Team Spirit

Team Spirit — малтан Раҫҫей, каярах тӗнче шайӗнчи 2015 ҫулта никӗсленӗ мультигейминглӑ киберспорт организацийӗ. Ҫак дисциплинӑсем пур е пулнӑ: Dota 2, Counter-Strike 2, League of Legends, Hearthstone тата Mobile Legends: Bang Bang.

2022 ҫулта организацин штаб-хваттерӗ Мускавран Белграда куҫса кайнӑ[1].

Организаци пирки

Team Spirit-а 2015 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче йӗркеленӗ. 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче организаци пилӗк ҫул тултарнӑ май унӑн ребрендингне туса ирттернӗ: логотипа улӑштарнӑ, компанин спонсорӗ Nike пулса тӑнӑ[2].

2021 ҫулта Team Spirit Dota 2 вӑйӑн тӗнчери чи пысӑк The International 10 турнирӑн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ, киберспортра пысӑк сумма, 18 миллион доллар ытла, выляса илнӗ. 2022 ҫулта Team Spirit Counter-Strike: Global Offensive(выр.)чăв. вӑйӑри тӗнче шайӗнчи чи пысӑк PGL Antwerp Major 2022 турнирӑн ҫурма финалне тухнӑ.

2022 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Team Spirit Dota 2 вӑйӑра Арлингтон мейджорне выляса илнӗ, финалта PSG.LGD командӑна 3:1 шутпа ҫӗнтернӗ.

Dota 2

The International 10

The International 10 турнирӑн ушкӑн тапхӑрне Team Spirit икӗ хут выляса янинчен пуҫланӑ, ҫакӑ вӗсене финалта 4 вырӑн йышӑнса турнирӑн тӗп стадийӗн ҫӳлти пайне хутшӑнма чӑрмантарман[3][4]. Ҫӳлти пайри пӗрремӗш вӑййа Team Spirit выляса янӑ, Invictus Gaming ушкӑна вӗсем 2:1 шутпа парӑннӑ[5]. Аялти пая аннӑ хыҫҫӑн Team Spirit темиҫе вӑйӑ ҫӗнтернӗ: Fnatic(выр.)чăв. ушкӑна ҫӗнтерсе команда вӑл вӑхӑтри The International чемпионне OG ушкӑна парӑнтарнӑ, кайран Раҫҫейри тепӗр ушкӑна (Virtus.pro) ҫӗнтернӗ, ҫавӑн пекех реванш туса пӗрремӗш «виннерта» выляса янӑ IG ушкӑна парӑнтарнӑ. Аялти пайӑн финалне тухсан команда Team Secret(выр.)чăв. ушкӑна 2:1 шутпа ҫӗнтернӗ. Турнир гранд-финалӗнче Team Spirit турнир фаворичӗпе PSG.LGD кӗрешнӗ, пӗтӗм турнир вӑхӑтӗнче вӗсем пӗр карттӑра кӑна парӑннӑ пулнӑ[6]. Team Spirit малтанхи икӗ карттӑра ҫӗнтернӗ, унтан Китайри ушкӑн счета танлаштарнӑ. Тӑваттӑмӗш карттӑра Team Spirit икӗ вӗлерӳ ҫеҫ йӗркелеме пултарнӑ[7]. The International(выр.)чăв. историйӗнче виҫҫӗмӗш хут пиллӗкмӗш карттӑра выляма тивнӗ, гранд-финалта вӑл татӑклӑ пӗтӗмлетӳ палӑртмалла пулнӑ. Ӑна Team Spirit выляса илнӗ, ҫапла май вӗсем The International 10 чемпионӗсем пулса тӑнӑ[8].

