Брезно
Брезно (словак. Brezno, ним. Bries(en), хунк. Breznóbánya) — Словакин варринчи хула, Словаки Рудогорьенчи Грон шывĕ çинче ларать. Хулара 23 пине яхăн çын пурнать.
Истори
Брезно хулине пĕрремĕш 1265 çулта Бела IV патша çырăвĕнче «Березун» — шахтёр пурăну вырăнĕ (унта пархатарлă металсене тупăçланă) тесе асăннă. 1380 çулта Брезно хула ирĕкне тухать. XVII ӗмӗрте хула таврашĕнче йывăç касма тытăнаççĕ, Штирирен вăрман касакансем куçса килеççĕ. Юнашар Гронецре металлурги заводне туса лартаççĕ. Çавна пула хула ӳссе пырать. 1650 çулта Фердинанд III хулана патшан ирĕк хули статусне парать.
XIX ӗмӗрте Австри-Венгрире пысăкрах заводсем, шахтăсем уçăлаççĕ, вара Брезношăн тăнăçсăр тапхăр пуçланать, çак лакăм самана XX ӗмӗрĕн варричченех — хула индустри шайне кĕричченех — тăсăлать.
Чаплă куравĕсем
- Тĕп лапамĕн ансамблĕпе татса Мари костёлĕ.
Спорт
- Брезноран 9 çм кăнтăр-анăçалла Осрблье биатлон тĕпĕ вырнаçнă.
Çавăн пекех пăхăр
Каçăсем