Авӑн, 23
Уявсем
ПНО — Пӗтӗм тӗнчери алӑ вылятса калаҫмалли чӗлхесен кунӗ[1].
Аргентина — Хӗрарӑмсен политика прависен кунӗ[2].
Аргентина — Обществӑлла вулавӑшсен кунӗ[3].
Бруней — Наци шайӗнчи вӗрентекен кунӗ.
Киргизи — Патшалӑх чӗлхин кунӗ.
Пуэрто-Рико — Грито де Ларес (1868 ҫулта Ларес хулара пӑлхав ҫӗкленине асра тытса).
Сауд Аравийĕ — Наци кунӗ.
Япони — Сюбун-но хи, кĕркуннехи çĕрпе кун танлашни.
Пулăмсем
- 1803 — анкăл-маратх вăрçисем: анкăлсем, Артур Уэлсли ертсе пынипе пиллĕк ăстрăм чылайрах инди раджисен çарне çапса çĕмĕрнĕ
- 1821 — Грек революцийĕ: пăлхавçăсем Триполицăна кĕрсе мĕнпур мăсăльман халăхне касса вĕлернĕ
- 1846 — Иоганн Галле астроном, Урбен Леверье пĕлтрнине шута илсе Нептуна (капăрл.) уçать
- 1889 — Фусадзиро Ямаути выляв карттисене тăвакан компание, Nintendo, никĕслет
- 1905 — швед-норвег унине пăсакан Карльстад килĕшĕвĕ
- 1913 — франци вĕçевçи Ролан Гаррос историре пĕрремĕш Вăтаçĕр тинĕсĕ урлă каçать
- 1924 — Санкт-Петербург шыв айне пулнă. Нева шывĕ ординартан 380 см çӳлĕрех хăпарнă.
- 1932 — Хиджаз тата Неджд Сауд Аравийӗ патшалахне кĕрессине пĕлтернĕ
- 1937 — Архангельскпа Вологда облаçĕсене туса хунă.
- 1989 — Азербайджанăн патшалăх чĕлхи шутне азербайджан чĕлхине кĕртнĕ.
- 1991 — Армени никама та пăхăнманни çинчен пĕлтернĕ.
Çуралнă
- 1930 — Краско Иван Иванович, Раççей артисчĕ.
- 1930 — Рэй Чарльз, американ кĕвĕ вылякан, 70 ытла студи альбомĕсен авторĕ, тĕнчери чи паллă соул, джаз тата ритм-энд-блюз вылякан кĕвĕ ăстисенчен пĕри.
- 1986 — Никитин Максим Петрович, Раҫҫей ăсчахĕ, нанофизика енӗпе специалист.
Вилнĕ
Ӑнлантарусем
- ^ Международные дни и недели. ООН. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ.
- ^ 23 de septiembre: Día Nacional de los Derechos Políticos de la Mujer (исп.). Argentina.gob.ar (23 авӑнӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 23 de septiembre: Día de las bibliotecas populares. conabip.gob.ar. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.