ мар Соколов EVP ята тивӗҫнӗ. Cloud9 валли ҫулталӑкӑн юлашки турнирӗ IЬ Rio Major 2022 пулса тӑнӑ, унта вӑл «претендентсен тапхӑрӗнчен» пуҫланӑ та «легендӑсен тапхӑрне» 3-2 статистикӑпа (fnatic-па Grayhound-а выляса янӑ хыҫҫӑн статистики 0:2 танлашнӑ май Cloud9 вӗҫсе тухма та пултарнӑ) тухма пултарнӑ[26]. «Легендӑсен тапхӑрӗнче» команда тӗнчери чи лайӑх командӑсене — FaZe, Natus Vincere тата Heroic — пӗрре те парӑнмасӑр ирттернӗ[27]. Анчах та плей-офф вӑхӑтӗнче, никам та кӗтмен чухне[28], команда MOUZ(выр.)чăв. ушкӑна 1:2 шутпа выляса янӑ, ҫапла вара IEM Rio Major 2022 турнира хутшӑнасси вӗсен вӗҫленнӗ. Вӗсем 5–8-мӗш вырӑн йышӑнса 45 000 $ ӗҫлесе илнӗ. Sh1ro ҫак турнирӑн EVP ятне тивӗҫнӗ[29].

2022 ҫулта HLTV.org портал ҫулсерен хатӗрлекен рейтигӗнче sh1ro 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ, малти вырӑнсем вара s1mple(выр.)чăв. тата ZywOo(выр.)чăв. лекнӗ[30].

Team Spirit

2024 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче Team Spirit турнирӑн финалӗнче FaZe Clan ушкӑна 2:1 шутпа ҫӗнтерсе Perfect World Shanghai Major 2024 ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ[31].

2025 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче турккӑсен Eternal Fire(выр.)чăв. ушкӑна 3:1 шутпа ҫӗнтерсе команда BLAST Bounty Spring 2025 турнирта ҫӗнтернӗ[32].

2025 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗнче Team Spirit йышӗнче sh1ro PGL Astana 2025 турнирӗнче ҫӗнтернӗ, финалта вӗсем Astralis ушкӑна 3:1 шутпа ҫӗнтернӗ[33][34].

2025 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче коллектив IEM Cologne 2025 турнирӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ, финалта вӗсем MOUZ ушкӑна 3:0 шутпа вӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳ Team Spirit командӑна 400 пин доллар ӗҫлесе илме май панӑ[35].

2025 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче Team Spirit ушкӑн финалта The MongolZ(выр.)чăв. командӑна 3:0 шутпа ҫӗнтерсе BLAST Bounty Fall 2025 турнир ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ[36].

Командӑсен историйӗ

Тапхӑр Команда[37] Матчсем Ҫӗнтерӳ/Ничья/Выляса яни, %
06.12.2018 — 06.12.2018 VyaliePitoni 1 0/0/100
18.05.2018 — 05.04.2019 Fluffy Gangsters 5 40/0/60
05.04.2019 — 05.10.2020 Gambit Youngsters 134 61/1/38
05.10.2020 — 24.04.2022 Gambit Esports 151 80/0/20
24.04.2022 — 29.09.2023 Cloud9 98 64/2/34
29.09.2023 — 26.10.2023 Cloud9 3 33/0/67
17.12.2023 — х. в. Team Spirit 113 76/0/24

Ҫитӗнӳсем

Клублисем

Ҫул Вырӑн Турнир Команда Ирттернӗ вырӑн Ирттернӗ кун Приз (USD) Награда Ӑнлантарни
2020 5-мӗш/8-мӗш DreamHack Masters Winter 2020 Europe Gambit Европа пĕрлешĕвĕ Онлайн чӳкӗн 30-мӗшӗ — раштавӑн 6-мӗшӗ 5 000 [38]
2021 1 IEM Katowice 2021 Европа пĕрлешĕвĕ Онлайн нарӑсӑн 16-мӗшӗ — нарӑсӑн 28-мӗшӗ 400 000 MVP [39][40]
2 ESL Pro League Season 13 Европа пĕрлешĕвĕ Онлайн пушӑн 8-мӗшӗ — акан 11-мӗшӗ 85 000 EVP [41]
2 DreamHack Master Spring 2021 Европа пĕрлешĕвĕ Онлайн акан 29-мӗшӗ — ҫӑвӑн 9-мӗшӗ 42 000 EVP [42]
1 Epic League CIS 2021 Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлешӗвӗ Онлайн ҫавӑн 12-мӗшӗ — ҫӑвӑн 30-мӗшӗ 10 000 EVP [43]
1 IEM Summer 2021 Европа пĕрлешĕвĕ Онлайн ҫӗртмен 3-мӗшӗ — ҫӗртмен 13-мӗшӗ 100 000 EVP [44]
1 BLAST Premier Spring Finals 2021 Европа пĕрлешĕвĕ Онлайн ҫӗртмен 15-мӗшӗ — ҫӗртмен 20-мӗшӗ 225 000 EVP [45]
2 StarLadder CIS RMR 2021 Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлешӗвӗ Онлайн ҫӗртмен 27-мӗшӗ — утӑн 4-мӗшӗ 15 000 EVP [46]
5-мӗш/6-мӗш IEM Cologne 2021 Германи Кёльн утӑн 6-мӗшӗ — утӑн 18-мӗшӗ 40 000 EVP [47]
5-мӗш/8-мӗш ESL Pro League Season 14 Европа пĕрлешĕвĕ Онлайн ҫурлан 16-мӗшӗ — авӑнӑн 12-мӗшӗ 33 750 EVP [48]
1 IEM Fall 2021 CIS Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлешӗвӗ Онлайн авӑнӑн 29-мӗшӗ — юпан 3-мӗшӗ 17 500 MVP [49][50]
3 PGL Major Stockholm 2021 Швеци Стокгольм юпан 26-мӗшӗ — чӳкӗн 7-мӗшӗ 140 000 EVP [51]
1 V4 Future Sports Festival 2021 Венгри Будапешт чӳкӗн 14-мӗшӗ — чӳкӗн 21-мӗшӗ 171 770 MVP [52][53]
5-мӗш/6-мӗш IEM Winter 2021 Швеци Стокгольм раштавӑн 2-мӗшӗ — раштавӑн 12-мӗшӗ 10 000 EVP [54]
2 BLAST Premier World Final 2021 Дани Копенгаген раштавӑн 14-мӗшӗ — раштавӑн 19-мӗшӗ 250 000 EVP [55]
2022 1 Funspark ULTI 2021 Европа пĕрлешĕвĕ Онлайн кӑрлачӑн 18-мӗшӗ — кӑрлачӑн 24-мӗшӗ 150 000 MVP [56][57]
5-мӗш/8-мӗш IEM Katowice 2022 Польша Катовице(выр.)чăв. нарӑсӑн 15-мӗшӗ — нарӑсӑн 27-мӗшӗ 40 000 EVP [58]
9-е/12-е ESL Pro League Season 15 Players Германи Дюссельдорф пушӑн 9-мӗшӗ — акан 10-мӗшӗ 32 000 EVP [59]
12-мӗш/14-мӗш PGL Major Antwerp 2022 Cloud9 Бельги Антверпен ҫӑвӑн 9-мӗшӗ — ҫӑвӑн 22-мӗшӗ 8 750 [60]
1 IEM Dallas 2022 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Даллас(выр.)чăв. ҫӑвӑн 30-мӗшӗ — ҫӗртмен 5-мӗшӗ 100 000 EVP [61][62]
3 Roobet Cup 2022 Европа пĕрлешĕвĕ Онлайн ҫӗртмен 22-мӗшӗ — ҫӗртмен 30-мӗшӗ 15 000 EVP [63]
9-мӗш/12-мӗш IEM Cologne 2022 Германи Кёльн утӑн 5-мӗшӗ — утӑн 17-мӗшӗ 16 000 [64]
3 ESL Pro League Season 16 Мальта Нашшар ҫурлан 31-мӗшӗ — юпан 2-мӗшӗ 55 000 EVP [65]
5-е/8-е IEM Rio Major 2022 Бразили Рио-де-Жанейро юпан 31-мӗшӗ — чӳкӗн 13-мӗшӗ 45 000 EVP [66][67]
2023 13-мӗш/16-мӗш IEM Katowice 2023 Польша Катовице(выр.)чăв. нарӑсӑн 1-мӗшӗ — нарӑсӑн 12-мӗшӗ 10 000 [68]
2 ESL Pro League Season 17 Мальта Сент-Джулианс(выр.)чăв. нарӑсӑн 22-мӗшӗ — пушӑн 26-мӗшӗ 90 000 [69]
3 IEM Rio 2023 Бразили Рио-де-Жанейро акан 17-мӗшӗ — акан 23-мӗшӗ 20 000 [70]
2024 1 Perfect World Shanghai Major 2024 Серби ялавĕ Team Spirit Китай Халăх Республики Шанхай чӳкӗн 30-мӗшӗ 30 ноября — раштавӑн 15-мӗшӗ 500 000 [31]
2025 1 BLAST Bounty Spring 2025 Sh1ro Копенгаген кӑрлачӑн 23—26-мӗшӗсем 500 000 [32]
1 PGL Astana 2025 Казахстан Астана ҫӑвӑн 10-18-мӗшӗсем 200 000 [33][34]
1 IEM Cologne 2025 Германи Кёльн утӑн 23-мӗшӗ — ҫурлан 3-мӗшӗ 400 000 [35]
1 BLAST Bounty Fall 2025 Мальта Мальта ҫурлан 14-17-мӗшӗсем 287 812 [36]
  • MVP — Most Valuable Player («Чи паха вӑйӑҫ» — акăл.);
  • EVP — Exceptionally Valuable Player («Пахаран та паха вӑйӑҫ» — акăл.).

Хӑйӗннисем

  • 2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче sh1ro Forbes Sport кӑларӑм версийӗпе «Раҫҫейри чи пысӑк тупӑш илекен 10 киберспортсмен 2025» рейтингра 8-мӗш вырӑн йышӑннӑ[71].

Таблицӑра HLTV.org порталӑн версийӗпе ҫулталӑкри чи лайӑх 20 киберспортсменӑн рейтинг вырӑнӗ мӗнле улшӑннине кӑтартнӑ.

Ҫул Вырӑн Ӑнлантару
2021 4 [72]
2022 3 [73]
2024 6 [1]

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Результаты и итоги премии HLTV Awards 2024. cybersport.metaratings.ru (12 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  2. ^ Менеджер Gambit: «Широ был первым, кого мы подписали. Все тогда думали, что он читак, а мы привезли Диму на буткемп и поняли, что это не так» (выр.). cyber.sports.ru (25 юпан 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
  3. ^ HLTV.org - The home of competitive Counter-Strike (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
  4. ^ Sh1ro растоптал Симпла, провел турнир всей жизни и стал MVP. Кто он? Cyber.Sports.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  5. ^ HLTV.org - The home of competitive Counter-Strike (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ.
  6. ^ Natus Vincere выбили Gambit Esports из PGL Major Stockholm 2021 (выр.). www.cybersport.ru (6 чӳкӗн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
  7. ^ The home of competitive Counter-Strike (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  8. ^ Top 20 players of 2021: sh1ro (4) (англ.). HLTV.org (19 кӑрлачӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  9. ^ V1lat: «Sh1ro – топ-4? HLTV, вы там че курите». Cyber.Sports.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  10. ^ S1mple: «Топ-4 Sh1ro – это на самом деле удивительно». Cyber.Sports.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
  11. ^ Petr1k высказался о положении sh1ro в рейтинге лучших игроков года от HLTV (выр.). www.cybersport.ru (19 кӑрлачӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
  12. ^ Pavel Zakharov. Дмитрий Sh1ro Соколов, 19 (выр.). Forbes «З0 до 30». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
  13. ^ Gambit defeat Entropiq 2-0 in Russian grand final to be crowned Funspark ULTI champions (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  14. ^ sh1ro awarded first MVP title of the year (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  15. ^ IEM Katowice 2022 (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  16. ^ Алексей Кочергин. Gambit выступит на турнире по CS:GO под нейтральным названием (выр.). www.championat.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  17. ^ Gambit вылетела из ESL Pro League Season 15 (выр.). cybersport.metaratings.ru (6 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  18. ^ Copenhagen Flames и Players прошли на PGL Major Antwerp 2022 (выр.). ru.csgo.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  19. ^ Cloud9 подписала состав Gambit Esports по CS:GO (выр.). www.cybersport.ru (24 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
  20. ^ Cloud9 купила состав Gambit по CS:GO за 1 миллион долларов (Thorin). Cyber.Sports.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  21. ^ Cloud9 уступила Imperial Esports и вылетела из PGL Major Antwerp 2022 (выр.). www.cybersport.ru (16 ҫӑвӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
  22. ^ Nafany, sh1ro и NiKo получили награды EVP за IEM Dallas 2022 — Escorenews (выр.). escorenews.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
  23. ^ Cloud9 всухую проиграла BIG и вылетела с Roobet Cup. Cyber.Sports.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  24. ^ Cloud9 завершила выступление на IEM Cologne 2022 (выр.). Рамблер/новости. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  25. ^ Liquid обыграла Cloud9 и вышла в финал ESL Pro League Season 16 (выр.). ru.csgo.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  26. ^ Cloud9 advance to Legends Stage with victory over GamerLegion (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  27. ^ Cloud9 прошла в плей-офф мейджора в Рио. Cyber.Sports.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  28. ^ MOUZ выбила Cloud9 из IEM Rio Major 2022 и прошла в полуфинал (выр.). ru.csgo.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  29. ^ The IEM Rio Major EVPs (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  30. ^ Top 20 players of 2022: sh1ro (3) (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  31. ^ 1, 2 Мику, Иван. Российская Team Spirit стала чемпионом мира по Counter-Strike 2 (2024-12-15). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  32. ^ 1, 2 Котов, Алексей. Team Spirit — чемпион турнира BLAST Bounty Spring 2025 по Counter-Strike 2. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  33. ^ 1, 2 Team Spirit заняла первое место на PGL Astana 2025 | Counter strike 2 (2025-05-18). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  34. ^ 1, 2 Мику, Иван. Российская Team Spirit — чемпион PGL Astana 2025 по CS 2 (2025-05-18). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  35. ^ 1, 2 Team Spirit обыграла MOUZ и стала чемпионом IEM Cologne 2025 (2025-08-03). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  36. ^ 1, 2 Российская Team Spirit стала чемпионом BLAST Bounty 2025 по Counter-Strike 2. championat.com (17 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  37. ^ sh1ro из Team Spirit CS:GO – профиль игрока, биография, матчи, награды(паллӑ мар). Cybersport.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  38. ^ Astralis halt Gambit's winning streak; FURIA outclass Complexity in DH Masters Winter (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  39. ^ Gambit hammer Virtus.pro to win IEM Katowice 2021 (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  40. ^ sh1ro named IEM Katowice 2021 MVP (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  41. ^ Heroic beat Gambit in marathon final to win ESL Pro League Season 13 (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  42. ^ NAVI sweep Gambit to win DreamHack Masters Spring (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  43. ^ Hobbit shines as Gambit beat Virtus.pro to win EPIC League CIS (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  44. ^ Gambit sweep OG to win IEM Summer (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  45. ^ Gambit beat NAVI in BLAST Premier Spring final to win third big title in 2021 (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  46. ^ NAVI reverse sweep Gambit to win StarLadder CIS RMR (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  47. ^ FaZe send Gambit packing in Cologne (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  48. ^ Vitality sweep Gambit for a semi-finals spot at EPL (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  49. ^ Gambit sweep NAVI to win IEM Fall CIS (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  50. ^ sh1ro awarded IEM Fall CIS MVP (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  51. ^ NAVI dominate Gambit to earn PGL Major Stockholm grand final berth (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  52. ^ Gambit win V4 Future Sports Festival after five-map affair (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  53. ^ sh1ro earns career-third MVP at V4 Future Sports Festival (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  54. ^ Vitality knock Gambit out of IEM Winter; advance to semi-final (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  55. ^ NAVI overcome Gambit to win BLAST Premier World Final (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  56. ^ Gambit defeat Entropiq 2-0 in Russian grand final to be crowned Funspark ULTI champions (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  57. ^ sh1ro awarded first MVP title of the year (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  58. ^ FaZe batter Gambit to advance to IEM Katowice semi-final (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  59. ^ FaZe book quarter-finals ticket after defeating Players (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  60. ^ Imperial send Cloud9 packing in Antwerp (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  61. ^ Cloud9 sweep ENCE 3-0 to win IEM Dallas (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  62. ^ The EVPs of IEM Dallas (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  63. ^ BIG stun Cloud9, make it through to Roobet Cup grand final (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  64. ^ Liquid knock Cloud9 out of IEM Cologne (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  65. ^ Liquid take down Cloud9 2-1; advance to first LAN grand final since 2019 (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  66. ^ MOUZ upset Cloud9 to set up semi-final against Outsiders (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  67. ^ The IEM Rio Major EVPs (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  68. ^ IHC shock Cloud9 and eliminate them from IEM Katowice (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  69. ^ FaZe win ESL Pro League Season 17 and secure the Intel Grand Slam (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  70. ^ dupreeh, ZywOo step up as Vitality reverse-sweep C9; advance to IEM Rio grand final (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  71. ^ 10 самых высокооплачиваемых киберспортсменов России — 2025(паллӑ мар). Forbes.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  72. ^ Top 20 players of 2021: sh1ro (4) (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  73. ^ Top 20 players of 2022: sh1ro (3) (англ.). HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем