Алатырцев Владимир Иванович

Алатырцев Владимир Иванович (1908 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ, Семёновски, Улатăр уесĕ, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1964 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ, Рига, Латви ССР[d], СССР) — совет саманинчи вырăс поэчӗ, тăлмачĕ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер[1].

1956 çултанпа СССР Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1908 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Улатӑр уесӗнчи (халӗ — Чӑваш Республикин Пӑрачкав муниципаллӑ округӗ) Семёновское ялĕнче çуралнă[1].

Пăрачкав педагогика техникумĕнче (1931), Чăваш педагогика институтĕнче (1939) вĕреннĕ. 1931—1939 ҫулсенче Улатӑр районӗнчи пуҫламӑш тата вӑтам шкулсенче, 1939—1941 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче ӗҫленӗ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Çар училищинче вĕреннĕ.

Вăрçă хыççăн Ригăна пурăнма куçнă, ҫар хаҫатӗнче корреспондент пулса ӗҫленӗ. 1958 ҫулта демобилизациленнӗ.

1964 çулхи юпан 30-мĕшĕнче вилнĕ[1].

Пултарулăх ĕçĕсем

Пӗрремӗш сӑввисене 1937 ҫулта пичетленӗ.

1958 ҫулта Латвири писательсен пӗрлӗхӗн вырӑс ҫыравҫисен секцине ертсе пыма пуҫланӑ[2].

Владимир Алатырцев латыш тата чăваш (К. В. Иванов, Ҫемен Элкер, Ҫеҫпӗл Мишши, Н. Ф. Евстафьев тата ыттисем) сăвăçисен хайлавӗсене вырăсла куçарнă[1].

Кӗнекисем

  • Алатырцев, В. И. Все, что сердце имело : избранные стихи / В. И. Алатырцев. — Чебоксары, 1969. — 160 с.
  • Алатырцев, В. И. Весна в Засурье / В. Алатырцев. — Чебоксары : Госиздат ЧАССР, 1941. — 46 с.
  • Алатырцев, В. И. Фронтовая тетрадь / В. Алатырцев. — Чебоксары : Чувашгосиздат,1944. — 35 с.
  • Алатырцев, В. И. Голос сердца : стихи / В. Алатырцев. — Чебоксары : Чувашгосиздат, 1946. — 72 с.
  • «Стихи» (1949);
  • «В родном краю» (1952);
  • «От имени поколения» (1958);
  • «Ясень»;
  • «Суравлейка»;
  • «Обновление»;
  • «По тропам юности» тата ыттисем[2].

Хисепӗсем

  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин 1-мĕш степеньлĕ орденӗ;
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденӗ;
  • медальсем[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Алатырцев Владимир Иванович - Чувашская энциклопедия (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Алатырцев, Владимир Иванович (писатель; 30.10.1908-30.10.1964) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.

Литература

  • Афанасьев, П. Алатырцев Владимир Иванович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 21–22.
  • Владимиров, E. В. Жизнь. Время. Поэзия // Владимиров, E. В. Голоса участия и дружбы / E. В. Владимиров. – Чебоксары, 1992. – С. 146–165.
  • Владимиров, Е. Певец труда и борьбы / Е. Владимиров // Совет. Чувашия. – 1988. – 30 окт.
  • Золотов, В. Поэт щедрого сердца : к 60-летию со дня рождения Владимира Алатырцева / В. Золотов // Совет. Чувашия. – 1988. – 23 окт.
  • Литературное Поречье // Порецкие вести. – 2007. – 15 сент. – С. 5.
  • Памяти Владимира Алатырцева : [некролог] // Совет. Чувашия. – 1964. – 21 нояб.
  • Станьял, В. П., Алатырцев Владимир Иванович / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 65–66.
  • E Тимуков, А. Н., Алатырцев Владимир Иванович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Шупашкар, 2001. – С. 57.
  • Ускова, Л. А., Он наш поэт, он наша слава! / Л. А. Ускова // Порец. вести. – 2008. – 29 окт. – С. 3.
  • Чистяков, В., Край известных знаменитостей / В. Чистяков // Порец. вести. – 2006. – 22 февр.

Каçăсем