Team Spirit турнира пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх вӗсем 18 208 300 $ выляса илнӗ — ку вӑл ҫав вӑхӑт валли киберспорт историйӗнче чи пысӑк хисеп шутланнӑ[6]. Вӑйӑҫсем тӳрех СНГ-регионти чи пуян киберспортсменсем пулса тӑнӑ. Team Spirit Dota 2 вӑйӑра тӗнче чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ пӗрремӗш Раҫҫей команди пулса тӑнӑ[9]. Ҫавӑн пекех СНГ ҫӗршывсенчи команда The International ҫинче ҫӗнтерни иккӗмӗш пулнӑ. Унашкал пӗрремӗш ҫӗнтерӗве 10 ҫул каялла чи пӗрремӗш The International 2011 ҫинче Natus Vincere ҫӗнтерме пултарнӑ[10]. Team Spirit-а ҫӗнтернӗ ятпа саламланӑ: Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин, вице-премьер Дмитрий Чернышенко, ҫавӑн пекех тӗрлӗ киберспорт организацийӗсем[11][12]. Ҫавӑн пекех Челепи облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Алексей Текслер та саламлама хутшӑннӑ, вӑл уйрӑммӑн Златоустра ҫуралса ӳснӗ Ярослав «Miposhka» Найдёнова палӑртнӑ[13]. 2021 ҫулхи юпан 21-мӗшӗнче командӑн вӑйӑҫисемпе менеджерӗсем Пӗрремӗш каналӑн «Каҫхи Ургант» вӑйӑпа кану шоуне хутшӑннӑ[14].

The International 10 ҫинче ҫӗнтернине Канобупа Игромани Раҫҫей сайчӗсем йӗркеленӗ ҫулсерен палӑртакан LUDI Awards премийӗнче «Ҫулталӑк пулӑмӗ» тесе йышӑннӑ[15][16].

2022-2023

2022 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Team Spirit PGL Arlington Major 2022 турнирӑн финалне ҫитнӗ, унта каллех PSG.LGD-па тӗл пулнӑ. Тӗлпулу 3:1 шутпа Team Spirit майлӑ вӗҫленнӗ.

2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Dota 2 вӑйӑн Riyadh Masters турнирти гранд-финалӗнче Team Spirit команда Team Liquid(выр.)чăв. командӑна ҫӗнтернӗ (3:1 шутпа) те 5 млн $ ҫӗнсе илнӗ[17][18].

2023 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче DreamLeague Season 21 финалӗнче Shopify Rebellion ушкӑна ҫӗнтерсе (3:0 шутпа) 300 000 $ выляса илнӗ.

2023 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнче The International 12 турнирӑн финалӗнче вӗсем Gaimin Gladiators(выр.)чăв. коллективпа тӗл пулнӑ. Team Spirit 3:0 шутпа ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳшӗн команда 1,4 миллион доллара тивӗҫнӗ[19][20].

2024

2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче командӑна The International 2024 тӳрремӗн йыхравланӑ[21].

Утӑн 10-мӗшӗнче Team Spirit ушкӑн Riyadh Masters 2024 турнирӑн ушкӑнлӑ тапхӑрӗнче Team Falcons(выр.)чăв. ҫӗнтернӗ[22].

2024 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче DreamLeague Season 24 турнирӑн аялти пайӗнче Team Falcons-а 0:2 шутпа выляса ярса Team Spirit 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ[23][24].

2024 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче Team Spirit команда Dota 2 вӑйӑна выляса ESL One Bangkok 2024 турнирта 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ, аялти пайӗн ҫурма финалӗнче вӗсем Team Liquid 1:2 шутпа выляса янӑ[25].

2025

2025 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче команда FISSURE PLAYGROUND Belgrade 2025 турнирӑн аялти пайӗн ҫурма финалне тухнӑ, унта PARIVISION ушкӑна 0:2 шутпа выляса ярса 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ[26]. Вӑл ҫулхинех нарӑсӑн 7-мӗшӗнче команда Counter-Strike 2 енӗпе Польшӑра иртнӗ турнирта иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, финалта вӗсем Team Vitality-ри(выр.)чăв. французсене выляса янӑ. Матч 3:0 шутпа вӗҫленнӗ[27].

2025 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче Team Spirit DreamLeague Season 25 турнирта ҫӗнтернӗ, гранд-финалта вӗсем Tundra Esports-а 3:2 шутпа парӑнтарнӑ[28][29]. 2025 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗнче команда ESPro League Seasjn 21 турнирта 3-мӗш/4-мӗш вырӑн йышӑннӑ, ҫурма финалта вӗсем MOUZ-а 2:1 шутпа выляса янӑ[30].

2025 ҫулхи ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Dota 2 вӑййа вылякан йыша BLAST Slam III тӳрреммӗн йыхравланӑ[31]. Ҫав ҫулхи акан 13-мӗшӗнче Team Spirit команди ESL One Raleigh 2025 шайӗнче иртнӗ турнирте 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ: гранд-финалта вӗсем PARIVISION-а(выр.)чăв. 1:3 шутпа выляса янӑ[32].

