Антонов Николай Захарович

Антонов Николай Захарович (1922 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ, Хĕрлĕту, Ҫӗрпӳ уесӗ, Чӑваш автономи облаҫӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР2011 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет саманинчи вӑрманҫӑ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1922 ҫулхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Автономи облаҫӗнчи Ҫӗрпӳ районӗнчи Хӗрлӗту ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗнчен (1942) вӗренсе тухнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Вӑрман хуҫалӑхӗнчи ӗҫ-хӗле 1945 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫартан демобилизациленнӗ хыҫҫӑн Чӑваш АССР вӑрман сыхлавӗпе вӑрман хуҫалӑхӗн управленийӗн вӑрман хуҫалӑхӗн инженерӗн должноҫӗнчен пуҫланӑ. 1948 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен Энӗшпуҫ лесничествин лесничийӗ, 1951 ҫултан – Йӗпреҫ вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ, 1959 ҫултан – Йӗпреҫ вӑрманпромхоз, вӑрман комбиначӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ. 1967—1984 ҫулсенче — Чӑваш АССР вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ – тӗп инженер. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан 4 ҫул (1984—1988) Вӑрман паркӗ опытлӑ вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ пулнӑ.

Вӑл ертсе пыракан вӑрман хуҫалӑх предприятийӗсенче вӑрман хатӗрлемелли малта пыракан технологисене, мӗнпур ӗҫсене механизацилессине тӗпе хурса пурнӑҫа кӗртнӗ, йывӑҫа тирпейлекен хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ линисем, йывӑҫа тарӑннӑн тирпейлекен цехсем туса лартнӑ, вӑрман юсакан ӗҫсене механизацилес шайӗ 80-90% таран ӳснӗ. 43 ҫул вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшса отрасле аталантарас ӗҫе самай тӳпе хывнӑ.

Хисепӗсем

  • Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
  • Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденӗ;
  • «Хӑюлӑхшӑн» медаль (икӗ хутчен);
  • Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
  • «Раҫҫей Федерациийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
  • «Раҫҫей Федерациийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
  • «Раҫҫей Федерациийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1966).

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Тихонов, П. Т. Антонов Николай Захарович / П. Т. Тихонов // Энциклопедия Цивильского района. — Чебоксары, 2019. — С. 27. 2. Тихонов, П. Т. Н. З. Антонов / П. Т. Тихонов // Лесоводы Чувашии. XX век : [биогр. справ.] / П. Т. Тихонов. — Чебоксары, 2006. — Кн. 1. — С. 65-66 : портр.
  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 88. — 168 с.

Каҫӑсем