Donk (киберспортсмен)
Данил «donk» Крышковец (ҫур. 2007 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ, Томск) Counter-Strike 2 вӑйӑпа вылякан Раҫҫей киберспортсменӗ. Team Spirit Раҫҫей командинче вылять, рифлер вырӑнне йышӑнать. Perfect World Shanghai Major 2024 чемпионӗ.
2024 ҫулта ҫулсерен йӗркелекен Раҫҫейри Forbes-ӑн «З0-тан 30-ччен» рейтингӑн «Спорт тат киберспорт» категорире ҫӗнтерӳҫӗсен шутне кӗнӗ[1]. HLTV портал версийӗпе ӑна 2024 ҫулхи чи лайӑх вӑйӑҫ ятне панӑ[2]. Вӑл HLTV Awards 2025 премийӗнче чи лайӑх уҫакан вылякан (опен-фраггер) пек ҫӗнтернӗ тата «Чи лайӑх хайлайт» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ[3].
Пурнӑҫӗ
2007 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Томскра ҫуралнӑ. Counter-Strike(выр.)чăв. вӑййа Данил хӑйӗн пиччӗшӗпе пӗрле 5 ҫулта выляма пуҫланӑ. Икӗ ҫултан вӗсем вӑйӑн ҫӗнӗ версийӗ ҫине куҫнӑ. Ача питӗ нумай вӑхӑт тренировкӑсем валли уйӑрнӑ, лайӑх вӗреннӗрен ашшӗ-амӑшӗ вӑл нумай сехет хушши тренировкисене хутшӑннишӗн ятламан.
Киберспортри карьера
14 ҫулта Данил Европӑри FPL-C тухма пултарнӑ, ҫакӑ унӑн ҫулӗшӗн питӗ лайӑх ҫитӗнӳ шутланать. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна OverDrive асӑрханӑ, ҫамрӑкпа темиҫе вӑйӑ вылянӑ хыҫҫӑн вӑл ӑна Team Spirit академине сӗннӗ. Анчах та организаци вӑйӑҫпа контракт алӑ пусма васкаман: вӑл ытла ҫамрӑк пулнине пула Данил пысӑк турнирсене хутшӑнайман. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ командӑшӑн вылянӑ чухне те вӑл епле выляни те витӗм кӳнӗ: ҫичӗ турнирти 22 карттӑшӑн вӑл вӑтамран 0.97 рейтинг пухнӑ. Йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ пулин те калаҫса татӑлма май тупӑннӑ, Данил «аҫтахасен» академишӗн выляма пуҫланӑ[4][5].
Team Spirit академишӗн вылянӑ май Данил уйрӑмшарӑн пӑхсан япӑх мар кӑтартусем кӑтартнӑ. 2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, HLTV порталӑн версийӗпе вӑл ҫулхине 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ sh1ro вӑл пултаруллӑ пулнине палӑртнӑ, малашне ҫулталӑкри чи лайӑх ҫирӗм вӑйӑҫ ретне лекессине каланӑ[6]. FPL-та та ҫамрӑкӑн кӑтартӑвӗсене пысӑка хурса хакланӑ, «лига курнине пӑхсан 15 ҫулти Данил чи вӑйлӑ рифлерсенчен пӗри пулса тӑрать» тенӗ[7]. Лигӑн академиллӗ йышӗ ҫирӗпленсе пынӑ, темиҫе уйӑх хушшинчи пӗтӗмлетӳ тӑрӑх вӑл тӗнчери чи лайӑх 50 команда йышӗнче ҫирӗппӗн тытӑнса тӑнӑ. Организацин тӗп йышӗ вара йывӑр тапхӑра лекнӗ: виҫӗ вӑйӑҫ йышран тухнӑ, вӗсен вырӑнне таҫтан ҫӗннисене шырамалла пулнӑ. Ку ыйтӑва академирен виҫӗ ҫынна куҫарса татса пама шутланӑ, Данил ҫак йыше кӗнӗ[5][8].
Команда хӑвӑрт пӗрле выляма хӑнӑхнӑ, CCT North Europe Series #6 пӗрремӗш турнирӗнчех вӗсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫав турнирта Данил уйрӑм кӑтартусемпе чи лайӑххи пулнӑ, ҫавӑн пекех турнирти мӗнпур вӑйӑҫсем хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Тепӗр CCT Online Finals #2 турнирта йыш иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, харпӑр кӑтартусемпе вара donk чемпионатӑн чи лайӑх вӑйӑҫӗ пулса тӑнӑ. Хӑйсен пӗрремӗш Dunav Party LAN-турнирӗнче каччӑсем каллех пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, donk-а унчченхи пекех турнирӑн чи лайӑх вӑйӑҫӗ тесе палӑртнӑ.
HLTV порталӗн MVP-ри хӑйӗн пӗрремӗш ятне Данил BetBoom Dacha турнирта ҫӗнтернӗшӗн тивӗҫнӗ. Ҫав турнира каччӑ 1.31 рейтингпа вӗҫленӗ[9]. 16 ҫул та 10 уйӑх тултарнӑскер MVP ятне илнисен йышӗнче donk историре иккӗмӗш чи ҫамрӑк вӑйӑҫ пулса тӑнӑ[10].
2024 ҫул
Ҫулталӑкри чи пӗлтерӗшлисен шутне кӗрекен IEM Katowice 2024 турнира лексен Данил калама ҫук пысӑк вӑйӑ шайне кӑтартнӑ. Ҫав турнирта нихӑш команда та Team Spirit-а ҫӗнтереймен. HLTV портал вӑйӑн мӗнпур вӑхӑтне шута илсен те donk пысӑк турнирта дебютлани чи лайӑххисенчен пӗри пулнине йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех каччӑ пысӑк турнирти уйрӑм статистика енӗпе NiKo босни вӑйӑҫин рекордне (1.70 рейтинг 2.0) тепӗр хут кӑтартнӑ[11]. Ҫав турнирта Данил MVP ята тивӗҫнӗ, ҫапла майпа пысӑк турнирсенче ҫак наградӑна тивӗҫнӗ чи ҫамрӑк вӑйӑҫ пулса тӑнӑ. Катовицӑра ӑнӑҫлӑ вылянӑ хыҫҫӑн пӗтӗм профессиллӗ сцена Данил вӑййи питӗ пысӑк шайра пулнине палӑртма пуҫланӑ. Вӑл турнирта вӑйӑҫа оппонентсем еннелле кӑшкӑрашнӑшӑн тиркенӗ. Сӑмахран, Украинӑри киберспортсмен тата тренер B1ad3 палӑртнӑ тӑрӑх, donk лайӑх вылянӑ, анчах ҫав хушӑрах ҫамрӑк киберспортсменӑн хӑйне тытма вӗренмелле[12].
Хӑйӗн пӗрремӗш мажорӗнче(выр.)чăв. «аҫтахасем» 3-0 (3 ҫӗнтерӳ) шутпа плей-оффа куҫнӑ, апла пулин те та турнирӑн финалта, чылайӑшӗ Team Spirit трофее тивӗҫлӗ тӗп претендент тесе шутланӑ пулин те[13], вӗсем пӗрремӗш вӑйӑрах FaZe Clan командӑна выляса янӑ. Вӑл вӑхӑтра HLTV рейтингӗнче FaZe Clan пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Юлашки матчра статистикӑра «плюса» тухнисенчен Данил командӑн пӗртен-пӗр вӑйӑҫи пулса тӑнӑ. Хӑй турнирне вара вӑл 1.35 рейтингпа вӗҫленӗ, командӑн чи лайӑх вӑйӑҫи пулса тӑнӑ[14][15].
2024 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче Team Spirit команда Perfect World Shanghai Major 2024 турнирта ҫӗнтернӗ, финалта вӗсем FaZe Clan-па ҫапӑҫнӑ та вӗсене 2:1 шутпа ҫӗнтернӗ[16]. Турнир пӗтӗмлетӗвӗпе donk Крышковец MVP ята тивӗҫнӗ[17].
2025 ҫул
2025 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Данил «donk» Крышковец Илья «m0NESY» Осиповпа пӗрле Evelone Duo Cup онлайн-турнирӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ, финалта Олег «baz» Кулиничпа Максим «kyousuke» Лукин дуэтне ҫӗнтернӗ[18][19].
2025 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче donk BLAST Bounty Spring 2025 турнирта хупӑ квалификаци кӑтартӑвӗ енӗпе чи лайӑх вӑйӑҫ пулса тӑнӑ. Унӑн рейтингӗ 1,88 пулнӑ, вӗлернипе/вилнисен коэффициенчӗ (K/D) — 1,95 танлашнӑ, раунд хушшинчи вӑтам сиен (ADR) — 116,9 пулнӑ[20].
2025 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче команда BLAST Bounty Spring 2025 турнирта турккӑсен Eternal Fire ушкӑнна 3:1 шутпа ҫӗнтернӗ[21]. HLTV.org портал шучӗпе Данил «donk» Крышковеца турнирӑн чи паха вӑйӑҫи (MVP) тесе палӑртнӑ[22].
2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Team Spirit йышӗ PGL Astana 2025 турнирта ҫӗнтернӗ[23][24], donk-а турнирӑн чи паха вӑйӑҫи ятпа асӑннӑ (MVP)[25].
2025 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче ушкӑн IEM Cologne 2025 турнирта 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ, финалта MOUZ ушкӑна 3:0 шутпа ҫӗнтернӗ. Хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗшӗн Team Spirit 400 пин доллара тивӗҫнӗ[26]. Турнирӑн чи лайӑх вӑйӑҫӗн (MVP) ячӗ donk-а лекнӗ[27].
2025 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче Team Spirit финалта The MongolZ ушкӑна 3:0 шутпа ҫӗнтерсе BLAST Bounty Fall 2025 турнирӑн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ[28]. Данил «donk» Крышковеца турнирӑн чи лайӑх вӑйӑҫи тесе пӗлтернӗ[29].
2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Donk BLAST Open London турнир пӗтӗмлетӗвӗпе EVP титул илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Spirit команди LAN-тапхӑра тухайман[30].
2026 ҫул
2026 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Donk уйрӑм вылякансен енӗпе икӗ награда илнӗ (чи лайӑх уҫакан вылякан (опен-фраггерӑн) призӗ тата «Чи лайӑх хайлайт» номинацири приз). 2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗпе вӑл Counter-Strike 2 дисциплинӑра HLTV версийӗн рейтингӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ[3].
Командӑсен историйӗ
| Тапхӑр | Команда[31] | Матчсем | В/Н/П, % |
|---|---|---|---|
| 28.12.2021 — 05.07.2023 | Team Spirit Academy | 11 | 64/0/36 |
| 05.07.2023 — 29.09.2023 | Team Spirit | 20 | 70/0/30 |
| 29.09.2023 — х. в. | Team Spirit | 139 | 78/0/22 |
Ҫитӗнӳсемпе наградӑсем
Клубпа тунисем
Counter-Strike 2 вӑйӑ выляса пысӑк киберспорт турнирӗсенче команда ҫак ҫитӗнӳсене тунӑ:
| Ҫул | Вырӑн | Турнир | Команда | Ӑҫта иртнӗ | Приз (USD) | Награда | Ҫӑлкуҫ |
|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 2023 | CCT Online Finals #2 | 40 000 | — | [32] | |||
| BetBoom Dacha 2023 | 180 000 | MVP[33] | [34] | ||||
| 2024 | IEM Katowice 2024 | 400 000 | MVP[35] | [36] | |||
| 5-е/8-е | PGL CS2 Major Copenhagen 2024 | 45 000 | EVP | [37] | |||
| BetBoom Dacha Belgrade 2024 | 100 000 | MVP[38] | [39] | ||||
| IEM Dallas 2024 | 20 000 | — | [40] | ||||
| BLAST Premier: Spring Final 2024 | 200 000 | MVP[41] | [42] | ||||
| 5-е/8-е | Esports World Cup 2024 | 40 000 | — | [43] | |||
| BetBoom Dacha Belgrade Season 2 | 250 000 | MVP[44] | [45] | ||||
| BLAST Premier World Final 2024 | 250 000 | EVP | [46] | ||||
| Perfect World Shanghai Major 2024 | 500 000 | MVP | [17] | ||||
| 2025 | Evelone Duo Cup | Team DM | 200 000 | MVP | [18] | ||
| BLAST Bounty Spring 2025 | 500 000 | MVP[22] | [21] | ||||
| IEM Katowice 2025 | 180 000 | — | [47] | ||||
| PGL Astana 2025 | 200 000 | MVP[25] | [23][24] | ||||
| IEM Cologne 2025 | 400 000 | [26] | |||||
| BLAST Bounty Fall 2025 | 287 812 | MVP[29] | [28] |
Хӑйӗннисем
- 2024 ҫулта Раҫҫейри Forbes-ӑн «Forbes 30 Under 30» «спорт тата киберспорт» категорине кӗнӗ[48];
- HLTV Awards 2024 пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Counter-Strike 2 вӑйӑри 2024 ҫулхи чи лайӑх вӑйӑҫи[2];
- 2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Forbes Sport кӑларӑм версийӗпе «Раҫҫейри чи нумай тӳлекен 10 киберспортсмен 2025» рейтингра donk 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ[49].
- 2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗпе вӑл Counter-Strike 2 дисциплинӑра HLTV версийӗн рейтингӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑл чи лайӑх уҫакан выляканӑн (опен-фраггерӑн) призне тата «Чи лайӑх хайлайт» номинацири приза ҫӗнсе илнӗ[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 30 до 30. «З0 до 30» Forbes. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Результаты и итоги премии HLTV Awards 2024. cybersport.metaratings.ru (12 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Российский киберспортсмен стал вторым в рейтинге лучших игроков года (2026-01-11). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
- ^ One for the future: DONK (англ.). HLTV (30 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Мику, Иван 17-летняя звезда Counter-Strike из России — кто такой donk и почему о нем все говорят (выр.). CQ.ru (12 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Top 20 players of 2022: SH1RO (3). HLTV (14 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
- ^ 15-year-old from Team Spirit Academy named FPL's best player in 2.... Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
- ^ Spirit announce new roster with Academy Trio Including DONK (англ.). HLTV (5 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
- ^ BetBoom Dacha 2023 | Stats (англ.). HLTV. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Donk named Betboom Dacha MVP (англ.). HLTV (10 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Donk equals big event record rating to earn iem katowice MVP (англ.). HLTV (2024-2-11). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
- ^ B1AD3: "Donk has a great future, but i think he needs to fix his Behavior" (англ.). HLTV (5 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Валентин Васильев. PARI: Team Spirit обыграет FaZe и пройдет в полуфинал PGL Major Copenhagen 2024 по CS2. Ведомости (28 пушӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Faze outlast spirit in instant classic in Copenhagen (англ.). HLTV (28 пушӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Мику, Иван Российская Team Spirit вылетела с мэйджора по CS 2 в Дании, отыграв семь матч-пойнтов (выр.). Чемпионат (28 пушӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Мику, Иван. Российская Team Spirit стала чемпионом мира по Counter-Strike 2 (2024-12-15). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Donk стал MVP мейджора по CS2 в Шанхае. www.cybersport.ru (15 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 M0NESY и donk стали чемпионами Evelone Duo Cup. escorenews.com (7 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Команда donk и m0NESY стала чемпионом Evelone Duo Cup (выр.). cybersport.metaratings.ru (7 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Результаты квалификации BLAST Bounty Spring 2025: donk стал лучшим игроком (2025-01-20). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Котов, Алексей. Team Spirit — чемпион турнира BLAST Bounty Spring 2025 по Counter-Strike 2. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Donk выиграл седьмое звание MVP от HLTV.org на BLAST Bounty Spring 2025 (2025-01-26). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Team Spirit заняла первое место на PGL Astana 2025 | Counter strike 2 (2025-05-18). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Мику, Иван. Российская Team Spirit — чемпион PGL Astana 2025 по CS 2 (2025-05-18). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Donk признан самым ценным игроком PGL Astana 2025 (2025-05-18). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Team Spirit обыграла MOUZ и стала чемпионом IEM Cologne 2025 (2025-08-03). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ.
- ^ Donk стал лучшим игроком по рейтингу на IEM Cologne 2025 — на втором месте kyousuke (2025-08-04). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Российская Team Spirit стала чемпионом BLAST Bounty 2025 по Counter-Strike 2. championat.com (17 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Donk стал самым ценным игроком BLAST Bounty Fall 2025. cybersport.ru (17 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
- ^ Алексей Самонов. Donk заработал EVP на BLAST Open London, Spirit не прошла на LAN-стадию (выр.). Сайт «Taverna.gg» (15 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ.
- ^ donk из Team Spirit CS2 – профиль игрока, биография, матчи, награды(паллӑ мар). Cybersport.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ CCT 2023 Online Finals 2 Overview. HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
- ^ 16-летний Donk стал самым ценным игроком на BetBoom Dacha по версии HLTV.org (выр.). Cybersport.ru (10 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
- ^ BetBoom Dacha 2023 overview. HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
- ^ Donk стал самым ценным игроком IEM Katowice 2024 (выр.). Cybersport.ru (11 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Иван Мику. Российская Team Spirit стала чемпионом IEM Katowice 2024 по CS 2, разгромив FaZe — 3:0. Чемпионат (11 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ.
- ^ PGL CS2 Major Copenhagen 2024 overview. HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ.
- ^ donk named MVP of BetBoom Dacha Belgrade. HLTV (19 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
- ^ BetBoom Dacha Belgrade 2024 overview. HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
- ^ IEM Dallas 2024 overview. HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
- ^ Мику, Иван 17-летний Данил donk Крышковец признан лучшим игроком BLAST Premier по CS 2 (выр.). Чемпионат (16 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Иван Мику. Российская Team Spirit стала чемпионом топ-турнира BLAST Premier по CS 2 в Лондоне. Чемпионат (16 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
- ^ Esports World Cup 2024 overview. HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ donk wins his fourth MVP of 2024 at BB Dacha Belgrade S2 (1 авӑнӑн 2024).
- ^ BetBoom Dacha Belgrade Season 2 overview. HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
- ^ BLAST Premier World Final 2024 overview. HLTV.org. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- ^ Котов, Алексей. Team Vitality заняла первое место на чемпионате IEM Katowice 2025 по Counter-Strike 2 (2025-02-09). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Котов, Алексей Донк из состава Team Spirit по Counter-Strike 2 вошёл в список «30 до 30» от Forbes (выр.). Чемпионат. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
- ^ 10 самых высокооплачиваемых киберспортсменов России — 2025(паллӑ мар). Forbes.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.