Анпилов Анатолий Андреевич
Анпилов Анатолий Андреевич (1914 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ [чӳкӗн 7-мӗшӗ] , Кивӗ Оскол уесӗ[d], Курск кӗпӗрни[d] — 1994 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ, Санкт-Петербург) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Беларуç фрончӗн 16-мĕш сывлăш çарĕн 3-мӗш бомбӑлакан авиаци корпусӗн 241-мĕш бомбӑлакан авиаци дивизийӗн 779-мĕш бомбӑлакан авиаци полкăн эскадрилья командирӗ, капитан, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (01.07.1944)[1][2][3].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Курск кӗпӗрнин Кивӗ Оскол уесӗнчи Стрелецкая слободинче (халӗ — Белгород облаҫӗнчи Кивӗ Оскол хула йышне кӗрет) ҫуралнӑ. Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхне Воронеж хулинче ирттернӗ. 1932 ҫулта шкулта 7 класс вӗренсе пӗтернӗ, 1933 ҫулта — Воронежри коммуналлӑ-строительство техникумӗн пӗрремӗш курсне. 1930 ҫултанпа Воронеж аэроклубӗнче вӗреннӗ.
Хӗрлӗ Ҫарта 1933 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа. 1936 ҫулта Сталинградри вӗҫевҫӗсен ҫар авиаци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Сывлӑш ҫар вӑйӗсен (Киев ҫар округӗнче) стройри чаҫӗсенче хӗсметре тӑнӑ.
Анӑҫ Беларуҫе 1939 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, СБ бомбардировщикпа 2 ҫапӑҫу вӗҫевне тухнӑ.
Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ: 1940 ҫулхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче 48-мӗш хӑвӑрт бомбӑлакан авиаци полкӗн аслӑ лётчикӗ, СБ бомбардировщикпа 36 хут ҫар вӗҫевне тухнӑ. Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ.
Кӑнтӑр-Анӑҫ, Сталинград, Тӗп тата 1-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Украинӑри хӳтӗлев ҫапӑҫӑвӗсене, 1942 ҫулхи Харьковри тапӑну операцине, Сталинградри тата Курскри ҫапӑҫусене, Белоруссие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тапхӑрӗнче 190 ҫапӑҫу вӗҫевӗ пурнӑҫланӑ, вӗсенчен 3 вӗҫевӗ — СБ бомбардировщикпа тата 187 вӗҫевӗ — Пе-2 бомбардировщикпа.
Ҫапӑҫусенче кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Анпилов Анатолий Андреевич капитана СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн хушӑвӗпе 1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
1944 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа Сывлӑш-ҫар академинче (Монино) вӗреннӗ, ӑна 1948 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. 1948—1949 ҫулсенче — Сывлӑш ҫар вӑйӗсен 3-мӗш вӗренӳпе тренировка авиаци центрӗнче (Воронеж хули) вӗрентӳпе тренировка авиаци полкӗн командирӗ. 1949 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен — Мускав ҫар округӗн 244-мӗш бомбӑлакан авиаци полкӗн командирӗ. Вӑл ертсе пынипе полк Сывлӑш ҫар вӑйӗсенче пӗрремӗш Ил-28 реактивлӑ бобардировщиксем сине куҫнӑ. 1952—1953 ҫулсенче Мускав ҫар округӗн 56-мӗш бомбӑлакан авиаци дивизийӗн командирӗн ҫумӗ.
1967 ҫулта «Ленфильм» ӳкернӗ «Хроника пикирущего бомбардировщика» фильмӑн ҫар консультанчӗ пулнӑ.
1971 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен авиаци генерал-майорӗ А. А. Анпилов — запасра. Ленинград (халӗ — Санкт-Петербург) хулинче пурӑннӑ. 1994 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вилнӗ. Ленинград облаҫӗнчи Выборг районӗн Приморск хулинче (ку районта А. А. Анпиловӑн дача пулнӑ) пытарнӑ.
Ҫемье
- Ашшӗ — Андрей Павлович Анпилов, Пӗрремӗш тӗнче тата Граждан вӑрҫисене хутшӑннӑскер, профессиллӗ ҫар ҫынни пулса тӑнӑ, 1937 ҫулта ӑна арестленӗ те 1939 ҫулта Воронежра персе пӑрахнӑ, 1961 ҫулта реабилитациленӗ.
- Амӑшӗ — Анна Кузьминична (хӗр чухне — Топорова), хресчен ҫемйинчен.
- Пиччӗшӗ — Александр Андреевич Анпилов, офицер, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 1942 ҫулта пуҫ хунӑ.
- Мӑшӑрӗ — Юзефа Александровна Анпилова (Янокевич)[4].
Ҫар званийӗсем
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1.07.1944, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
- Ленин орденӗ (1.07.1944);
- виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (7.04.1940, 30.08.1942, 5.11.1954);
- Александр Невский орденӗ (1943);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ (11.03.1985);
- виҫӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (20.06.1949, 25.07.1949, 29.04.1954);
- «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль (3.11.1944);
- «Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин партизанне» медалӗн 1 степенӗ (26.12.1944);
- медальсем[5].
Астӑвӑм
- Белгород облаҫӗнчи Кивӗ Оскол хулинче А. А. Анпиловӑн бюстне вырнаҫтарнӑ[5].
- Кивӗ Оскол таврапӗлӳ музейӗнче Паттӑрӑн докуменчӗсем, сӑнӳкерчӗкӗсем, харпӑр япалисем упранаҫҫӗ[4].
- Вилтӑприйӗ ҫине палӑк лартнӑ[5].
Ӑнлантарусем
- ^ Анпилов Анатолий Андреевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Анпилов Анатолий Андреевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
- ^ Анпилов Анатолий Андреевич. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 4. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Мой прапрадедушка - Герой Советского Союза(паллӑ мар). school-science.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Анпилов Анатолий Андреевич. warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
- Герои-белгородцы. — Воронеж: Центрально-Чернозёмное кн. изд-во, 1972. — С. 14-15.
- Навечно в сердце народном / Редкол.: И. П. Шамякин (гл. ред.) и др. — 3-е изд., доп. и испр. — Мн.: Белорусская советская энциклопедия, 1984. — С. 25. — 607 с. — 65 000 экз.