2025 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗнче Team Spirit BLAST Slam III турнир шайӗнче 3-мӗш/4-мӗш вырӑн йышӑннӑ[33].

2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Team Spirit Dota 2 вӑйӑ енӗпе иртнӗ тӗнче шайӗнчи кубокра ҫӗнтерсе 1 млн доллара тивӗҫнӗ. Финалта Раҫҫей команди Сауд Аравийӗн Team Falcons-а ҫӗнтернӗ[34]. Турнирӑн чи лайӑх вӑйӑҫи (MVP) ята Collapse(выр.)чăв. тивӗҫнӗ[35].

Хальхи йыш

2020 ҫулхи юпан 18-мӗшӗнче Team Spirit-ӑн Dota 2 вӑйӑри ҫӗнӗ йышӗпе паллаштарнӑ, вӗсем маларах Yellow Submarine ятпа вылянӑ[36].

The International 2022 турнирта ӑнӑҫлӑ выляман хыҫҫӑн (команда 13–16-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ) 2022 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче командӑран Александр TORONTOTOKYO Хертек тухса кайнӑ[37].

Ник Тулли ял Вылять Хушӑннӑ
Тӗп йыш
Украина ялавĕ Yatoro Илья Мулярчук Керри 2020 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ larI Денис Сигитов Мидлейнер 2022 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ Collapse Магомед Халилов Офлейнер 2020 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ rue Александр Филин Пӗчӗк пулӑшакан 2024 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ Miposhka (Капитан) Ярослав Найдёнов Тулли пулӑшу 2020 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ
Тренер
Раççей Федерацин ялавĕ Silent Айрат Газиев 2020 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ

Унчченхи вӑйӑҫсем

Ник Ячӗ Хушӑннӑ Пӑрахса кайнӑ
Раççей Федерацин ялавĕ TORONTOTOKYO Александр Хертек 2020 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ 2022 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ
Беларуç so bad Виталий Ошманкевич 2020 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ 2021 ҫулхи акан 9-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ dyrachyo Антон Шкредов 2020 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ 2020 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ
Беларуç Ergon Ягор Козлов 2019 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ nongrata Алексей Васильев 2019 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ 2020 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ Immersion Александр Хлемевской 2019 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ 2020 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ AfterLife Василий Шишкин 2019 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ 2020 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ Misha Михаил Агатов 2019 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ 2020 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ iLTW Игорь Филатов 2019 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ 2020 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ
Дани HesteJoe-Rotten Микки Морч Джангет 2018 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ
Словаки Skiter Оливер Лепко 2018 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ
Германи Nine Леон Кирилин 2018 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ
Дани Biver Мальте Винтер 2017 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ
Беларуç Fng Артём Баршак 2016 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ 2018 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ
Украина ялавĕ Ghostik Андрей Кадык 2019 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ 2019 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ Illidan Илья Пивцаев 2017 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ 2018 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ God Сергей Брагин 2018 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ 2018 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ 633 Станислав Глушан 2016 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ 2017 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ
Украина ялавĕ DkPhobos Александр Кучеря 2016 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ 2018 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ
Украина ялавĕ Iceberg Богдан Василенко 2016 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ 2017 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ
Украина ялавĕ Goblak Артур Костенко 2015 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ 2016 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ
Украина ялавĕ ALWAYSWANNAFLY Андрей Бондаренко 2015 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ VANSKOR Иван Скороход 2016 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ 2017 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ RAMZES666 Роман Кушнарёв 2015 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ

Интереслӗ фактсем

2023 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Valve компани Мӗнпур Эгидӑна тивӗҫнисен Мухтав залне Team Spirit-а хушнӑ, ҫавӑн пекех командӑн ҫитӗнӗвӗсене шута илсе Spirit Breaker персонажӑн ятне Team Spirit Breaker ҫине улӑштарнӑ[38].

2024 ҫулхи раштав уйӑхӗ тӗлне Team Spirit йӗркеленнӗренпе 3,273 млн доллар приз укҫи ӗҫлесе илнӗ[39].

Counter-Strike

Global Offensive

2016 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗнче организаци Team Phenomenon вӑйӑҫисемпе контракт алӑ пуснӑ, вӗсем унччен темиҫе хутчен те мажорта квалификацине тухнӑ пулнӑ.

2019 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнче Team Spirit йышӗнче улшӑнусем пулса иртнӗ, командӑна Артём «iDISBALANCE» Егоровпа Леонид «choper» Вишняков хушӑннӑ[40].

