Азаров Алексей Никонорович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Азаров Алексей Никонорович
Алексей Никонорович Азаров.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1922 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ(1922-11-24)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 2013 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ(2013-02-28) (90 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ артиллери
Артиллери
Звани
гварди
Лейтенант
Часть 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 1-мӗш гварди танк ҫарӗн 11-мӗш гварди танк корпусӗн 27-мӗш гварди мотострелоксен бригадин артиллери дивизионӗн батарея командирӗ
Командӑланӑ батарея
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи
Наградӑсемпе хисепсем
Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg
Ленин орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Азаров Алексей Никонорович (1922 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ, Лунинский[d], Тӗп-Хура ҫӗрлӗ область[d]2013 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ, Мускав) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 1-мӗш гварди танк ҫарӗн 11-мӗш гварди танк корпусӗн 27-мӗш гварди мотострелоксен бригадин артиллери дивизионӗн батарея командирӗ, гварди лейтенанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (31.05.1945) [1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1922 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хальхи Курск облаҫӗнчи Железногорск районӗнчи Лунино ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Тулли мар вӑтам шкулта, унтан педагогика техникумӗнче вӗреннӗ. Хӗрлӗ Ҫар ретне чӗнсе илнӗ. Вӑрҫӑччен кӑшт маларах Мелитополь хулинчи ҫарпа авиаци училищине вӗренме кӗнӗ. Унта ҫулталӑк ытла вӗреннӗ. 1942 ҫулта училищӗне эвакуациленӗ, курсантсене ҫапӑҫакан ҫара янӑ. 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа фронтра[2].

КПСС ретне (1942) кӗнӗ. 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Ржев патӗнчи ҫапӑҫусенче пӗрремӗш хут ҫапӑҫӑва кӗнӗ, унта «тӗл пенишӗн, хӑюлӑхшӑн тата шиксӗрлӗхшӗн» Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ, офицер званийӗ панӑ та батарейӑн взвод командирне лартнӑ. Кунтах, Ржев ҫывӑхӗнче, аманнӑ. 1943 ҫулхи ҫулла Курск пӗккинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче батарея командирне амантнӑ, Азаров ун вырӑнне пулнӑ. Ҫак ҫапӑҫура тупӑ расчёчӗсем 11 танка вут тивертнӗ. Артиллери вучӗн тухӑҫлӑхӗшӗн Азарова Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗпе наградӑланӑ[3].

1945 ҫулхи акан 24-мӗшӗнче Берлин хулишӗн пынӑ ҫапӑҫусенче Азаров гварди лейтенанчӗ, малти стрелоксен подразделенийӗсемпе батарея командирӗ Шпрее юханшывӗ урлӑ каҫнӑ, тӑшманӑн контратакине сирсе янӑ чухне вут-ҫулӑма ӑста тытса пынӑ. Ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра взводсен командирӗсем иккӗшӗ те вилнӗ, расчётсен пӗр пайӗ стройран тухнӑ, Азаров вара орудисен расчёчӗсен тӳрремӗнех командованине хӑй ҫине илнӗ. Вӗсем танк, 2 тупӑ, 12 пулемёт, 5 автомашина тата тӑшманӑн нумай салтакӗпе офицерне тӗп тунӑ. Ҫавна пула плацдарма тытсатӑнӑ, анлӑлатма пултарнӑ. Вӑрҫӑн юлашки кунӗсенче Берлиншӑн пынӑ ҫапӑҫусенче Азаров йывӑр аманнӑ[4].

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Азаров Алексей Никонорович гварди лейтенантне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№ 7079) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ[4].

1946 ҫулта запаса кӑларнӑ. Мускаври юридици институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, икӗ ҫул Мускавра прокуратура следователӗнче ӗҫленӗ. СССР ШӖМӗн аслӑ дипломати шкулӗнчен (1954) вӗренсе тухнӑ. Наукӑсен академийӗн аппаратӗнче темиҫе ҫул ӗҫленӗ[4]. 1954 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 1990 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен — СССР Патшалӑх Хӑрушсӑрлӑх Комитечӗн Пӗрремӗш тӗп управленин (тулаш разведка) ӗҫченӗ. Израильте, Иракра, Египет Араб Республикинче, СССР ШӖМӗн Тӗп аппаратӗнче, СССР Тулаш ӗҫсен министерствин Ҫывӑх Тухӑҫ тата Ҫурҫӗр Африка ҫӗршывӗсен управленийӗнче дипломати хӳттинче ӗҫленӗ.

Полковник. Дипломати рангӗ — 1 класс канашҫи.

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Московский университет в Великой Отечественной войне. — 4-е, переработанное и дополненное. — Издательство Московского университета, 2020. — С. 191–192. — 632 с. — 1000 экз. — ISBN 978-5-19-011499-7.

Каçăсем

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Азаров Алексей Никонорович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра