Атаманова Елена Михайловна

Атаманова Елена Михайловна (1974 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ, Треппел, Авӑркас районӗ, Пушкӑрт АССР) — журналист, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ (2001), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1974 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Пушкарт АССРӗнчи Авӑркас районӗнчи Треппел ялӗнче ҫуралнӑ. Авӑркас районӗнчи Треппел вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ. Шкул ачи чухнех Чӑваш Енри «Хатӗр пул» журналта, «Пионер сасси» хаҫатра, Пушкӑрт Республикинчи «Ҫӗршыв ҫулӗ», «Урал сасси» хаҫатсенче заметкисене, сӑвви-калавне пичетленӗ. 1997 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ. 1997—1998 ҫулсенче Шупашкарти 3-мӗш вӑтам шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1998 ҫултан «Хыпар» Издательство ҫуртӗнче вӑй хурать:

  • 1998—2004 ҫулсенче — «Хыпар» хаҫатӑн вӗренӳпе наука пайӗн корреспонденчӗ,
  • 2004—2009 ҫулсенче — «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ,
  • 2009—2014 ҫулсенче — «Хресчен сасси» хаҫатӑн корреспонденчӗ,
  • 2014—2016 ҫулсенче — «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатӑн корреспонденчӗ,
  • 2016—2018 ҫулсенче — «Тӑван Атӑл» журнал корреспонденчӗ,
  • 2018—2019 ҫулсенче — ача-пӑча кӑларӑмӗсен («Тантӑш» хаҫат тата «Тетте» журнал) редакцийӗн редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан,
  • 2019 ҫултан — ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакцийӗн редакторӗ[1].

Ятарлӑ страницӑсем

«Тантӑш» хаҫатра тӑтӑш тухса таракан ятарлӑ страницӑсем, рубрикӑсем:

  • Классная почта;
  • Маленькая страна;
  • Пирен пата ҫыраҫҫӗ;
  • Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх;
  • Есть с кого брать пример;
  • Ачалӑхри ҫичӗ самант
  • тата ытти те.

Йӗркелӳ ӗҫӗсем

Атаманова Е. М. Шупашкарти[2], Чӑваш Республикинчи районсене[3] тата чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене (Пушкӑртстан[4], Тутарстан, Чӗмпӗр облаҫӗ) тӑтӑш ӗҫлӗ ҫулҫӳревсене тухать, кӑсӑк материалсем хатӗрлесе килет, хаҫат-журнала ҫырантарать.

Ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакцийӗ тарӑшнипе Чӑваш Республикинче ҫамрӑк корреспондентсен слёчӗ иртет. Ҫавӑн пекех Атаманова Е. М. ҫамрӑксемпе ачасене журналистикӑна хӑнӑхтарас, кӗртсе ярас тесе тӗлпулусем, канашлусем, мастер-классем[5] йӗркелет.

«Хыпар» Издательство ҫурчӗ ирттерекен мероприятисене — хаҫат парнисемшен иртекен турнирсем, хаҫат кунӗсем, тӗрлӗ телпулусем-канашлусем — йӗркелес ӗҫре те хастар.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин журналист ӗҫӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫин дипломӗ (2010);
  • Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти;
  • Чӑваш Республикин Ялхуҫалӑх министерствин Тав хучӗ;
  • Чӑваш Республикин Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамоти;
  • Раҫҫей Федерацийӗнчи Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти;
  • Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн Леонид Ильин ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ (2022);
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ[6] (2024).

Вуламалли

  • Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 35. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
  • Атаманова, Е. Шӑпчӑк юрриллӗ сад пахчисем халӗ те асрах… : [Елена Михайловна Атаманова журналистпа калаҫни / В. Мефодьева ҫырса илнӗ] // Ырӑ Хыпар. — 2020. — № 6 (июнь). — С. 14-16 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Атаманова, Е. Илемлех ҫав пирӗн чӑваш чунӗ, тумӗ, тӗрри-эрешӗ / Е. Атаманова // Ырӑ Хыпар. — 2022. — № 7 (июль). — С. 5 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Тумаланова, М. Ӗҫтешсене чысланӑ / М. Тумаланова // Хыпар. — 2023. — 29 авӑн/сентябрь (№ 109/110). — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.

Темӑпа ҫыхӑннисем