2019 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче йышран Павел «COLDYY1» Векленкопа Дмитрий «SotF1k» Форостянкона кӑларнӑ. Вӗсем вырӑнне Gambit Esports-ри(выр.)чăв. Николай «mir» Битюков тата ESPADA командинчи 17 ҫулхи Борис «magixx» Воробьёв килнӗ[41].

2021 чӳк уйӑхӗнче ҫӗнелӳ пулса иртнӗ.

2022 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗнче йышран Абдул «degster» Гасанов(выр.)чăв. тухса кайни паллӑ пулнӑ. Вӑйӑҫ ҫакна организаци вылякансем ҫулталӑкра 9 уйӑхран кая мар Сербире пурӑнма ыйтнипе, вӑл вара хӑйӗн сӑлтавӗсене пула ҫак условие пурнӑҫлассине шантарма пултарайманнипе ӑнлантарнӑ. Организаци вӗсен вырӑнне йышӑнма пултаракан вӑйӑҫсен шорт-лисчӗ пурри пирки пӗлтернӗ[42]. Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче организаци Жданов «w0nderful» Игорьпе (снайпер вырӑнне йышӑнма) контракт алӑ пусни пирки пӗлтернӗ[43].

2023 ҫулталӑк варринче командӑран Павел s1ren Оглоблин, Игорь w0nderful Жданов тата Роберт Patsi Исянов пӑрахса кайнӑ[44].

Counter-Strike 2

2024

2024 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Team Spirit Counter-Strike 2 вӑйӑ енӗпе IEM Katowice 2024 турнира выляса илнӗ, финалта Европӑри FaZe Clan командине 3:0 шутпа карттӑсем тӑрӑх ҫӗнтернӗ[45].

Ҫӗртмен 16-мӗшӗнче команда Украинӑри Natus Vincere (NaVi) командӑна ҫӗнтерсе BLAST Premier Spring Final 2024 выляса илнӗ. Турнирта ҫӗнтернӗшӗн Team Spirit 200 пин доллара тивӗҫнӗ[46].

2024 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнче IEM Dallas 2024 турнирта команда 3-мӗш/4-мӗш вырӑна йышӑннӑ, вӗсем Team Vitality коллективне 0:2 шутпа выляса янӑ пулнӑ[47].

2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Team Spirit BLAST Premier: Fall Final 2024 хутшӑннӑ. Ушкӑн плей-оффӑн пӗрремӗш раундӗнче Европӑри G2 Esports-па(выр.)чăв. тӗл пулнӑ, 0:2 шутпа выляса янӑ хыҫҫӑн турниртан тухса ӳкнӗ[48].

2024 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче Team Spirit ушкӑн Counter Strike енӗпе Шанхайра иртнӗ тӗнче чемпионатне выляса илнӗ, финалта вӗсем Америкӑри FaZe Clan ҫӗнтернӗ, 500 пин долларлӑ приза тивӗҫнӗ. Турнирӑн чи лайӑх вӑйӑҫин ятне Томскри 17 ҫулхи Данил donk Крышковец тивӗҫнӗ[39].

2025

2025 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Белградра (Серби) иртнӗ HLTV Awards 2024 версийӗпе «Ҫулталӑкри команда» категорийӗнче Team Spirit CS 2 енӗпе 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ[49][50].

2025 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче хупӑ квалификацисен иккӗмӗш раундинче FlyQuest-а 2: 0 шутпа ҫӗнтерсе Team Spirit BLAST Bounty Spring 2025 турнирӑн тӗп тапхӑрне куҫнӑ[51]. Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче команда турккӑсен Eternal Fire ушкӑна 3:1 шутпа ҫӗнтерсе турнира выляса илнӗ. HLTV.org портал шухӑшӗпе Данил «donk» Крышковец чи паха вӑйӑҫ ята тивӗҫнӗ[52].

2025 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Team Spirit Academy Мускавра иртнӗ LanDaLan 2025 турнирта ҫӗнтернӗ, финалта вӗсем 3:0 шутпа EGOISTO парӑнтарнӑ[53][54].

2025 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче коллектив BLAST Open Spring 2025 турнир шайӗнче 3-мӗш/4-мӗш вырӑн йышӑннӑ, ҫурма финалӗнче Team Vitality-не 1:2 шутпа выляса янӑ[55].

2025 ҫулхи акан 11-мӗшӗнче Team Spirit IEM Melbourne 2025 турнира хутшӑнма килӗшмен, вӗсен вырӑнне Complexity Gaming йышӑннӑ[56].

