Антонов Владимир Александрович (лётчик)

Антонов Владимир Александрович (лётчик) (1922 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ, Борнуково[d], Пильнă районĕ1961 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ, Львов) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 3-мӗш Украина фрончӗн 17-мӗш сывлăш çарӗн 1-мӗш гварди хутăш авиаци корпусӗн 5-мӗш гварди штурмлакан авиаци дивизийӗн 94-мӗш гварди штурмлакан авиаци полкӗн эскадрилья командирĕ, гварди капитанĕ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (02.08.1944)[1][2][3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1922 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Бутурлино районӗнчи Борнуково ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс. Чӑваш АССРӗнчи Пӑрачкав салинчи тулли мар вӑтам шкулта ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ. Икӗ ҫул хушши Чулхула облаҫӗнчи Арзамас районӗнчи Чернуха ялӗнче, каярахпа Улатӑрти вӑрман техникумӗнче (Улатӑр, Чӑваш АССР) пӗлӳ пухнӑ. Улатӑрти аэроклубран вӗренсе тухнӑ.

1941 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне чӗнсе илнӗ. 1942 ҫулта Оренбургри пилотсен ҫарпа авиаци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 1942 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа. Ҫапӑҫӑва пӗрремӗш хут Сталинград тӳпинче 1942 ҫулхи раштав уйӑхӗнче кӗнӗ.

ВКП (б) /КПСС пайташӗ 1943 ҫултанпа.

1944 ҫӗртме уйӑхӗ тӗлне 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 2-мӗш гварди штурмлакан авиаци дивизин 94-мӗш гварди штурмлакан авиаци полкӗн эскадрилья командирӗ В. А. Антонов гварди лейтенанчӗ тӑшманӑн ҫирӗплетнӗ вырӑнӗсене, техникипе чӗрӗ вӑйне штурмлама 150 ӑнӑҫлӑ вӗҫев ирттернӗ. Тӑшманӑн икӗ самолетне персе антарнӑ.

Тӑшман танкӗсене, автомашинисене, тупписене тата ытти ҫар техникине нумай тӗп тунӑ. Кӗперсемпе каҫӑсене, чукун ҫулӗсемпе станцисене сахал мар аркатнӑ. Тӑшман салтакӗсемпе офицерӗсене батальон таран тӗп тунӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Антонов Владимир Александрович гварди лейтенантне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№4283) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

Пурӗ вӑрҫӑ ҫулӗсенче авиаци эскадрильин командирӗ В. А. Антонов капитан тӑшманӑн ҫарӗсене штурмлама тата разведкӑна 225 вӗҫев тунӑ.

1946 ҫулта В. А. Антонов капитан сывлӑх енчен запаса тухса санитари авиацийӗн вӗҫевҫи пулса тӑнӑ. 1950 ҫулта аслӑ вӗҫев шкулӗнче вӗренсе тухнӑ та транспорт авиацийӗн самолёчӗн командирӗ пулса тӑнӑ. Вӑл пӗтӗм Союзри тата тӗнчери трассӑсем тӑрӑх миллион ҫухрӑм ытла вӗҫнӗ.

Львов хулинче пурӑннӑ. 1961 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вилнӗ.

undefined

Ҫемье

  • Ашшӗ — Александр Иванович Антонов.
  • Амӑшӗ — Вера Николаевна Антонова.
  • Мӑшӑрӗ — Евгения Афанасьевна Антонова.
  • Ачисем: хӗрӗ — Светлана, ывӑлӗ — Игорь[4].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Львов хулинче Лычаково масарӗнчи пытарнӑ.
  • Чулхула облаҫӗнчи Пильна хулинчи Мемориал комплексӗн Паттӑрӗсен аллейинче В. А. Антоновӑн бюстне вырнаҫтарнӑ[5].

Фактсем

  • Пулас арӑмӗпе фронтра тӗл пулса мӑшӑрланнӑ, вӑл сывлӑш стрелокӗ пулнӑ, ҫар заданисене пӗрле вӗҫнӗ.
  • Ентешӗсем Паттӑра халӑх пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗпе тунӑ ятран самолёт парнеленӗ[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Антонов Владимир Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Антонов Владимир Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  3. ^ Антонов Владимир Александрович. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Послесловие к статье «Самолёт Герою-земляку» (выр.). Пильнинский краеведческий музей. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.
  5. ^ Антонов Владимир Александрович (выр.). Герои Отечества. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.

Каçăсем

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Антонов Владимир Александрович (лётчик) «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

(2011 çулхи пушӑн 8-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)