Афонина Екатерина Владимировна
Афонина Екатерина Владимировна (хӗр чухне — Ларина; ҫур. 1984 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ, Ҫӗмӗрле) — армрестлингра тупӑшакан Раҫҫей спортсменки. 12 хут тӗнче чемпионки. 10 хут Европа чемпионки. Нумай хутчен Раҫҫей чемпионки. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (2010).
Биографийӗ
Екатерина 1984 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ.
Мускаври автомеханика институчӗн (МАМИ) экономика факультетне пӗтернӗ[1], унтан — аспирантурӑна, «Тиев автомобилестроени предприятийӗсен ӗҫ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне хакламалли меслетсене аталантарасси» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ[2], унтах экономика дисциплинин преподавателӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫавӑн пекех темиҫе ҫул армрестлинг енӗпе университет командин тӗп тренерӗ шутланнӑ[3].
Спорт карьери
Армрестлинг ӗҫне 18 ҫулта чухне Чулхулари «Армспорт» клубра Сергей Гончаров тренер патӗнче пуҫӑннӑ[4].
2003 ҫултан пуҫласа 2013 ҫулччен тӗнче чемпионачӗсенче 8 хутчен ҫӗнтернӗ[5][6], ҫавӑн пекех ултӑ кӗмӗл тата пӗр пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
2006 ҫултан пуҫласа 2011 ҫулччен Европа чемпионачӗсенче 7 хутчен ҫӗнтернӗ[7], ҫавӑн пекех виҫӗ кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
2007 ҫулта «Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ» ята илнӗ.
2010 ҫулта, тӗнче чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн, «Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ» ята тивӗҫнӗ[8].
2014 ҫултан пуҫласа 2016 ҫулччен ӑмӑртусене хутшӑнман. Качча кайсан хушаматне Афонина ҫине ылмаштарнӑ, ача ҫуратнӑ.
2017 тата 2019 ҫулсенче тӗнче тата Европа чемпионачӗсенче каллех икӗ алӑпа ҫӗнтернӗ[9].
Спортри ҫитӗнӗвӗсем
Тӗнче шайӗнчисем
Тӗнче чемпионачӗсем
| Ҫул | Ирттернӗ вырӑн | Сулахай алӑ | Сылтӑм алӑ | ||
|---|---|---|---|---|---|
| 55 кг таран | 60 кг таран | 55 кг таран | 60 кг таран | ||
| 2003 | |||||
| 2004 | |||||
| 2006[10] | 5 | ||||
| 2007[11] | |||||
| 2008[12] | |||||
| 2009[13] | |||||
| 2010[14] | |||||
| 2011[15] | |||||
| 2013[16] | |||||
| 2017[17] | |||||
| 2019[18] | |||||
Ӑнлантарусем
- ^ Счастье в борьбе (выр.). pravda-nn.ru. Нижегородская правда (1 утӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Развитие методов оценки эффективности деятельности предприятий грузового автомобилестроения (выр.). search.rsl.ru. Российская государственная библиотека (1 акан 2014). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Екатерина Афонина (выр.). mrsss.nagradion.ru. Наградион. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Мария Щербакова. Чемпионка Европы по армрестлингу Екатерина Ларина: «С сильной женщиной должен быть сильный мужчина» (выр.). iz.ru. Известия (26 ҫӗртмен 2009). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Максим Сидоров. Все чемпионы мира по армрестлингу по годам (выр.). sports.ru. Sports.ru (14 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Чемпионка, студентка, красавица (выр.). gshum.cap.ru. Шумерля (20 нарӑсӑн 2004). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Андрей Соловьев. Нижегородка выиграла чемпионат Европы по армспорту (выр.). vremyan.ru. Время Н (17 ҫӗртмен 2009). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Приказ «О присвоении почетного спортивного звания „Заслуженный мастер спорта России“» от 16.12.2010 г. № 174-нг (выр.). msrfinfo.ru. Статистика и аналитика развития спорта в России (16 раштавӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Нижегородка стала чемпионкой Европы по армрестлингу (выр.). nn.mk.ru. Московский комсомолец (24 ҫӑвӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 2006 WAF World Championships (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ 2007 WAF World Championships (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ 2008 WAF World Championships (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ 2009 WAF World Championships (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ 2010 WAF World Championships (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ 2011 WAF World Championships (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Results: 35th World Armwrestling Championships 2013 (WAF) (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Results: 39th World Armwrestling Championships 2017 (WAF) (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Results: 41st World Armwrestling Championships 2019 (WAF) (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ European Armwrestling Championships 2006 — Hungary (выр.). eaf-armwrestling.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ European Armwrestling Championships 2007 — Sweden (выр.). eaf-armwrestling.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ European Armwrestling Championships 2008 — Norway (выр.). eaf-armwrestling.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ European Armwrestling Championships 2009 — Bulgaria (выр.). eaf-armwrestling.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ European Armwrestling Championships 2010 — Russia (выр.). eaf-armwrestling.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ European Armwrestling Championships 2011 — Turkey (выр.). eaf-armwrestling.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ European Armwrestling Championships 2016 (выр.). eaf-armwrestling.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ European Armwrestling Championships 2017 (выр.). eaf-armwrestling.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ European Armwrestling Championships 2019 (выр.). eaf-armwrestling.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Андрей Соловьев. Нижегородка стала чемпионкой России по армспорту (выр.). vremyan.ru. Время Н (25 пушӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Алексей Рокотов. «Умею уступать мужчине». Как Екатерина Афонина стала лучшей в армрестлинге (выр.). nn.aif.ru. Аргументы и факты (21 акан 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
- ^ XXXI Чемпионат России по армрестлингу (выр.). armwrestling-rus.ru (25 пушӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.