Бояршинов Василий Иванович
Василий Иванович Бояршинов (1915 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ, Сыростан[d] — 1990 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ, Златоуст[d], Челепи облаҫӗ) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн старшини, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944 ҫул).
Пурнӑҫӗ
1915 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнче Сыростан салинче (халӗ — Челепи облаҫӗн Миасс хула округӗ) рабочи кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Тулли мар вӑтам шкулӑн пиллӗк класс тата фабрикӑпа савут ҫумӗнчи шкула вӗренсе пӗтернӗ, унтан кирпӗч савутӗнче, кайран Тинӗсҫум крайӗнчи чугун ҫул тунӑ. 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне Бояршинов Василий кӗҫӗн сержант Воронеж фрончӗн 38-мӗш ҫарӗн 180-мӗш стрелоксен дивизийӗн 627-мӗш артиллери полкӗн ҫыхӑну уйрӑмӗпе командӑланӑ. Днепршӑн ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра палӑрнӑ[1].
1943 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен 2-мӗшхи каҫхине хӑйӗн уйрӑмӗпе пӗрле, тӑшман вӑйлӑ персе тӑнине пӑхмасӑр, Днепр урлӑ Киевран ҫурҫӗререх икӗ кабельлӗ ҫыхӑну линийӗ хывнӑ. Унӑн ӗҫӗсем артиллери персе тӑнине тӗрӗслесе тӑма май панӑ. Хӑйӗн пурнӑҫне хӑрушлӑха кӑларса тӑратса пӗрре кӑна мар лини татӑлнӑ вырӑнсене юсанӑ. Совет подразделенийӗсем Днепр урлӑ каҫма пуҫласан, хӑйӗн уйрӑмӗпе пӗрле вӗсене ҫыхӑнупа тивӗҫтернӗ[1].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчи «Хӗрлӗ Ҫарӑн генералӗсене, офицерӗсене, сержанчӗсене тата рядовойӗсене Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне парасси ҫинчен» Указӗпе «фронтра нимӗҫ-фашист оккупанчӗсемпе кӗрешнӗ чухне командованин ҫар задачисене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Бояршинов Василий Ивановича Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятпа тивӗҫтернӗ, ӑна Ленин орденне тата 1778-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медале панӑ[1][2].
1944 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн демобилизациленнӗ, унтан Челепи облаҫне таврӑннӑ. Златоустра пурӑннӑ, Ленин ячӗллӗ Златоуст машина тӑвакан савутра нормировщик пулса ӗҫленӗ. Златоуст хула канашӗн темиҫе пуххин депутачӗ пулнӑ. 1979 ҫулта пенсие тухнӑ. 1990 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗнче вилнӗ, Златоустри Орловски масарӗнче пытарнӑ[1].
2017 ҫулта Златоустри Паттӑрсен аллейинче В. И. Бояршиновӑн бюстне вырнаҫтарнӑ[3].
1-мӗш степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, ҫавӑн пекех темиҫе медальпе, вӑл шутра икӗ «Хастарлӑхшӑн» медальпе наградӑланӑ[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5
Бояршинов Василий Иванович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 10 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 19 кӑрлачӑн (№ 3 (263)). — . 2021 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Памятник Герою Советского Союза Бояршинову Василию Ивановичу. народнаяпамять.рф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.