Александр Грейам Белл

Белл Александр Грейам[~ 1] (1847 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ, Эдинбург1922 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ, Баддек[d], Ҫӗнӗ Шотланди[d]) — Америка тата Канада ӑсчахӗ, Шотланди йӑхӗнчен тухнӑ изобретатель тата предприниматель, телефоние никӗслекенсенчен пӗри, АПШри телекоммуникаци отраслӗн малашнехи аталанӑвне палӑртнӑ «American Telephone and Telegraph Company» («AT&T») компание йӗркелекенӗ.

Пурнӑҫӗ

Ҫемье

Александр Белл 1847 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнче Шотландири Эдинбург хулинче ҫуралнӑ[5].

Александр логопедсемпе сӑмах ӑсталӑхӗн вӗрентекенӗсен ҫемйинчен тухнӑ. Унӑн аслашшӗ Александр Белл театрта актёрта вӑй хунӑ, хӑш чухне унӑн суфлёр та пулма тивнӗ. Пурӑна киле вӑл сӑмахсене тӗрӗс калассипе професси шайӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1836 ҫулта Александр Белл «Заикание и другие нарушения речи» («Stammering and Other Impediments of Speech») кӗнеке кӑларнӑ. Хӑш-пӗр хаҫат ӑна Сӑмах ӑстин Профессорӗ теме тытӑннӑ («Professor of Elocution»)[6].

Унӑн ашшӗ Мелвилл Белл 1849 ҫулта «Новое разъяснение принципов речи и красноречия» (A New Elucidation Of The Principles Of Speech And Elocution) кӗнеке кӑларнӑ. Ҫак кӗнекере вӑл «тӗрлӗ сасса май килнӗ таран палӑртма пултаракан ӑслӑлӑх алфавитне» йӗркелемелле текен шухӑша палӑртнӑ. 1860 ҫулта «Ораторский Стандарт» (The Standard Elocutionist) кӗнеке кӑларнӑ, вӑл питӗ пысӑк ӑнӑҫу ҫӗнсе илнӗ. XIX ӗмӗр вӗҫнелле ӑна Аслӑ Британире кӑна 168 (!) хут кӑларнӑ, АПШра вара ҫак кӗнекен 250 пин ытла копине сутнӑ[7]. Мелвилл ҫулсеренех ҫын пуплевӗнчи сасӑсене пухнӑ, вӗсене калӑпламалли майсене тӗплӗн ҫырса пынӑ, унӑн мӗнпур ӗҫӗ «Видимая Речь» (Visible Speech: The Science Of Universal Alphabetics) кӗнекере пӗтӗмлетӳ пек 1867 ҫулта тухнӑ[8].

1843 ҫулта Мелвилл Белл хӑйӗн пулас арӑмне, Элайза Грэйс Саймондса (Eliza Grace Symonds) тӗл пулнӑ, вӑл — карап хирургӗн хӗрӗ, картинӑсене саккаспа ӳкернӗ. Вӑл хӑйӗн пулас мӑшӑрӗнчен 10 ҫул аслӑрах пулнӑ, унӑн хӑлхи ҫав тери япӑх илтнӗ, ҫавӑнпа та унӑн яланах хӑлха илтмелли хатӗреп усӑ курма тивнӗ. 1844 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗнче вӗсем мӑшӑрланнӑ[9].

Ҫемьере виҫӗ ывӑл ҫуралнӑ: 1845 ҫулта — ывӑл Мелвилл Джеймс (Mellville James), 1847 ҫулта — Александр Белл (Alexander Graham), 1848 ҫулта — виҫҫӗмӗш ывӑлӗ Эдвард (Edward Charles) ҫуралнӑ.

Ачалӑхӗ тата ҫамрӑклӑхӗ

Ҫемьери виҫӗ ачи те малтанхи вӑхӑтра килте вӗреннӗ, анчах 10 ҫула ҫитсен вӗсем Макларен мистер шкулне (Maclaren’s Hamilton Place Academy) кайнӑ. 11 ҫулта вӗсен малалла вӗренмелле пулнӑ, вара ашшӗ ывӑлӗсене Шотландири чи лайӑх шкула, Эдинбургри Король Аслӑ шкулне (Edinburgh’s Royal High School) яма пултарнӑ. Антика чӗлхисене питӗ лайӑх вӗрентнӗрен ку шкула «Ҫурҫӗр Афина» тесе каланӑ, анчах Александр Белл унта ҫитӗнӳсемпе палӑрман. Унӑн пиччӗшӗ 1858 ҫулта сӑвӑсен декламацийӗшӗн пӗрремӗш парнене илнӗ, 1860 ҫулта — тепӗр парнене, 1862 ҫулта вӑл француз чӗлхинчи ҫитӗнӳсемшӗн парнене тивӗҫнӗ. Александр Белл шкулта нихӑҫан та палӑрман[10].

Александр Беллра музыка пултарулӑхне асӑрханӑ та ӑна Аугусто Бенуа Бертини (Auguste Benoit Bertini) пианист патне вӗренме янӑ. Шкул ҫулӗсенче вӑл Эдинбург шкулӗнчи ытти вӗренекен пекех крикетла вылянӑ, анчах унпа питех кӑсӑкланмасӑр.

Александр Белл яланах темӗн те пӗлме юратнӑ, ҫамрӑк чухнех «Арҫын ачасен хушшинчи Ӑслӑлӑх Аталанӑвӗн Обществине» никӗсленӗ. Ку обществӑра кашни шкул ачи «профессор» пулнӑ, ӑслӑлӑх доклачӗсемпе тухса калаҫнӑ. Пӗррехинче общество сысна тушкине касса пӑхма шут тытнӑ. Александр Белл касма пуҫланӑ, сасартӑк тушкӑран газсем тухнӑ, тискер чӗрчунсем мӗкӗрнӗ евӗр хӑрушӑ сасӑ илтӗннӗ. «Профессорасем» сехӗрленсе тарса пӗтнӗ[8].

Александр Беллӑн аслӑ пиччӗшӗ Эдинбургри Аслӑ шкулӑн ултӑ ҫул вӗренмелли курсне пӗтернӗ, Александр унта 4 ҫул ҫеҫ вӗреннӗ. 15 ҫулта чухне ашшӗ Александра Лондона ӑсатнӑ, аслашшӗ ӑна сӑмах ӑсталӑхӗн чӗлхин учителӗн ӗҫге вӗренттӗр тенӗ[11].

Аслӑ Британири вӗрентекен карьери

Александр Белл ашшӗне экспериментсем тума пулӑшнӑ, часах хӑй те сӑмах ӑсталӑхӗн чӗлхе учителӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1863 ҫулта вӑл Элгина (Elgin), Шотландин ҫурҫӗр ҫыранӗнчи пӗчӗк хулана, Вэстон Хауз (Weston House) вырӑнти пайӑр шкулта вӗрентекен пулма кайнӑ. Унта вӑл ҫулталӑкне 10 фунтла музыка тата сӑмах ӑсталӑх чӗлхе вӗрентекенӗ пулса тӑнӑ. Александр Белл ун чухне 16-ра кӑна пулнӑ, темиҫе вӗренекенӗ те унран аслӑрах пулнӑ[12].

undefined

1864 ҫулта Александр Белл Эдинбургри Университетра вӗренме пуҫланӑ. Тепӗр ҫулхине вӑл Вэстон Хауза вӗрентме таврӑннӑ, ҫемйи вара йывӑр ҫухату тӳссе ирттернӗ: 1865 ҫулта унӑн аслашшӗ вилнӗ. Мелвилл Белл Лондона кайнӑ, унӑн ӗҫне малалла тӑсас тенӗ. Унӑн хӑйӗн ывӑлне ун хыҫҫӑн кайма чылайччен ӳкӗтлеме тиврӗ. Александр Белл пӗр вӑхӑтрах вӗрентме те, Эдинбургри Университетра пур экзамена тытма та пултаратӑп тесе шутланӑ. Мелвилл вӑл вӗренӗве ӗҫпе шайлташтарма, хӑй тӗллӗн вӗрентме те пултараймасть, хӑйӗн претензийӗсем ҫинчен пӗлтериччен унӑн Лондонри Университетра вӗренсе пӗтермелле тесе ҫирӗплетнӗ.

1866 ҫулта Мелвилл хӑйӗн ывӑлӗ валли Бэф (Bath) хулинчи Сомерсетшир колледжӗнче (Somersetshire College) вӗрентекен вакансине тупма пултарнӑ. Ку заведени, колледж тенӗ пулсан та, тӗрӗссипе уйрӑм шкул пулнӑ, джентльменсен ачисене университет валли хатӗрленнӗ.

Унӑн килӗнче час-часах электричество батарейисем, магнитсем тата тӗрлӗ реактивлӑ савӑтсем пулнине асӑрханӑ. Унӑн чӳречинчен кампус пӳлӗмне пралуксем тӑсӑлнӑ, Александр хӑйӗн тусӗсемпе Чарльз Уитстон телеграфӗ пулӑшнипе хутшӑнма юратнӑ. Александр Бэф хулинче 1866—1867 ҫулсенчи вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпех пулнӑ, анчах та ҫулталӑка кӗҫӗн шӑллӗ вилни тӗксӗмлетнӗ, вӑл 1867 ҫулхи ҫуркунне туберкулёзпа чирлесе пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

1867 ҫулхи ҫулла Александр Белл ашшӗне ӑслӑлӑхпа педагогика занятийӗсенче пулӑшма Лондона куҫса кайнӑ. Унта вӑл мистер Мюррейпа (Murray), Акӑлчан Чӗлхине Оксфорд Словарӗн пулас авторӗпе (Oxford English Dictionary), паллашнӑ[13].

1868 ҫулта Александр Белл вӗренме кӗмелли экзаменсене тытнӑ та Лондонри Университета кӗнӗ.

Ҫак ҫулах вӑл сурдопедагог пулса тӑнӑ, хӑлхасӑр ачасене вӗрентме пуҫланӑ. Сьюзан Халл (Susanna E. Hull) Мелвилла хӑйӗн «Видимая Речь» системипе Кӑнтӑр Кенсингтонри хӑлха илтмен ачасен (South Kensington) харпӑр шкулӗнче усӑ курма ыйтнӑ. Мелвилл Александра ҫак ӗҫе янӑ, каярахпа сурдопедагогика унӑн пурнӑҫӗнчи тӗп ӗҫсенчен пӗри пулса тӑнӑ[14].

1870 ҫулта туберкулёзран унӑн пиччӗшӗ Мелвилл вилнӗ. Александр Белл хуйха путнӑ, унӑн хӑйӗн те сывлӑхӗ хавшама пуҫланӑ. Ҫак хӑрушӑ лару-тӑрура Мелвилл Белл теветкеллӗ утӑм тума шут тытнӑ: вӑл юлашки ывӑлне ҫухатас мар тесе хӑйӗн карьерине, Лондонри анлӑ паллашусене хӑварма шутланӑ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Ньюфаундленд климачӗ унӑн хавшанӑ сывлӑхне ҫирӗплетме пулӑшнине аса илнӗ те Канадӑна куҫма шутланӑ.

АПШри вӗрентекен карьери

1870 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗнче Белл ҫемйи карап ҫине ларнӑ та Ҫӗнӗ Тӗнчене кайнӑ. Александр Белл ҫакӑн ҫинчен хӑйӗн тусӗсене, тӑванӗсене каласа панӑ чухне ҫапла каланӑ: «Эпӗ Канадӑна вилме тухса кайрӑм».

Белл ҫемйи Онтариорӑри Брэнтфордра чарӑннӑ. Унта сӑмах ӑсталӑх чӗлхин учителӗн вакансийӗсем пулман, чылай хушӑ Мелвилл тата Александр ӗҫсӗр пулнӑ. Александр килтен темиҫе мильӑра тӗрлӗ йӑхран тухнӑ индеецсен резервацине тупнӑ: Могавк, Тускарора, Онейда, Онондага, Каюга и Сенека (Mohawk, Tuscarora, Oneida, Onondaga, Cayuga and Seneca). Ҫак йӑхри индеецсем Александр Беллӑн словарь тата сасӑ саппасӗсене пуянлатнӑ, унӑн тӗпчевӗ валли анлӑ материал панӑ. Александр Беллӑн биографӗ Шарлотта Грей Могавк сасӑсене каласа тӑнӑ, йӑх пуҫӗ хӑй Александр Белла вӑрҫӑ ташшине вӗрентнӗ. Кайран Александр Белл ҫак ташша хӑйӗн триумфӗсем вӑхӑтӗнче ташлама юратнӑ, ҫакӑ таврари ҫынсене тӗлӗнтернӗ.

undefined

Мелвилл Белл хӑйӗн тата Александр валли кирек мӗнле ӗҫ тупма тӑрӑшнӑ, анчах та ҫакна тума ҫӑмӑлах пулман. Вӑл таврари вӗренӳ заведенийӗсене вӑрахчен ыйтса ҫырнӑ, 1871 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Бостонри хӑлха илтменнисен шкулӗнчен хурав килнӗ, унта учитель вакансине сӗннӗ[15]. «Видимая Речь» система хӑйӗн кӑтартӑвне панӑ, 1871 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Бостон хаҫачӗсем Александр Беллӑн сурдопедагогикӑра тунӑ ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен ҫырма пуҫланӑ. 1872 ҫулта вӑл Бостон Университечӗн Оратор шкулӗнче (professor of Vocal Physiology and Elocution, Oratory School) «сасӑ физиологийӗпе сӑмах ӑсталӑхӗн» профессорӗ пулса тӑнӑ, ку университет дипломне илмен 26-ри ҫамрӑкшӑн самай пысӑк титул пулнӑ. Унӑн ҫитӗнӗвӗсене Нортгэмптонри Хӑлха илтменнисен Кларк шкулӗн (Clarke School for the Deaf, Northampton, Massachusetts) президенчӗ Гардинер Хаббард мистер (Gardiner Greene Hubbard) асӑрханӑ[16].

«Видимая Речь» системӑна Массачусетри Медицина Обществин ларӑвӗнче (Massachusetts Medical Society) тӑвӑлллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ, 1874 ҫулта вара Александр Белл хӑй тӗллӗн «Видимая Речь» преподавателӗсен конвенцине ирттернӗ, унта 60 делегат пухӑннӑ.

Гардинер Хаббард хӗрӗ Мэйбел Хаббард (Mabel Gardiner Hubbard) чи лайӑх преподавательсем патӗнче вӗреннӗ, Европӑра 2 ҫул та ирттернӗ, унта унпа Кивӗ Тӗнчен чи лайӑх вӗрентекенӗсем ӗҫленӗ. Вӑл хӑйӗн хӑлхасӑрлӑхне пытарма тата темиҫе чӗлхепе калаҫма питӗ лайӑх вӗренсе ҫитнӗ (куҫа-куҫӑн тӑнӑ пулсан). Ҫапах та унӑн калаҫӑвӗпе ӗҫлемелле пулнӑ, ҫавӑнпа та Гардинер Хаббард Александр Белла Мэйбелпа хӑйӗн «Видимая Речь» системипе ӗҫлеме ыйтнӑ. Мэйбел Александр патне вӗренме пынӑ чухне 15 ҫулта пулнӑ, хӑйӗн кун кӗнекисенче пӗрремӗш хут курсан вӑл ӑна пачах килӗшменни ҫинчен ҫырнӑ. Ҫапах та вӗсем вӗренме тытӑннӑ, Александр Белл каланӑ тӑрӑх, унччен унӑн ҫакӑн пек тӑрӑшуллӑ та хӑвӑрт аталанса пыракан вӗренекен пулман.

Мультиплекслӑ телеграфпа ӗҫлени

1860-мӗш ҫулсенче Хаббард АПШри телеграф пӗлтерӗвне ансатлатма тата йӳнетме пултаракан телеграф корпорацийӗн устройствин проектне Конгресра кӗртме хӑтланнӑ. Вӑл Вестерн Юнион (Western Union) телеграф компанийӗн монополийӗ телеграфи прогресне чарса лартать, унӑн телеграммисем 1868 ҫулта телеграфа национализациленӗ Аслӑ Британирен хаклӑрах тесе ҫирӗплетнӗ. Унӑн шухӑшӗпе, АПШ правительствин «Америка Почта Телеграф Компанине» (United States Postal Telegraph Company) йӗркелемелле пулнӑ, вӑл почта тракчӗсем патӗнче телеграф линийӗсем туса телеграммӑсене Вестерн Юнионран икӗ хут йӳнӗрехпе ярӗччӗ[17]. Хаббард ҫӗнӗ технологисем процесса йӳнетме май парассине, ҫӗнӗ компание Гардинер Хаббард пек хастар ҫыннӑн тытса пымаллине ӗнентернӗ.

Вестерн Юнион президенчӗ Уильям Ортон мистер (William Orton) ку проект патшалӑх экономика пурнӑҫне кӑнттаммӑн кӗни, уйрӑм предпринимательлӗх ирӗклӗхне пӑсни тесе шутланӑ. Гардинер урӑхла вариант шухӑшласа кӑларма хӑтланнӑ. Валмультиплекслӑ телеграф енӗпе тунӑ ӑслӑлӑх ӗҫӗсем ҫинчен илтнӗ, унпа усӑ курса пӗр провод тӑрӑх темиҫе телеграф пӗлтерӗвӗ яма май пулнӑ. Гардинер Хаббард шутланӑ унӑн ҫакӑн пек хатӗр пулсан вӑл хӑйӗн ҫӗнӗ компанине инвесторсене явӑҫтарма пултарасса шутланӑ. Легенда тӑрӑх, пӗррехинче ун патне чей ӗҫме Александр Белл, унӑн хӗрне вӗрентекен, пырса кӗнӗ. Вӑл питӗ лайӑх пианист пулнӑ, хӑнасене хӑйӗн юрри-кӗввипе йӑпатнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл хӑнасене акустика резонансӗллӗ трюк кӑтартнӑ. Вӑл пианино корпусӗн ӑшнелле тӗрлӗ нотӑсем юрланӑ, хирӗҫ тӗрлӗ хӗлӗхсем янӑранӑ. Ҫак трюка «История Александра Белла» (The Story of Alexander Graham Bell (1939)) фильмра кӑтартнӑ.

Гардинер Хаббард телеграф пӗлтерӗвӗсене ҫапла майпа пӗлтерме пулать-и тесе ыйтнӑ, Александр Белл хирӗҫ ҫапла хуравланӑ: тӗрлӗ нотӑсене пӗр сывлӑш уҫлӑхӗнче пӗлтерме пулать тӗк тӗрлӗ хыпара та пӗр провод тӑрӑх пама юрать. Ҫакӑн хыҫҫӑн Александр Белл мультиплекслӑ телеграфпа ӗҫлеме тытӑннӑ.

Ку тупӑшура Александр 1872 ҫулта пӗр пралук тӑрӑх харӑсах хирӗҫ пӗлтерӳсем яма пултаракан дуплекслӑ Джозеф Стернс (Joseph Stearns) телеграф прависене туяннӑ Вестерн Юнион компанирен чылай кая юлнӑ. 1874 ҫулта Томас Эдисонӑн (Thomas Edison) квадруплекслӑ телеграфне туяннӑ, вӑл ҫак кӑтартӑва икӗ хут ӳстернӗ.

Александр Белл хӑйӗн опычӗсем валли ӗҫ хатӗрӗсемпе материалӗсене час-часах Бостонра Чарльза Вильямса (Charles Williams) мастерскойӗнче саккас панӑ. Телеграф йӗркелеме май килмен, тӗрлӗ детальсем ҫӗмӗрӗлнӗ, саккас параканран лӑпкӑлӑх пулман, вӑл ҫине-ҫинех килсе тӑнӑ. Мастерской йӗрки тӑрӑх, клиентӑн саккаса клерк патӗнче хӑвармалла пулнӑ, лешӗ вара вӗсене мастерсене валеҫнӗ. Анчах пӗррехинче мастерскойра ӗҫлекен Томас Ватсон (Thomas Watson) унӑн сӗтелӗ патне темле клиент талпӑннине, вӑл сӗтел ҫине телеграф аппаратурине хурса ултӑ пӗлтерӳ ямалли телеграфа мӗнле тумаллине ӑнлантарма тытӑннине курнӑ. Каярахпа Томас Ватсон Александр Белл патне тулли ставкӑпа ӗҫлеме куҫнӑ, унӑн предприятийӗсенче компаньон пулса тӑнӑ[18].

Александр Белл мультиплекслӑ телеграфпа ӗҫленӗ, анчах опытсем ӑнӑҫсӑр пулнӑ, унӑн изобретенийӗсемпе никам та интересленмен. 1874 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче вӑл Британири Телеграфсен Суперинтенданчӗ патне унӑн изобретенине хаклама ыйтса ҫыру ҫырнӑ. Хуравӗ питех шанчӑк ҫуратаканни пулман: король почта ведомстви хӑй хыҫҫӑн унӑн изобретенийӗпе усӑ курма ирӗк хӑварнӑ, анчах та унӑн конструкцийӗн вӑрттӑнлӑхне упрама сӑмах паман, унпа ӑнӑҫлӑ усӑ курсан та «награда парас ыйту король ведомствин йышӑнӑвӗпе татӑлӗ».

1875 ҫулхи хӗлле Александр Белл Вашингтона хӑйӗн телеграфӗн хатӗрне патентлама килнӗ. Вӑл 1875 ҫулхи акан 6-мӗшӗнчи 161739-мӗш номерлӗ[19] Америка патентне (ӑна Белл, Хаббард тата Сандерс ҫине регистрациленӗ) илнӗ, анчах та унран нимӗнле усӑ та илеймен.

Телефонпа ӗҫлени

Ҫула кайнӑ май вӑл паллӑ физик Джозеф Генри патӗнче йышӑнӑва тивӗҫнӗ. Тӗплӗн калаҫнӑ май Александр Белл ӑна электричество пулӑшнипе сасӑ парасси ҫинчен хӑйӗн идейисем пирки каласа панӑ, эксперимента та кӑтартнӑ. Генри мистер ӑна ку енӗпе ӑслӑлӑх ӗҫӗсем ҫинчен, Филипп Рейс нимӗҫӗн телефон аппарачӗ пирки те каласа панӑ. Джозеф Генри унран Смитсон Институчӗн пичетӗнче унӑн открытийӗсене пичетлемелле-и е Александр хӑйӗн эксперименчӗсене логика вӗҫлевне ҫитерме пултарӗ-и тесе ыйтнӑ. Александр Белл электромагнетизм сферинче пӗлӳлӗх ҫуккине, хӑйӗн ҫитӗнӗвӗ пирки иккӗлененнине каланӑ.

Александра Белл 1875 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче сасӑсене пралук тӑрӑх парассипе тунӑ опыт.

Генри мистерӑн ку енӗпе хӑйӗн хурлӑхлӑ опычӗ пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Майкл Фарадей физикӑпа хӑйӗн ӗҫӗсене унран маларах пичетлесе кӑларнӑ, Джозеф Генри те пӗлтерме пултаракан открытисемпе чапа тухнӑ. Тепрехинче вӑл электричество пулӑшнипе сигнал пани ҫинчен хӑйӗн ӑслӑлӑх шыравӗсене пичетлесе кӑларнӑ, анчах та хатӗрпе ӗҫлемен, кайран вара Сэмюэл Морзе телеграф илсе килнӗ мӗнпур пуянлӑха тата чапа илнӗ. Генри мистер Александр Белла ӗҫӗсене пичетлеме васкатман, ӗҫлекен аппарат пуличчен ӗҫлеме сӗннӗ, ӑна тупӑшлӑ сутма пулнине каланӑ. «Тытӑн ӗҫе!» — тенӗ вӑл. Белл каланӑ тӑрӑх, ҫак сӑмахсем ӑна ыттисенчен лайӑхрах хавхалантарнӑ[20].

undefined

Александр Белл Бостона килсен хӑйӗн компаньонне пралуксем тӑрӑх сасӑ паракан хатӗр шутласа кӑларасси пирки каласа панӑ. Анчах Беллӑн тӗп спонсорӗсем, Гардинер Хаббард тата Томас Сандерс, унӑн иккӗленӳллӗ пуҫарӑвӗсемпе кӑмӑллӑ пулман. Вӗсем ӑна мультиплекслӑ телеграфпа ӗҫе пӗтерме хушнӑ, ун хыҫҫӑн вӑл урӑх проектсемпе ӗҫлеме пултарнӑ.

Ҫапах та 1875 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче унӑн опычӗсем кӑтартусем панӑ. Александрпа Томас телеграф аппарачӗсене лартнӑ чухне вӗсем контактсене питӗрнӗ, Александр хӑйӗн приёмникӗ патӗнче вӑйсӑр ахрӑм сассине илтнӗ. Ҫак сасса илтсенех вӑл телеграф уҫҫине лартнӑ Ватсон патне ыткӑннӑ, вӑл ӗҫленӗ сасӑ приёмникре ахрӑм пек янӑраса тӑнӑ. Ҫакӑн евӗр пулӑмсем унччен те пулкаланӑ, анчах вӗсене никам та шута хуман, анчах Александр Белл кунта хӑйӗн тӗшмӗртӗвӗсем, сасса пралуксем тӑрӑх пӗлтерме май пуррине, ҫирӗпленнине курнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем кунӗпех сасӑ парассипе опытсем тунӑ[18].

Ҫав кун Александр Белл телефон аппаратне ӳкернӗ, ӑна Ватсон тепӗр куннех, 1875 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче, хатӗрленӗ. Ку телефон хӑйӗн формипе виселицӑна аса илтернӗ[21], ҫыхӑну историкӗсен асӗнче ҫавӑн пек юлнӑ та. Хальхинче вӗсем тӗрлӗ пӳлӗмсене кайнӑ, сасӑ унчченхи кунхинчен япӑхрах, аран-аран илтӗннӗ. Ватсон хӑй ҫак телефона «кӑмӑла хуҫакан хуйхӑ» тесе ят панӑ, анчах опытсене малаллах тӑсӑлнӑ.

undefined

Хаббард мистера телефон интереслентермен, ҫавӑнпа та Белл хӑйӗн прависен пер пайне Канадӑри кӳршине, Джордж Браун мистера (George Brown) 500 долларпа пама шутланӑ. Килӗшӳ тӑрӑх, лешӗн Лондона кайнӑ чухне Британири патент бюровне заявка памалла пулнӑ[8].

Кӗркунне Александр унӑн шухӑшне вырӑна хуман Браун мистертан хыпар кӗтнӗ. Гардинер Хаббард кӑтартусем ыйтнӑ, унӑн конкуренчӗсем те сасӑ памалли хатӗрпе аппаланнӑ, кӑтартусем патне ҫывхарнӑ. Мӗн те пулин тумалла пулнӑ, анчах Александр Белл мистер Браунпа тунӑ килӗшӳпе ҫыхӑннӑ. Вара Хаббард мистер ӗҫе хӑй аллине илме шут тытнӑ.

1876 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Хаббард ӗҫтешӗсенчен пӗри Энтони Поллок (Anthony Pollok) мистер, «Бэйли и Поллок» (Bailey & Pollok) адвокат кантурӗн представителӗ, Александр Белл ятӗнчен «Телеграфие лайӑхлатни» патент панӑ. Ҫав кунах Вашингтонри Патентсен бюровне Уильям Болдвин (William D. Baldwin) мистер пынӑ, Элиш Грей ятӗнчен шӗвек передатчик валли патент илме заявка панӑ[22]. Ҫак икӗ чертеж те пӗр евӗрлӗ пулнӑ, ҫакӑ Александр Беллӑн пӗрремӗш ӗҫӗ пулнинче иккӗленмелли сӑлтав панӑ.

Икӗ заявкине те Зенас Фиск Уилбер (Zenas Fisk Wilber) мистер йышӑннӑ. Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче вӑл Поллок мистер патне Белл заявки Грей мистер конструкцине копилени ҫинчен ҫырнӑ. Вара Поллокпа Бэйли унӑн пуҫлӑхӗ Эллис Спеар (Acting Comissioner of Patents, Ellis Spear) мистертан ыйтма шут тытнӑ. Нарӑсӑн 24-мӗшӗнче вӗсем ун патне ҫав кун заявкӑсен анализне ирттерни, Белл заявкӑна темиҫе сехет маларах пани пирки ҫырнӑ. Мистер Спеар Фиск Уилбер йышӑнӑвне пӑрахӑҫланӑ, нарӑсӑн 25-мӗшӗнче икӗ ене те хирӗҫӗве татса панине пӗлтернӗ[23].

Анчах 1886 ҫулта Фиск Уилбер тупа тӑвать: вӑл алкоголик пулнӑ,Бэйли мистерпа пӗр полкра службӑра тӑнӑ, пӗрмаях унран укҫа, ҫав шутра ӗҫкӗ валли те, йышӑннӑ. Вӑл ҫаван пекех Александр Белллран укҫа илни, ӑна Грэй заявкине паллашма пани пирки те калать[24]. Ҫав ҫулах ӑна Денвера суд итлевне илсе килеҫҫӗ, Фиск Вилбера Денверӑн пулас мэрӗн Марион ван Хорнӑн (Marion DeKalb Van Horn) отельне вырнаҫтараҫҫӗ. Унта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра вӑл «хӑрушла ӳсӗр» пулнӑ, ӑна унта заложник пек тытнине ҫирӗплетнӗ. Марион ван Хорн унӑн пӗтӗм счетне тӳлесе тӑнӑ. Тепӗртакран Фиск Вилбер тӗлӗнмелле лару-тӑрура вилнӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн Марион ван Хорн ӑна пытарнӑ чухнехи тӑкаксене йӑлтах хӑй ҫине илнӗ. 1895 ҫулта Марион ван Хорн хӑйӗн отелӗн виҫҫӗмӗш хутӗнчен ӳксе вилмеллех аманнӑ. Ҫак тата ытти пулӑмсем телефон пӗрремӗш шухӑшласа кӑларас ӗҫре тавлашусем ҫуратнӑ.

1876 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнче Александр Белл ячӗпе 174465-мӗш номерлӗ патент панӑ[25], кайран ӑна историре чи хаклӑ патент тесе йышӑннӑ[26][27].

1876 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗнче Александр Белл тата Томас Ватсон шӗвек передатчикпа опытсем ирттернӗ. Легенда тӑрӑх, вӗсем тӗрлӗ пӳлӗмсене кайма пуҫласан Александр Белл ӑнсӑртран батарейӑри кислотана хӑйӗн шӑлаварӗ ҫине тӑкса янӑ та хыттӑн: «Ватсон, килӗр кунта, эсир мана кирлӗ!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Лешӗ, урӑх пӳлӗмре пулнӑран, вӑл кӑшкӑрнине илтмен, анчах приемникри сӑмахсене пӗрремӗш хут илтнӗ. Вӑл ҫийӗнчех Белл пӳлӗмне чупса кӗнӗ те: «Эпӗ кашни сӑмаха илтрӗм!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Александр малтанах мӗн пулса иртнине ӑнланайман, хӑй пиҫсе кайни ҫинчен калаҫнӑ, анчах опыт ӑнӑҫлӑ пулни ҫинчен пӗлсенех хӑйӗн суранӗ ҫинчен манса кайнӑ. Вӗсем кунӗпе, ҫӗрӗпе приёмникпа передатчик вырӑнӗсемпе улшӑнса тӑнӑ, пӗр-пӗрне мӗн кӑна каламан, ҫав шутра — «Турӑҫӑм, король арӑмне упра!»[18] тени те. Кайран чылай ҫынна ыйту канӑҫсӑрлантарнӑ: мӗншӗн-ха вӗсем телефонпа пирвайхи калаҫӑва патент илме заявка панӑ хыҫҫӑн пӗр уйӑхран кӑна ирттернӗ? Анчах кайран тата нумайрах ыйту ҫуралнӑ.

Телефона рынока кӑларни тата хатӗре лайӑхлатни

1876 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл Америкӑри Ӳнер тата Ӑслӑлӑх Академиине (American Academy of Arts and Sciences) телефонне кӑтартнӑ. Демонстраци ӑнӑҫлӑ иртнӗ, изобретение тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Ҫийӗнчех Александр Белл лекцийӗсене ыйтма пуҫланӑ. 1876 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн изобретенине Массачусетри Технологи Институтне (Massachusetts Institute of Technology) кӑтартнӑ, унта та ӑнӑҫу вӑйлӑ пулнӑ.

Гардинер Хаббард ҫав ҫул Александрӑн Филадельфири АПШ никама пӑхӑнманлӑхӗн ҫӗр ҫулне халалланӑ Промышленноҫ куравне хутшӑнмалла тесе ҫине тӑнӑ. Курав программинче Америка индустрийӗпе наука шухӑшӗн пӗтӗм ҫитӗнӗвӗсем пулнӑ, ку хӑйӗн изобретенийӗ ҫинчен пӗлтерме питӗ лайӑх май пулнӑ.

Анчах Гардинер Хаббард ӑна тем пек ӳкӗтлесен те Александр Белл курава каясшӑн пулман. Вара вӑл питӗ кирлӗ мерӑсем йышӑнма шутланӑ. Гардинер Гертрудӑпа Мэйбел патне телеграмма янӑ, Александра епле пулсан та илсе килме хушнӑ. Вара Мэйбел экипаж тара тытса Александрӑн тара илнӗ хваттерӗ патне кайнӑ. Ӑна ҫула кайма компаньон кирлӗ тенӗ те экипажа тӗртсе кӗртнӗ. Унтан кучера вокзала кайма хушнӑ, Александра Филадельфие каймалли билетпа антарса хӑварнӑ.

