Андреев Михаил Александрович (Совет Союзĕн Паттăрĕ)

Андреев Михаил Александрович (1914 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ, Усть-Кут[d], Иркутск облаçĕ1991 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ, Иркутск) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 3-мĕш Беларуç фрончĕн 2-мĕш гварди çарĕн 32-мĕш гварди стрелоксен дивизийӗн 82-мĕш гварди полкĕн пулемёт ротин командирĕ , Совет гвардийĕ|гварди аслă лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (29.06.1945)[1][2][3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1914 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Иркутск кӗпӗрнин Киренск уесӗнчи Усть-Кут ялӗнче (халӗ Иркутск облаҫӗнчи Усть-Кут хули) ҫуралнӑ.

Шкулта ҫичӗ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Андреев Черемхово хулинчи 7-мӗш шахтӑра электрикра тата Иркутскри ЦЭС мастерӗнче вӑй хунӑ, Усть-Кута таврӑнсан Усть-Кут районӗнчи политпросвет пайӗн заведующийӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.

Байкал лешьен ҫар округӗн кӗҫӗн лейтенанчӗсен курсӗсене тата «Выстрел» курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ.

1938 ҫулта Хасан кӳлли патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, 1942 ҫултанпа рота командирӗ вырӑнӗнче — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Волхов, Ленинград тата 3-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче виҫӗ хутчен аманнӑ.

Михаил Андреевич Андреев Земланди ҫурутравӗнчи ҫапӑҫусенче 1945 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче, пулемёт ротин командирӗ вырӑнӗнче пулнӑ. Стройран тухнӑ батальон командирӗ вырӑнне йышӑннӑ. Андреев ертсе пынипе батальон тӑшман хӳтӗлевне Зоргенау (халӗ Калининград облаҫӗнчи Покровски сали) ялӗ патӗнче татнӑ, Пальмникен станцине (халӗ Янтарный посёлокӗ) алла илсе Балти тинӗсӗ патне чи малтисен шутӗнче тухнӑ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне 1945 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче панӑ.

Вӑрҫӑ вӗҫленсен 1945 ҫулта Андреев капитан званийӗнче запаса тухнӑ. Иркутскра пурӑннӑ, Иркутскри пулӑ трестӗнче тата хулари 1-мӗш типографин снабжени начальникӗнче ӗҫленӗ.

1991 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13 Иркутскра вилнӗ. Радищево ҫӑвинче пытарнӑ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Паттӑр ятне Иркутскри Сылтӑм ҫыран округӗнчи урама панӑ.
  • Иркутскра Михаил Андреев пурӑннӑ ҫурт ҫине ӑна халалласа асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Андреев Михаил Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Андреев Михаил Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  3. ^ Андреев Михаил Александрович. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  4. ^ Мемориальные доски и памятники г. Иркутска. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.

Вуламалли

Кузнецов И. И. Командир пулемётной роты // Кузнецов И. И. Золотые Звёзды иркутян. — Иркутск: Вост.-Сиб. кн. изд-во, 1982. — 352 с., ил. — Тираж 30 000 экз. — С. 40—43, порт.