Исаев Мĕтри

Исаев Мĕтри (паспортри ячĕ Исаев Дмитрий Владимирович, 1905, ҫӗртме, 6, Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи Кавал ял - 1930, ака, 18) — чăваш çыравçи, чăваш литературин тишкерӳ ĕçне пуçарса яраканскерсенчен пĕрри[1].

Пурнăçĕ

1905 çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вӑрмар районӗ) Кавал ялĕнче çуралнă.

Мускавра ача çуртĕнче ӳснĕ.

Мускаври Я.М. Свердлов ячĕллĕ Тухăç ĕçченĕсен коммунизм университетĕнче вĕреннĕ. Шупашкарта «Çамрăк хресчен» хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ, «Сунтал» журналăн яваплă секретарĕ, Самарти «Колхозник» ятлă Вăтам Атăл чăвашсен хаçатĕнче редактор пулса ĕçленĕ.

1930 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

Чăваш литературин критикине йĕркелесе янă ĕçе хастар хутшăннă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Çĕнелнĕ ăру» (1930);
  • «Пролетари литературишĕн» (1930);
  • «Пирĕн йăх» (1947, 1981).

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • «Дмитрий Исаев-Авраль (Исаев Дмитрий Владимирович)» // Юрьев М. И. Писатели Советской Чувашии / М. И. Юрьев, З. В. Романова. — Чебоксары, 1988. — С.142.
  • Ишутов Р. В. «Прекрасное в жизни — борьба за социализм» / Р. В. Ишутов // Они боролись за счастье народное: Сб. ст.- Чебоксары, 1988.- Вып. 4.- С. 105—109.
  • Никитин В. «Рассказы Дмитрия Исаева и Семена Фомина» / В.Никитин // Чувашский рассказ. (1921—1941).- Чебоксары, 1990.- С. 57-72.
  • Ишутов Р. «Исаев Мĕтри критик принципĕсем» / Р. Ишутов // Тăван Атăл.- 1990.- № 6.- С. 57.
  • Цыфаркин, В. E. Тăван халăхшăн тăрăшнă // Цыфаркин, В. E. Пирĕн ентешсем – ӳнер ĕçченĕсем / В. Е. Цыфаркин. – Вăрмар, 1991. – С. 14-16.
  • Афанасьев, П. Исаев-Аврель Дмитрий Владимирович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 178-179.
  • Тимуков, А. Н. Исаев (Авраль) Дмитрий Владимирович / А. Н. Тимуков // Ч увашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 151.

Каçăсем