1876 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнче Александр хӑйӗн стенчӗпе Машиностроени залӗнче Электротехника енӗпе ӗҫлекен Комиссие кӗтсе тӑнӑ. Кун шӑрӑх тӑнӑ, Комисси хӑйӗн тӗрӗслевне Александр Белла стенчӗ патне ҫитичченех вӗҫлесси ҫинчен пӗлтернӗ. Анчах сасартӑк зала Бразили императорӗ Дом Педро пырса кӗнӗ те хӑйӗн паллакан учительне курнӑ. Лешӗ ӑна телефон ӗҫӗн принципне ӑнлантарса пама пуҫласан вӑл пӗрмаях «Кун пек пулма пултараймасть!» — текеленӗ. Император акӑлчансен аслӑ физикӗн Кельвина лордӑн (William Thomson) тимлӗхне илнӗ, кӗҫех пӗтӗм комисси Александр Белл стенчӗ патӗнче тӑнӑ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне кӑтартма шут тытнӑ та Дом Педрӑна приёмнике панӑ. Император унран илтӗнекен сӑмахсене илтсен тӗлӗннипе кӑшкӑрса янӑ: «Вӑл калаҫать!» Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗтӗм комисси Белл изобретенине пӗр сехет хушши тӗрӗсленӗ, унӑн майне-шывне тӗрӗсленӗ, ултав шыранӑ, анчах кашни опыт хыҫҫӑн тӗлӗнмелли нумайланнӑ. Комисси вердикчӗпе Александр Белл куравӑн ылтӑн медальне тивӗҫнӗ.

1876 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Бостонпа Сейлем хушшинче телефонпа калаҫма май килнӗ, вӗсен хушши — 15 миле яхӑн (25 км яхӑн) . 1876 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнче Тухӑҫ Тимӗр Ҫул (Eastern Railroad) вӑрӑм дистанцире телефонсене тӗрӗслеме хӑйӗн телеграф пралукӗсене панӑ. Ҫав кун Бостонпа Ҫурҫӗр Конвей (North Conway) хушшинче телефонпа калаҫнӑ, вӗсен хушши — 140 мильӑна яхӑн (225 км яхӑн) . Пахалӑхӗ лайӑхах мар пулин те ҫыхӑнӑва йӗркеленӗ, сигналсем панӑ[18].

Телефон ытларах та ытларах сарӑлма пуҫланӑ. Александр Белл тӗрлӗ хулара телефона демонстрацилесе халӑх умӗнче лекцисем вуланӑ. Тимлӗхе илес тесе вӑл ҫур сехетлӗхе телеграф линине тара илсе Бостонран Нью-Йорка «Yankee Doodle» юрра панӑ, Нью-Хэйвенра (New Haven) калаҫӑва пралук тӑрӑх мар, Йель Университечӗн алла-аллӑн тытӑннӑ 16 профессорӗ урлӑ панӑ. 1877 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Провиденса (Providence) 2000 ытла ҫын унӑн лекцине пырса кӗнӗ. Куракансем хӑш чухне билетшӑн икшер доллар тӳленӗ, ҫапла Александр ҫав вӑхӑтпа лайӑх укҫа илме пуҫланӑ.

186787-мӗш номерлӗ патент

Филадельфире 1876 ҫулта иртнӗ промышленноҫ куравӗнче, Беллӑн телефонӗ чи пысӑк мухтава тивӗҫнӗ ҫӗрте, Эймос Эмерсон Долбеар (Amos Emerson Dolbear) Лиссажу камертонне, опейдоскоп тата электричество гироскопне кӑтартнӑ. Курав хыҫҫӑн куравра Вӗренӳ пайӗнче ӗҫленӗ Персиваль Ричардс (Percival D. Richards) мистер Эмерсонран унӑн бизнес валли идейӑсем пур-и тесе ыйтнӑ. Лешӗ телефона патентланӑ пулсан хӑтланма та кирлӗ мар тесе хуравланӑ. Вара Персиваль Эмерсона Белл сӑнавӗсене хутшӑнма ыйтнӑ. 1876 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Долбеар профессор, ун чухне вӑл Рейс сӑнавӗсене те, Александр Белл йӗркеленӗвне те пӗлмен пулин те, аякран сасӑ парассипе опытсем ирттернӗ. Ун чухнех вӑл хӑйӗн хатӗрӗсенче постяннӑй магнитсемпе усӑ курнӑ. Белл пирки калас пулсан, унӑн 1876 ҫулхи шӗвӗ передатчикӗ йӑпанмалӑх кӑна пулнӑ, мӗншӗн тесен кӑшт аяккарахра та вӑл аран-аран илтӗнекен сасӑсене ҫеҫ панӑ.

Эмерсон Гарвард обсерваторине Белла устройствин тӗрӗслевне килсен мембрана вибрацине вӑйлатма электромагнит хушма ӳкӗте кӗртнӗ. Долбеар профессор кун кӗнекинче ҫырнӑ тӑрӑх, унччен Белл аппаратӗнче15 Грове элементӗнчен тӑракан батарея пулнӑ, Александр Белл пӗр элемент хыҫҫӑн теприне илме тытӑннӑ. Устройство малалла ӗҫленӗ, вӑл пӗр элементран та малалла ӗҫлесен Александр Белл ташша янӑ, халӗ вӑл телефонсене мӗнле тумаллине пӗлни пирки каланӑ[28].

1877 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Александр Белл представителӗ батарейӑсӑр та ӗҫлеме пултаракан ҫӗнӗ телефон патентне илме заявка панӑ, 1877 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче 186787-мӗш номерлӗ Америка патентне панӑ[29]. Эмерсон хӑйӗн устройствине ӑна пӗлтермесӗрех патентланӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ, ҫакна ӑнлантарма ыйтнӑ. Каярахпа вӑл Беллӑн тӗп оппоненчӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ, вӑл телефон пӗрремеш шухӑшласа кӑларнине хирӗҫленӗ.

Телефон Компанине йӗркелени

1877 ҫулхи ака уйӑхӗнче Чарльз Вильямс килӗнчен пуҫласа унӑн мастерскойӗ таран телефон линине тӑснӑ, вӑл 5 ҫухрӑма яхӑн тӑршшӗ пулнӑ. Пӗррехинче, 1877 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче, «хурал сигнализациииийӗн ашшӗн» Эдвин Холмсӑн ывӑлӗ Вильямс мастерскойне ӗҫпе кӗрсе тухнӑ та лешӗ телефонпа усӑ курнине курнӑ. Эдвин Томас Холмс пуҫне телефон коммутаторӗ тӑвас шухӑш пырса кӗнӗ, кун пирки вӑл Гардинер Хаббарда каланӑ. Бостонра Холмс офисӗнче хурал сигнализацийӗн пульчӗ пулнӑ, унран чылай клиент ҫурчӗсенчи хурал хатӗрӗсем патне пралуксем кайнӑ. Вӑл клиентсене телефонсем вырнаҫтарса пама, вӗсене хӑйӗн офисӗнче ҫыхӑнтарма сӗннӗ.

Ку сӗнӳ Хаббард мистер кӑмӑлне кайнӑ, опыта туса ирттернӗ. Холмс клиенчӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗнӗлӗхе хакланӑ, ӑна хӑйсен офисӗсенче лартма кӑмӑл тунӑ, Хаббард ӑна телефонсене тара пама тытӑннӑ. Холмс офисӗнче переключательсене йӗркеленӗ, вӗсем урлӑ абонентсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ. 1877 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Белл компанийӗ 778 телефон вырнаҫтарнӑ, вӗсенчен 700 ытларахӑшне Холмс офисӗ урлӑ ҫыхӑнтарнӑ[30].

1877 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче телефон аппарачӗсем ҫине меллӗ приёмник лартнӑ, ӑна «Белл трубки» е «ҫуллӑ пичет» тесе ят панӑ. Ҫак хатӗре Александр тата Пенсильванири Университетран (University of Pennsylvania) вӗренсе тухнӑ, Бостонра пушар сигнализацийӗн системисене вырнаҫтарнӑ Уильям Ченнинг (William Channing) шухӑшласа кӑларнӑ . Пенсильванири Университетра Ченнинга телефон трубкин пӗрремӗш тата пӗртен-пӗр изобретателӗ тесе шутлаҫҫӗ, ҫакна университетран вӗренсе тухнисем ҫинчен калакан информацире кӑтартнӑ.

Халӑх лекцийӗсем ӑнӑҫлӑ иртнӗ, телефон ҫыхӑнӑвне саккассем панӑ хыҫҫӑн, 1877 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗнче, Беллӑн Телефон компанине (Bell Telephone Company of Massachusetts (BTC)) никӗсленӗ, кайран вӑл «Америкӑри Телефон тата Телеграф Компанийӗ» (American Telephone and Telegraph Company (AT&T)) пысӑк корпораци пулса тӑнӑ.

Компанин 5000 акцине ҫакӑн пек валеҫнӗ:

  1. Александр Белл — 10 акци
  2. Мэйбел Белл — 1497 акци
  3. Гардинер Хаббард — 1387 акци
  4. Гардинер Хаббард арӑмӗ Гертруда Хаббард — 100 акци
  5. Томас Сандерс — 1497 акци (110 пин доллар ӗҫе инвестици хывнӑ)
  6. Томас Ватсон — 499 акци
  7. Гардинер Хаббардӑн шӑллӗ (C. E. Hubbard) — 10 акци.

Александр Белл тата Мэйбел Хаббард туйӗ

1875 ҫулхи ҫулла Мэйбел Хаббард Нэнтакета (Nantucket) темиҫе уйӑхлӑха кайнӑ, Александр вара ҫакӑн пек нумай вӑхӑтлӑх уйрӑлӑва тӳссе ирттерейместӗп тесе шутланӑ. Ҫав ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑл Мэйбел амӑшӗ Гертруд Хаббард патне ҫыру ҫырнӑ, унта вӑл «хӑйӗн вӗренекенӗпе кӑсӑкланни пысӑкрах туйӑмсене куҫнине… вӑл ӑна юратма вӗреннине… унран уйрӑлма тивнӗшӗн питӗ ӳкӗннине» каланӑ.

Гертрудӑшӑн ку пысӑк сюрприз пулнӑ. Тӗл пулсан вӑл Александра ҫапла каланӑ: хӗр 17 ҫулта ҫеҫ, унӑн тӗнче курмалла, учителӗн вара хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен пӗлтериччен тӑхтамалла пулнӑ. Анчах туйӑмсем ҫав тери вӑйлӑ пулнӑ, вӗсене тытса чарма май пулман. Александр Мэйбел патне Нэнтакета ҫырусем ҫырма пуҫланӑ, часах хӑй те унта кайнӑ. Иккӗшӗ те пӗр-пӗрне килӗштернӗ пулин те Мэйбел ашшӗ-амӑшӗ туй пирки калаҫма иртерех-ха тесе шухӑшланӑ.

Анчах 1877 ҫулхи ҫулла, халӑх лекцийӗсем ӑнӑҫлӑ иртнӗ тата телефон ҫыхӑнӑвне саккас панӑ хыҫҫӑн, Мэйбел ашшӗ-амӑшӗ ҫамрӑк ҫын ура ҫине тӑнӑ тесе шутланӑ. 1877 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче Александр Белл Мэйбел Хаббарда качча илнӗ.

Туйччен икӗ кун маларах Белл компанийӗ йӗркеленӗ, унта Александр Белл 5000 акцирен 1500-шне илнӗ, анчах та вӑл хӑйӗн мӗнпур акцине Мэйбела туй парни тесе парнеленӗ, хӑйӗн валли 10 акци ҫеҫ хӑварнӑ[8].

Александр Белл — Европӑра

1877 ҫулхи ҫулла Александр ҫамрӑк арӑмӗпе туй ҫулҫӳревне кайнӑ, пасарта телефона малалла кӑларас ӗҫе хӑйӗн тусӗсемпе компаньонӗсем ҫине хӑварнӑ. Чуп-чуп уйӑхне кайнисӗр пуҫне вӑл Европӑра инвесторсем тупса Европа пасарӗнче ҫирӗпленме хӑтланнӑ.

Телефона Англи королевине Викторийӑна кӑтартнӑ, ҫак изобретени ӑна питӗ килӗшнӗ.

Анчах Европӑра Александр Белл вӑйлӑ конкуренципе тата нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ.

Германире Импери почта управленийӗн статс-секретарӗ Генрих фон Стефан (Heinrich von Stephan) Белл изобретенийӗ ҫинчен пӗлнӗ те нимӗҫ компанийӗсене хӑйсен телефонӗсене туса кӑларма хушнӑ. 1877 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех «Сименс тата Гальске» компани (Siemens & Halske) кунне 200-шер телефон аппарачӗ тума пуҫланӑ, ун хыҫҫӑн Микс тата Дженест (Mix & Genest) кӑларма тытӑннӑ. Германин сапаланчӑк ҫӗрӗсем нумаях пулмасть пӗрлешнӗ, Германи Империйӗнче патент бюровӗ (Patentgesetz) 1877 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ҫеҫ ӗҫлеме тытӑннӑ. Александр Беллпа унӑн сотрудникӗсем ӑнланса та ӗлкӗреймен, Вернер Сименс ҫийӗнчех хӑйӗн телефона прависене ҫирӗплетнӗ. Белл ҫырӑвӗсене пурне те вӑл ҫапла хуравланӑ: «Эсир Германире изобретение патентламан пулсан эпӗ производствӑна малалла тӑсатӑп».

Францире Томас Эдисон представителӗсем тупӑннӑ, вӗсем унӑн телефонӗн конструкцине малалла сарнӑ. Белл пулман чухне телефон демонстрациллӗ лекцисене Фред Гауэр (Fred Gower) репортёр ирттерме пуҫланӑ.Хаббард мистер ӑна пӗтӗм Ҫӗнӗ Англире телефонсем вырнаҫтарма контракт панӑ, анчах кӑтартавӗсемпе кӑмӑллӑ пулман, ҫавӑнпа та вӑл лектор вырӑнӗнчех юлнӑ. Кайран вӑл Европӑна Белла инвесторсене шырама пулӑшмашкӑн кайнӑ. Вӑл Англире инвесторсем тупнӑ, конструкцие кӑштах хушса Александр Белла тата Хаббард мистера ним тӳлемесӗрех телефонсене сутма тытӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах Белл хӑйӗн акӑлчан патенчӗсемпе нимӗн те тӑвайман. Гауэр аванах мул пухнӑ, халӑхра анлӑ сарӑлнӑ Лиллиан Нордика (Lillian Nordica) юрӑҫа качча илнӗ, анчах телейӗ нумая пыман. Пӗррехинче вӑл сывлӑш шарӗпе ҫулҫӳреве тухнӑ. Франци пулӑҫи ӑна чӗнсе шар ӑҫта вӗҫсе каясси ҫинчен ыйтнӑ. Гауэр: «Лондона!» — тесе хуравланӑ та тӳпенлле ҫӗкленнӗ. Урӑх ӑна никам та курман[18].

АПШна таврӑнни тата суд процесӗсем

Телефон сечӗ ӳснӗ, Гардинер Хаббард вара телефонсене сутма васкаман. Телефон сечӗпе монополие сыхласа хӑварас, телефон конструкцине никам та копилесе ан илтӗр тесе вӗсене тара ҫеҫ панӑ вӑл. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӑйсен сечӗсене вырнаҫтарас тата хӑйсен аппарачӗсене ӑсталас текенсем нумайлансах пынӑ, мӗншӗн тесен телефони тупӑшне пурте ӑнланнӑ. 174465-мӗш номрелӗ патентпа килӗшӳллӗн, Александр Белл тата унӑн компаньонӗсем 17 ҫуллӑха, 1876 ҫултан пуҫласа 1893 ҫулччен, телефонсем кӑларма ирӗк илнӗ. Анчах ҫак тапхӑрта кӑна АПШра ҫыхӑну пулӑшӑвӗ сӗнекен тата аппаратсемпе суту-илӳ тӑвакан 1500 ытла компани хута кайнӑ. Патент срокӗ тухсан 10 ҫултан вара тата 6000 ытла пулнӑ. Гардинер Хаббардӑн оппонентсене аркатас тесе хӑйӗн пӗтӗм юридици опычӗпе усӑ курма тата суд системинчи мӗнпур ҫыхӑнӑва хушшу-хуппа кӗртме тивнӗ[31].

АПШра Вестерн Юнион компани харпӑр телефонсем туса кӑларма тата абонентсене ҫыхӑнтарма пуҫӑннӑ, Александр патне суд ларӑвӗсенче хӑйӗн пулмалла тесе телеграммӑсем килнӗ. Вӑлах Мейбела телефон йӑлӑхтарса ҫитерни, вӑл малалла вӗрентесшӗн пулни ҫинчен каланӑ. Ун патне Шотландири Гринок (Greenock) хулинчен хӑлха илтмен ачасем валли «Видимая Речь» учительне шыраса тупма ыйтса ҫыру килсен тӗнчипе паллӑ изобретатель ҫак вакансие йышӑнма васканӑ. Мэйбел вара ӑна АПШна кайма ӳкӗте кӗртме пултарнӑ. Бостона кӗмесӗрех ашшӗ-амӑшӗн килӗнче чарӑнас тесе Александр Канадӑри Квебек портне каякан карап ҫине ларнӑ. Анчах 1878 ҫулхи чӳкре карап трапӗ ҫинчен аннӑ чухне ӑна Томас Ватсон хӑй кӗтсе илнӗ[32]. Александрӑн каллех телефонипе аппаланма тивнӗ.

Телефон компанийӗн ӗҫӗсем япӑх пынӑ. Ӗҫченӗсем уйӑхӗ-уйӑхӗпе шалу илмен, поставщиксем компанипе ӗҫлеме килӗшмен. Пуян спонсор Томас Сандерс та чӑтӑмлӑхне ҫухатма пуҫланӑ, вӑл 110 пин доллар хывнӑ, анчах пӗр цент та илеймен. Ҫак йывӑрлӑхсем вӑхӑтӗнче ҫакӑн пек сас-хура тухнӑ: Хаббард компание Вестерн Юнион компанине тата Беллӑн мӗнпур патентне 100 пин долларпа сӗннӗ, анчах лешӗ хирӗҫленӗ[33].

Беллӑн телефон компанийӗ Вестерн Юниона хирӗҫ тавӑҫ панӑ, ӑна хӑйӗн привилегине пӑснӑшӑн айӑпланӑ. Беллӑн козырӗсенчен пӗри 1877 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Грэй мистер ҫырнӑ ҫыру пулнӑ, унта вӑл хӑйӗн оппонентне ҫитӗнӗвӗпе саламланӑ, «изобретени валли хӑйӗн валли права та ыйтмастӑп» тенӗ. 1879 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Вестерн Юнион юрисчӗсем Белл компанийӗ патне ыйтӑва судчен татса пама сӗнме пуҫланӑ. Пуриншӗн те кӗтмен ҫӗртен Вестерн Юнион компани Белл компанипе компромисс тума килӗшнӗ. 1879 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче килӗшӳ тунӑ:

  1. Александр Белл телефон изобретателӗ тесе йышӑннӑ
  2. «Western Union» хӑйӗн телефон сетьне (17 хулари 55 пин абонент) Белл (NBTC) компанине парать, лешӗ 17 ҫул, Белл патенчӗ вӑйра чухне, тупӑшӑн 20 % тӳлеме сӑмах парать
  3. NBTC нихӑҫан та телеграф сечӗсе тумастпӑр тесе сӑмах парать

Александр Белл телеграф сечӗсем тума шутламан та, халӗ унӑн хӑйӗн тупӑшлӑ бизнесӗ пулнӑ. 1879 ҫулхи пуш уйӑхӗнче унӑн акцийӗсем 65 $ сутӑннӑ, авӑн уйӑхӗнче вӗсен хакӗ 337 $ ҫитнӗ, юпа уйӑхӗнче 525 $ пулнӑ, Вестерн Юнионпа килӗшӳ туни пирки хыпар сарӑлсан хак 1000 доллар таран хӑпарнӑ.

Суд ларӑвӗсем малалла тӑсӑлнӑ, ҫӗнӗ претендентсем тупӑннӑ. Александр Белл компаньонсем 600 яхӑн суд процесне чӑтса ирттернӗ. 1887 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче АПШ Аслӑ Судӗнче процесс пуҫланнӑ, унта Белла хирӗҫ Эймос Эмерсон Долбеар (Amos Emerson Dolbear), Дэниел Дробӑн Телефон тата Телеграф компанийӗ (Drawbaugh Telephone and Telegraph Company), Молекулярнӑй (Molecular TelCo), Клэй Коммершл (Clay Commercial TelCo) тата Оверлэнд (Overland TelCo) пулнӑ. 1888 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнче ҫакӑн пек йышӑну тунӑ: «… Ҫӗрлехи тӳпе ҫине пӑхакан кирек мӗнле ҫын та Нептун планетине курма пултарнӑ, анчах та Леверье шутлавӗ тата Адамс сӑнанисем ҫеҫ вӑл пуррине ҫирӗплетме тата унӑн Хӗвел системинчи позицине кӑтартма пултарнӑ. Беллпа та ӗҫсем ҫаплах … Белл телефона конструкциленӗ те хӑйӗн изобретенийӗн никӗсне ӑслӑлӑх тӗлӗшӗнчен ӑнлантарнӑ, ҫавӑн пекех ӑна патентланӑ…» 4 аслӑ судья ун майлӗ, 3-шӗ хирӗҫ пулнӑ. Процесс пынӑ вӑхӑтра судьясенчен пӗри вилнӗ. Ҫак йышӑнӑва ҫырнӑ Аслӑ суд председателӗ Уэйт чире пула ӑна вулайман, ҫакна хӑйӗн ӗҫтешне шанса панӑ. Уэйт судья приговора пӗлтернӗ хыҫҫӑн 4 кунран вилнӗ. Ҫапла майпа Белл суд ӗҫне 1 сасӑ ытларахпа ҫеҫ выляса илнӗ[34].

Фотофон шухӑшласа кӑларни

1879 ҫулта Александр Британи Энциклопедине илнӗ, ӑна малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех ҫӗнӗ идейӑсем шыраса вуланӑ. Вал телефон ҫинче кӑна чарӑнма шутламан.

1870-мӗш ҫулсенче Англире селенӑн хӑйне евӗрлӗ палӑрӑмӗсем ҫинчен пӗлме пуҫланӑ. Александр чуп-чуп уйӑхне Аслӑ Британие килнӗ чухне вырӑнти ӑслӑлӑх журналӗсем пурте кун пирки статьясем ҫине-ҫине пичетленӗ. 1878 ҫулта Король ӑслӑлӑхӗсен академийӗнче доклад вуланӑ чухне вӑл ҫапла каланӑ: «Эсир селена телефон батарейине вырнаҫтарса хӗвел пайӑркине ун ҫине ярсан, ӑна ӗмӗлкене илтнӗ евӗр илтме пултаратӑр». Ҫакӑнтан селенпа сигнализаци тата даннӑйсене панӑ чухне усӑ курма майсем пуррине палӑртма пулать.

1879 ҫулта вӑл ку ӗҫе тӗплӗн тума тытӑннӑ. Ҫак ӗҫре Александра Чарльз Самнер Тэйнтер (Charles Sumner Tainter) пулӑшнӑ, ун патне вӑл Кэмбриджпортри (Cambridgeport) лавккана хӑйӗн опычӗсем валли хатӗрсемпе реактивсем илме час-часах кӗнӗ. 1880 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Александр тӗллев лартнӑ — калаҫӑва ҫутӑпа усӑ курса пурнӑҫламалла, кун пирки вӑл хӑйӗн лаборатори ҫырӑвӗсенче ҫырнӑ. 1880 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче вӑл ҫак ыйтӑва ӑнӑҫлӑ татса пани ҫинчен ҫырнӑ[35].

Ҫуркунне сасса инҫерех парас енӗпе опытсем пуҫланнӑ. Пуш уйӑхӗнче 82 метр инҫӗшӗнче фотофон урлӑ уҫӑмлӑ калаҫнине илтме май пулнӑ, ака уйӑхӗнче инҫӗш 200 метртан иртнӗ. Анчах фотофонпа практикӑра усӑ курасси рельефпа, ҫанталӑк условийӗсемпе тата ытти факторпа чикӗленнӗ.

Ҫапах та Александр Белл ҫак изобретение хӑйӗн чи чаплӑ япалисенчен пӗри тесе шутланӑ. Информацие ҫутӑ пулӑшнипе пани оптоволокно кабельне пурнӑҫа кӗртсен кӑна рентабельлӗ пулса тӑнӑ, анчах ку Белл шухӑшласа кӑларнӑ хыҫҫӑн 100 ытла ҫултан пулса иртнӗ.

Медицинӑри ҫитӗнӳсем

1881 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗнче АПШ президентне Джеймс Гарфилда (James A. Garfield) пенӗ, анчах унӑн нумайччен нушаланма тивне. Президента икӗ пуля лекнӗ: пӗри алла лекнӗ, тепри ҫурӑмӗнчен лекнӗ те унтах юлнӑ. Президент йывӑр выртнӑ, унӑн больницӑри койка патне чи лайӑх тухтӑрсем туртӑннӑ[8].

Александр Белл ҫакӑн ҫинчен пӗлсенех хӑйӗн валли экипаж саккас панӑ та Бостона, Вильямс мастерскойне, кайнӑ. Унта вӑл хӑйӗн металлодетекторӗпе, чи малтан ҫӗр ӑшӗнчи тимӗрсене тупма тунӑ хатӗрпе, ӗҫлеме тытӑннӑ. Ун ҫумне вӑл металлсем пурри ҫинчен сигнализацилекен телефон приёмникне ҫыхӑнтарнӑ.

undefined

Утӑн 26-мӗшӗнче Александр Белл тата Самнер Тэйнтер Шурӑ Ҫурта хӑйсен хатӗрӗпе килнӗ. Чирлӗ Гарфилд президент тавра темиҫе тухтӑр тӑнӑ. Гарфилд мистер ток ҫапасран хӑранӑ, батарейӑсемпе пралуксем ӑна сехӗрлентерсе ӳкернӗ. Александрпа тухтӑрсем металлодетектора асӑрхануллӑн шыраса пульӑна тупса палӑртма хӑтланнӑ, анчах прибор пӗр тикӗс сасӑ ҫеҫ панӑ, ҫавӑнпа пуля ӑҫта пулнине пӗлме май пулман. Опытсем усӑсӑр вӗҫленнӗ, Александр хатӗре татах тума тытӑннӑ. Каярахпа вӑл тухтӑрсем вӑл мӗн ыйтнине пӗтӗмпех туманнине, Гарфилда тимӗр пружинӑллӑ тӳшексӗр вырӑн ҫине хуманнине пӗлнӗ. Прибор пӗр тикӗс сасӑ панинчен тӗлӗнмелли ҫук, вӑл матрасӑн тимӗр каркасне диагностика тунӑ.

Президент сывалма пуҫланӑ, ҫурла уйӑхӗнче кровать ҫине ларса апата никам пулӑшмасӑрах ҫиме пултарнӑ. Анчах авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл вилнӗ. Вӑл тӗртӗм ӑшне кӗрсе ларнӑ, пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратман пульӑран мар, тухтӑрсем унта кӗртнӗ инфекцирен вилнӗ[36]. Вӑл вӑхӑтри тухтӑрсем рентген та, металлодетектор та ҫуккипе тӗрӗслеме аллисене суран ӑшне чикнӗ. Антисептиксем пирки калас пулсан, вӗсем ҫав ҫулсенчи медицинӑра ҫирӗпленсе ҫитеймен-ха.

1881 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Александр Белл хӑйӗн металлодетекторне Нью-Йоркри тухтӑрсене кӑтартнӑ. Куракансенчен пӗри, Джон Гирднер тухтӑр (John H. Girdner), ҫак приборпа хӑйӗн операцийӗсенче усӑ курма пуҫланӑ. Ҫакӑн ҫинчен вӑл ӑслӑлӑх журналӗсенче ҫырнӑ чухне яланах «Белл профессорӑн чаплӑ изобретенийӗ» тесе кӑтартнӑ, «унӑн ятне сиплевҫӗсен, асап тӳсекен этемлӗхе пулӑшакан ырӑ тавакансемпе юнашар ҫырса хумалла» тенӗ. Анчах кайран вӑл «Гирднер тухтӑрӑн пульӑсен телефони детекторне» сутма тытӑннӑ, хаҫатра унӑн некрологӗнче вара Гирднер мистер детекторӗ рентген шухӑшласа кӑлариччен пациентсенче пин-пин пуля шыраса тупса ӑна кӑларма пулӑшнӑ тесе ҫырнӑ.

Белл Гирднер ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен питӗ лайӑх пӗлнӗ, анчах унпа ҫӗнӗ хирӗҫӗве кӗме шутламан. 1886 ҫулта Гейдельберг университечӗ Александр Белла металлодетектор шутласа кӑларнӑшӑн медицина тухтӑрӗн хисеплӗ степеньне панӑ. Ҫак хатӗр рентген пайӑркисене шухӑшласа кӑлариччен пин-пин ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ, унпа Англи-Бур тата Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫинче те усӑ курнӑ, ун чухне рентгенографи пур ҫӗрте те пулман, уйрӑмах фронтра.

1881 ҫулхи ҫулла Александр Беллӑн тин ҫуралнӑ ывӑлӗ сывлав ҫулӗсен функцийӗсем пӑсӑлнине пула вилнӗ. Тепӗр ҫын хуйха путӗччӗ, анчах ку Александршӑн ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлмалли ҫӗнӗ хатӗр шутласа кӑларма стимул пулса тӑнӑ. Вӑл ҫавӑнтах искусственнӑй майпа сывламалли аппарат тӑвас ӗҫе пуҫӑннӑ, ӑна «Вакуумлӑ куртка» тенӗ. Вӑл пациент кӗлеткине хупӑрласа илнӗ те пачах сывлӑш кӗртмен. Пациент кӗлетки ҫинчи сывлӑш пусӑмне илсе вӑл ӳпкене ҫӑвар сывлӑш яма май панӑ, пӗр сӑмахпа каласан, пациента искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ. Александр 1882 ҫулта Англире хатӗрӗн ӗҫ модельне тунӑ та ӑна Британи Физиологи Обществине кӑтартнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тухтӑрсем ку енӗпе ӗҫе малалла тӑснӑ[37], ҫапла «тимӗр ӳпке» ятлӑ хатӗр тупӑннӑ. Халӗ ҫакӑн пек хатӗре «ӳпкене искусственнӑй майпа вентиляци тӑвакан аппарат» теме йышӑннӑ.

Вольт ячӗллӗ лаборатори

1880 ҫулта Александр Белл Парижа 50 пин франкпа танлашакан Вольт ячӗллӗ премине илме килнӗ. Ку питӗ сайра тӗл пулакан тата сумлӑ награда пулнӑ, ӑна Александр телефон шухӑшласа кӑларнӑшӑн тивӗҫнӗ. Ку укҫапа вӑл Вольт ячӗллӗ лаборатори йӗркеленӗ, унта сасӑ тӗлӗшпе опытсем тунӑ[38].

Ҫак ӗҫре Александра иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ Чичестер Белл (Chichester Bell) пулӑшнӑ. Вӑл тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ ҫын пулнӑ, хоккейла выляма та, пианино калама та пӗлнӗ, боксёр матчӗсем хыҫҫӑн унӑн хуҫӑлнӑ сӑмси юлнӑ. Вӑл Дублин университетӗнче Тринити Колледжӗнче (Trinity College) химие вӗреннӗ. Вӑл хими профессорӗ пулнӑ, Америкӑри иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ ӑна ӑслӑлӑх ӗҫне хутшӑнма ыйтсан лешӗ хирӗҫлеймен[39]. Вӗсен пӗрлехи ӗҫӗн малтанхи ҫимӗҫӗсенчен пӗри Спектрофон пулнӑ, вӑл — спектр анализӗ тумалли хатӗр.

Лабораторире малалла опытсем лартнӑ чухне Вольт Белл тата Тэйнтер телефон приёмникӗсемпе передатчиксен ҫӗнӗ конструкцийӗсене тунӑ. Анчах вӗсен тӗп триумфӗ графофо пулнӑ, вӑл — сасӑ ҫырмалли хатӗр, вӑл Эдисон фонографӗнчен пур параметрсемпе те ирттернӗ. Ун ӑшӗнче сасӑ ӑвӑс сӗрнӗ картон цилиндрта касӑклӑн янӑраса тӑнӑ. 1886 ҫулта Вольт ячӗллӗ Графофон компанийӗ (The Volta Graphophone Company) никӗсленнӗ. Предприяти инвесторсене тупнӑ, хӑйӗн никӗслевҫисене пуянлӑхпа тивӗҫтернӗ, чапа кӑларнӑ. Самнер Тэйнтер сасӑ ҫыртарассипе хӑйӗн кунӗсем вӗҫленичченех ӗҫленӗ, ӗҫӗсемшӗн Джон Скотт (John Scott Medal) медальне тата тӗрлӗ промышленноҫ куравӗсен ылтӑн медалӗсене илнӗ. Чичестер Белл та Джон Скотт медальне тивӗҫнӗ, унтан Англие кайса хӑйӗн ӑслӑлӑх ӗҫне малалла тӑснӑ.

Авиаци Эксперименчӗсен ассоциацийӗ

XIX—XX ӗмӗрсен чиккинче тӗрлӗ ӑсчахсем сывлӑшра вӗҫессипе опытсем тунӑ, Александр Белл та айккинче юлман. Александр тар зарячӗллӗ ракетӑсемпе те, пропеллерсемпе те, тӗрлӗ конструкциллӗ сывлӑш ҫӗленӗсемпе те экспериментсем ирттернӗ. Яланхи пекех, ҫак опытсем таврари ҫынсенчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтернӗ, анчах вӗҫесси патне инҫе пулнӑ-ха.

undefined

Александр Белл пӗрремӗш хут аэродинамикӑпа ӗҫлеме тытӑннӑ, ӑна пулӑшакансем кирлӗ пулнӑ. Пӗрремӗшӗ Вест Поинт (West Point) ҫар академийӗнчен вӗренсе тухнӑ Томас Сэлфридж (Thomas E. Selfridge) лейтенант пулнӑ, ӑна хӑй ҫине тӑнипе ҫар ведомстви Александр Белл опычӗсене сӑнама янӑ. Иккӗмӗшӗ мотогонкӑсен ҫӗнтерӳҫи тата механик Глен Кёртис (Glenn Curtis) пулнӑ, унран Александр хӑйӗн аппарачӗсем валли двигательсем саккас панӑ. Виҫҫӗмӗшӗ Дуглас Маккёрди (Douglas McCurdy) пулнӑ, вӑл университетри тусне Кейси Болдвина (Frederick Walker «Casey» Baldwin) илсе килнӗ. Ҫак компани укҫа-тенкӗ енчен Мэйбел Хаббард пулӑшнӑ, вӑл хӑйӗн мӑшӑрне 20 пин доллар панӑ. 1907 ҫулта Авиаци Эксперименчӗсен Ассоциацийӗ (Aerial Experiment Association) никӗсленнӗ.

undefined

Вӗсен умӗнче тӗллев тӑнӑ — пӗр километр ытла вӗҫмелле. 1907 ҫулта Америка Аэроклубӗ тата «Сайентифик Америкэн» журнал (Aero Club of America and Scientific American) авиацире ҫитӗнӳсем тунӑшӑн памалли приз ҫирӗплетнӗ. Ӑна пер километр дистанцие пӗрремӗш парӑнтарнӑ авиаторӑн илмелле пулнӑ. Белл компанийӗ «Июньский Жук» (June Bug) аэроплан тунӑ, малтанхи вӑхӑтра ӑна сывлӑша ҫӗклеме май пулман. Аэродинамика кӑтартӑвӗсене лайӑхлатма унӑн ҫуначӗсене парафин сӗрме тивнӗ. 1908 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл сывлӑшра 900 метр тытӑнса тӑнӑ, утӑн 4-мӗшӗнче 1634 метр вӗҫнӗ, сывлӑшра 1 минут та 40 ҫеккунт тытӑнса. Белл авиаторӗсем хӑйсен наградине илме тивӗҫлӗ пулнӑ[40].

Ҫак ҫитӗнӳшӗн пурте савӑнман. Райт пӗртӑвансем Глен Кёртис патне Белл Ассоциацийӗпе хӑйсен ӗҫӗсемпе яланах пайланни, вӑл вӗсен хатӗрӗпе аэроплана тытса тӑма усӑ курни, анчах та вӗсене кун ҫинчен пӗлтерменни пирки ҫырнӑ.

1908 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнче Томас Сэлфридж Орвила Райт (Orville Wright) вӗҫевне пассажир пек хутшӑннӑ, ҫак вӗҫев хурлӑхлӑ вӗҫленнӗ. Орвил вӑйлах сусӑрланнӑ, Томас вара сурансене пула вилнӗ.

Ҫав тапхӑрта Ассоциацин укҫа пӗтнӗ, вара Мэйбел 6 уйӑх вӗҫмелӗх тепӗр 10 пин доллар панӑ. Александр Беллӑн юлашки «Серебряный Дротик» аэропланӗ (Silver Dart) 1909 ҫулхи пуш уйӑхӗнче 12-шер миля вӗҫнӗ ӗнтӗ. 1909 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче Авиаци Эксперименчӗсен Ассоциацийӗн юлашки ларӑвӗ иртнӗ[41].

Кайран Глен Кёртис авиаци бизнесне пикеннӗ, хӑйӗн карьери пуҫламӑшӗнче Белл патенчӗсене илнӗ. Александр ватлӑх ҫулӗсенче вӑхӑта судсемпе сая ярас темен, 1917 ҫулта Кёртис компанине Авиаци Эксперименчӗсен Ассоциацийӗн патенчӗсене 5900 долларпа тата компани акцийӗсене 50 пин долларпа сутасси пирки калаҫса татӑлнӑ[42].

Гидродром конструкцийӗ

Хӑйӗн Беин Бреа (Beinn Bhreagh) поместйинче вӑл ҫунатлӑ, хыҫалта пропеллерлӑ шыв транспорчӗ тума тытӑннӑ. Ҫак конструкцие Александр гидродром (hydrodrome) тенӗ, пӗрремӗш гидродрома 1911 ҫулта шыва янӑ. Вӑл HD-1 ятлӑ пулнӑ, ун хыҫҫӑн HD-2 (ишнӗ чухне вӑл чутах путман, ӑна вара кит варӗнче пулса курнӑ Библи пророка хисеплесе «Иона» тесе ят панӑ)[43]. Тепӗр гидродром, HD-3,1913 ҫулта сехетре 50 миля таран (сехетре 80 километр) хӑвӑртлӑхпа кайнӑ.

undefined

Анчах та ҫак опытсем 1914 ҫулта, Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫи пуҫлансан, чарӑнса ларнӑ, Белл поместйи те хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнӗ, мӗншӗн тесен вӑл Британи территоринче вырнаҫнӑ пулнӑ. Ҫапах та 1915 ҫулта Александр Белл АПШ тинӗс ҫар ведомствине хӑйӗн гидродромӗ нимӗҫ шывай киммисене хӑвалама пултарнине ӗнентернӗ. Анчах Британи территорине кайса темӗнле иккӗленӳллӗ инновацишӗн хӑйсене хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерес текенсем пулман. Тепӗр гидродром, HD-4, сехетре 70 миля таран хӑвартлӑхпа (сехетре 110 километр) кайнӑ[8]. Александр Белл ҫар морякӗсене HD-4 лайӑх патруль е ҫӑлав карапӗ пулать тесе ӗнентернӗ. Вашингтонпа Лондонра ҫак изобретенипе интересленме пуҫланӑ, анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула интересӗ часах сӳннӗ. Александр Белла вилнӗ хыҫҫӑн гидродромсемпе опытсем тума пӑрахнӑ. Анчах Александр Белл тӗрӗс каланӑ, ҫак тӗрӗслӗхе 1950-мӗш ҫулсенче кӑна, шывай ҫуначӗллӗ карапсемпе коммерци тӗллевӗсемпе усӑ курма тытӑнсан, ӑнланнӑ.

Вилӗм

Белл сахӑр диабечӗпе нушаланнӑ, 1922 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче Баддек хули (Канадӑри Ҫӗнӗ Шотланди провинцийӗ) ҫывӑхӗнчи хӑйӗн Бейнн-Брей поместйинче пернициозлӑ анемирен вилнӗ. Вӑл вилнӗ хыҫҫӑн Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи мӗнпур телефона (13 миллион ытла) асӑнса чыслас тесе пӗр минут шӑп тӑнӑ вӑхӑт чухлӗ сӳнтернӗ[44].

Изобретенисем тата патентланӑ технологисем

Александр Белл телефон аппарачӗсем тата ҫыхӑнӑва лайӑхлатмалли хатӗрсем валли илнӗ патентсем
АПШ патенчӗн номерӗ Патент дати Изобретени (скобкӑра патент бюровӗнче панӑ ят)
No. 161,739 1875 ҫулхи акан 6-мӗшӗ Мультиплекслӑ телеграф (Transmitter Receiver Electric Telegraph)
No. 174,465 1876 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ Шӗвек телефон передатчикӗ (Improvement In Telegraphy)
No. 178,399 1876 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ Телефон приёмникӗ (Telephonic Telegraphic Receiver)
No. 181,553 1876 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ Генератор электрического тока (Generating Electric Currents)
No. 186,787 1877 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ Телефон с постоянным магнитом (Electric Telegraphy)
No. 201,488 1878 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ Телефон аппарачӗ (Speaking Telephone)
No. 213,090 1879 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ Телефон аппарачӗ (Electric Speaking Telephone)
No. 220,791 1879 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ Витӑй пара (Telephone Circuit)
No. 228,507 1880 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ Телефон передатчикӗ (Electric Telephone Transmitter)
No. 230,168 1880 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ (Automatic Short Circuit for Telephone)
No. 238,833 1881 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ Электричество шӑнкӑравӗ (Electric Call-Bell)
No. 241,184 1881 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ Телефон приёмникӗ (Telephonic Receiver)
No. 244,426 1881 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ Витӑй пара (Telephone Circuit)
Александр Белл тата Самнер Тейнтер фотофон тата унӑн хатӗрӗсем валли илнӗ патентсем
АПШ патенчӗн номерӗ Патент дати Изобретени (скобкӑра патент бюровӗнче панӑ ят)
No. 235,199 1880 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ Фотофон (Apparatus for Signaling and Communicating—Photophone)
No. 235,496 1880 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ Фотофон передатчикӗ (Photophone Transmitter)
No. 235,497 1880 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ (Selenium Cells)
No. 235,590 1880 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ (Selenium Cell)
No. 235,616 21 декабря 1880 (Process of Treating Selenium to Increase Its Electric Conductivity)
No. 241,909 1881 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ Фотофон приёмникӗ (Photophonic Receiver)
Александр Белл, Самнер Тейнтер тата Чичестер Белл фотофон тата унӑн хатӗрӗсем валли илнӗ патентсем
АПШ патенчӗн номерӗ Патент дати Изобретени (скобкӑра патент бюровӗнче панӑ ят)
№ 341,212 1886 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ Фонограф (Reproducing Sounds from Phonograph Records)
№ 341,213 1886 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ (Transmitting And Recording Sounds By Radiant Energy)
№ 341,214 1886 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ (Recording and reproducing speech and other sounds)
Александр Белл, Гектор МакНил тата Авиаци Эксперименчӗсен Ассоциацийӗ вӗҫев аппарачӗсем валли илнӗ патентсем
АПШ патенчӗн номерӗ Патент дати Изобретени (скобкӑра патент бюровӗнче панӑ ят)
No. 757,012 1904 ҫулхи акан 12-мӗшӗ (Aerial Vehicle)
No. 770,626 1904 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ (Aerial Vehicle or Other Structure)
No. 856,838 1907 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ Вӗҫев аппарачӗсене тунӑ чухне тата строительствӑра усӑ курма пур тетраэдридлӑ конструкци (Connection Device for the Frames of Aerial Vehicles and Other Structures)
No. 1,010,842 1911 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ Аэроплан (Flying Machine)
No. 1,011,106 1911 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ Аэроплан (Flying Machine)
No. 1,050,601 1913 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗ Аэроплан (Flying Machine)
Александр Белл гидродромсем валли илнӗ патентсем
АПШ патенчӗн номерӗ Патент дати Изобретени (скобкӑра патент бюровӗнче панӑ ят)
No. 1,410,874 1922 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ Гидродром (Hydrodrome, Hydroaeroplane, and the Like)
No. 1,410,875 1922 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ Гидродром (Hydrodrome, Hydroaeroplane, and the Like)
No. 1,410,876 1922 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ Гидродром (Hydrodrome, Hydroaeroplane, and the Like)
No. 1,410,877 1922 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ Гидродром (Hydrodrome, Hydroaeroplane, and the Like)
undefined

Общество ӗҫӗ

1882 ҫулта вӑл АПШн натурализациленӗ гражданинӗ пулса тӑнӑ.

АПШ Наци ӑслӑхӗсен академийӗн пайташӗ (1883).

Фирмӑран илнӗ укҫапа Белл Вашингтонра А. Вольт ячӗллӗ Лаборатори никӗсленӗ. Унта изобретательсем телефона, фонографа тата электричество ҫыхӑнӑвне лайӑхлатас тӗлӗшпе малалла ӗҫленӗ. Белл хӑй нумай проектпа ӗҫленӗ, уйрӑмах авиаципе тата гидродинамикӑпа; сурӑх ӗрчетес енӗпе те ӗҫленӗ. Пурлӑх ӑна кӑсӑклантарман та, пултаруллӑ ӑсчахсемпе изобретательсене, А. Майкельсонпа Г. Кёртисс йышшисене, пулӑшса пыма май пурри вара пысӑк савӑнӑҫ кӳнӗ. Хӑйӗн опычӗ тӑрӑх Александр Белл пултаруллӑ ҫынна вӑхӑтра пулӑшни пӗлтерӗшлӗ пулнине пӗлнӗ: хӑйӗн ӑслӑлӑх шыравӗн пуҫламӑшӗнче Белла американ физикӗ Д. Генри питӗ пысӑк пулӑшу панӑ. Ҫавӑн пекех Белл куҫ курман тата хӑлха илтмен ҫынсен проблемисене пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Хӑйӗн укҫи-тенкипе темиҫе ҫул хушши Вашингтонри экспериментлӑ шкула тытса тӑнӑ, унта хӑлха илтмен ачасене вӗрентес ӗҫӗн чи лайӑх меслечӗсене тупса палӑртас енӗпе практика ӗҫӗ туса ирттернӗ. Вӑл хистенипе хӑлха илтменнисене пуплеве вӗрентме пулӑшакан Америка ассоциацине никӗсленӗ. Телефон шухӑшласа кӑларнӑшӑн Вольт премине илсен вӑл ҫак укҫапа Вашингтонра хӑлха илтменнисен проблемисем пирки информаци саракан Вольт бюровне йӗркеленӗ. Белл Хелен Келлерӑн лайӑх тусӗ пулнӑ, Хелен ӑна хӑйӗн «История моей жизни» («Story of my life») автобиографиллӗ повеҫне халалланӑ.

Астӑвӑм

  • 1976 ҫулта «Электротехника тата электроника инженерӗсен институчӗ» (IEEEE) пӗтӗм тӗнчери коммерциллӗ мар ассоциаци Александр Грэм Белл ячӗллӗ Ылтӑн медальне ҫирӗплетнӗ, унпа коомуникаци тытӑменче тӗплеӗ тӗпчев ӗҫӗсемшӗн тата прикладной хатӗрӗсемшӗн чыслаҫҫӗ. Организацин аслӑ награди шутланать.
  • 1970 ҫулта Александр Белл ячӗпе Уйӑх ҫинчи кратера ят панӑ.
  • 2013 ҫулта Белл ячӗпе NASA PhoneSat программипе хатӗрленӗ пӗрремӗш виҫӗ наноспутника ят панӑ. Вӗсем ҫинче борт компьютерӗ вырӑнне Nexus сериллӗ смартфонсемпе усӑ кураҫҫӗ.
  • Греэм-Белл —Европӑн ҫурҫӗр енче, Баренц тинӗсӗнчи Франц-Иосиф Ҫӗрӗ архипелагри чи тухӑҫри утрав.
  • Белла чысласа логарифмин виҫе единицине бела ят панӑ.
  • Белл 1888 ҫулта National Geographic журнала никӗсленӗ, вӑл паянхи кун та тӗрлӗ ҫӗршывра тӗрлӗ чӗлхепе тухса тӑрать, халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ.

Искусствӑра сӑнарлани

  • 1939 — История Александра Белла / The Story of Alexander Graham Bell — Дон Амичи;
  • 1947 — Мистер Белл / Mr. Bell — Реймонд Эдвард Джонсон;
  • 1965 — Alexander Graham Bell — сериал, 1 сезон;
  • 1991 — Изобретатель Алекс / The Sound and the Silence — телевизионный фильм;
  • 1995 — Александр Грейам Белл / Alexander Graham Bell — мультфильм.

Комментарисем

  1. ^ Иккӗмӗш ята ҫырнине Пысӑк Раҫҫей энциклопедийӗпе тата транскрипци правилисемпе килӗшӳллӗн илсе кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Грэм, Грэ́хем тата Греем. вариантсем тӗл пулаҫҫӗ

Ӑнлантарусем

  1. ^ Bruce R. V. Alexander Graham Bell // Bell, Alexander Graham (03 March 1847–02 August 1922), inventor and educator (англ.) // American National Biography Online / S. Ware — New York City: Oxford University Press, 2017. — ISSN 1470-6229doi:10.1093/ANB/9780198606697.ARTICLE.1300115
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Alexander Graham Bell - Inventions, Telephone & Facts (англ.) — 2019.
  3. ^ Internet Movie Database (англ.) — 1990.
  4. ^ 1, 2 Dr. Bell, Inventor of Telephone, Dies
  5. ^ Лабораторная тетрадь Александра Грейама Белла, 1875–1876 гг. World Digital Library (1875—1876). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ.
  6. ^ Иванов Александр. Александр Грейам Белл (Alexander Graham Bell). Музей Истории Телефона Родословная. telhistory.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
  7. ^ Bruce, Robert V. Alexander Graham Bell and the Conquest of Solitude. — Little, Brown and Company, 1973. — С. 20. — 564 с. — ISBN 0-316-11251-8.
  8. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Gray, Charlotte. Reluctant genius. Alexander Graham Bell and the passion for invention. — Arcade Publishing, 2011. — ISBN 978-1-61145-060-6.
  9. ^ Bruce, Robert V. Alexander Graham Bell and the Conquest of Solitude. — Little, Brown and Company, 1973. — С. 15. — 564 с. — ISBN 0-316-11251-8.
  10. ^ Иванов Александр. Александр Грейам Белл (Alexander Graham Bell). Музей Истории Телефона Детские годы изобретателя. telhistory.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
  11. ^ Bruce, Robert V. Alexander Graham Bell and the Conquest of Solitude. — Little, Brown and Company, 1973. — С. 31. — 564 с. — ISBN 0-316-11251-8.
  12. ^ Bruce, Robert V. Alexander Graham Bell and the Conquest of Solitude. — Little, Brown and Company, 1973. — С. 37. — 564 с. — ISBN 0-316-11251-8.
  13. ^ Bruce, Robert V. Alexander Graham Bell and the Conquest of Solitude. — Little, Brown and Company, 1973. — С. 55. — 564 с. — ISBN 0-316-11251-8.
  14. ^ Иванов Александр. Александр Грейам Белл (Alexander Graham Bell). Музей Истории Телефона Учительская карьера. telhistory.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
  15. ^ Bruce, Robert V. Alexander Graham Bell and the Conquest of Solitude. — Little, Brown and Company, 1973. — С. 74. — 564 с. — ISBN 0-316-11251-8.
  16. ^ Иванов Александр. Александр Грейам Белл (Alexander Graham Bell). Музей Истории Телефона Первые шаги в Новом Свете. telhistory.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
  17. ^ Bruce, Robert V. Alexander Graham Bell and the Conquest of Solitude. — Little, Brown and Company, 1973. — С. 126. — 564 с. — ISBN 0-316-11251-8.
  18. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Приключения Томаса Ватсона. Музей Истории Телефона. telhistory.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
  19. ^ US Patent № 161,739. Transmitter and Receiver for Electric-Telegraphs. Patented April 6, 1875. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  20. ^ Иванов Александр. Александр Грейам Белл (Alexander Graham Bell). Музей Истории Телефона Будущие соратники. telhistory.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
  21. ^ Bell's gallows phone (Replica), 1875. Museum of Technology. http://www.museumoftechnology.org.uk.+Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 19-мӗшӗ.
  22. ^ Bruce, Robert V. Alexander Graham Bell and the Conquest of Solitude. — Little, Brown and Company, 1973. — С. 168. — 564 с. — ISBN 0-316-11251-8.
  23. ^ Bruce, Robert V. Alexander Graham Bell and the Conquest of Solitude. — Little, Brown and Company, 1973. — С. 172. — 564 с. — ISBN 0-316-11251-8.
  24. ^ Mr. Wilber "Confesses". The Ex Patent Examiner Says He Was Bribed. // The Washington Post. — 1886. — 22 Май. — . 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
  25. ^ US Patent № 174465. Improvement in Telegraphy. Patented March 7, 1876. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ.
  26. ^ Individual Patents that Built Empires. ipstrategy.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
  27. ^ Patents and Innovation, What We Learn From History. https://www.ipeg.com/. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  28. ^ Эмерсон Долбеар (Amos Emerson Dolbear). Музей Истории Телефона. telhistory.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 12-мӗшӗ.
  29. ^ US Patent № 186787. Electric Telegraphy. Patented Jan, 30 1877. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 11-мӗшӗ.
  30. ^ Эдвин Холмс (Edwin Holmes). Музей Истории Телефона. telhistory.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  31. ^ Иванов Александр. Александр Грейам Белл (Alexander Graham Bell). Музей Истории Телефона Самый дорогой патент. telhistory.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
  32. ^ Bruce, Robert V. Alexander Graham Bell and the Conquest of Solitude. — Little, Brown and Company, 1973. — С. 257. — 564 с. — ISBN 0-316-11251-8.
  33. ^ Watson, Thomas A. Exploring Life: The Autobiography of Thomas A. Watson. — D Appleton and company, 1926. — С. 107.
  34. ^ Иванов Александр. Дэниел Дробо (Daniel Drawbaugh). Музей Истории Телефона. telhistory.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 12-мӗшӗ.
  35. ^ Bruce, Robert V. Alexander Graham Bell and the Conquest of Solitude. — Little, Brown and Company, 1973. — С. 336. — 564 с. — ISBN 0-316-11251-8.
  36. ^ Bruce, Robert V. Alexander Graham Bell and the Conquest of Solitude. — Little, Brown and Company, 1973. — С. 347. — 564 с. — ISBN 0-316-11251-8.
  37. ^ Bruce, Robert V. Alexander Graham Bell and the Conquest of Solitude. — Little, Brown and Company, 1973. — С. 349. — 564 с. — ISBN 0-316-11251-8.
  38. ^ Иванов Александр. Александр Грейам Белл (Alexander Graham Bell). Музей Истории Телефона Графофон. telhistory.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
  39. ^ Bruce, Robert V. Alexander Graham Bell and the Conquest of Solitude. — Little, Brown and Company, 1973. — С. 340. — 564 с. — ISBN 0-316-11251-8.
  40. ^ The June Bug. wright-brothers.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ.
  41. ^ Иванов Александр. Александр Грейам Белл (Alexander Graham Bell). Музей Истории Телефона. telhistory.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
  42. ^ Bruce, Robert V. Alexander Graham Bell and the Conquest of Solitude. — Little, Brown and Company, 1973. — С. 453. — 564 с. — ISBN 0-316-11251-8.
  43. ^ Иванов Александр. Александр Грейам Белл (Alexander Graham Bell). Музей Истории Телефона На крыльях по водной глади. telhistory.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  44. ^ Biographical Memoir of Alexander Graham Bell, 1847—1922. (англ.). commons.princeton.edu. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
  • Белль, Александр Граам // Пысӑк совет энциклопедийӗ : [в 66 т.] / гл. ред. О. Ю. Шмидт. — 1-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1926—1947.
  • Белл (Bell) Александер Грейам // Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров. — 3-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1969—1978.
  • Уилсон М. Американские учёные и изобретатели / Пер. с англ. В. Рамзеса; под ред. Н. Тренёвой. — Знание, 1975. — С. 43—52. — 136 с. — 100 000 экз.
  • Энциклопедия для детей / Глав. ред. М. Д. Аксёнова. — Аванта+, 2000. — Т. 14. Техника. — 688 с. — ISBN 5-8483-0011-9.
  • Александр Грейам Белл (Alexander Graham Bell) // Музей Истории Телефона.
  • Bruce, Robert V. Alexander Graham Bell and the Conquest of Solitude. Little, Brown and Company. Boston Toronto. 1973.
  • Gray, Charlotte. Reluctant genius. Alexander Graham Bell and the passion for invention. Arcade Publishing. New York. 2011.
  • Grosvenor, Edwin S. and Wesson, Morgan. Alexander Graham Bell. The life and times of the man who invented the telephone. Harry N. Abrams, Inc. New York. 1997.

Темӑпа ҫыхӑннисем