2025 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗнче Team Spirit йышӗ BLAST Rivals Spring 2025 турнирӑн ҫурма финалӗнче Team Vitality-не(выр.)чăв. 0:2 шутпа выляса ярса 3-мӗш/4-мӗш вырӑна йышӑннӑ[57].

2025 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗнче Team Spirit академиллӗ йышӗ LanDaLan #2 шайӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ[58].

2025 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗнче Team Spirit-ӑн тӗп йышӗ PGL Astana 2025 турнирӗнче ҫӗнтернӗ, финалта вӗсем 3:1 шутпа Astralis-а парӑнтарнӑ[59][60]. Турнирӑн чи паха вӑйӑҫи (MVP) ята Данил «donk» Крышковец тивӗҫнӗ[61].

2025 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнче Team Spirit Борис «magixx» Воробьева CS 2 вӑййа вылякансен тӗп йышӗнчен кӑларнӑ, апла пулин те вӑл малашне организацирех шутланӗ, ӑна саппас йышне куҫарнӑ[62]. Ҫав кунах организаци Иван «zweih» Гогинпа килӗшӳ алӑ пуснӑ[63].

2025 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче коллектив IEM Cologne 2025 турнирӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ, финалта MOUZ коллектива 3:0 шутпа ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳшӗн Team Spirit команда 400 пин доллар ӗҫлесе илнӗ[64].

2025 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче Team Spirit BLAST Bounty Fall 2025 турнирӑн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ, финалта вӗсем The MongolZ ушкӑна 3:0 шутпа ҫӗнтернӗ[65]. Турнирӑн чи лайӑх вӑйӑҫи ята Данил «donk» Крышковец тивӗҫнӗ[66].

Хальхи йыш

2025 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ тӗлне
Ник Тулли ят Вылять Хушӑннӑ
Тӗп йыш
Раççей Федерацин ялавĕ chopper (капитан) Леонид Вишняков Капитан 2019 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ
Украина ялавĕ zont1x Мирослав Плахотя Стрелок 2023 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ sh1ro Дмитрий Соколов Снайпер 2023 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ zweih Иван Гогин Стрелок 2025 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ donk Данил Крышковец Стрелок 2023 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ
Тренер
Раççей Федерацин ялавĕ hally Сергей Шаваев 2022 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ

Унчченхи вӑйӑҫсем

Ник Ячӗ Хушӑннӑ Пӑрахса кайнӑ
Раççей Федерацин ялавĕ tonyblack (kibaken) Антон Колесников 2016 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ 2017 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ DavCost Вадим Васильев 2016 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ Dima Дмитрий Бандуркин 2016 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ
Украина ялавĕ arch Владислав Свистов 2017 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ
Украина ялавĕ COLDYY1 Павел Векленко 2016 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ 2019 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ iDISBALANCE Артём Егоров 2016 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ
Украина ялавĕ sdy Виктор Оруджев 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ 2021 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ mir Николай Битюков 2019 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ 2021 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ degster Абдул Гасанов 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ 2022 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ
Украина ялавĕ W0nderful Игорь Жданов 2022 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ 2023 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ Patsi Роберт Исянов 2021 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ 2023 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ s1ren Павел Оглоблин 2022 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ 2023 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ ArtFr0st Артём Харитонов 2023 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ 2023 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ magixx Борис Воробьёв 2019 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ 2025 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ

League of Legends

2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче Team Spirit League of Legends(выр.)чăв. вӑйӑ валли хӑйӗн пӗрремӗш йышӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ, унта ҫамрӑккисем те, ӑста вылякансем те кӗнӗ[67].

Хальхи йыш

Ник Тулли ячӗ Позицийӗ Хушӑннӑ
Тӗп йыш
Раҫҫей Федерацийӗ Dreampull Марк Лексин Ҫӳлти лини 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ
Раҫҫей Федерацийӗ Diamondprox Данил Решетников Лесник 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ
Раҫҫей Федерацийӗ Griffon Никита Гудков Тӗп лини 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ
Украина Mytant Евгений Завальный Аялти лини 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ
Армени Edward Эдуард Абгарян Пулӑшакан 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ
Тренерсем
Украина Kira Михаил Гармаш Тренер 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ
Раҫҫей Федерацийӗ Seigimitsu Евгений Подлобников Аналитик 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ

Hearthstone

Хальхи йыш

Ник Ячӗ Хушӑннӑ
Раççей Федерацин ялавĕ Silvername Владислав Синотов 2016 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ

Унчченхи вӑйӑҫсем

Ник Ячӗ Хушӑннӑ Пӑрахса кайнӑ
Раççей Федерацин ялавĕ ShtanUdachi Алексей Барсуков 2016 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ 2018 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ
Украина ялавĕ Iner Алексей Бакуменко 2016 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ 2018 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ
Украина ялавĕ NickChipper Николай Величко 2016 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ 2018 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ

PlayerUnknown’s Battlegrounds

2017 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнче организаци PlayerUnknown’s Battlegrounds вӑйӑ енӗпе пай уҫнӑ[68].

