Адаптацилекен хоккей

Адаптацилекен хоккей (акăл. Disabled hockey) — сусӑр спортсменсем валли тунӑ пӑр ҫинчи шайбӑллӑ хоккей тӗсӗ. Ӑна АПШ-ра йӗркеленӗ. Адаптацилекен хоккейра выляни, адаптацилекен ытти вӑй-хал культурипе спорт тӗсӗ пекех сусӑр ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне палӑрмаллах лайӑхлатма, реабилитаци тата халӑхпа хутшӑнса адаптациленес тӗлӗшӗнчен чылай ҫитӗнӳсем тума май туса парать.

Вӑй-хал енчен реабилитаци пулса иртет:

  • Сусӑр ачасен вӑй-хал енчен тата чӗре валли кирлӗ хускану пулса иртет. Кашни хутшӑнаканӑн тенӗ пакех хавшанӑ сывлӑхӗ лайӑхланнине палӑртаҫҫӗ.
  • Ӳт-пӳ пӗтӗмӗшле аталанать тата мышцӑсен трофики лайӑхланать.
  • Ҫӗнӗ куҫса ҫӳремелли майсем тупӑнаҫҫӗ.
  • Шӑнса пӑсӑлса чирлесси чакать.

Социаллӑ адаптаци пулса иртет:

  • Педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ ачасен психикӑпа эмоци фонӗ лайӑхланнине палӑртаҫҫӗ.
  • Ҫӗнӗ тус-юлташсем, хоккейпа кӑсӑкланакансем, хушӑнаҫҫӗ.
  • Пӗр-пӗрне пулӑшасси, командӑн пӗтӗмӗшле кӑтартӑвӗшӗн яваплӑх йӗркеленет.
  • Социаллӑ пӗлтерӗш енчен хӑйне шанни ӳсет.
  • Пурнӑҫ тӗллевӗ, ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем тума туртӑм аталанать.
  • Ҫемьери хутшӑнусем лайӑхланаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗшӗн ку проект ачасен пурнӑҫне пӗрле хутшӑнма, вӗсене тепӗр енчен курма, вӗсен тата пӗтӗм ҫемьере тивӗҫлӗ пуласлӑх пулма пултарассине ӗненмешкӗн май уҫса парать.

Адаптивлӑ хоккей тӗсӗсем

Тӗнчере усӑ куракан адаптацилекен хоккейӗн 6 дисциплини пур:

  • Следж-хоккей (ҫуна ҫинчи хоккей)
  • Куҫ курманнисен хоккейӗ (куҫ пӑсӑлнӑ ҫынсем валли — куҫ курманнисемшӗн те, япӑх куракансемшӗн те)
  • Ятарлӑ хоккей (ҫын менталитет енчен уйрӑм пулсан)
  • Япӑх илтекенсен хоккейӗ (хӑлха илтменнисемпе япӑх илтекенсем валли)
  • Ампутаци урлӑ тухнӑ ҫынсем валли вертикальлӗ хоккей
  • Вӑрҫӑ ветеранӗсем валли

Следж-хоккей е ҫуна ҫинчи хоккей хӗллехи Паралимп вӑййисен программи шутне кӗрет.

Адаптацилекен хоккей Раҫҫейре

Раҫҫейре адаптивлӑ хоккейӗн тӑватӑ тӗсӗ аталаннӑ: следж-хоккей, куҫ курманнисен хоккейӗ, ятарлӑ хоккей, япӑх илтекенсен хоккейӗ.

Ҫулланнӑ ҫынсен следж-хоккей клубӗсенчи чи лайӑх выляканӗсем Паралимп вӑййисенче Раҫҫейӗн Сборнӑйӗнче выляҫҫӗ. 2014 ҫулта Сочире иртнӗ Паралимпиадӑра Раҫҫей Сборнӑйӗ следж-хоккей енӗпе кӗмӗл призерӗ пулса тӑнӑ.

Раҫҫейри ача-пӑчапа ҫамрӑксен адаптацилекен хоккей аталанӑвӗшӗн Ача-пӑча следж-хоккей лиги яваплӑ.

2024 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗпе 27-мӗшӗсенче Шупашкарта Регионсем хушшинчи адаптацилекен хоккейӗн ача-пӑча турнирӗ иртнӗ[1]. Унта Чулхула, Киров, Саранск, Пермь, Ижевск, Пенза, Сарӑту хулинчен килнӗ тата Шупашкарти командӑсем тупӑшнӑ[2]. Чӑваш Енрен икӗ команда хутшӑннӑ: куҫ курманнисен хоккейӗнче «Юман» команда; следж-хоккей турнирӗнче — «Атӑл» команда[2].

Вуламалли

Каҫӑсем