Левоча
Ле́воча (словак. Levoča, ним. Leutschau, венг. Lőcse) — Словакин тухăçĕнчи хула, Левочске Врхи умĕнче вырнаçнă. Халăх йышĕ 14 пине яхăн çын.
Ӳкерчĕк:Marianska bazilika v levoci.jpg
Мари сăртĕнчи Мари хĕр базилики.
Истори
Пĕрремĕш Левоча хуплана 1249 çулта Бела IV çырăвĕнче асăннă. Çапах та вăл унчченех пулнă — таса Николай рим костёлĕ кунта XI ӗмӗртенпех ларать. 1241 çулта, монгол-тутарсем тапăнса килнĕ хыççăн, кунта пĕрремĕш нимĕç колонисчĕсем çитеççĕ. 1271 çулта Левоча патшан ирĕк хули шайĕнче, провинци тĕпĕ. XV ĕмĕрте левоч купсисем венгр патшинчен çăмăллăхсем туянаççĕ те хула хăвăрт аталана пуçланать. Çĕр çул спиш вăрçинче кĕрешсе çĕнтерет, Спишре мал хула пулса тăрать. Çав вăхăтрах Левоча Словакири протестант юхăмĕн тĕпĕ пулса тăрать. Хула XVII ӗмӗрте анти-габсбург пăлхавĕсен тапхăрĕсенче юхăнма пуçлать. 1871 çулта чукун çула Левочăран пăрса каяççĕ.
Чаплă куравĕсем
Çавăн пекех пăхăр
Каçăсем