2019 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче официаллӑ сайтра Team Spirit йышӗнче улшӑну пулса иртни пирки хыпар пичетленӗ: Максим «Wycc» Козлов тренера куҫнӑ, Дмитрий «BeastQT» Локоте организацирен кӑларса янӑ[69].

2019 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче асӑннӑ вӑййа вылякан йыша салатасси тата ку енӗ ӗҫлекен пая хупасси пирки йышӑннӑ[70].

Унчченхи йыш
Ник Ячӗ Хушӑннӑ Пӑрахса кайнӑ
Раççей Федерацин ялавĕ iFai Станислав Нестеров 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ 2019 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ
Беларуç Asmadey (капитан) Дмитрий Попиначенко 2017 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ 2019 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ
Раççей Федерацин ялавĕ Keevo- Сергей Киль 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ 2019 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ
Молдави PagyrA Раду Чернов 2017 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ 2019 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ

Mobile Legends: Bang Bang (MLBB)

2024 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Team Spirit Deus Vult(выр.)чăв. командӑра тӑнӑ вӑйӑҫсен пӗр пайӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ, ҫапла май MLBB вӑйӑ валли ҫӗнӗ пай уҫнӑ[71].

2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче команда MLBB Super Cup Invitational турнира ҫӗнтерсе 11,7 млн тенкӗ выляса илнӗ[72]. Ҫӗртме уйӑхӗнче команда MLBB Continental Championships Season 5 регионти лигӑра ҫӗнтернӗ, ҫапла май унӑн тӗнче кубокне ушкӑн тапхӑрӗнчен пуҫласа хутшӑнма ирӗк илнӗ[73].

Хальхи йыш

Mobile Legends: Bang Bang вӑйӑри Team Spirit йышӗ
Вӑйӑҫсем Тренерсем
Никнейм Ячӗ Вылять Национальность Тӗп тренер
Kid Bomba Матайос Панайотис Чатзилакос EXP (опыт) линийӗ ГерманиFlag of Germany.svg Германи Руслан «Lil» Дёгтев
ONESHOT Александр Шарков Лесник Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ Тренер пулӑшаканӗ
Sunset Lover Кемиран Кочкаров Мидлейнер Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ
Hiko Антон Пак Ылтӑн линийӗ Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ
SAWO Станислав Решняк Роумер Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ

Унчченхи вӑйӑҫсем

Ник Ячӗ Вылянӑ Хушӑннӑ Пӑрахса кайнӑ
Раççей Федерацин ялавĕ Marl Сергей Финашев Лесник 2024 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ 2024 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ

Шахмат (Chess)

2025 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче Даниил «duhless» Дубовпа(выр.)чăв. тата Владислав «konevlad» Артемьевпа(выр.)чăв. контрактсем алӑ пусса Team Spirit хӑйӗн шахматла вылякан йышӗпе паллаштарнӑ[74].

Хальхи йыш

Ялав Ник Тулли ят Хушӑннӑ
Раҫҫей Федерацийӗ duhless Даниил Дубов 2025 ҫулхи акан 9-мӗшӗ
Раҫҫей Федерацийӗ konevlad Владислав Артемьев 2025 ҫулхи акан 9-мӗшӗ

Ӑнлантарусем

  1. ^ Российская киберспортивная организация Team Spirit покинула страну — Чемпионат (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  2. ^ Team Spirit провела ребрендинг(паллӑ мар). Невский Спорт - новости спорта в Санкт-Петербурге (футбол, хоккей, баскетбол) (13 кӑрлачӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  3. ^ Team Secret vs Team Spirit, 7 октября 2021, матч The International 10 (2021) по Dota 2 | Групповой этап | Группа B (выр.). www.cybersport.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  4. ^ PSG.LGD vs Team Spirit, 7 октября 2021, матч The International 10 (2021) по Dota 2 | Групповой этап | Группа B (выр.). www.cybersport.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  5. ^ Invictus Gaming vs Team Spirit, 12 октября 2021, матч The International 10 (2021) по Dota 2 | Плей-офф | Четвертьфинал (выр.). www.cybersport.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Team Spirit стала чемпионом The International 10 (выр.). www.cybersport.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  7. ^ Spirit сделала 2 убийства на четвертой карте гранд-финала TI10 против PSG.LGD. Cyber.Sports.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  8. ^ Team Spirit выиграла The International 10 и заработала 18,2 миллиона долларов (выр.). sport-express.ru (17 юпан 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  9. ^ Самые богатые киберспортсмены мира — как изменился топ после победы Spirit на TI10 (выр.). www.cybersport.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
  10. ^ Самые богатые киберспортсмены мира — как изменился топ после победы Spirit на TI10 (выр.). www.cybersport.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
  11. ^ Владимир Путин поздравил Team Spirit с победой на The International 10. Cyber.Sports.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  12. ^ Вице-премьер РФ Чернышенко: «Наши поздравления команде Team Spirit – новому мировому лидеру в киберспорте». Cyber.Sports.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  13. ^ Губернатор Челябинской области: «Отдельно хочется поздравить Мипошку – Ярослав родом из Златоуста и является капитаном команды». Cyber.Sports.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  14. ^ Денис Абрамов. Игроки Team Spirit пришли на «Вечерний Ургант» (выр.). www.championat.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
  15. ^ Объявляем победителей LUDI Awards — лучшие команды и игры из Восточной Европы (выр.). Игромания (6 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 7-мӗшӗ.
  16. ^ Итоги LUDI Awards: лучшие игры и команды Восточной Европы по версии читателей «Канобу» и «Игромании» (выр.). Канобу (5 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
  17. ^ ТАСС. Российская киберспортивная команда Team Spirit выиграла $5 млн на турнире по Dota 2 (2023-07-30).
  18. ^ Dota 2 Team Spirit vs Team Liquid. Cybersport.ru.
  19. ^ Казанец снова стал чемпионом мира по Dota 2 Российские киберспортсмены с казанским тренером получили $1,4 млн. Inkazan.ru (Инказан.ру) (30 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
  20. ^ Результаты The International 2023 по Dota 2 — кто сколько заработал по итогам TI12. championat.com (30 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.
  21. ^ Две российские команды получили прямые приглашения на The International (выр.). rsport.ria.ru. Новости РИА Спорт (28 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  22. ^ Team Spirit обыграла Team Falcons на Riyadh Masters 2024. cybersport.ru (10 утӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  23. ^ Team Falcons стала чемпионом DreamLeague Season 24 (2024-11-10). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  24. ^ Team Falcons выиграла ещё один турнир. Итоги DreamLeague Season 24 (выр.). cybersport.metaratings.ru (10 чӳкӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  25. ^ PARIVISION выиграла ESL One Bangkok 2024: итоги последнего турнира в 2024 году по Dota 2 (выр.). cybersport.metaratings.ru (15 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  26. ^ Tundra Esports стала чемпионом FISSURE PLAYGROUND Belgrade 2025 (2025-02-02). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  27. ^ Российская Team Spirit проиграла в финале турнира по CS2 в Польше (2025-02-09). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  28. ^ Team Spirit выиграла DreamLeague Season 25. www.cybersport.ru (4 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  29. ^ Team Spirit со второй попытки выиграла DreamLeague Season 25. escorenews.com (4 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  30. ^ Team Vitality стала чемпионом ESL Pro League Season 21, разгромив MOUZ (2025-03-16). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  31. ^ Названы 10 команд, которые сыграют на BLAST Slam III 2025 (2025-04-10). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  32. ^ PARIVISION — чемпион ESL One Raleigh 2025 | Dota 2. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  33. ^ Tundra Esports выиграла первый турнир в новом составе. Итоги BLAST Slam III. cybersport.metaratings.ru (11 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  34. ^ Team Spirit выиграла Кубок мира по киберспорту в Dota 2 и получила $1 млн. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  35. ^ Collapse стал MVP на Riyadh Masters 2025: «Нужно выиграть третий Аегис. И еще один "Рияд"» (2025-07-19). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  36. ^ Новый состав Team Spirit по Dota 2 (выр.). dota2.net. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  37. ^ 2 TORONTOTOKYO официально покинул состав Team Spirit 2 (выр.). dota2.net. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  38. ^ Valve переименовала Spirit Breaker в Team Spirit Breaker. Cyber Sport (31 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.
  39. ^ 1, 2 BFM.ru. Российская киберкоманда Team Spirit выиграла чемпионат мира по Counter Strike (2024-12-15). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  40. ^ Встречайте новых игроков Team Spirit по CS:GO « Team Spirit. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 19-мӗшӗ.
  41. ^ ᐈ WePlay – Esports news • All about esports and competitive gaming. weplay.tv. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  42. ^ Дегстер ушел из Spirit. Организация хотела, чтобы игрок жил в Сербии как минимум 9 месяцев в году. Cyber.Sports.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  43. ^ W0nderful стал игроком Spirit. Cyber.Sports.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  44. ^ Мику, Иван. Состав Team Spirit по CS:GO покинули три игрока — один уже перешёл в Liquid (2023-06-22). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  45. ^ Team Spirit выиграла Intel Extreme Masters (2024-02-12). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  46. ^ Team Spirit выиграла BLAST Premier Spring Final 2024. Escorenews.com (16 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  47. ^ Team Vitality выбила Team Spirit из IEM Dallas 2024 и вышла в финал (2024-06-01). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  48. ^ Котов, Алексей. Team Spirit вылетела с топ-турнира BLAST Premier: Fall Final 2024 по CS2 (2024-09-28). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  49. ^ G2, NAVI и Team Spirit поборются за звание команды года на премии HLTV.org (2025-01-02). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  50. ^ HLTV Awards 2024 (англ.). hltv.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  51. ^ Котов, Алексей. Российская Team Spirit отобралась в основную стадию турнира BLAST Bounty по CS2. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  52. ^ Donk выиграл седьмое звание MVP от HLTV.org на BLAST Bounty Spring 2025 (2025-01-26). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  53. ^ Академический состав Spirit обыграл коллектив Aunkere и стал чемпионом BetBoom LanDaLan 2025 (2025-02-13). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  54. ^ Team Spirit Academy выиграла московский LAN-турнир BetBoom LanDaLan 20.... Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  55. ^ Team Vitality стала чемпионом BLAST Open Spring 2025. escorenews.com (30 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  56. ^ Team Spirit раскрыла причину пропуска IEM Melbourne 2025 (2025-04-12). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  57. ^ TeSeS о поражении в финале BLAST Rivals Spring 2025: «Честно говоря, я в полном тильте» (2025-05-04). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  58. ^ Team Spirit Academy стала чемпионом BetBoom LanDaLan #2 (2025-05-08). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  59. ^ Team Spirit заняла первое место на PGL Astana 2025 | Counter strike 2 (2025-05-18). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  60. ^ Мику, Иван. Российская Team Spirit — чемпион PGL Astana 2025 по CS 2 (2025-05-18). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  61. ^ Donk признан самым ценным игроком PGL Astana 2025 (2025-05-18). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  62. ^ Magixx покинул Team Spirit (2025-07-07). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  63. ^ Zweih официально присоединился к Team Spirit (2025-07-07). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  64. ^ Team Spirit обыграла MOUZ и стала чемпионом IEM Cologne 2025 (2025-08-03). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  65. ^ Российская Team Spirit стала чемпионом BLAST Bounty 2025 по Counter-Strike 2. championat.com (17 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  66. ^ Donk стал самым ценным игроком BLAST Bounty Fall 2025. cybersport.ru (17 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  67. ^ Team Spirit. Team Spirit презентует состав по League of Legends (31 кӑрлачӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ.
  68. ^ Team Spirit подписала состав по PUBG (выр.). pubg.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  69. ^ Изменения в составе Team Spirit. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ.
  70. ^ Драконы прощаются с PUBG « Team Spirit. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  71. ^ Team Spirit подписала состав по Mobile Legends: Bang Bang. escorenews.com (7 пушӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  72. ^ Мику, Иван. Российская Team Spirit выиграла Super Cup Invitational — это первый трофей региона в MLBB (2025-05-05). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  73. ^ Мику, Иван. Team Spirit по MLBB выиграла региональную лигу MCC и вышла на Кубок мира по киберспорту (2025-06-02). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  74. ^ Team Spirit подписала российских гроссмейстеров Даниила Дубова и Владислава Артемьева (выр.). Cybersport.ru (9 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем